Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Науруз» фестиваль программи анлă, спектаклӗсем кăсăк, артисчӗсем ăста

XVII «Науруз» Халăхсен хушшинчи тӗрӗк наци театрӗсен фестивалӗн иккӗмӗш эрни пырать. Мӗнле спектакльсене пăхма ӗлкӗртӗмӗр, кама куртăмăр, мӗнпе тӗлӗнтерчӗ пире «Науруз», мӗнле çӗнӗлӗхсем асăрхарăмăр?

Фестиваль спектаклӗсем театр форумӗн иккӗмӗш кунӗнче пуçланчӗç. Кăнтăрла 2 сехетре тата каçхине 7 сехетре пычӗç вӗсем. Енчен те ытти çулсенче хулари театрсен сценисенче пуринче те (М.Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗсӗр пуçне)   «Науруз» спектаклӗсем пыратчӗç-тӗк, кăçал Хади Такташ урамӗнче уçăлнă Г.Камал театрӗн çӗнӗ çурчӗ фестивале йӗркелекенсене пысăк пулăшу пачӗ. Темиçе залра параллельлӗ пычӗç спектакльсем, Тутарстан урамӗнчи кивӗ çурчӗн икӗ залӗнче те пӗр харăсах иртрӗç. Çавăн пекех К.Тинчурин ячӗллӗ театрпа  «Экият» пукане театрӗсен сценисем хавас пулчӗç актерсене.  

Фестивале Г.Камал театрӗн артисчӗсем Тази Гиззатăн «Пушмаксем» тахçанах классикăна çаврăннă музыка спектаклӗпе уçрӗç.

Иккӗмӗш кун  Хусана çиччӗмӗш хут килнӗ Горно-Алтайск хулинчи П.В.Кучияк ячӗллӗ наци театрӗн Лазарь Кокышевăн «Арина» романӗ тăрăх лартнă спектаклӗнче куракан çӗршыв историйӗн пӗр пысăк тапхăрӗ çинчен хӗрарăм шăпи урлă паллашрӗ. Автор амăшне халалласа çырнă хайлавсем халиччен тата та пулнă. Постановка хатӗрлекенӗсене пула  кашнинчех тӗрлӗ ӗçсем çине пусăм тунă. Хусана илсе килнӗ спектаклӗн режиссерӗ, хăйех инсценировкине çырнă Амаду Мамадаков пресс-конференцире Лазарь Кокышев çырнинчен пăрăнмасăр, асăрхануллăн романа сцена çине кăларма тăрăшнине пӗлтерчӗ. 

Çакна куракан асăрхамасăр хăвармарӗ пулӗ. Сехет çурă пыракан постановкăра  чылай вăхăт вырăс ялӗнче платникре çӳренӗ ашшӗ пӗртен-пӗр хӗрне вырăсла Арина ят панă. Хӗр чипер, ырă, тӗрӗслӗхе тӗпе хуракан çын пулса çитӗнет. Çемьери ачашлăх, юрату сăпкинче ӳснӗскерӗн пурнăç тӗрӗслевӗсем витӗр тухма тивет: амăшне вилмелле сусăрлатни те, шуррисем вăйпа Монголие илсе кайсан тарса килнӗ ашшӗне тăван ял-йышах хурахсемпе çыхланса кайнă тесе тӗрмене хупсан хыпарсăр çухални те. Колхозсем тунă çулсене те куратпăр спектакльте. Ун чух та героиня çӗршыври нумай-нумай çын пекех вăй хунă. 

Юратнă çыннине качча тухсан та савăнăçӗ нумая пыман – ват хӗре юлнă икӗ аппăшӗ çамрăк кине кун кăтартман, мăшăрне ун çинчен элеклесе пистерме тăрăшнă. Тăван килнех таврăнма тивнӗ. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçлансан Арина, тăватă ача амăшӗ, ыттисем пекех упăшкине вăрçа ăсатнă. Тылра хастарлăх кăтартса тӳр кăмăллăн ӗçленипе колхоз председателӗ пулма шаннă ăна. 

Вăрçă пӗтсен тăван килӗсене таврăнакан салтаксен хушшинче мăшăрне, ачисен ашшӗне шыраса тупаймасть Арина...

Спектакль халăхăн пурнăç йӗркипе те паллаштарать, юрри-ташшине те куратпăр, çынсен кăмăлӗ улшăнса, çирӗпленсе пыни те, тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе туслă пурăнни те пур.

Кăркăссен «Чиркин омур» (В.Гуркинăн «Любовь и голуби» пьеси тăрăх лартнă) спектакльне Хусана илсе килекен «Учур» Çамрăксен театрӗ 6-мӗш хут пулчӗ «Наурузра». Спектакль режиссерӗ пресс-конференцире ку камит пирки «харкам эксперимент» тесе  каласа пачӗ. Драмăсем, трагедисем тата çавнашкал шухăша яракан ытти постановкăсем лартакан Уланмырза Карыпбаев тӗрлӗ театрсемпе ӗçлесе курнă. Спектакльте пулса иртекен ӗçсен кăркăс ялне куçарнипе, сăнарӗсем кăркăссем пулнипе куракансем ăшшăн йышăннă килӗнче «Чиркин омур» постановкăна. Тӗп герой тинӗс хӗрне мар, Иссык-Куль таврашне канма каять, пулас савнине те çавăнта тӗл пулать...

Фестивалӗн тӗп программипе параллельлӗ XI Халăхсен хушшинчи театр олимпиади пырать. 

Унта тӗрӗк халăх театрӗсем çеç мар, тӗнчери тӗрлӗ çӗршыври театрсем хутшăннă. Кăçал Бразили, ЮАР, Греци театрӗсем пулчӗç. Кейптаунри (ЮАР) пукане театрӗн Джанни  Янг лартнă «Гамлет» (У.Шекспир) спектакльне йӗркелӳçӗсем икӗ кун программăна кӗртсе тӗрӗс тунă. Артистсем кăсăк вылянине курас текенсем иккӗмӗш хут та пăхрӗç, пӗрремӗш кунӗнче ӗлкӗрейменнисем те йышлăччӗ. 

Пуканесене, тӗрӗсрех каласан пукане пуçӗсене, икшер çын выляттараççӗ, персонажăн текстне те иккӗн вулаççӗ. Тум вырăнне таткаланса пӗтнӗ михӗ пек пуставран каскаласа тунă татăксем.  Пӗр сăнарӗ сцена хыçне кӗрсенех актерсенчен пӗри тепӗр пукане патне васкать, халӗ вăл, калăпăр, Гамлет мар, Офелия.

Енчен те инçетерех пурăнакансенчен кашни «Науруза» çитеймест-тӗк, кӳршӗ республикăсенчен – Пушкăртстан, Чăваш Ен – фестиваль иртмессеррен мӗнле те пулин интереслӗ постановка илсе килеççӗ. Кăçал та Ӗпхӳрен тӗрӗк тӗнчи пӗлекен «Нур» театр паллă тутар артистки Сахибжамал Гиззатуллина-Воложская çинчен лартнă «Прерванный полет» постановкипе, М.Гафури ячӗллӗ Пушкăрт патшалăх академи драма театрӗпе М.Шкетан ячӗллӗ Мари драма театрӗ «Дядя Ваня» пӗрлехи ӗçӗпе, ЧР Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Чăваш çамрăксен театрӗ Марина Карягинан «Çӗн Кун Ачи» пьеси тăрăх лартнă РФ тата Калмăк Республикин тава тивӗçлӗ артисчӗ Борис Манджиев лартнă спектакльпе килнӗ. 

«Çӗн Кун Ачи» Çеçпӗл Мишши сăнарне çутатать. Автор куракана поэт биографине  каласа пама ăнтăлмасть (эпир ăна шкул учебникӗсенчен те лайăх пӗлетпӗр). Хăй «кăвар чӗреллӗ поэта» мӗнле ăнланнине, унăн шухăш-кăмăлне, тӳр кăмăллăхне кăтартать. Спектакльте Çеçпӗл Мишши сăввинчи йӗркесене тӗрлӗ сăнарсенчен илтетпӗр, кашнинчех вӗсем вырăнлă: е лару-тăрăва уçăмлатаççӗ, е касса татнăн иккӗленнине пӗтерсе хураççӗ, е тӗп геройăн шанчăкӗ сӳннине куратпăр. Анастасия Червяковапа Михаил Кузьмин юратăвне питӗ асăрхануллăн, ăнсăртран ватса пăрахасран хăранăн илсе кăтартнă. Ăнланмалла, сцена çинчи геройсемпе пӗрле хурланмалла, анчах нимӗн те ытлашши çук. 

Ман шутпа, постановка хăйне евӗрлӗхӗ те, артистсем выляни те автор шайне çитеймест, шел пулин те. Автор хăйӗн геройне юратнипе, унпа мăнаçланнипе, хăй те унпа пӗр шухăшлă пулнипе çапла-ши? 

Спектакльсене пăхнă чух куракан пӗр йăнăшмасăр палăртать: ку – артист спектаклӗ («Гамлет» (ЮАР) артистсен ăсталăхӗнчен тӗлӗннипе режиссер çинчен аса та илместӗн), ку – режиссер спектаклӗ (çӳлерех асăннă «Арина» пирки çакна каламалла) е автор спектаклӗ. «Çӗн Кун Ачи» шăпах автор спектаклӗ пирки тесе калас килет.

Фестиваль кунӗсенче конференцисем, творчество тӗлпулăвӗсем, пресс-конференцисем нумай иртрӗç. Вӗсене пӗрлештерекен шухăшсем пӗр пулни наци театрӗсен пӗр-пӗринчен ăсталăх опытне кăна мар, шухăш-туйăм, идейăсем йышăнмалли çинчен калать. «Суварта» эпир чăваш чӗлхине вӗренекенсем, унпа калаçакансем сахалланса пыни çинчен пăшăрханса çыратпăр. Анчах кун пек лару-тăрура пӗр чăваш чӗлхи çеç мар темелле тӗрӗк халăхӗсен наци театрӗсен ӗçченӗсене итлесен.  Наци театрӗсен хăйне евӗрлӗхне упраса хăварса малалла аталантарасси те хумхантарать сцена ăстисене. Уйрăмах ку сахал йышлă наци театрӗсене пырса тивет.  Наци театрӗсен ассоциацине (председателӗ паллă театр режиссерӗ Валерий Фокин) çак  тӗллеве пурнăçлассипех çыхăннă. Çулталăк вӗçлениччен Венгрире ку енӗпе Халăхсен хушшинчи ассоциаци тăвасшăн.  

2025 çулхи «Науруз» фестивальте йӗркелӳçӗн тăруках программăна улăштарма тивнӗ самант та пулчӗ. Азербайджанри Гянджа хулинчи театр Эжен Ионескон пьесипе лартнă «Король умирает» спектакле июнӗн 16-мӗшӗнче кăтартмаллаччӗ. Анчах Израильпе Иран хушшинчи хирӗçтăрăва пула Иранпа кӳршӗллӗ Азербайджанран тухса килме майӗ пулман артистсен. 

Йӗркелӳçӗсем куракансене Г.Каримов ячӗллӗ Тутар çамрăксен театрӗн çӗнӗ премьерине пăхма чӗнчӗç. Жалил Салимгареев пьесипе Ренат Аюпов лартнă «Позывной «Татарин»  премьери май уйăхӗнче çеç пулнă-ха. Тутар сцени çинче СВО темине пӗрремӗш хут çӗклерӗç вӗсем. Спектакльти геройсене темиçе çын сăнарне пухса тунă пулин те лартакансем «документлă» теççӗ хăйсен ӗçӗ пирки. Мӗншӗн тесен пьеса авторӗ Жалил Салимгареев хăй те ятарлă çар операцине çулталăка яхăн хутшăннă, лартнă чух та чăн пулнă, пурнăçран илнӗ тӗслӗхсемпе нумай усă курнă. Танкистсене вылякан артистсен Хусанти танк училищинче те пулма тӳр килнӗ. 

Спектакль куракана питӗ килӗшнӗ. Кун пек постановкăна Çамрăксен театрӗ сцена çине кăларни уйрăмах пӗлтерӗшлӗ. Ачасене (спектакль 12+), çамрăксене патриотла воспитани парас ӗçре питӗ кирлӗ.

2025 çулхи «Наурузăн» тепӗр çӗнӗлӗхӗ – Г.Камал театрӗн çӗнӗ çуртӗнче Тутарстанра ӳкернӗ кинофильмсем кăтартаççӗ. 

Сăнӳкерчӗксем «Науруз» фестивалӗн пресс-службин. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Театральный фестиваль