Николай Ларионов-Йӗлмелӗн калавӗсенчи сăнарсен кашнин прототипӗ пур
Чӳк уйăхӗн 29-мӗшӗнче «Варкăш» литература клубӗнче черетлӗ тӗлпулу иртрӗ. Чăваш литературине кăмăллакансем хальхинче Николай Ларионовăн «Анне пилӗ» кăларăмне сӳтсе яврӗç. Николай Николаевич хăй те инçе çула кӗскетсе Ульяновск хулинчен килсе çитрӗ. Уява чăваш çыравçисем, издательство ӗçченӗсем, студентсем тата вулакансем хутшăнчӗç.
Н.Н.Ларионов-Йӗлмел – çыравçă, куçаруçă, журналист. Вăл 1961 çулхи апрелӗн 25-мӗшӗнче Тутарстанри Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралнă, халӗ Чӗмпӗрте пурăнать. Унăн хайлавӗсем 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче Чӗмпӗрти «Канаш» чăваш хаçатӗнче пичетленме тытăннă.
– «Канаш» хаçата йӗркелесе ярсан çак кăларăм пултарулăх çыннисен çулне уçрӗ, сунтăха валли çыракансем те пичетленме пуçларӗç. Малтан чăваш хаçат-журналӗнче пирӗн тăрăхри профессиллӗ писательсен хайлавӗсем çеç – Анатолий Юманăн, Анатолий Чебановăн, Валентина Тараватăн – кун çути курнă. 1991 çулта хаçатра пӗрремӗш сăвă тухрӗ, çавăнтанпа тăтăшах пичетленме пуçларăм. 1996 çулта манăн «Чӗре тапнă чух» пӗрремӗш кӗнеке кун çути курчӗ. Ăна эпӗ грузовик водителӗнче ӗçленӗ чухне çырнă. Манăн машинăра хампа пӗрле яланах хутпа кăранташ пурччӗ. Тавар кӗтсе ларнă чухне пуçа тӗрлӗ шухăш килет, çавсене çырса пыраттăм, – уçса пачӗ çыравçă пултарулăх çулӗн хăш-пӗр самантне.
«Варкăшра» Николай Ларионовăн «Анне пилӗ» кӗнеки тавра калаçу тӗпре пулчӗ. Кăларăм кăçал Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ. Автор Эрнепи Сетнерова спортсменка пурнăçӗпе паллаштарать. Чăваш ялӗнче çуралса ӳснӗ пултаруллă хӗрача тӗрлӗ лару-тăрăва лекет. Çыравçă пултарулăхне йӗрлесе пыракансем çак сăнарăн прототипӗ Надежда Сандркина – 12 сехетре 101 çухрăм чупса ылтăн медаль çӗнсе илнӗ чăваш спортсменки, тӗнчипех паллă марафонка – пулнине тӳрех уйăрса илчӗç. Сăмах май, «Анне пилӗ» кăларăмран маларах, 2019 çулта, Н.Ларионовăн Надежда Сандркина пурнăçӗпе паллаштаракан «Подвиг во имя матери» ятлă документлă кӗнеки пичетленсе тухнă.
– Надежда Сандркинăпа эпир кӳршӗллӗ ялсенчен. Ача чухне пӗр-пӗрне палламан та. Чылай çул иртсен интернет урлă паллашрăмăр, вăл ун чухне Америкăра пурăнатчӗ. Малтанах ăна халалласа «Подвиг во имя матери», 2020 çулта çак темăна тӗпе хурса «Анне пилӗ» повесть çыртăм. Документлă кӗнекене çулталăка яхăн шăрçаланăччӗ, унтан авторӗпе тата çур çул кашни датине тӗрӗсленӗччӗ, литература хайлавне – виçӗ уйăх.
Кӗнеке редакторӗ Ольга Федорова авторпа килӗштерсе ӗçленине палăртрӗ, çак хайлав çамрăксемшӗн те, çитӗннисемшӗн те усăллă пуласса пӗлтерчӗ:
– Хайлавра чи кирли – нихăçан та алă усмалла мар, ырă çынсем çӗр çинче ытларах, вӗсем пулăшаççех текен шухăш тӗпре. Çакна Эрнепи Сетнерова урлă автор ӗненмелле уçса панă, – терӗ вăл.
Ольга Австрийская çыравçă кӗнекене кӗнӗ калавсене ытларах тимлӗх уйăрчӗ:
– Авторăн чӗлхи пуян, сюжет йӗрӗсене хивре тытса пырать. Николай Николаевич хăйӗн сăнарӗсене пурнăçпа вилӗм хушшине тăратать, вӗсем йывăрлăхсемпе кӗрешме вăй-хал тупаççӗ. Çакă уйрăмах «Хир варринчи кăвайт» калавра палăрать, – терӗ вăл.
Николай Николаевич кашни сăнарăн прототипӗ пуррине палăртрӗ.
– «Хир варринчи кăвайт» калав сюжечӗ Тутарстанăн Пушкăрт енче пулса иртнӗ ӗç хыççăн çуралчӗ. «Австралири тӗлпулу» та – чăн пулни. Вăл 1974 çулта пулнă. Сюжетне те, ял ячӗсене те улăштармарăм, – каласа пачӗ Николай Николаевич.
«Варкăша» Надежда Сандркина тăванӗсемпе ентешӗсем те хаваспах хутшăнчӗç.
– Надежда Сандркина – пирӗн мухтавлă ентеш. Вӗсен çемйине, уйрăмах амăшне – Елюк аппана, питӗ лайăх пӗлетпӗр. Ун çинчен кӗнеке çырнăшăн питӗ пысăк тав сире, – чӗререн тав турӗç çыравçа.
И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн 4-мӗш курс студентки Мария Чернова та хайлава юратса вуланине, çак повесть тăрăх курс ӗçӗ çырас кăмăллине палăртрӗ.
Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев