«Нарядный Сабантуй – 2026» конкурса сăнӳкерчӗксене йышăнассине июнӗн 30-мӗшӗччен тăснă
«Татар-информ» Информаци агентстви «Нарядный Сабантуй – 2026» конкурс ирттерни пирки эпир çырнăччӗ. Маларах сăнӳкерчӗксене июнӗн 26-мӗшӗччен йышăнма палăртнăччӗ. Халӗ вара конкурса хутшăнакансене ытларах шанăç парса сăнӳкерчӗксене йышăнассине июнӗн 30-мӗшӗччен тӑснӑ. Чи лайӑх ӗçсемшӗн сасӑласси июлӗн 1 – 7-мӗшӗсенче иртет, пӗтӗмлетӗвне вара июлӗн 8-мӗшӗнче – Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗнче – тӑвӗç.

Хутшӑнас тесен «ВКонтакте» социаллӑ сетьри хӑвӑр страницӑра 2026 çулхи Сабантуйра тунӑ, наци тумне тӑхӑннӑ çемьен сӑнӳкерчӗкне #НарядныйСабантуй2026 хештегпа вырнаçтармалла. Публикацире çемьен хушаматне тата пурӑнакан вырӑна кӑтартмалла.
Конкурса Сабантуйра ӳкернӗ наци тумӗллӗ çемье (упӑшкипе арӑмӗ, ачисемпе ашшӗ-амӑшӗ, аслашшӗ-асламăшӗпе кукашшӗ-кукамăшӗ) сăнӳкерчӗкне тăратмалла. Пӗччен тăракан тата пултарулӑх ушкӑнӗсемлӗ сӑнӳкерчӗксене конкурса йышӑнмаççӗ.
Сăнӳкерчӗк çинче мӗнле халӑх тумӗпе пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ мар. Пӗр çемьерен пӗр сăнӳкерчӗк çеç йышӑнаççӗ. Конкурс вăхăтĕнче хутшăнаканăн «ВКонтактери» профилӗ уçă пулмалла.
Йӗркелекенсем аса илтереççӗ: сасӑсене улталаса (накрутка) пухнине асăрхасан сăнӳкерчӗке конкурсран кăлараççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев