Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай АНДРЕЕВ: «МАН КАЛАВСЕМ ТĂРĂХ ЧĂВАШЛА КИНО ӲКЕРЕССЕ ШАНАТĂП»

Кашни çыравçă хăйне майлă çырать. Сăнарсенче те пӗрпеклӗх çук, кашни хăй тӗрлӗ сăнлать. Шухăша яраканни те, ыррипе усалли те пур калавсенче. «Суварăн» паянхи хăни – вулакансем килӗштерекен çамрăк çыравçă, «Шăрăх кунсем» (2017) тата «Ӗмӗт хыççăн» (2022) кӗнекесен авторӗ Николай Иванович Андреев. Ун пурнăçӗпе, литературăри çулӗпе, малашнехи планӗсемпе сире те паллаштаратпăр, хаклă вулакансем.

– Хăвăрпа тӗплӗнрех паллаштарăр-ха, Николай.

– Эпӗ Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ. Шкултан вӗренсе тухсассăн Пăвари ветеринари техникумне вӗренме кӗнӗччӗ. Унта юлташпа иксӗмӗр çине вырăнти усалсем (рэкетирсем) тапăнчӗç те манăн урана хуçрӗç. Унтанпа кайман. Тепӗр çулхине И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн Патăрьелӗнчи филиалӗн юридици факультетне куçăмсăр майпа вӗренме кӗтӗм. Чиперех пӗтертӗм пулин те профессипе ӗç тупаймарăм. Çавăнтан вара темиçе çул хушши тăван ялти пӗрлешӳллӗ хуçалăхра тӗрлӗ ӗçсенче вăй хутăм. Халӗ хама хам ӗçпе тивӗçтеретӗп.

– Пӗчӗкрех чухне эсир мӗнлерех ача пулнă?

– Пӗчӗк Николай никама та пăхăнасшăн мар, хăйӗнне анчах тутарасшăнччӗ. Ирӗклӗхе юратнă. Астăватăп-ха, пӗтӗм касă хӗрарăмӗ мана çанăллă кӗпе тăхăнтартма пуçтарăннине. Эпӗ вара кӗпе тăхăнса çӳреме паян кунччен юратмастăп. Мана тӳмесӗр, çухасăр, кӗске çанăллă футболка ытларах кăмăла каять. Çавăн чухне хӗрарăмсем мана йăлăнса та, хăратса-хӗнесе те тенӗ пек çав кӗпене тăхăнтартрӗçех. Пурпӗрех çухавипе çаннисене тавăрса çӳрерӗм. Тата çынсем хама хăравçă теесрен питӗ шикленеттӗм. Пӗррехинче кӳршӗре пурăнакан иккӗмӗш сыпăкри аппапа тупăшрăмăр. Велосипедпа çӳресе килнӗ чухне унăн ман çине,  манăн хӗрринелле сиксе ӳкмелле марччӗ. Вăл та парăнмарӗ, эпӗ те. Иксӗмӗр те ӳксе шăмшака ыраттарса пӗтертӗмӗр пулин те эпӗ питӗ савăнтăм. Хама нимӗç фашисчӗсем çине самолетпа таран тунă Николай Гастелло паттăр пек туйса çӳрерӗм.

– Ача чухне мӗн тума юрататтăн? Мӗнпе кăсăкланнă?

 – Паллах, ача чухне кӗнеке вулама тата ӳкерме юрататтăм.

– Пӗрремӗш сăвă е калав мӗн çинчен пулнă?

– Пӗрремӗш хут 6 е 7-мӗш класра вӗреннӗ чухне вырăсла сăвă çырнăччӗ. Çӗнӗ çул уявӗ умӗн, пӳрте лартнă чăрăш çумӗнче гирлянда çутисем çине пăхса лартăм-лартăм та сăвă йӗркисем çуралчӗç. Вăл Çӗнӗ çул уявӗ çинченччӗ. Мӗнле пулса тухнине калаймастăп. Сăвва хамах каланккара çунтарса ятăм.

– Нумай кӗнеке вуланăран çырас туртăм çуралчӗ-и?

– Хама питӗ нумай кӗнеке вуланă çын тесе шутламастăп. Çырас туртăм чăн пурнăç кӗнекере çутатса панинчен чылай уйрăлса тăнипе çуралчӗ.

– Пӗрремӗш «Шăрăх кунсем» кӗнекӗр кун çути курсан улшăнтăр-и?

– «Шăрăх кунсем» кӗнеке тухнă хыççăн хам улшăннине сисмерӗм. Тен, çынсем асăрханă?

– 2019 çулта «Шăрăх кунсем» кăларăм Чăваш наци библиотеки ирттерекен «Литературăллă Чăваш Ен: чи вуланакан кӗнеке» республика конкурсӗнче çӗнтернӗ. Мӗнле йышăнтăр çакна? Хавхалану туйăмӗ татах та çырма хистерӗ пуль?

– «Шăрăх кунсем» çулталăкри чи вуланакан кӗнеке пулса тăрасса шутламан та. Вулакансене тав куншăн. Хавхалану вара...Мана çырма Василий Гаврилович Кервен, «Çамрăксен хаçатӗнче» вăй хуракан чипер хӗрсем хавхалантараççӗ.

– Эсир урăх авторăн мӗнле кӗнекине вуланă юлашки вăхăтра?

– Пӗр харăсах темиçе кӗнеке вулама тытăнатăп. Вуланăçемӗн вӗсен шучӗ чакса пыра-пыра юлашкинчен пӗрре анчах – хамшăн чи кăсăкли –  тăрса юлать. Халӗ çав кӗнеке Вячеслав Шишковăн «Емельян Пугачев» ятлă романӗ.

– Калавсенчи сăнарсем пурте пурнăçран илнисем-и?

– Тӗрлӗрен. Чăн пурнăçран илнисем те пур.

– Çырнине хаклакансем те, хирӗçлекенсем те пур пуль?

– Паллах. Хирӗçлекенӗсем хайлавсенче хăйсене палласа илнипе-тӗр.

– Сире хăвăра мӗн çывăхрах – сăвăсем е калавсем çырасси?

– Халӗ калавсем çыратăп. Сăвăсем сайра хутра çеç çырăнаççӗ.

– Пӗлтӗр вулакансене черетлӗ «Ӗмӗт хыççăн» кӗнекепе савăнтартăр. Малашне мӗн кӗтет пире, вулакансене? 

– Тата кӗнеке кăларас тӗллев çук. Калавсем хаçатсенче пичетленнӗшӗн те питӗ хытă савăнатăп.

 – Сирӗн пурнăçăрта кӗнекесемпе, çырулăхпа çыхăннă кăсăклă е тӗлӗнмелле истори пур-и? Каласа парсамăр.

– Пурнăçри тӗлӗнмелле истори темелле-ши çакна – пӗлместӗп. Вăл 2015 çулта пулса иртрӗ. Ун чухне эпӗ пӗрремӗш хут Шупашкарти «Тăван Атăл» журнал редакцине кайса пăхма шутларăм. Вăл вăхăтра унта тӗп редактор пулса Василий Гаврилович Кервен ӗçлетчӗ. Манăн алçырусене илсе юлчӗ. Тиркесе пăрахăçламарӗ. Йăнăшсене тӳрлетсе пичете яма хирӗçлемерӗ. Тавах ăна çакăншăн. Пӗр-ик çул маларах е каярах кайнă пулсан илсе юлнă пулӗччӗ-ши урăх тӗп редактор ман калавсене –  пӗлместӗп.

– Мӗн çинчен ӗмӗтленетӗр?

– Хамăн произведенисем тăрăх чăвашла фильм ӳкерессе ӗмӗтленсе пурăнатăп. Пурнăçланӗ-ши?

– Псевдонимпа (хушма ятпа) çырасси çинчен шухăшламан-и?

– Псевдонимпа çырма шикленетӗп. Ӗмӗр тăршшӗпе хама çав ятпа чӗнесрен хăратăп.

– Эсир хăçан та пулин кăмăлсăрланнă вулакансемпе тӗл пулнă-и?

– Хампа кăмăлсăр пулнине куçа-куçăн пӗр пытармасăр калакан вулакана тӗл пулман.

– Критиклекенсене мӗнле йышăнатăр? Кӳрентерекенсене мӗн калатăр?

– Эпӗ хама профессиллӗ çыравçă тесе шутламастăп. Тен, тӗрӗсех критиклеççӗ хăшӗсем. Анчах лайăх критик пулас тесен, ман шутпа, чăн пурнăçа та лайăх пӗлмелле. Ăшă кабинетран ниçта тухса курмасăр, пӗр вӗçӗмсӗр урăх авторсен произведенийӗсене «тишкерекенсем» чăн пурнăç мӗнлине лайăх пӗлеççӗ-ши?

– Эсир ытти авторсемпе туслă-и? Вӗсем сире писатель ăсталăхӗнче лайăхланма пулăшаççӗ-и?

– Çыравçăсен хушшинче маларах асăннă Василий Кервене, Арсений Тарасовпа Алина Измана (Ильинана) ырăпа асăнса хăварас килет. Ырă канашсем парса ялан пулăшма хатӗр.

– Писательсем мӗнле хаçат-журнал çырăнса илеççӗ?

– «Тăван ен», «Сувар», «Çамрăксен хаçачӗ», «Хыпар», «Тăван Атăл» кăларăмсене юратса вуланисӗр пуçне калавсене те ярса паратăп редакцисене.

– Литература çитӗнӗвӗн вăрттăнлăхӗ мӗнре?

– Литературăри çитӗнӳсен вăрттăнлăхӗ, ман шутпа, вулаканран нимӗн пытармасăр, чуна уçса çырни. Мӗн-тӗр пытарса, каламасăр хăварнине вулакансем самантрах сисеççӗ.

– Эсир çыракан калавăн вӗçӗ епле пуласса яланах пӗлетӗр-и?

– Хам çыракан калавсен вӗçне пӗлместӗп. Чылай чухне сăнарсем авторпа «тавлашăва кӗрсе» хăйсен шăпине урăхла татса параççӗ.

– Ытларах хăш ӳсӗмрисем валли калавăрсем?

– Эпӗ ытларах шкул пӗтерсе пыракан, студент çулӗсенчи çамрăксем пирки çыратăп.

– Пысăк укçана хапсăнни, пӗр-пӗрне курайманни, кӗвӗçӳ туйăмӗ палăраççӗ-и калавсенче? 

– Пысăк укçана хапсăнасси, çынна курайманни, кӗвӗçӳ туйăмӗ манра çук пулӗ тетӗп. Чылай чухне ун пек «пахалăхлă» çынсенчен хам хур тӳсеттӗм.

– Калавсенчи тӗп сăнарсем те ялта пурăнакан çамрăксемех. Пурнăçри тӗрӗсмарлăх, сӳрӗклӗх, суя укçа – çак татса паман ыйтусем ытларах палăраççӗ. Чăнлăх пур-и çак хайлавсенче?

– Калавсенчи тӗп сăнарсене эпӗ 1990 – 2000-мӗш çулсенчен илетӗп. «Ытлашши хуратса çыратăн» текен критиксене çакна калас килет. Манăн ачалăхпа çамрăклăх çав çулсене тӳрӗ килчӗ. Ун чухне эпӗ çыравçă пуласса никам кăна мар, хам та пӗлмен. Çынсем хăйсем чăннипе мӗнле пулнине çав çулсенче куртăм. Ун чухне ман умра никам та икӗпитленсе тăмастчӗ. Çавăнтан вара хампа йăпăлтатса, çепӗç калаçакансене шанас килмест. Темшӗн вăрттăн сăтăр тăвасшăн, хура чунлă çынсем пек туйăнаççӗ вӗсем мана.

– Николай, эсир ялтах юлма шутланă. Шавлă хулари пурнăç илӗртмен-и?

– Эпӗ çамрăклах ялта тӗпленме шутларăм. Сăлтавӗсем çителӗклӗ. Çемьере чи кӗçӗн ача пулнипе атте-анне кил-çурчӗ хам çине юлмалла пулни те, хамăр тавралăхри çутçанталăка юратни те... Кунта хама шавлă хуларинчен чылай ирӗкрех туятăп.

– Аçăр, Иван Васильевич, ячӗпе кашни çулах ялта шахмат турнирӗ ирттерессине те йăлана кӗртнӗ иккен эсир...

– Атте ячӗпе пирвайхи турнира 2018 çулта ирттертӗмӗр. Ăна хамăр çемье йӗркелесе ячӗ. 2019 çултан вара чăваш эстрада юрăçисене чӗнетпӗр. Çак хушăра пирӗн пата Аида Великова, Алина Савельева, Антонина Лукина, Светлана Печникова килсе курчӗç.

– Ку питӗ савăнтарать, малашне те йăлтах аван пултăр. Сирӗн пултарулăх çулӗ çăмăл та ăнăçлă аталанса пытăр!  Тавах интереслӗ, тулли тата питӗ кăмăллă калаçушăн. Сире тата çывăх çыннăрсене сывлăх сунатăп!

– Тавтапуç сире те, ырă сунатăп.

 Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Çӗпрел районӗ,

Çӗнӗ Упи.

Н.Андреев архивӗнчи сăнӳкерчӗк. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: интервью