Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Наталья Карасёва: «Кӗнеке нихăçан та вилмӗ, тусанланса выртмӗ»

Мӗн шутлаççӗ-ха вуласси чакса пыни пирки библиотека ӗçченӗсем? Кӗнекен пуласлăхӗ пур-и? Вулӗç-и ăна XXI ӗмӗрӗн çамрăк ăрăвӗсем? Кун пирки эпир Тури Услонри Централизациленӗ библиотека системин директорӗпе Наталья Алексеевна Карасёвăпа калаçрăмăр. Унта эпир Çӗнӗ çул умӗн пултăмăр.

Нейросетьсем, искусствăлла интеллект çиçӗмле хăвăртлăхпа аталанса пыни, пире, хут кӗнеке тытса ӳснӗ ăрăва хумхантарать. Уссипе пӗрле хăрушлăхсем те кăларса тăратать вăл. Пуринчен ытла паянхи ăру пуçӗпех виртуаллă тӗнчене куçса пыни, кӗнеке тытса вуламанни. Кӗске, пӗр минутлăх видеосем клипла шухăшлава аталантарса пыраççӗ, вуласа ӳсменскерсен калаçăвӗ, çырас пултарулăхӗ чакса пырать. Çакна статистика та çирӗплетет. Мӗнле майпа-ха çак тенденцие тытса чармалла? Хутпа цифра тӗнчине епле майпа союзниксем туса хумалла? Пулма пултарать-и ку? Кино çуралсан та театр пӗтме мар, чечекленсе пыни çавах та шанăç кӳрет. Виртуаллă тӗнчен антипочӗ – библиотека. Паян вӗсем çӗнелсе пыраççӗ, çӗнӗ технологисем алла илеççӗ. 

– Наталья Алексеевна, сирӗн çав тери илемлӗ библиотека. Ун историйӗпе пире кăштах паллаштарăр-ха. Тӗпрен юсав туни курăнать. Тата хăвăр кунта хăçантанпа ӗçлетӗр?
– Библиотека историйӗ иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсенчен пуçланать. Малтанласа вулав çурчӗ пулнă, унтан фондрос (социаллă экономика аталанăвӗн фончӗ. – Авт.). Район майпен аталанса пынă, вара тулли функциллӗ библиотека уçăлнă. Харпăр çурт пулманнипе малтанласа тӗрлӗ çӗрте вырнаçнă. 60-мӗш çулсенче библиотека çуртне туса лартнă, район статусне панă. Халӗ прокуратура вырнаçнă тӗлте пулнă вăл. Анчах 1982 çулта вăйлă пушарта çунса кайнă кӗнеке фончӗ, питӗ сахал пайӗ упранса юлнă. Çав вăхăтран çӗнӗрен пуçтарма тытăннă библиотека фондне. Хăш-тăр пайне ялсенчи филиалсенчен кӳнӗ, респуб­лика библиотекинчен. Майпен туянса пынă. Пушар хыççăн пӗр вăхăт Культура çуртӗнче ӗçленӗ. 1984 çулта библиотекăн çӗнӗ çуртне, çакна ӗнтӗ, туса лартма йышăннă. 1986 çулта вăл уçăлать. Стройка ӗçне эп те хутшăнса ӗлкӗртӗм, кирпӗчсем йăтнине астăватăп-ха. Институт пӗтернӗччӗ ун чух, мăшăрăм Елабугăри милици училищинчен вӗренсе тухнăччӗ. Тăван района таврăнас терӗмӗр. Çапла 1986 çултанпа библиотекăра ӗçлетӗп, библиографран пуçланă. Кайран методикăпа библиографи уйрăмӗн заведующийӗнче. 2003 çултанпа – Централизациленӗ библиотека системин директорӗнче. Директорта ӗçлеме пуçланă чух пач урăх вăхăтчӗ. Компьютерсем çукчӗ, отчетсене пичет машинкипе çырнă. Майпен çӗнӗлӗхсем, компьютерсем киле пуçларӗç. Хамăр тӗллӗн пускаласа вӗрентӗмӗр темелле. Ятарласа курссенче вӗренмен. Каярахпа Хушма вӗрентӳ институчӗ уçăлсан унта виçӗ çуллăх курсра вӗрентӗм. Çынран мӗн-тӗр ыйтас тесен малтан ăна хăвăн тăва пӗлмелле-çке. Усăллă пулчӗ вăл, ӗçе çӗнӗлӗхсене кура улăштарса пыма пулăшрӗ. Çурт та ку вăхăта кивелсе çитнӗччӗ, тӗпрен юсав пирки шутлама пуçларăмăр. 
– Хăçан ăна пурнăçлама пултартăр?
– 2018 çулта. Паллах, ыйтма самай маларах пуçланă. Çурт вуçех юхăнса ан кайтăр тесе тыткаласа тăтăмăр май килнӗ таран. Çуркуннесенче шăтăк-çурăксене ăçта сăрласа, ăçта штукатурка туса тăтăмăр. Ертӳçӗсем килсен: «Ой, кунта сирӗн чип-чиста, хăтлă», – тетчӗç. Вӗсенле капла та юрать пек пулса тухать. Çапах 2018 çулта укçа-тенкӗ уйăрса пачӗç, тӗпрен юсав туса пăрахрăмăр. Шалта модернизаци турăмăр. Ытлашши перегородкăсене илсе пăрахрăмăр, пӳлӗмсене пӗрлештерсе пысăклат­рăмăр. Мобильлӗ стеллажсем туянтăмăр. Ку хранилищен лаптăкне пысăклатма май пачӗ. 
– Пурнăçа çӗнӗ технологисем кӗрсе пынă май библиотека ӗçӗ мӗнлерех улшăнчӗ? Халӗ цифра трансформацийӗ пур çӗре те кӗчӗ. Библиотека концепцине мӗнлерех улăштарчӗ вăл? 
– Тӗпрен улăштарчӗ тесе калаймастăп. Эпир йăлари лайăххине упраса хăварса унпа пӗрле цифра технологийӗсем ыйтни пек аталанса пыма тăрăшатпăр. Мӗншӗн тесен нимӗнле технологисем те чӗрӗ хутшăнусене ылмаштарма пултараймаççӗ. Кӗнеке куравӗсем, сӳтсе явнисем йăлт йăлари форматпа иртеççӗ. Çамрăксем валли виртуаллă курав вырнаçтаратпăр. Вӗсем вӗт интернетра лараççӗ, соцсетьсенче. Хамăр пата эпир интереслӗ çынсене чӗнсе илсе вулакансемпе тӗлпулусем ирттеретпӗр. Аслă çултисем хаваспах çӳреççӗ вăл йышши мероприятисене. Интерессене кура тӗрлӗ клубсем ӗçлеççӗ пирӗн. 
– Миçе вӗсем сирӗн? 
– Иккӗ, вырăс тата тутар вулакансен клубӗсем. Чăвашли çук  хальлӗхе. Мӗншӗн тесен чăвашсем сахалрах кунта пирӗн. Чăвашсем ытларах виçӗ ялта пысăк йышпа пурăнаççӗ – Ямбулат, Канаш, Çыр Морквашӗнче. Канаш инçерех, Апас районӗпе чикӗленнӗ çӗрте, пирӗн пата килсе çӳреймеççӗ. Пур пирӗн пӗр хастар чăваш – Надежда Ивановна. Чăвашсем район центрӗнче те пурăнаççӗ-ха, анчах пирӗн пата çӳресе каймаççӗ. Тата чăвашла пӗлсен те вулаймастпăр теççӗ, те вулассисем килмеççӗ?
– ТикТок пăхса лараççӗ пулӗ...
– Çапла тесен кăна..
– Вăтам вулакана илес пулсан, паян мӗн ытларах вулаççӗ? Илемлӗ е ятарлă литература, тен, наукăпа çыхăннисене? 
– Вулакансем тӗрлӗрен, кашнин хăйӗн интерес. Кама-тăр фантастика килӗшет, теприне çăмăл жанрлă хайлав. Классика патне таврăнакансем нумай, тепӗр хут вуласшăн. Лавккари туянакан пек, кашни хăйне интереслентерекеннине, кăмăлне тивӗçтерекеннине илсе вулама тăрăшать. Кашнине тивӗçтерес тесе кӗнеке фондне пуçтаратпăр та. Комплектовани енӗпе юлашки çулсенче йывăртарах. Кăштах рес­публика, кăштах федераци бюджетӗнчен куçараççӗ. 
– Çамрăксем, шкул ачисем çӳреççӗ-и сирӗн пата?   
– Шкул ачисем те килеççӗ, ха­мăр та вӗсем патне çитме тăрăшатпăр. Вӗренекенсене ытларах интерактивлă мероприятисемпе илӗртме тăрăшатпăр, парнесем илме юратаççӗ вӗсем. Çавăнпа тӗрлӗ викторинăсем йӗркелетпӗр. 
– Наталья Алексеевна, мӗнле шутлатăр, кӗнекесен пуласлăхӗ пур-и? Пире, хут юратакансене, часах вӗсем пӗтӗç, интернет, электрон кӗнекесем кăна юлӗç тесе хăратма юратаççӗ хăшӗсем. Кӗнекесем сентресем çинче кирлӗ мара тухса тусанланса выртӗç теççӗ. Библиотека ӗçӗн профессионалӗн куçӗпе ку проблема пирки мӗн тетӗр? 
– Çӗннине нимӗнех те калаймăп сире. Кӗнеке пичетлессин историйӗ темиçе ӗмӗр тăршшӗ. Шанатăп, ӗненетӗп – кӗнеке нихăçан та вилмӗ. Ак пуян çынсенех илер, вӗсен мӗнпур çӗнӗлӗх пулсан та çапах харпăр библиотека пуçтараççӗ. Кӗнекесене упраççӗ, хаклаççӗ, ăруран ăрăва парса пыраççӗ. Тен, кӗске вăхăта та пулин тусанланса та выртӗç те, анчах кӗнеке пурпӗрех чӗрӗ юлать. Ак пӗр вулакана тӗслӗхе илеп. Çӳретчӗ пирӗн пата пӗр арçын, хуралçăра ӗçлет хăй. Вулама вăхăчӗ пур. Каçса кайса кӗнеке хыççăн кӗнеке вулатчӗ, сумкипе йăтса тухса каятчӗ. Пӗрре килчӗ те: «Вçо, хӗрсем, сирӗн пата урăх килместӗп. Мана электрон кӗнеке парнелерӗç. Унта тем те уçласа лартрӗç ачасем», – тет вӗçкӗнленсе. Çапла уйăх çурă вăхăта çухалчӗ. Унтан килчӗ. «Çук, хӗрсем, электронли пичетленсе тухнă кӗнекене улăштараймасть, меллӗ мар, куç ывăнать. Сирӗн патах таврăнап», – терӗ. Çамрăксем электронлине вулаççӗ ытларах. Анчах аслăланса пынăçем хут кӗнеке çине куçаççӗ. Çамрăксем пирки каласан, вӗсем пысăк романсем пит вуламасан та çапах кӗскереххисене вулаççӗ, хыпарсене пăхаççӗ. Хам ывăлах ак вăхăт пулсан хут кӗнекех тытса вулăп-ха тет. 
– Сирӗн шутпа вулани мӗн енӗпе усăллă? Мӗнле витӗм кӳрет вăл çынна?
– Эп хам та вулакан. Ман шутпа вулани телевизор пăхнинчен ытларах усă кӳрет. Калăпăр ак хайлав тăрăх пӗр-пӗр кино ӳкернӗ. Вăл вӗт оригиналтан пач уйрăлса тăма пултарать. Мӗншӗн тесен кино вăл – режиссер куçӗпе йӗркеленнӗ продукт, вуланине вăл хăй урлă кăларса, хăй тӗнчекурăмӗпе виçсе фильма  куçарнă. Вуланă чух вара çав картинăна эпӗ хам ӳкеретӗп. Çырнине хам пурнăçпа танлаштаратăп, хам пурнăçра пулни- иртнипе параллель хыватăп. Ачалăхри, çумри çынсемпе танлаштаратăп. Ачалăхпа çыхăннисене вуланă чух хам çиччӗ-саккăрта пулнисене аса илетӗп е çамрăклăхри вăхăта. Мӗнле калас – вуланине хамăн мӗнле курас килет, çапла куратăп. Çакă ман чун йышăнакан тӗрӗслӗх. Экран çинчи, уйрăмах хайлава маларах вуланă пулсан, тивӗçтермессе те пултарать. 
– Мӗнле калас, алла кӗнеке тытсан эсӗ унпа куçа-куçăн юлатăн.
– Çапла, çавăнпа хаклă та кӗнеке. Тата манса кайнă хайлава тепӗр хут тытса вуласан унта каллех çӗннине тупатăн. Çамрăкрах чухне пӗр япалана тимлетӗн, аслăлансан теприне. Хаклăхсем те улшăнаççӗ. 
– Хальхи писательсен кӗнекисем пур-и сирӗн? Талантлă çам­рăк çыравçăсем нумай халӗ.
– Шел пулин те çук. Юлашки виçӗ çулта вырăнти бюджетран кӗнеке туянма укçа уйăрман. Рес­публика бюджетӗнчен куçарнă чух вӗсем хăйсем комплектлаççӗ. Ытларах Тутар кӗнеке издательствинче тухнисене. 
– Хальхи авторсен хайла­вӗсем çамрăк аудиторие илӗртнӗ пулӗччӗç. 
– Паллах. Анчах ун пек май çук хальлӗхе. Çырăнтару валли те хӗсӗкрех.    
– Сăмах май, писательсемпе тӗлпулусем ирттеççӗ-и библиотекăра? Пирӗн çыравçă Владимир Кашкаров килсе кайнă терӗр маларах.
– Çапла, килнӗччӗ. Пирӗн ентеш Семен Коновалов çинчен кӗнеке çырнă вăл. Хăтлав пирӗн библиотекăра иртрӗ. Ун чух унпа пӗрле Александр Шадриков та килнӗччӗ (ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен экс-министрӗ. – Авт.). Питӗ лайăх иртрӗ хăтлав. Авторӗ интереслӗ çын пулсан ку йышши мероприятисем çынна илӗртеççӗ. Халӗ эпир вӗсене «Пушкин картти» программипе йӗркелетпӗр. Мӗнле калас, кашни вулакан хыççăн чупатпăр темелле. Çавăнпа нумай мероприятие шкулсенче ирттеретпӗр. Ачасен тăтăш килме вăхăт çук, вӗренеççӗ. Вӗрентекенсем тӳррӗнех çапла калаççӗ – сирӗн пата çӳреме вӗсен вăхăт çук тесе. Çавăнпа пире класс сехечӗсене чӗнсе илеççӗ. Кашни эрнере çӳретпӗр. 
– Хăвăр тата çемье çинчен те кăштах каласа парсамăр.
– Мӗнле калас, эп ăçта çуралнă – çавăнта кирлӗ пулнă. Тури Услон районӗнченех, Коргуза ялӗнчен. Шкул пӗтерсен малалла вӗренме каясси пирки шутлама пуçларăм. Тете Культура институтӗнче вӗренетчӗ – культурăпа çутӗç факультетӗнче, мана та хăй патне кӗме хатӗрлеме пуçларӗ. Сана массовик-затейник пулни ниме те кирлӗ мар тесе библиотека ӗçӗн факультетне кӗме сӗнчӗ. Юлташ хӗрӗпе пӗрле вӗренме кайма шутланăччӗ те вăл шухăшне улăштарчӗ. Пӗчченех кайрăм вара, библиотека специальноçӗпе ăнăçлă вӗренсе тухрăм. Упăшка та ман хам ялсемех. Шкулта та пӗрле вӗреннӗ. Аслă пӗлӳ илсен тăван ялах таврăнас терӗмӗр. Вăл ман патриот. Эп урăх çӗре кайса пăхма та хирӗç марччӗ те. Распределенипе ман Ижевска каймаллаччӗ. Институт пӗтерсен мăшăрланма шутларăмăр. Вăл урăх çӗре кайма яхăнне те ямарӗ. 
– Çемье пысăк-и? Миçе ача сирӗн?
– Икӗ ывăл пирӗн – Сергей тата Алексей. Упăшка çирӗм çула яхăн милицире ӗçлерӗ. Унтан профессине улăштарас терӗ, икӗ çул юридици институтӗнче вӗрентрӗ. Унтан экзаменсем тытрӗ те 12 çул мировой судья пулса ӗçлерӗ. Халӗ отставкăра. Ывăлсем иккӗшӗ те ашшӗ çулӗпе – юридици енӗпе кайрӗç. Иккӗшӗ те Чулхула облаçӗнче Следстви комитетӗнче ӗçлеççӗ. Малтан хамăр республикăрах ӗçлерӗç, кайран унта чӗнсе илчӗç. 
– Паçăр эсир сирӗн кинӗр чăваш пулнине каларăр, хăшӗн? 
– Аслин, Сергейӗн. Алена ятлă, хушамачӗ Питимирова. Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳселӗнчен кин. Ывăл 38-та, полковник, ертӳçӗ должноçӗнче ӗçлет. Питӗ килӗштерсе пурăнаççӗ вӗсем. Тăвансем çав тери лайăх пирӗн. Чăвашсем питӗ туслă халăх, пӗр-пӗрне пулăшаççӗ, ӗçсене те пӗрле тăваççӗ. 
– Кинпе килӗштеретӗр апла?
– Ой, куçăхтарас марччӗ, кинсемпе питӗ ăнчӗ. Аслин те, кӗçӗннин те мăшăрӗсем лайăх. Ман хамăн хӗр çук та кинсем хӗр пек. Ывăлсене çакăн пек арăмсем тупнăшăн тав туса пӗтерейместӗп. 
– Хӗрарăм вăл упăшкипе телейлӗ пулсан лайăх хуняма пулать теççӗ. Мăнуксем те пур-и ӗнтӗ?
– Çапла пултăрччӗ ӗнтӗ. Мăнуксем, тав Турра, тăваттăн. Тăваттăмӗшне ак ӗнер тин роддомран илсе тухрăмăр. Аслин хӗрпе ывăл, кӗçӗннин икӗ ывăл пулчӗ. 
– Ӗç енӗпе малашнехи плансем мӗнлерех?
– Вăхăтпа тан аталанса пырас килет. Çӗнни килсен паллах хамăр ӗçе илме тăрăшăпăр. Библиотекăна çӳрекенсем, кӗнеке вулакансем хушăнсах пыччăр.
 (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью