Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Нарспи» Раççей шайне çӗкленчӗ

Кашнинчех маçтăр шухăшласа кăларнă, çӗленӗ кӗпесем тата ытларах пуянланса, илемленсе пынине палăртрӗç куракансем. Дизайнер-модельер шурă-хӗрлӗ тӗссемпе усă курнине палăртмалла. Ыттисенчен уйăракан хăйне евӗрлӗхӗ – хӗрарăм е хӗр тумне тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ умçаккипе усă курса пуянлатасси.

Ноябрӗн 22-мӗшӗнче Ульяновск хулинчи «Губернаторский» Культура керменӗнче чăваш наци тумӗн регионсен хушшинчи «Нарспи» фестивалӗ пиллӗкмӗш хут иртрӗ.

Кăçал унта хутшăннă паллă модельерсене пăхсан ăна пӗр шикленмесӗрех Раççей шайне хăпарчӗ теме пулать. Унăн сумӗ, пӗлтерӗшӗ, чапӗ ӳстӗр тесе тăрăшнă çын та – Ульяновск облаçӗнчи Нацисен культурисене çӗнетсе аталантаракан центрти чăваш пайӗн директорӗ Ираида Гаврилова – тӗрӗ-эрешпе пуян чăваш тумӗпеччӗ. Паянхи саманари çивӗч ыйтусенчен пӗрне, укçа-тенкӗ тупассине, пӗтӗмпех хăй çине  УОЧНКА (председателӗ – Олег Мустаев) илнӗ. Фестивале облаçри автономи тивӗçнӗ грант укçипе йӗркелени те наци политикине пирӗн регионта тӗрӗс аталантарса пынине пӗлтерет.      

Авалхи тата хальхи чăваш тумӗпе паллаштаракан уявăн концерт программине «Пирӗштисен ташшипе» Шупашкартан килнӗ «Çавал» эстрадăпа фольклор ансамблӗ пуçларӗ. Юрăпа хореографи прологӗнче сцена çине чăваш, тутар, мордва, вырăс тумне тăхăннă çамрăксем тухрӗç. Тӗлӗнмелле çăмăл та ăста юрă-ташă урлă артистсем регионти, Раççейри халăхсен пӗрлӗхне сăнарласа пачӗç. «Мерчен» ушкăн юррисемпе савăнтарчӗ.

Кӗпе-тум коллекцийӗпе Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан регионсен, облаçсен дизайнерӗсемпе модельерӗсем паллаштарчӗç.

«Чăваш тумӗн асамлă тӗнчи» сцена костюмӗн куравӗпе уçрӗ фестивале Светлана Чернова дизайнер. Ăна пулăшаканӗсем – Ульяновскри хăй ертсе пыракан «Огонек» ташă ушкăнӗ. Курав Аннемӗр кунӗ умӗн пулнă май Светлана Николаевна «Амăшӗпе ачи» темăна суйласа илнӗ.

 Фестиваль программине пуянлатакансем Чăваш Республикин тӗп хулинчен Шупашкартан килнӗ паллă дизайнер-модельерсем Людмилăпа Николай Балтаевсем, Людмила Шуркина, Елизавета Григорьева, Татьяна Петрова пулчӗç. Пултаруллă дизайнер-модельерсем анатри, вăтам тата тури чăвашсем тăхăнакан авалхи тата хальхи тума кăтартма тӗллев лартнă. «Вӗсем çӗленӗ чăваш тумӗнче кашни тӗррӗн хăйӗн пӗлтерӗшӗ пур: шурă тӗс кăмăл-сипет тасалăхне пӗлтерет, сарри – пуянлăхпа ăс-хакăл илемне, çăкăрпа хӗвеле, симӗсси – çамрăклăха, кăвакки – пӗлӗт палли, çӳлти патшалăха, хури – çӗре, картана, хӗрли – йăх-несӗле, ăру йывăççине. Ăста тӗрлеме ларсан кашни тӗсе пӗлсе ăнкарса суйласа илет. Тум, тӗрӗ-эреш, капăрлăх – вӗсем пурте управçăсем. Вӗсем шăрăхпа сивӗрен çеç мар, чун кулянăвӗнчен сыхлаççӗ», – терӗ
 ертсе пыракан.

Тумсем алăпа тунă питӗ вакă тата пысăкрах тӗрӗсенчен, шăрçасенчен, хăюсенчен касса кăларса вырнаçтар-
нă тӗрлӗ тӗслӗ эрешсенчен, çыхнă е урăх мелпе ăсталанă капăрлăхсенчен тăраççӗ. Тум çумне тата тӗрӗс суйласа илнӗ пуç хатӗрӗ пур, хӗрарăмсем пуçне сурпан çыхнă, хушпу тăхăннă, арçынсем – калпак, хӗрсем – тухья. 

Тăван халăх культурипе йăли-йӗрки-не сума сăвакан хӗрарăм, Тюменьтен килнӗ Валентина Шатрашанова дизайнер анатри чăвашсен Чӳклемине кăтартса пачӗ: ватти-вӗтти, ялти сумлă çынсем Киремете пуç тайма пынă. Çак чуна пырса тивекен курăну никама та айккинче тăратса хăварма пултараймарӗ.

Кӗпе-тум çӗлеме юратакан Елена Уресметова регионсем хушшинчи наци тумӗн фестивалӗнче пӗрремӗш хут. «Чăваш тумӗн тӗрлӗ  енлӗхӗ» ятлă çулла-çуркунне-кӗркунне-хӗлле тăхăнмалли тумсен коллекцийӗпе паллаштарчӗ ентешӗмӗр куракансене.

– Фестивале хутшăнма тахçанах ӗмӗт пурччӗ. Еплерех пысăк хавхалану çуралчӗ паян тӗнче шайлă чăваш модельерӗсемпе калаçнă, вӗсен кӗпи-тумне курса хакланă хыççăн. Тата ытларах та тăрăшарах вăй хурас, хамăн харпăр ӗçе уçас килекен пулчӗ. Çакна тата тепӗр хутчен курса ӗнентӗм: çыннăн тул енчен кăна мар, шал енчен те илемлӗ пулмалла. Ăстасем ылтăн алăллă çеç мар, пуян, черчен чунлă та. Çынри илеме, унăн хăйне евӗрлӗхне палăртма килӗшӳллӗ тум кирлине питӗ аван ăнланаççӗ вӗсем. Чăваш тумне çӗлесе пама ыйтакансем нумай. Халӗ вӗсене тата та пуянрах тăхăнтарас, вӗсен ӗмӗчӗсене пурнăçа кӗртес килет, – терӗ Елена Леонтьевна.

 Кăçал ака уйăхӗнче Шупашкарта иртнӗ «Серебряная россыпь веков» мода фестиваль-конкурсне хутшăнса хăйнеевӗр пултарулăхӗпе жюри пайташӗсене тӗлӗнтернӗ Татьяна Серебрякова çӗнӗ коллекципе тухрӗ. Кашнинчех маçтăр шухăшласа кăларнă, çӗленӗ кӗпесем тата ытларах пуянланса, илемленсе пынине палăртрӗç куракансем. Дизайнер-модельер шурă-хӗрлӗ тӗссемпе усă курнине палăртмалла. Ыттисенчен уйăракан хăйне евӗрлӗхӗ – хӗрарăм е хӗр тумне тӗрӗ-эрешпе илемлетнӗ умçаккипе усă курса пуянлатасси. Чăнлă районӗнчи Çӗнӗ Улхашра ӗçлесе пурăна-кан художникăн хăйӗн ыттисенчен расна шухăшлав, тӗнчекурăм, кăмăл-туйăм. «Кӗмӗл ăстаçă хатӗрленӗ кӗпе-тум» тесе калас килет манăн Татьяна Анатольевна тăратнă чаплă пухă пирки.

– Фестивале хутшăннă кашни кӗпе-тум çинчен сехетшер каласа пама пулать. Кашни тӗрӗ-эрешре, капăрлăхра чăваш халăхӗн историйӗ, кулленхи пурнăçӗ, пуян йăли-йӗрки, уявӗсем, ал ăсталăхӗ, илем туйăмӗ çинчен калакан сӗм пур, – терӗç «Шурă каç» тата «Тăван кӗвӗ» тумсен пуххипе килнӗ Елизавета Григорьевăпа Татьяна Петрова модельерсем. 

УОЧНКА председателӗ Олег Мустаев тата облаçри халăх культурин центрӗн тӗп директорӗ Елена Лаковская дизайнер-модельерсене хаклă парнесемпе чысларӗç.

Алена АЛЕКСЕЕВА.

Е. Мустаева сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: фестиваль