Наталья Клементьева çемье конкурсӗнче «Рухи Нечкэбил» номинаци çӗнтерӳçи пулса тăчӗ
Иртнӗ эрне вӗçӗнче, ноябрӗн 25-мӗшӗнче, Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче «Нечкэбил – 2023» – «Семья. Наставник. Педагог» конкурс финалӗ иртрӗ. Финала тухнисен шутӗнче чăваш хӗрарăмӗ тата унăн çемйи пурри уйрăмах савăнтарчӗ. Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан Клементьевсем чăваш çемйин илемне кăтартрӗç.
Иртнӗ эрне вӗçӗнче, ноябрӗн 25-мӗшӗнче, Хусанти Ленин ячӗллӗ Культура çуртӗнче «Нечкэбил — 2023» — «Семья. Наставник. Педагог» конкурс финалӗ иртрӗ. Республикăра вăл çемьене халалланă чи паллă мероприятисенчн пӗри, кăçал вунсаккăрмӗш хут иртрӗ.
Çакăн чухлӗ çул Изольда Жуйкова конкурса йӗркелесе ертсе пырать. Йӗркелӳ комитечӗн председателӗн тивӗçӗсене ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева пурнăçлать. Мероприяти ТР Раисӗ Рустам Минниханов тӗрев панипе тата ТР Культура, ТР Вӗрентӳпе наука, Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх, Çамрăксен ӗçӗсемпе министерствăсен, ТР Патшалăх Канашӗн «Мэрхэмэт-Милосердие» хӗрарăм депутатсен ушкăнӗн, ТР Министрсен Кабинечӗн ЗАГС управленийӗн, ТР Обществăлла палатин, ТР Туслăх Çурчӗн пулăшăвӗпе иртет.
Финала уçнă çӗре РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Ларионова, «Под крылом семьи» регионри обществăлла организацин президенчӗ, «Нечкэбил» конкурс ертӳçи Изольда Жуйкова, «Мэрхэмэт-Милосердие» хӗрарăм-депутатсен пӗрлешӗвӗн ертӳçин çумӗ Людмила Рыбакова, конкурс партнерӗсемпе спонсорӗсем, паллах, куракансем хутшăнчӗç.
Мероприяти Аннесен кунӗ умӗн иртнипе кашни тухса калаçакан хăй сăмахне тӗнчери чи çывăх çынна тав сăмахӗсем каланинчен пуçларӗ.
Татьяна Ларионова та чи малтан хӗрарăмсене Анне кунӗпе саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунчӗ, вара республикăра пурăнакансене мухтаса нумай ыр сăмах каларӗ.
Тăвансем, чи юратнă çынсем, Тутарстанра пурăнакансем! Эсир чи лайăххисем пирӗн аслă Раççейре. Икӗ çул Мускавра ӗçлесе, танлаштарса çакна лайăх ăнланса илтӗм. Пултăклă çынсем пурăнаççӗ кунта. Пирӗн мӗнле ак пулса пырать: Минниханов ирхине хушу парать, ӗç кунӗ тăршшӗпе ăна пурнăçлатăн, каç пуличчен кăтарту пулмалла, вçо! Эпир çапла ӗçлеме хăнăхнă. Хăш чух шӳтлесе ытти регионсенчи ӗçтешсене эсир Тутарстанра ӗçлеймен пулăттăр тетӗп, — терӗ Татьяна Ларионова çӗкленӳллӗ кăмăлпа. Малалла депутат çемьесене саламларӗ. — Тӗлӗнмелле çынсем, çемьесем пуçтарăннă паян кунта. Çемье вăл ашшӗ-амăшпе ачисем çеç мар — аслашшӗ-асламăшӗ, кукашшӗ-кукамăшӗ, мăнуксем, ăнлану, юрату, хисеп, туслăх, килӗшӳ... Яланах çапла пултăр. Çирӗп çемьесен территорийӗ тени те яланлăхах юратнă республикăмăра палăртакан тепӗр ăнлав пулса юлтăр, — терӗ Людмила Петровна.
Изольда Жуйкова кӗскен конкурс историйӗпе паллаштарса ăна пуçарса яма пулăшнă республикăн пӗрремӗш президентне Минтимер Шаймиева асăнчӗ.
Пысăк тав Минтимер Шариповича, Татьяна Петровна, сире тӗрев панăшăн. Çак кун таранччен ТР Раисӗ Рустам Минниханов пур енлӗн пулăшса пырать. Пысăк тав пурне те. Правительство, муниципаллă районсем, çемьесем хăйсем тӗрев парса пымасан кун пек конкурса йӗркелеме пулмастчӗ. Йăла-йӗрке — пурнăçăн чи кирлӗ никӗсӗ, çемье тыткăччи. Проектра паллашнă пӗр çамрăк çемье çинчен каласа хăварас килет. Вӗсем Ешӗлварта пурăнаççӗ, виçӗ ача ӳстереççӗ. Вӗсен тӗп йăли — 12 ăру тăршшӗпе пӗр çемье те арканман. Вăт, çакăн пек йăла Тутарстанри кашни çемьере пултăр. Ан арканччăр пирӗн çемьесем, çирӗп тата телейлӗ пулччăр, — терӗ Изольда Павловна.
Саламсем вӗçленсен конкурс финалӗ пуçланчӗ. Конкурсанткăсем сцена çине малтан пӗччен тухса хăйсемпе паллаштарчӗç, унтан тин çемьесем.
Конкурс финалне кăçал 30 çемьерен 12-шӗ кӗнӗ. Вӗсене виçшер пӗрлештерсе пурӗ тăватă блока пайланă. Виçӗ çемье пӗр-пӗрин хыççăн тухса хатӗрленӗ номерӗпе паллаштарать те чыслав церемонийӗ пуçланать. Ку куракансемшӗн те меллӗ, ывăнтармасть. Йышăннă условисем тăрăх, тӗп хутшăнакан шутӗнче хӗрарăм-анне. Çемье вара ăна пулăшать. Финала тухнисен шутӗнче чăваш хӗрарăмӗ тата унăн çемйи пурри уйрăмах савăнтарчӗ.
Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк ялӗнче пурăнакан Клементьевсем хăйсен çемйипе паллаштарса тӗрӗссипе чăваш çемйин илемне кăтартрӗç. Вӗсем шăпах пӗрремӗш блока лекнӗ.
Наталья Клементьева тӗлӗнмелле хӗрарăм, пултаруллă çын, ултă ача амăшӗ. Аслă ывăлӗсем хăйсен шăпине Раççей çарӗпе çыхăнтарнă. Асли Евгений хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче тăрать. Наталья Алексей мăшăрӗпе йышлă ача çуратса ӳстернисӗр пуçне вӗсене лайăх воспитани парса тивӗçлӗ çынсем туса ӳстерессишӗн тăрăшаççӗ.
«Эп нихăçан та çакăн пек конкурссене хутшăнăп тесе шутламан. Çирӗм çул ачасене пӗрин-хыççăн теприне çуратса декретра лартăм. Çак йышпа ăçта та пулин тухса çӳрейӗп тесе ӗмӗтленмен те. Манра халь тӗлӗнмелле вăй тапса тăрать. Çав хавхалантарать те», — терӗ Наталья кӗске тăхтав вăхăтӗнче курса калаçнă чух. Наталья черчен хӗрарăм, çапах унра пысăк вăй, хавхалану сисӗнет. Жюри те хаклав тунă чух çакна асăрхамасăр ирттермерӗ пулӗ. Наталья «Рухи Нечкэбил» (духовная) номинаци çӗнтерӳçи пулса тăчӗ. Наталья хăйне пулăшма килекенсене чӗререн тав турӗ, уйрăмах «Çӗпрел» ансамбле. Вӗсем пулăшнипе Клементьевсем çемье пурнăçӗпе çыхăннă чылай йăлана кăтартса пачӗç. Чăваш юрри-ташшипе зал илемлӗн янраса тăчӗ.
Наталья номинаци çӗнтерӳçи пулнисӗр пуçне конкурсăн партнерӗсемпе спонсорӗсенчен те парнесемпе дипломсем илме тивӗçрӗ. «Мэрхэмэт — Милосердие» хӗрарăм-депутатсем те ăна палăртни уйрăмах чыслă пулчӗ. Тутарстанри Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗ Наталья Клементьевана чăваш хӗрарăмӗн илемне тивӗçлӗ кăтартнăшăн палăртрӗ. Парнене тата хитре чечек çыххине Союз ертӳçи Сильвия Чаркина йышра тăракан мӗнпур хӗрарăм ятӗнчен парнелерӗ.
Çемьесем кашни хăйне евӗр пултаруллă, ăста, асра юлмалли. Мӗн кăна шутласа кăларман тата хăйсемпе паллаштарас, мӗнпе пурăннине каласа кăтартас тӗллевпе. Сценарисем фантазипе тӗлӗнтереççӗ: çемье историйӗ, юратнă ӗç, пӗрлехи мисси...
Зиляпа Альберт Латыповсем (Çарăмсан районӗнчен) акă кашни ачи çуралмассерен мӗнле те пулин çӗнӗ бизнес-проект пуçланă. Тăватă ача — тăватă бизнес-проект. Тиев турттарасси, çăкăр пӗçересси, сывлăхшăн усăллă шоколад производствине хута яни, çӗр çырли ӳстересси. Тӗлӗнсе пӗтерме çук çемье пултарулăхӗнчен.
Пилӗк ачаллă Айгульпа Ренат Шайхайдаровсем (Камско-Устьински районӗ, Антоновка ялӗ) вăрман ӳстереççӗ. Йывăç лартас ӗçе вӗсем хăйсен тăванӗсемпе çывăх çыннисене кăна мар ют çӗршыв çыннисемпе ытти регионсенче пурăнакансене те «чирлетсе» янă.
Икӗ ывăл ӳстерекен Дилярапа Рустем Гаптелбаровсем (Арск хулинчен) çемйипех артистсем. Диляра хăй вырăс чӗлхине вӗрентет, юрлама юратать. Мăшăрӗпе ывăлӗсем вара опера юрăçисенчен те ирттереççӗ пулӗ. Амăшне вӗсем кӗтмен сюрпризсем тусах тăраççӗ.
Ранияпа Рафаиль Шаймухаметовсем (Балтаси хула евӗрлӗ поселокран) мăн аслашшӗпе асламăшӗ çемье йӗркеленинчен пуçласа хăйсем çинчен каласа пачӗç. Вырăс асламăшӗ хăйне мăшăрӗн çемйи малтанласа йышăнманнине кура ислам тӗнне илнӗ те тутар йăли-йӗркин чăн-чăн управçи пулса тăнă. Çамрăксем паян аслисен йăлисене малалла тăсаççӗ, унсăр пуçне темпе те интересленеççӗ: юрă-ташăпа, мотоспортпа, ыттипе. Сцена çине те мотобайксемпе кӗрлеттерсе тухрӗç мăшăрӗпе икӗ ывăлӗ.
Савăнса пăхса лартăмăр кашни çемье программине, тӗлӗнсе, кашни çинчен çырса пӗтерме те çук.
Ку конкурс чăннипех çемье вырăнӗпе пӗлтерӗшне чи малти вырăна хума, тимлӗхе илме, çемье хаклăхӗсене çӗнӗрен ăсласа илме пулăшать.
Пӗр конкурсантка та номинацисӗр юлмарӗ. Парнесен шучӗ вара шутласа пӗтерме çук. Çапах конкурс конкурсах —тӗп номинацисӗр май çук. Конкурсăн гран-прине е «Ин Нечкэбил» ята Зиля Латыпова илме тивӗçрӗ. «Алтын Нечкэбил» (1-мӗш вырăн) ята Рания Шаймухаметова, «Комеш Нечкэбил» (2-мӗш вырăн) — Айгуль Шайхайдарова, «Энже Нечкэбил» (3-мӗш вырăн) — Эндже Нурисламова тивӗçрӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев