Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗнӗ автоҫул Атӑл урлӑ тепӗр кӗпер тутарӗ

Машинасем хире-хирӗҫ пулса ан ҫапӑнччӗр тесе унта юхӑмсене уйӑракан хӳтлӗх хатӗрӗсем вырнаҫтараҫҫӗ

 

Техника тĕлĕшĕнчен аслӑ категориллӗ ҫулсем питӗ сахал. Ҫӗршывсен хушшинче ку енӗпе Китай малта пырать, унта ҫулсерен 5-6 пин километр лайӑх ҫул тӑваҫҫӗ.
Раҫҫейре юлашки ҫулсенче М11 тата М4 трассӑсене тунӑ. Вӗсем ҫӗнӗ технологисене, машиностроенине аталантарас арнăшăн юхса , квалификациллӗ специалистсене хатӗрлеттернӗ. 
Ҫӗнӗ М12 автотрассӑна туни Тутарстан предприятийӗсене заказлӑ, ҫынсене ӗҫлӗ тӑвасси паллӑ. Кунта тендера кам ҫӗнсе илни те пӗлтерӗшлӗ мар. Никам та рабочисене Владивостокран илсе килмест, ҫитменнине Тутарстанра та квалификациллӗ специалистсем нумай.
Тутарстана ҫӗнӗ автотрасса кирлӗ. "КАМАЗ" автогигант, «ТАНЕКО» «Нижнекамскнефтехим» хими комплексӗсем, «Алабуга» уйрӑм экономика зонин предприятийӗсем М7 трассӑпа усӑ кураҫҫӗ. Вӑл грузсене ӑсатма, кирлӗ оборудовани кӳме меллӗ ҫулах мар, ӗҫ вӑраха тӑсӑлать.

Автомагистраль тунӑ чухне сиенсӗр те мар. Паллах, вӑрмансем касӑлаҫҫӗ, экологи, шӑв-шав. Анчах лайӑх хатӗрленӗ проектра экологилле инженери объекчӗсем пулмалла. Техника енчен аслӑ категориллӗ шутланакан автоҫулта шавран хӳтӗлеме экрансем вырнаҫтараҫҫӗ. Машинасем хире-хирӗҫ пулса ан ҫапӑнччӗр тесе унта юхӑмсене уйӑракан хӳтлӗх хатӗрӗсем вырнаҫтараҫҫӗ.
М12 трасса экологие лайӑхлатма тивӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл Хусана кӗмест. Атӑл урлӑ ҫӗнӗ кӗпер туни грузсене аэропортран логистика центрӗсене Хусана кӗмесӗр илсе ҫитерме май парать.
Тутарстанра логистика инфраструктури лайӑх аталаннӑ: чукун ҫул пур, Атӑлпа тата Камӑпа шыв ҫулӗ пур, авиаци ҫулӗ пур. Ҫак схемӑна пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ автомагистрале те кӗртсен, экономика эффекчӗ тата пысӑкрах пулать.
Бизнесменсем паянах пайтине шутласа хума пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен М12 трассӑпа ҫӳремелли хӑвӑртлӑх сехете  130 километр пулать.
Ҫӗнӗ ҫул Тутарстан территорийӗпе мӗнлерех выртасси хальлӗхе паллӑ мар.  Ку ыйтӑва вырӑнти ҫынсемпе татса памалла.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев