Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӳнерçӗ чунӗ ӗçӗсенче палăрать

Мӗнпе виçетпӗр эпир çыннăн хăватне? Нумайăшӗ енчӗк хулăнăшӗ тăрăх хисепне уйăрать, теприсем хаярлăхне пăхса сума сăваççӗ пуль, ăс-хакăл виçине кура хаклакансем те пур. Çапах мӗнле виçепе виçмелле-ха художниксене? Кашни çыннăн хăйӗн курăмӗ вӗт: пӗрне килӗшет симӗс тӗс, теприне – çук. Ӳнерçӗне ăнланма кăштах тăн та кирлӗ. Пурне те юраса пӗтерейместӗн, çапах та. Картина çыракансем сăмахпа калакансенчен те тарăнрах кӗреççӗ пек туйăнать пирӗн чӗресене. Çавăн пек çынсенчен пӗриччӗ Валериан Киргизин.

Ял ачи. Нурлат районӗнчи Киклӗпуç çумӗнчи III Съезд ячӗллӗ поселокра çуралнă. Вырăсла вӗрентӗр тесе саккăрмӗш класа Нурлата тăванӗсем патне яраççӗ. Ачаран ӳкерме юратаканскер, вăл хăйӗн пурнăçне сăр хушшинче ирттерет тесен те йăнăшмăпăр. Шупашкарти ӳнер училищине пӗтерсен Пăлхарта шкулта ӗçлет, ачасене рисовани вӗрентет. Пысăк картинăсем ӳкерме вăл çуллансан кăна тытăнать. Спас районӗнче Чăваш наципе культура центрӗ йӗркеленсен Киргизин унăн хастарӗ пулса тăрать.

Çав вăхăталла эпир унпа паллашрăмăр та. Имшеркке кăна, çӳллӗ мар. Анчах куçӗсем чӗрӗ те вичкӗн. Темӗн туса ӗлкӗресшӗн пек, хăвăрт калаçать. Темле курăнман, шалти вăй сисӗнетчӗ унра. Çынсене ӳкерчӗкӗсене парнелеме юрататчӗ. Пӗрремӗш тӗлпулуран хам кӗтмен çӗртен Пăлхартан çуркуннехи вăрманта юр ирӗлнине ӳкернӗ картинăпа таврăнтăм. Иккӗмӗш тӗлпулу вăхăтӗнче Пăлхар тăрăхӗнчи чăвашсен отчетпа суйлав конференцийӗ пыратчӗ. Валериан Николаевич пире хăйӗн мастерскойне кăтартма илсе кайнăччӗ. Этюдсен хушшинче «Тăвăл» ятлă ӳкерчӗк пурччӗ. Пӗччен çамрăк хурăн вăйлă çил айӗнче авăннă, анчах та хуçăлмасть. Хăратмасть ăна хуралса киекен çанталăк та, вăйланса пыракан çил-тăвăл та. Парăнмасть. Художник хăйне ӳкернӗ пекех туйăнчӗ. Эп пӗлмен вăл ун чухне хăрушă чирпе кӗрешнине.

Ку картина историйӗ çакнашкал килсе тухрӗ: рама ăшӗнче çакăнса тăраймасть. Ӗçре çакса хунăччӗ хитре рама туса – ӳксе çурăлчӗ багет. Çӗнӗ рама туса киле илсе кайрăм, унта та нумай çакăнса тăраймарӗ. Япала куçарнă чухне лексе ӳкертӗм – каллех рамăсăр юлтăмăр. Картинине нимӗн те пулмасть, оргалит никӗсӗнче вăл. Философиллӗ ӳкерчӗке кăларса пăрахма алă çӗкленмест – яла кайнă чух леçрӗм аттесем патне. Анне ун пек япаласене юратмасть, хăрушă тесе пӳрте çакман, пăлтăра кăларса хунă. Вырăнне тупаймарӗ картина. Пăлхар цивилизацийӗн музейӗнче Валериан Николаевичăн куравӗ уçăлать тенине илтсен 2012 çулта тунă «Тăвăл» ӳкерчӗке автор тăванӗсене каялла тавăрса парас терӗм. Ман шутпа вăл куравсенче пурăнмалла.

Манра унăн тепӗр картини те пур – хӗвел пайăркисемпе тулнă вăрман уçланки. Вăхăта чарас килет çакăн пек вырăнсене килсе тухсан. Ăна Киргизин Хусанти Халăхсен Туслăхӗн çуртӗнче хăйӗн куравне уçнă вăхăтра парнелерӗ. Çăмăл пулмарӗ ăна йӗркелеме. Çапах та юлташсемпе пӗрле çӗнтертӗмӗр. Культура министерстви унăн икӗ картинине туянтăр тесе те тăрăшрăмăр. Пулăшас килетчӗ пархатарлă чăваша. Каярах Нурлатра пулчӗ курав, унтан Шупашкарта, ытти хуласенче.

Овчинников вӗренекенӗ талантлă. Импрессионизм техникипе те илемлӗ ӳкеретчӗ, реализмра та хăйӗн йӗрне хăварчӗ. Чирлеп тесе хуçăлмарӗ, ӳкерчӗ, ӳкерчӗ... Чăваш тематикипе кăна сахалтарах ӗçлерӗ. 2021 çулта пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ юлташăмăр. Коронавирус пулман пулсан, пурăнатчӗ-ха тата та.

– Пуррине упрасчӗ, – терӗ Спас районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Валентина Михайловна Якличева картинăсем пирки. Вăл Киргизин картинисен куравне тӗрлӗ çӗрте уçма палăртать. 

Октябрӗн 5-мӗшӗнче Валериан Николаевичăн çуралнă кунӗччӗ. Пилӗк хутлă музейре пирӗн ентешӗн ӗçӗсем валли те вырăн тупăнни савăнтарать. Çын нумай марччӗ. Чӗннӗ хăнасем, тăванӗсем сăмах каларӗç. Йăла тăрăх сăрапа хуплу та илемлетрӗç курава. Пӗлтерӗшлӗ вырăн. Тинех Пăлхарти музейре чăвашсен йӗрӗ çинчен уççăн калама пуçларӗç. Эпитафисенчи арабла çырнă сăмахсене чăваш чӗлхи пулăшнипе вулама пулнине те пытармаççӗ экскурсоводсем.
Эпӗ Валериан Николаевичпа нумай калаçман, кӗрекере пӗрле ларса та кăмăла ирӗке яман. Анчах та вăл мӗн калас тенисене сăмахсăрах ăнланаттăмччӗ, ӳкерчӗкӗсем урлă калаçатчӗ вăл пирӗнпе. Киргизин чунӗ халӗ те унăн картинисенче пурăнать. Хушăран, вӗсем сывланă пекех туйăнать мана, мӗншӗн тесен вӗсенче маçтăр ăсталăхӗ, таса чунӗн ăшши сисӗнет. Çакăнпа виçетӗп те эпӗ аллине киçтӗк тытакан этемӗн хăватне.

Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши Искусство