Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Агаковăн кӗнеки ял çамрăкӗсен пурнăçне сăнлать

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Николай Агаковăн «Хӗвел ăшшиллӗ туйăм» кӗнеки кун çути курчӗ


Автор çинчен
Николай Михайлович Агаков 1955 çулхи авăн уйăхӗн 5-мӗшӗнче Чăваш АССРӗнчи Канаш районӗнчи Шуркасси салинче çуралнă. Шкулта вӗреннӗ чухнех сăвăсем çырма пуçланă. «Эсӗ – манăн сывлăш...» пӗрремӗш сăвви 14 çулта чухне «Пионер сасси» (халӗ – «Тантăш») хаçатра кун çути курнă. Ăна вăл юратнă амăшне халалланă. Шкул хыççăн Канашри автошкултан водителе вӗренсе тухнă, Марий Элти Звенигово хулинчи юханшывăн профессипе техника училищинче пӗлӳ пухнă, «рулевой-машинист», «судовой столяр», Чулхулари И.П. Кулибин ячӗллӗ юханшыв училищинче «техник-судоводитель» специальноçсене алла илнӗ. Дипломлă специалист Шупашкарти юханшыв портне ӗçе вырнаçнă, рулевой-мотористран капитан-механике çити ӳснӗ, Шупашкарти ГЭС плотинине тунă çӗре хутшăннă.
Н.Агаков икӗ çул Мускав облаçӗнче хӗсметре тăнă, Мускаври пӗтӗм Раççейри ял хуçалăх специалисчӗсен квалификацине ӳстерекен шкултан вӗренсе тухнă, тӗрлӗ должноçра тăрăшнă.
1990-мӗш çулсенче литература анинче тухăçлă ӗçленӗ. Вăл ытларах анне, вӗрентекен, тăван ял, ял хуçалăх ӗçченӗсем çинчен çырать. Унăн хайлавӗсем тӗрлӗ хаçатсенче тăтăшах пичетленеççӗ.
«Хӗвел ăшшиллӗ туйăм» – Н.Агаковăн Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă пӗрремӗш кӗнеки.
 
Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Николай Агаковăн «Хӗвел ăшшиллӗ туйăм» кӗнеки кун çути курчӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçисем – Игорь Кугураков тата Наталия Орлова. Автор хайлавсенче тӗрлӗ ыйту хускатать: çемье ăшши, телейсӗр пӗрремӗш юрату, ӗç чуна савăнăç кӳни...
 
«Юратура шăтса тухнă хунав» повеçре Ырпипе Ырту хушшинчи ăшă туйăм аслă классенче вӗреннӗ чухне çуралнă. «Вӗсен хӗрӳ юратăвӗ кунсерен вăй илсе пычӗ. Çуллахи лăпкă та тӳлек, ăшă каçсенче ял урамӗпе уçăлса, киленсе çӳрерӗç. Çамрăксен пӗр-пӗринчен самантлăха та уйрăлас килместчӗ. Иккӗшӗ пӗрле чухне çӗр çинче вӗсенчен телейлӗ çын çук та тейӗн. Утса мар, вӗçсе çӳренӗн туятчӗç вӗсем хăйсене. Пӗр-пӗрне мӗн калас тенине куçран пăхсанах ăнланатчӗç. Уяр, лăпкă каçсенче тӳпери çутă çăлтăрсене пăхса савăнатчӗç. Шурăмпуç çуталичченех вӗсене пăхса киленетчӗç пӗр-пӗрне чунтан савакансем. Пӗррехинче хăйсем валли чи çутă çăлтăра та пӗрле суйларӗç. Çамрăксем Алтăр Çăлтăрăн авăрӗ вӗçӗнчине кăмăлларӗç...» – çапла çырса кăтартать автор илемлӗ те таса юрату пирки. Пурнăç çулӗпе пӗрле утма тӗв тунăскерсемшӗн хӗпӗртетӗн. Анчах...
«...Ырту салтакран Ырпи патне çырусем çырсах тăчӗ. Ик-виç çырăва хӗр аран хурав çырса ячӗ, ялти хыпарсене кăна кӗскен асăнса хăварчӗ. Хăй уншăн тунсăхлани çинчен типпӗн систеретчӗ. Ыртун салтакран таврăнасси ултă-çичӗ уйăх юлсан Ырпи тата сайрарах çырма пуçларӗ, çакна экзаменсене хатӗрленнипе сăлтавларӗ. Çав вăхăтра Мӗтрипе Ырпи каçсерен урамра уçăлса çӳрерӗç...» 
Мӗншӗн сивӗннӗ-ши Ыртуран Ырпи? Кам вăл Мӗтри? Унпа пӗрле пулӗ-и хӗр? Ырту пурнăçӗ мӗнлерех йӗркеленӗ? Çак ыйтусен хуравӗсене вулакан кӗнекере тупӗ.
«Икӗ çулăм хушшинче» калаври сюжет пӗр енчен ансат пек, çав вăхăтрах тӗп сăнарсем вулакана тарăхтарма та, тӗлӗнтерме те пултарӗç. Мӗн тери çывăх иккен телей, анчах тытса юлма пӗлмесен ăна хăвăртах çухататăн – çак шухăш çуралать хайлавпа паллашсан.
Ӗç чуна ыраттаракан телейсӗр юратăва сиплекен эмел пулма пултарнине Н.Агаков «Сурана сипленӗ ГЭС» калавра ӗненмелле кăтартса панă. Ӗçӗ килӗшет Петӗре. «Тинех кӗтнӗ ӗмӗчӗ çитнӗ унăн, анлă Атăл тăрăх çӳресе тӗрлӗ хулара пулса курнă вăл, вӗсен илемне пăхса савăннă». Анчах телейпе пӗрле хурланмалли те тупăнать-­çке, шкул саккинченех савнă хӗрӗ Зина пӗрле çӳренӗ çӗртенех ăна систермесӗр урăх çынна качча тухать. Ялта ун пек хыпара пытарайăн-и? Хуйха ӳкес вырăнне Петӗр пуçӗпех ӗçе путать.
Çыравçă кӗнекере тăван чӗлхе илемӗпе мăнаçланать, ачалăхри вырăнсене ăшшăн аса илет, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсен шăписемпе вулакансене паллаштарать. Шел пулин те, пурне те таврăнма пӳрмен. Чӗрӗ-сывă çаврăнса çитнисен шăписем вара вăрçă умӗн те, фронтра та, вăрçă хыççăн та тӗрлӗрен йӗркеленнӗ.
Кăларăма аслă класра вӗренекенсем валли хатӗрленӗ, аслă ӳсӗмри вулакансем те чуна пырса тивекен самантсене вуласа çамрăклăхне аса илеççех тесе шанас килет.
 
Дарья МОРОЗОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: литература