Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Ларионов: «Литература йывăр, çапах юратнă ӗç»

Апрелӗн 25-мӗшӗнче нумай çул Ульяновск облаçӗнчи чăваш çыравçисен «Шевле» литература пӗрлешӗвне тата «Канаш» хаçата ертсе пынă прозаик, сăвăç тата куçаруçă, журналист, публицист, Раççей Писательсен союзӗн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗсен пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, А.Талвир премийӗн лауреачӗ, нумай кӗнеке авторӗ Николай Ларионов-Йӗлмел 65 çул тултарать. Паян Николай Николаевич – редакци хăни.

– Эсир аслисем валли те, ачасем валли­ те ăнăçлă çыратăр, куçаратăр. Тата пуб­ли­цист, тележурналист. Мӗнле çăлкуçран хавхалану илетӗр? Ăçтан вăй-хăват тухать? 

– Шалтанах тухать пуль. Çырас килни ачаранах ӗнтӗ. Шалти туртăм пулмасан çырма çук тесе шутлатăп. Шкулта сочинени, изложени çырассипе манăн яланах «5» е «4» паллăсем пулнă. Эпӗ 5-мӗш класрах Çӗпрел районӗн «Çӗнӗ çул» хаçатне заметкăсем çырма пуçланă. Редакци  мана, 11 çулхи ачана, хавхалантарас тесе 1973 çул валли гонорар шутӗнчен «Рабоче-кресть­янский корреспондент» ятлă журнал çырăнса панăччӗ. Питӗ савăннăччӗ ун чух. Класс тата дружина стена хаçачӗн редакторӗ пулнă май та çырма тӳрӗ килнӗ. 6-мӗш класра вӗренме юратман икӗ ача шкула сумкасăрах килкелетчӗç. Эп вӗсене питлесе стена хаçачӗ валли «Сумкасăр профессорсем» ятлă сăвă çырнăччӗ. Шкул пӗтерсе хулана тухса кайсан çырасси айккинче юлнă. Вулама вара яланах юратнă, пӗр общежитирен тепӗрне куçнă чух яланах пысăк сумкасемпе кӗнекесем йăтаттăмччӗ.

«Канаш» хаçатра ӗçленӗ май тӗрлӗ жанр­па çырма тӳрӗ килчӗ, çакă ăсталăха ӳстерме пулăшрӗ. Куçару та илӗртрӗ, вырăсларан сăвăсем куçаркалама пуçларăм. Çапла майӗпен литература тӗнчине кӗрсе кайрăм, кӗнекесем пичетленме пуçларӗç. Çын йӗри-тавра кунсерен мӗн кăна пулса иртмест – çапла çуралаççӗ те ӗнтӗ сăвă е калав сюжечӗсем. Писатель фантазийӗ те кирлӗ. Тин çеç манăн «Анне чӗри ăшши» ятлă 20-мӗш кӗнеке пичетленчӗ, унта сăвăсем, куçарусем, юптарусем, çаплах юмах та пур. Ачасем валли çырма 10 çул каялла кăна пуçларăм-ха, апла пулин те Чăваш кӗнеке издательствинче пилӗк кӗнеке тухрӗ ӗнтӗ, вӗсенчен виççӗшӗн алçырăвӗсем Чăваш Республикин цифра аталанăвӗпе информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министерствин грантне илме тивӗçлӗ пулчӗç. Пурӗ вара юлашки 10 çулта манăн тӗрлӗ жанрпа 15 кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Çемьере йӗркеллӗ, çакă та хавхалантарать мана çырма. Халăхпа, шкул ачисемпе тӗлпулусем ирттерни те пулăшу кӳрет, çӗнӗ шухăшсем парать. Пӗлтӗр, сăмахран, эпӗ 11 тӗлпулу ирттертӗм: Ульяновск облаçӗнче, Мускавра, Сызраньре, Чăваш тата Тутарстан Республикисенче. 

– Мӗн вăл сирӗншӗн литература? 

– Йывăр, çапах юратнă ӗç. Чăваш халăх писателӗ, паллă романсен авторӗ Хӗветӗр Уяр калани аса килет. Вăл: «Çырасси – çав тери йывăр ӗç, чун нуши, анчах та пӗлтерӗшлӗ хайлав çырса пӗтерсен çакă пысăк киленӳ кӳрет», – тенӗ. Килӗшетӗп унпа. Литература вăл – тӗрлӗ çынсен пурнăç опычӗ, пултарулăхӗ. Çыравçăсем пурнăçа, пулăмсене хăйсем курнă-туйнă пек кăтартаççӗ. Хăйсен опытне вулакансене параççӗ, пурнăç авăрне илсе кӗреççӗ, чуна сиплеççӗ, çамрăксене тӗрӗс çул кăтартаççӗ, йăнăшсем тăвас­ран асăрхаттараççӗ. Литература вăл чун ыйтни, ăс-хакăлпа пуянланни. Вуламан çын чунпа чухăн. Эп ӗмӗрӗпех лавккасенче кӗнеке туянтăм, пуçтартăм, вӗсене унталла-кунталла йăтрăм. Çамрăк чухне Ульяновскри «Букинист» лавккана кашни эрнере тенӗ пекех кӗреттӗмччӗ. Шупашкара вӗренме кайнă чух та, килнӗ чух та икӗ сумка кӗнекеччӗ. Халь шутлатăп та – мӗн тума йăтнă эп вӗсене çавăн чухлӗ. Хуравӗ çиелтех – чун ыйтнипе.

Паллах, хайлавсем кашни кунах çырăнмаççӗ. Пӗр ăслă çын çырăнман чухне вулăр тенӗ. Тӗрӗсех, вуланă май çӗнӗ шухăшсем кӗреççӗ. Çапла вуласа-çырса ывăнсан уçăлма тухса каятăп. Маншăн 6 – 8 çухрăм утасси нимех те мар. Велосипедпа та çӳрекелетӗп. Уçă сывлăшра пуçа çӗнӗ шухăшсем килеççӗ. 

– Ачалăх сукмакӗпе утса тухар-ха. Аçăр-аннӗр сирӗнпе çăтмахра та мухтанать пек туйăнать. 

– Аттепе анне – Николай Сергеевичпа Мария Васильевна – вӗреннӗ çынсем пулман, çапах та пирӗншӗн, икӗ ывăлӗшӗн, питӗ тăрăшнă. Вӗсем ӗмӗрӗпех тăван ялти колхозра вăй хучӗç. Атте ăста платникчӗ, анне бригада ӗçӗсене хутшăннă, чӗкӗнтӗр ӳстернӗ. Эп пуçламăш шкулта отличник пулнă, çăмăллăн вӗреннӗ. 1970 çулта ялти лавккаран телевизор туянтăмăр, ун чухне ялӗпе те ултă телевизор кăначчӗ, пирӗн – çиччӗмӗш. Ватти-вӗтти пирӗн пата кино курма килетчӗ, пӳрт туллиехчӗ. Мана атте-анне 4-мӗш клас­ран пуçласа 4-5 экземпляр хаçат-журнал çырăнса паратчӗ, çав шутра Мускавран, Шупашкартан, Хусантан. 1972 çултанпа «Физкультура и спорт» журнал çырăнса илме пуçларăмăр, 1973 çултанпа – «Советский спорт» хаçат. Ку темăпа эпӗ паянчченех интересленетӗп. 5-мӗш класс хыççăн пысăк велосипед туянса пачӗç, 8-мӗш класс хыççăн Ульяновска Маяковский урамне «Иж-Юпитер-3» текен кӳмеллӗ мотоцикл туянма килтӗмӗр атте-аннепе. Çакна вӗсем ачисем тӗрӗс аталанччăр, çынсем çине пăхса ăмсанса ан çӳреччӗр тесе тунă ӗнтӗ. Çӗре çити пуçа тайса тав тăватăп атте-аннене. Чунӗсем çăтмахра пулччăр. 

– Кашни кӗнеке ача евӗр вӗт, çапла-и? Мӗнлерех çуралчӗ малтанхи сăвăсен пуххи?

– Пурнăç опычӗ кăштах пухăннă май 1998 çулта чунри шухăшсене çырса пӗрремӗш кӗнекене кăлартăм – «Чӗре тапнă чух». Ун чухне «Канаш» хаçат редакцийӗн­че вăй хураттăмччӗ ӗнтӗ. Анчах та нумай сăввине маларах çырнă – водительте, стройкăра  маçтăрта е ытти çӗрте ӗçленӗ чухне. Автомашина рульне пăрса 10 çул çăкăр çирӗм, чылай чухне пӗр-пӗр çӗрте кӗтсе ларма тӳрӗ килетчӗ. Хутпа кăранташ илеттӗм те сăвă йӗркисем шăрçалама тытăнаттăм, унтан бардачока пăрахаттăм. Каçпа общежитие килсен вара çырса пӗтереттӗм, тикӗслеттӗм. 1990-мӗш çулсен пуçламăшӗнче манăн юптарусем «Канаш» хаçатра пичетленме тытăнчӗç. 1996 çулта çак хаçат редакцине ӗçлеме килсен вара малалла çыртăм. Çапла пӗр пысăк мар кӗнекелӗх материал пухăнчӗ. Пӗрремӗш кӗнеке тухни халӗ те асрах. Эп ун чухне Чăваш патшалăх университетне çуллахи сессие кайнăччӗ, таврăнсан çак ырă хыпара пӗлтерчӗç. Хамшăн та тӗлӗнмелле пекчӗ. 

– Эсир прозăпа та сулмаклă ӗçлетӗр, икӗ чӗлхепе çыратăр. Ăçтан вăхăт тупатăр?        

– Çырас кăмăл, кăсăклă сюжет пулсан вăхăчӗ тупăнатех. Хамшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ кӗнеке – «Подвиг во имя матери». Унта Чăвашкасси хӗрӗ Надежда Сандркина ракпа йывăр чирлӗ амăшне (ăна врачсем тата 2-3 уйăхран вилет тенӗ) сыватăп тесе Швейцарире 12 сехет чупать, мала тухать, анчах  дистанцире хăй чутах вилсе каймасть. Пӗр чарăнми 101 çухрăм ытла чупса тухнă-çке вăл! Ку повеçӗн сюжечӗ тӳрех чуна ярса илет, куçăмлă пырать, унта кӗтмен пăрăнчăксем нумай, çавăнпа çырмасăр пултараймарăм. Пытармастăп, çырнă чух темиçе хут хам та чăтаймасăр йӗни пулнă. Кайран нумай çын тав турӗ мана ку кӗнекешӗн, халиччен кун пеккине вуламанччӗ терӗç. Паллах, вуламан, тӗнчере кун пек сюжет унччен пулман вӗт. Паллă çынсем çинчен те темиçе кӗнеке çырса кăлартăм, вӗсен пурнăçӗ, шăпи, тăрăшулăхӗ, ӗçӗ-хӗлӗ çамрăксемшӗн тӗслӗх пулмалла. Проза икӗ чӗлхепе çыратăп, сăвăсем вара халиччен чăвашла кăначчӗ. Пӗлтӗр вырăсла çырма пикенсе пăхрăм, темиçе сăвă çӗнӗ кӗнекере пур, вӗсене вулакансем хак пама пултараççӗ.

Пӗр ним çукран çырма пуçлаймастăн. Чи малтан кӗнекен е пӗр-пӗр хайлавăн тӗп геройӗ, сăнарӗ кирлӗ. Вăл интереслӗ пулмалла. Çапла вара сăнар шыратăн пурнăçра. Пӗррехинче А.Богатов çыравçă ушкăнра çапла каларӗ: «Ларионов хăй геройне тупрӗ, вуланакан кӗнеке кăларчӗ. Эсир те хăвăрăн геройăрсене шырăр». Кунта сăмах шăпах «Подвиг во имя матери» кӗнеке пирки пырать. Кунта мухтанни çук, ку сăмахсем мана та пырса тивеççӗ. Пирӗн малашне те çырмалла вӗт-ха. 

– Мӗнле çыравçăсене вулатăр, юратнă хайлав мӗнле? 

– Поэзие илсен Сергей Есенин лирикине юрататăп, ман шухăшсенех çырнă пек туйăнать вăл, анчах эпир ун пек ăста çыраймастпăр. Ун кӗнекисем алă айӗнчех, интернетра юррисене те час-час итлетӗп. Çаплах Антон Чехов, Василий Шукшин калавӗсем те килӗшеççӗ, вӗсене тăрсан-тăрсан шкапран илсе вулакаласа илетӗп. Омар Хаям сăввисенче мӗн чухлӗ ăс! Вӗсене тăтăшах вуласа тăмалла. Юлашки вăхăтра Сергей Михалков юптарăвӗсене вуласа хам та çӗнӗрен çак жанрпа ӗçлеме пуçларăм. Чăваш çыравçисен те тӗшӗллӗ хайлавсем чылай, анчах пӗрисен ячӗсене палăртса теприсене кӳрентерес килмест. 

– Çунатсем усăнма пуçласан мӗн ӗçле­тӗр? Эсир хӗрӗрпе çула тухкаланине те пӗлетпӗр. 

– Çунатсем усăннине шăлтах астумастăп. Эп ним тумасăр пӗр точкăна пăхса ларакан çын мар. Пуçра яланах тӗрлӗ шухăш-тӗллев. Пӗр жанрпа çырса ывăнсан тепринпе пуçлатăп. Пӗр кӗнеке тухрӗ ӗнтӗ кăçал, тата иккӗ – компьютерта. Тăван ял çинчен те таврапӗлӳ материалӗсене малалла пуçтаратăп, архивсенче ларатăп. Сывлăх пулсан, тен, иккӗмӗш кӗнекине те кăларма май килӗ.

Чăнах, çул çӳреме юрататăп эпӗ, Раççейри нумай хулара пулса куртăм. 2017 çулта ЧНК хастарӗсемпе, артистсемпе Хӗвелтухăç Çӗпӗре кайни, Иркутска, Байкала çитни, Ангара хӗрринче Раççейри чăвашсен Акатуйне ирттерни мӗне тăрать! Вун çичӗ кун çӳрерӗмӗр ун чухне икӗ микроавтобуспа çӗршыв тăрăх, Пушкăрт, Челябинск, Тюмень, Красноярск, Иркутск чăвашӗсем патне чарăнса концерт лартрăмăр. Сӗм тайгари чăваш ялне те кӗрсе тухрăмăр. Икӗ хут кайса вунă ытла ют çӗршыва та çитсе куртăм, Европăпа паллашрăм. Ку ман ача чухнехи ӗмӗтчӗ. Арменире, Грузире, Белоруссире, Украинăра, Узбекистанра та пулнă. Юлашки вăхăтра Юля хӗрӗмпе çула тухатпăр, вăл та хам пекех çӳреме юратать. Унпа эпир çак çулсенче автобуспа Питӗрте, Кронштадт­ра, Пушкинра (Царское Село), Ломоносовра, Петергофра, çаплах Çурçӗр Кавказ хулисенче (Пятигорск, Кисловодск, Ессентуки, Назрань, Грозный, Шали, Аргун, Черкесск тата ыттисем) пултăмăр. 2025 çулта хӗлле Мускава кайса пилӗк кун курса çӳрерӗмӗр, тӗп хулари чăвашсен обществинче тӗлпулу ирттертӗмӗр. Çулла вара пилӗк кун çӳресе «Золотое кольцо» (Ылтăн ункă) маршрутпа паллашрăмăр (Владимир, Суздаль, Иваново, Кострома, Ярославль, Ростов Великий, Переславль-Залесский, Сергиев Посад тата ытти хуласем). Питӗ интереслӗ, кайса курма сӗнетӗп. «Путешествие из Петербурга в Моск­ву» повесть авторӗ А.Радищев ахальтен каламан вӗт: «Çул çӳрӗр. Ăс-хакăл хушăнать, чун пуянланать», – тесе. 

– Эсир кун çути парнеленӗ кӗнекесен историйӗ. Ытларах мӗн хавхалантарчӗ алла калем тытма? 

– Чăнах та, кашни кӗнекен хăйӗн историйӗ. Интереслӗ çын е сюжет тупăнсан ку хăйех алла калем тытма хистет. Шутласа çӳретӗн-çӳретӗн те –  çырмасăр  ямасть вăл сана. Сăмахран, ача чухне илтнӗ япаласем аллă çула яхăн ман пуçра явăнса çӳрерӗç. Ку сюжетсемпе эп халӗрех ачасем валли те, çитӗннисем валли те калавсем çыртăм. Вӗсем кӗнекесене кӗнӗ. Тин лăплантăм. Ку çула çитсе çамрăксене çырса кăтартмалли, хам тунă йăнăшсенчен асăрхаттармалли пурах ӗнтӗ. Çырни хут варалани кăна ан пултăр, усса кайтăр тетӗп. 

– Мӗн тери çынпа паллашатăр, чăваш халăхӗшӗн пӗлтерӗшлӗ çынсемпе телеинтервьюсем хатӗрлетӗр. Студие камсене чӗнме тăрăшатăр? 

– Мана килӗшет хальхи ӗç. Студие эп пултаруллă, пурнăçра пӗлтерӗшлӗ япаласем, çитӗнӳсем тунă çынсене чӗнме тăрăшатăп. Ман тӗллев çитӗнӳсем çинчен каласа парасси кăна мар, ун патне ку çын мӗнле çитнине, мӗнле йывăрлăхсем урлă тухнине ыйтса пӗлес килет. Çын тӳрех Олимп тăвӗ тăррине хăпарса лармасть вӗт-ха, утăмăн-утăмăн çӗкленет. Кунта каллех çамрăксем валли тӗслӗх  кăтартас килет. Чӗмпӗр Ен чăвашӗсене нумайăшне паллатăп, вӗсен шухăш-кăмăлне, мӗн тунине е тума пултарнине (тума пултарайманнине те) ла­йăх пӗлетӗп. Çавăнпа мана студи валли çын тупма йывăр мар. Пурӗ 113 передача хатӗрлерӗм ку таранччен. 

– Сумлă наградăсене, хисеплӗ ятсене эсир чăннипех тивӗçлӗ. Чун-чӗрешӗн хăшӗ чи хакли?

– Наградăсем çинчен шутламан та, вӗ­семшӗн пурăнман та. Шухăш ялан ӗç çинче пулнă. Нимле награда та, сумлă ят та ыйтса çӳремен. Ман вӗсем нумай та мар. Стаж 43 çул пулсан та «Ӗç ветеранӗ» ят çук манăн. Хам редактор чухне хут тавраш çырма пулатчӗ ӗнтӗ, анчах хăйшӗн çеç тăрăшать теесрен аванмарланаттăм. Эп куншăн пӗртте ӳкӗнместӗп, сывлăх çеç пултăр. Чи пӗлтерӗшли, паллах, «Чăваш Республикин  культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» ят. Ун медальне 2011 çулта Пӗтӗм Раççей чăвашӗсен Акатуйӗнче Ульяновскра ман кăкăр çине Чăваш Рес­публикин Президенчӗ М.Игнатьев çакса ячӗ. Уявра 3-4 сехет çӳрерӗм унпа. Киле таврăнсан хывса шкапăн чи çӳлти çӳлӗкне хутăм та – паянччен  пӗрре те тытман. Вăтанатăп кăкăр çине çутă медаль çакса çӳреме. Мана чăвашсем медальсӗрех лайăх пӗлеççӗ, паллаççӗ. Ыттисемшӗн вара ку интереслӗ те мар. Малашне хăçан та пулин çакăп-и – пӗлместӗп. Медальпе ятарласа ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗк те çук. Ӗçӗмсене, кӗнекемсене çынсем пӗлни, тимлесе вулани, килӗшни хаклă маншăн. «Кам çуратнă сана? Мӗнле çырма пӗлтӗн ку япалана? Кӗнекӳне йӗре-йӗре вуларăмăр вӗт», – тенӗччӗ пӗр хӗрарăм мана. Хăй атте-аннене те аван пӗлет-ха. Çакăн евӗр калани чылай пулнă. Вăт çакăн пек сăмахсем илтсен чуна  пырса тивет. Халăх сана йышăнни, сан ӗçӳсене тивӗçлипе хаклани – чи пысăк награда. Ахаль тăрăшмарăм иккен, ӗçӗм сая каймарӗ иккен тетӗн вара. Пире кайран шăнкăр-шăнкăр медальсем тăрăх мар, ӗçсем тăрăх хаклӗç. 

– Асра юлнă паллашу... 

– Журналистикăра 31 çул ӗçлесе кампа кăна паллашман пулӗ! Астуса пӗтерме те çук. Пысăк вырăнти çынсемпе, пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗçсем тунисемпе нумай курса калаçнă, пӗр сӗтел хушшинче ларнă, ин­тервью илнӗ. 2003 çулта Шăмăршăра Акатуй иртнӗччӗ. Унта ЧР Президенчӗ Н.Федоров тата Н.Бударин космонавт вертолетпа вӗçсе килчӗç. Сцена умӗнче тăнă вăхăтра эп вӗсем патне пытăм, космонавта хам журналист пулнине каларăм, пӗр-икӗ ыйту патăм. Вăл: «О, вы из Ульяновска. Мой отец тоже из Ульяновска», – терӗ. 2004 çулта вара Мус­каври Акатуйра  чăвашсен çăлтăр çыннипе А.Николаевпа куçа-куçăн калаçма тӳрӗ килчӗ. Вăл ларатчӗ, эп ун патне пытăм та: «Андриян Григорьевич, ак эпир Чӗмпӗрте чăвашла «Канаш» хаçат кăларатпăр, сире темиçе номерне паллашма паратпăр», – терӗм. Вăл хаçатсене илчӗ те: «Молодцы! Спасибо, спасибо», – терӗ. Ăна унччен те Шупашкарта курнăччӗ-ха, çапах та хальхинче куçа-куçăнах калаçма тӳрӗ килчӗ. Тата 40 кунран космонавтăмăрăн чӗри тап­ма чарăннă вара... 

– Мӗнле кăмăл-туйăмлă çынсем çывăх? 

– Тӳрӗ кăмăллă, тӗрӗспе те тӗплӗн калаçакан, ырă шухăш-ӗмӗтлӗ çынсем çывăх мана. Халӗ ман йӗри-тавра çавăн пеккисем кăна юлнă. Пурнăç вӗрентрӗ ыттисенчен пăрăнма. Кашни утăмрах улталакансем, çил вӗçтерекенсем, мухтанчăксем, сӗмсӗрсем, хăйсене мăнна хуракансем, хăйсем çинчен кăна шутлакан эгоистсем тахçанах çук ӗнтӗ ман çумра. Ун пек çынсемпе хутшăнса, пустуй калаçса-шавласа вăхăта сая ярас килмест, мӗншӗн тесен вӗсем манăн усăллă ӗç тума хурас вăя, вăхăта туртса илеççӗ. Çамрăкрах чухне çакна ăнлансах пӗтереймен, паллах, халь вара кун пек çынсене çухрăмран куратăп.  Çулсем ӳссе пынă май  вăхăта çав тери хак­лама пуçларăм. Ăçта та пулин каймалла чухне хамран ыйтатăп: ку мана кирлӗ-и, чун валли мӗн илме пулать унта? Çавăнпа халь шавлă мероприятисене сахал тухса çӳретӗп. Чуна хавхалантаракан, кантаракан кӗвӗ-çемӗ итлени, ­театра, ­куравсене кайни усăллăрах. 

– Хăвăра 65 çулти пек туятăр-и? Ӗмӗт-тӗллев мӗнлерех? 

– Пирӗн ялта ватă çын пурччӗ, пӗртте ахаль лармастчӗ, ялан пӳрчӗ умӗнче тем кăштăртататчӗ. Пӗррехинче вăл пуртă тытнă та пӗрене чутланă, мунча пуранă. Иртсе каякан хӗрарăм: «Петя тете, эс сакăр вуннăра вӗт ӗнтӗ, мӗн тума кун пек нушаланатăн?» – тенӗ хăйне шеллесе. «Сакăр вуннăн ман çумра мӗн ӗçӗ пур?» – хуравланă лешӗ çурма шӳтлесе, çурма чăнласа. Манăн та çап­ларах каламалла пуль. Хăв миçерине мӗн шутласа ларасси пур. Шутламасан та куçаççӗ вӗт çулсем. Çул-ӳсӗм мар, шалти вăй-хăват, ӗçлес килнӗ кăмăл-туйăм пӗлтерӗшлӗрех. Çырас, çынсене усă тăвас, мӗнпе те пулин пулăшас килет паян. Ыран та, малашне те çапла пултăр. Петя тете пек сакăр вуннăра та ура çинче çӳресчӗ, тухăçлă ӗçлесчӗ. 

– Çапла пултăр эппин. Çавра кунпа ăшшăн саламласа çирӗп сывлăх, çӗнӗ çитӗнӳсем сунатпăр Сире, хисеплӗ Николай Николаевич. Вăрăм ӗмӗрлӗ пулăр. Кӗнеке юратакансем киленсех вулаччăр Сирӗн ӗçӗрсене!

 

Елена АЛЕКСЕЕВА.

Н.Ларионов архивӗнчи сăнӳкерчӗксем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

5

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Николай Ларионов