Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Наука каллех çамрăксен хушшинче модăра

Тутарстан «Наука тата университетсем» наци проектне чи хастар та ăнăçлă хутшăнакан регион. Раççейре регионсен наукăпа технологи аталанăвӗпе иккӗмӗш вырăнта тăратпăр. Ку енӗпе Тутарстан хăйӗн программине йышăнса вунăçуллăх планне палăртнă.

2024 çула республикăра Наукăпа технологисен аталанăвӗн çулталăкӗ тесе йышăнни те ахаль мар. Ун хӳттипе тӗпчевсемпе разработкăсен пурлăхпа техникин базине çирӗплетмелли мероприятисем ирттернипе пӗрлех Тутарстан ученăйӗсен çитӗнӗвӗсене анлă сарасшăн. Кун çинчен февралӗн 6-мӗшӗнче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра ТР вӗрентӳпе наука министрӗ И.Хадиуллин пӗлтерчӗ.

Технологи суверенитечӗ Раççейӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри паян. Çӗршыва санкцисемпе пăвнă вăхăтра тата пӗлтерӗшлӗрех вăл. Çавăнпа ку ӗç çӗршывра 2022 çулта мар, чылай маларах, 2015 çултах, пуçланнă. «Наука тата университетсем» наци проектне РФ Президенчӗн В.Путинăн 2020 çулхи июлӗн 21-мӗшӗнче тухнă Указӗпе пуçарнă. Вуншар çула пăхăннă проектăн тӗллевӗ — Раççее тӗнчери чи нумай наука тӗпчевӗсемпе разработкăллă 10 çӗршыв шутне кӗртесси. Апла-тăк, аслă шкулсене явăçтармалла, наука инфраструктурине лайăхлатмалла, пултаруллă çамрăксене наукăна явăçтармалла.

«Наука тата университетсем» наци проектне паян çӗршыври университетсем наука академийӗсемпе, бизнеспа тата патшалăхпа пӗрле пурнăçа кӗртме тăрăшаççӗ. Тӗллевлӗ ӗç пуçланнăранпа вăхăт нумаях иртмен-ха, Раççей вара халех çирӗп утăмсем туни сисӗнет, наука тӗпчевӗсемпе разработкăсен шучӗпе тӗнчере 9-мӗш вырăн йышăнать. Чи пысăк çитӗнӳ вăл — наука каллех çамрăксен хушшинче модăна кӗни, аспирантурăсемпе наука карьерин сумӗ ӳсни. Наука тӗпчевӗсен авторӗсенчен чылайăшӗ 39 çултан кӗçӗнрех. Наука кандидачӗсенчен 80 проценчӗ малашлăха наукăпа, вӗрентӳпе çыхăнтарни лайăх кăтарту.

150 пин ытла студентлă Тутарстан «Наука тата университетсем» наци проекчӗсӗр пуçне çӗршывăн социаллă экономика пуçарăвӗсене те хастар хутшăнать. Тӗслӗхрен, харăсах 5 аслă шкул (ХФУ, Хусанти техника университечӗ, КАИ, Энергетика тата Медицина университечӗсем) стратегилле академи лидерӗсен «Приоритет — 2030» программине кӗнӗ. Çапла 2021 — 2024 çулсенче аслă шкулсене аталантарма 4,6 миллиард тенкӗ укçана тивӗçнӗ. «Программăна хутшăнакансен шучӗпе эпир Мускавпа Санкт-Петербург хыççăн Томск облаçӗпе пӗрле виççӗмӗш вырăнта тăратпăр», — терӗ Ильсур Хадиуллин кун пирки.

Университетпа технологи предпринимательствинине йӗркеленӗ. Стартапсене комплекслă пулăшассипе тата вӗсене илсе пырассипе ӗçлет. Ăна аталантарма партнерсем çулсерен 300 миллионшар тенкӗ укçа хываççӗ.
«Студентсен стартапӗн» конкурсӗ пуррине, унта миллионшар тенкӗлӗх грант вылянтарнине паянхи кун шкулсенчи аслă классенче вӗренекен кашни ача пӗлет. Аслă шкула вӗренме кӗрсенех хăйсен стартапӗсемпе хутшăнма пултараççӗ вӗсем унта. Паянхи кун тӗлне Тутарстан çамрăкӗсем пурӗ 442 грант çӗнсе илнӗ. Спикерсен шучӗпе, пурин проекчӗ те çӗршыв е тӗнче шайнех тухаймӗ. Чи ăнăçлисем те миллиардшар тупăш илессе те тепӗр 10-15 çул кӗтмелле-ха, ку вăл проектсем япăххине пӗлтермест, тӗнче опычӗ çаплараххине кăна кăтартать. Çавах та асфальта шăтаракан курăк евӗр тӗнче шайне тухаканнисем пулӗç, иккӗленӳллӗ мар ку.

И.Хадиуллин каланă тăрăх, çамрăксен хушшинче наукăн сумне сарасси халӗ шкултанах пуçланать. Педагогика, инженери класӗсене йӗркелесе ачасене пулас профессие тӗллевлӗн суйлама пулăшса малашне кадрсен ыйтăвне татса парасса шанаççӗ. Шкул ачи паян 5-мӗш класранах хăйӗн наставникӗпе пӗрле проект çырса наукăпа практика конференцийӗсенче хӳтӗлеме пултарать.

ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Р.Минниханов пӗлтернӗ тăрăх, Академи республикăн наукăпа технологи аталанăвӗн программине хатӗрленӗ. Унпа килӗшӳллӗн виçӗ çула (çулсерен 723 миллионшар тенкӗ) хушма укçа та илнӗ. Вӗсенчен 311 миллионӗ проекта аталантарма, тепӗр 412-шне малта пыракан инженери шкулӗсем çине кайса пырӗ.

 Академи хăй умне пилӗк задача лартнă: наука сообществипе реальлӗ сектор наука, технологипе инноваци енӗпе çыхăнса ӗçлесси; ăнăçлă тӗпчевсене нумай вăхăт укçа-тенкӗпе пулăшасси; тӗпчев ӗçӗсене тӗрев парассипе хавхалантарасси; наукăн сумне ӳстересси тата ученăйсене тӗрев парасси. «Аслă шкулсен, нукăпа тӗпчев институчӗсен, предприятисемпе организацисен проекчӗсем тăрăх даннăйсен базине йӗркелесшӗн эпир», — терӗ Рифкат Нургалиевич. Çаплах вăл Истори институтне, Экономика тӗпчевӗсен, Пурнăç хăрушсăрлăхӗн центрӗсене академипе пӗрлештернине каларӗ. Академин экспертпа аналитика майӗсене вăйлатма кирлӗ иккен ку.
Наука академийӗ кăçалхи БРИКС саммитне те хастар хутшăнма хатӗрленет. Çав вăхăтра Хусанта БРИКС çӗршывӗсен наука, технологипе инновацисен, культура, çыхăну министрӗсемпе форумсем, тӗлпулусем ирттерме палăртнă. Çаплах «Балкыш» телекăларăм та йӗркелеме шутлаççӗ. Унта Тутарстанри аслă шкулсен, академипе промышленность организацийӗсен наукăпа технологи çитӗнӗвӗсем çинчен каласа тăрӗç.

Раççей наукăсен академийӗн Хусанти центрӗн ертӳçи Алексей Калачев та ырă хыпарпа савăнтарчӗ. Хусанта Академи наукисен центрне уçма йышăннă. Вăл хулара ăçта вырнаçасси те паллă. Республикăри клиника больницин таврашӗнче пулӗ. Çӗнӗ центрăн йышне А.Е Арбузов ячӗллӗ органикăпа физика химийӗн институчӗ, Е. К. Завойский ячӗллӗ Хусанти физикăпа техника институчӗ, Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗ, Хусанти биохимипе биофизика институчӗ, Энергетикăпа перспективлă технологисен институчӗ, Механикăпа машиностроени институчӗ кӗрӗ. Вӗсем халӗ Хусанăн тӗрлӗ кӗтесӗнче вырнаçнă, кунсăр пуçне лабораторийӗсем кивелнипе тӗпчевсене анлăлатма май параймаççӗ. Çавăнпа пӗр площадкăна пухма йышăннă та вӗсене. Халӗ федераллă программăна кӗрсе финансировани ыйтăвне татса пама ӗмӗтленет центр.

Тӗнчери лару-тăрăва пула 2022 çулта Европăпа Хӗвеланăç çӗршывӗсенчи наука сообществисемпе хутшăнусем йăшнипе Раççей Хӗвеланăç çӗршывӗсемпе ытларах ӗçлеме тытăннă. «Тутарстан Ислам çӗршывӗсемпе туслă. Малашне хутшăнусене вӗсемпе аталантарăпăр кăна. Тӗслӗхрен, Малайзире те вăйлă университетсем пур, вӗсемпе те ăнăçлă ӗçлеме пулать. Тутарстан университечӗсем Китай, Инди, Вьетнам, Египет, араб çӗршывӗсемпе тачă çыхăну тытаççӗ халӗ», — терӗ ТР Раисӗн пулăшуçи Альберт Гильмутдинов журналистсем наука сообществи санкцисен вăхăтӗнче мӗнле ӗçлени пирки ыйтсан.

Спикерăн сăмахӗсемпе, наукăшăн чикӗ пулаймасть, тӗнчери лару-тăру та витӗм параймасть ăна, Европăпа Хӗвеланăç çӗршывӗсем те акă пирӗн ученăйсене каллех форумсене хутшăнма, ӗçӗсене хăйсен журналӗсенче пичетлес сӗнӳсемпе тухаççӗ иккен. Паллах, ку ене те аталантарасса каларӗ Альберт Гильмутдинов. Наука сообществин хутшăнăвӗсем унчченхи пекех ӗçлес йӗркене таврăнасси сисӗннине пӗлтерчӗ вăл. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество