Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Казаков çак кунсенче 65 çулхи юбилейне паллă турĕ

Н. Казаков мӗн çамрăкран çырать. Вăрманçă ӗçне алла илнӗренпе çутçанталăк илемӗпе çыхăннă хайлавсем нумай шăрçалать. Вăл РФ Писательсен тата Журналистсен союзӗсен пайташӗ, Чăваш халăх академикӗ.

Николай Александрович Казаков 1959 çулта Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă. 1976 —1979 çулсенче Сӗнтӗрвăрринчи (Чăваш Ен) вăрман техникумӗнче, 1979 — 1984 çулсенче политехника институтӗнче (Марий Эл) вӗреннӗ. Пӗр хушă вăрман ӗрчетекен техник, вăрманçă пулăшаканӗ пулса ӗçленӗ. 1984— 1986 çулсенче çар хӗсметӗнче тăнă. Çартан таврăнсан Ульяновск облаçӗнчи Тереньга районне пурăнма куçнă. Райхаçатра фотокорреспондент пулса тăрăшнă, Ульяновск чăвашӗсен «Канаш» хаçатӗнче те вăй хунă. 1999 çултанпа асăннă облаçри Вăрман хӳтӗлекен центрта тăрăшать. 

Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан июнӗн 19-мӗшӗнче, Николай Александрович хăйӗн 65 çулхи юбилейне паллă турӗ. Ентешӗмӗр ача чухнех аллине калем тытнă та халӗ те пăрахмасть ăна — кӗнекесем çырать, пичет кăларăмӗсемпе те çыхăну тытать. Çав шутра «Сувар» хаçатпа та. Хисеплӗ вăрманçа, таврапӗлӳçе, çыравçа тата журналиста юбилейпе саламласа малашне те творчествăра пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр.

Редакци.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей