Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Нелли Петровская ятне Альшихре яланах асра тытаççӗ

Пăва районӗнчи Альших шкулӗнче библиотекарьсен семинарӗ иртрӗ.

«Кӗнеке вăл – анлă парăс

Пурнăç ятлă тинӗсре.

Кӗнеке – маяк, пӗр харăс

Çутатать пур çул-йӗре», – 

тесе çырнă чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай. Кӗнеке вулама юратаканшăн вăл çывăх тус, шанчăклă юлташ. Кӗнеке çынна ырă ăс парса пулăшать, тӗрлӗ енчен аталантарса пырать. Çак тӗллевсене палăртса Пăва районӗнчи Альшихри пӗтӗмӗшле вăтам пӗлӳ паракан шкулта район шкулӗсенчи библиотекарьсен семинарӗ иртрӗ. Шкул библиотекарӗ Ольга Николаевна Киргизова вӗрентекенсемпе тачă çыхăнура ӗçлет. Тутарла, вырăсла тата чăвашла тӗрлӗ мероприятисем ирттерчӗç. 

Семинара хутшăннисен пӗр ушкăнӗ Нелли Петровская хайлавӗсем тăрăх хатӗрленӗ Литература тӗпелӗнче пулса курчӗ. Нелли Андреевна Петровская – чăваш литературинче палăрнă ят. 60-мӗш çулсенче вăл чăваш литературине çӗнӗ сăнлăх илсе кӗнӗ. 11-мӗш класра вӗренекен Виктория Кузнецова хамăр ентешӗмӗрӗн кун-çулӗпе, пултарулăхӗпе паллаштарчӗ. 

Çыравçă Тутар АССРӗн Пăва районӗнчи Альших ялӗнче 1932 çулхи çурла уйă­хӗн 10-мӗшӗнче çуралнă. Сӗве хулинчи ял хуçалăх техникумне пӗтернӗ. 1954 çулта Мускаври А.М.Горький ячӗллӗ Литература институтӗнчен вӗренсе тухнă. Нелли Андре­евна колхозра агроном пулса, Чăваш кӗнеке издательствинче корректор, Шупашкарти пир-авăр комбинатӗнче ӗçленӗ. 1960 çултан пуçласа литература лаççинче вăй хунă, ун хайлавӗсем тăтăшах тӗрлӗ хаçат-журналсенче пичетленнӗ. 1963 çулта пӗрремӗш кӗнеки пичетленсе тухнă. Вăл «Çил-тăманлă каç» ятлă. Нелли Андреевнан пархатарлă ӗçне паллă искусство ӗçченӗсем тӗнче шайне çӗклесе хакланă. Вулакансем унăн «Ахрăм», «Хура ангел», «Шурă лили», «Тăм тивнӗ чун», «Тухатмăш» ятлă хайлавӗсене лайăх пӗлеççӗ. 

Тӗлпулăвăн иккӗмӗш пайӗнче аслă клас­ра вӗренекенсен хушшинче Нелли Пет­ровская хайлавӗсемпе йӗркеленӗ моноспектакльсен конкурсӗ пулчӗ. Вылякансем сăнарсем урлă вăрçă вăхăтӗнче тата вăрçă хыççăнхи чăваш çыннин шухăш-кăмăлне, чун ыратăвне, шанни-ӗненнине кăтартса пама пултарчӗç. Лиза Паллина – «Хура ангел» хайлаври Урине сăнарне, Лиза Власова – «Ахрăм» хайлаври Клавье шухăш-ту­йăмне, Августина Курмышкинăпа Роман Таиркин – «Тăм тивнӗ чун» сыпăкне, Матфей Романов «Вутăшсене улталани» сыпăка ӗненмелле лартса пачӗç. Кашни сăмах чӗрене çывăх. Хайлавсенчи ӗçсем чăн пурнăçпа çыхăннă, кунта Альших ялӗн йăли-йӗрки ӳкерӗннӗ, «чӗрӗ» сăнарсем нумай. 

Çавăн пекех шкулти театр студине çӳрекенсем Нелли Петровскаян «Хура ангел» хайлавӗ тăрăх лартнă видеоспектакль сыпăкӗ никама та  хумхантармасăр хăвармарӗ. Кăçал Раççейре Халӑхсен пӗрлӗхӗн çулталӑкӗ. Василина Панева Габдулла Тукайăн «Шурале» сыпăкне чăвашла илемлӗ каласа пачӗ. Пӗтӗмлетӳ тунă хыççăн конкурс çӗнтерӳçи ятне 8-мӗш класра вӗренекен Елизавета Паллина тивӗçрӗ. 

Шкул директорӗ Марина Владимировна Киргизова каланă тăрăх, çакăн пек тӗлпулусем, конкурссем ачасене тăван культурăна хисеплеме, тăван тавралăха тӗпчеме, тăван чӗлхене юратма хавхалантараççӗ. Çакна семинара хутшăннă библио­текарьсем те палăртрӗç.  

 

Светлана МУКАСЕВА, 

чăваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ.

Пăва районӗ,  

Альших шкулӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: семинар