Николай НЕСТЕРОВ: «ЫВĂЛ АПТРАКАННИСЕНЧЕН МАР...»
Николай Владимирович Нестеровпа эпир Пăвана ӗçпе кайсан паллашрăмăр. Вăл çемйипе Хирти Кушкăра пурăнать, 1962 çулхи. Мăшăрӗпе Татьянăпа икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ. Асли Денис, кӗçӗнни хăй пекех Николай. Пирӗн çулçӳрев тӗллевӗ ятарлă çар операцийӗнчен отпуска таврăннисемпе е вӗсен ашшӗ-амăшӗпе ятарласа тӗл пулассиччӗ.
Николай Владимирович Нестеровпа эпир Пăвана ӗçпе кайсан паллашрăмăр. Вăл çемйипе Хирти Кушкăра пурăнать, 1962 çулхи. Мăшăрӗпе Татьянăпа икӗ ывăл çуратса ӳстернӗ. Асли Денис, кӗçӗнни хăй пекех Николай. Пирӗн çулçӳрев тӗллевӗ ятарлă çар операцийӗнчен отпуска таврăннисемпе е вӗсен ашшӗ-амăшӗпе ятарласа тӗл пулассиччӗ.
Николай Владимировичăн кӗçӗн ывăлне пӗлтӗр октябрь уйăхӗнче мобилизаципе илсе кайнă. Ун пирки пире ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Стрелков пӗлтерчӗ. Нестеровсен çемйине чи ырă енчен палăртса калаçрӗ вăл. Паллах, пирӗн те вӗсемпе паллашас килчӗ. Николай Владимирович турткаланса тăраканни пулмарӗ. Чӗннӗ –
килнӗ. Пире ывăлӗ пирки интервью пама килӗшнӗшӗн пысăк тав ăна.
– Николай Владимирович, хăвăрăн Николай ывăлăр çинчен тӗплӗнрех каласа парăр-ха. Миçере вăл, мобилизаципе кайиччен ăçта вӗреннӗ е ӗçлетчӗ?
– 1997 çулхи вăл пирӗн, 26 пулать халӗ. Шкула вăл Шупашкарта вӗренсе пӗтерчӗ, улттăмӗш класран пуçласа унта вӗренчӗ. Мӗншӗн тесен эпир ун чухне çемьепех Шупашкарта пурăнаттăмăр, хам çавăнта ӗçлеттӗм. Шкул хыççăн кооператив институтне вӗренме кӗчӗ. Унта пӗр-икӗ уйăх вӗреннӗ хыççăн: «Атте, ман военкомата кайса пăхас килет», – терӗ кӗтмен çӗртен. Атя, кайса пăхар ара тесе хам та килӗшрӗм. Шупашкарта военкомат çук, призыв пункчӗ çеç. Военкомачӗ вӗсен Канашра. Пирӗнпе пуçлăх çумӗ, пӗр хӗрарăм, тӗл пулса калаçса илчӗ. Вăл çак вăхăтра пӗр ушкăн шăпах медкомисси тухнине пӗлтерчӗ. «Тен, эс те комисси тухан, каятăн-и, каймастăн-и?» – интересленет хайхи. Килӗшрӗ ку ман, кирлӗ хутсене пуçтарчӗ те медкомисси тухма кайрӗ. Ку ӗç час пулмасть, çӳретӗп çапла коридорсем тăрăх вăхăта кӗскетсе. Пăхап – пуçлăх алăкӗ çине çырнă хушамат темле пӗлнискер пек туйăнса кайрӗ. 1989 çулта эп «Чебоксарский» совхозра ӗçленӗччӗ, комсорг пулса çулталăка яхăн. Унта шăпах Волошин хушаматлăскер профком пуçлăхӗ пурччӗ. Интересшӗн кӗрсе тухас-ха терӗм. Калаçса кайрăмăр та: «Атте вăл манăн», – тет. Лайăх çынччӗ, халь те пурăнать пуль-ха. Ывăл медкомисси тухнине пӗлтертӗм те: «Атя илсе каятпăр», – тет. Набор ăçта пыни пирки ыйтса пӗлтӗм. Хамăн салтакра чухне КГБ аслă шкулне кӗме ӗмӗт пурччӗ. Анчах пулаймарӗ направлени çуккипе. Ывăл чăнахах салтака кайма шутлине çирӗплетес шутпа ăна тепре шăнкăравларăм. Каяп тет. Волошин кӗçех Мускава, Дзержински дивизине илсе каяссине пӗлтерчӗ. Ноябрь уйăхӗччӗ ун чухне. Призыв пункчӗн пуçлăхӗ хăй те çавăнта службăра пулнă иккен. Çак ятарлă полк Мускавра иртекен мероприятисенче хăрушсăрлăхпа тивӗçтерет.
– Апла вăл сирӗн вӗренсе пӗтермесӗрех салтака кайрӗ пулать?
– Çапла, вӗренӳ çинчен вăхăтлăха манса салтака кайрӗ. Балашихăра вырнаçнă çав полк. Вӗсен задачисен шутне Мускавра иртекен мероприятисене йӗркепе тивӗçтересси пулнă. Крым Раççей шутне кӗнипе иртнӗ митингра та пулнă ывăл. Сценăран пурӗ те аллă метрта кăна тăнине, Путина çывăхран курнине кайран таврăнсан каласа пачӗ. Хисеп хучӗсемпе таврăнчӗ салтакран. Çарта вăл 2014-2015 çулсенче тăчӗ. Кайран авланнă хыççăн çӗнӗрен вӗренме те кӗчӗ, вӗçлеймерӗ. Мăшăрӗпе Лондона тухса кайрӗ. Çур çул пурăнчӗ унта. Çавăнта Кембридж университетӗнче акăлчан чӗлхине 1-мӗш шайра вӗреннине çирӗплетекен сертификат илчӗ. Калаçу чӗлхине аван пӗлет.
– Мăшăрӗ кам? Чăваш?
– Вăл кунтисемех, Шупашкартан, вырăс хӗрӗ. Амăшӗпе тахçанах Лондонра пурăнаççӗ, мӗн пӗчӗкрен çавăнта ӳснӗ темелле.
– Çур çултан мӗн сăлтавпа каялла таврăнчӗç?
– Тӗрӗссипе каласан, ывăлăм Лондона кайнипе сӗре хытă савăнмарăм. Мӗн те пулин сиксе тухас пулсан кунта пулăшма майне тупатăп-ха, унта вара ним те тăваймастăп. Пире туслă çӗршыв та мар тата. Çавăнпалан таврăнчӗ. Тата мӗнле арçыннăн пăянамăшпе пурăнас килтӗр. Арăмӗпе уйрăммăн çемье пек пурăнас терӗ-тӗр...
– Вара иккӗш те таврăнчӗç-и?
– Çук çав, арăмӗ амăшӗпе юлас тенӗ, уйрăлчӗç вара. Таврăнсан Хусанта ӗç тупрӗ те виçӗ çула яхăн повестка киличченех ӗçлерӗ.
– Повестка çитсен тӳрех пӗлтертӗр-и?
– Çапла, çӗрле пӗлтертӗм. Вăл çийӗнчех ирех çула тухатăп тесе пӗлтерчӗ. Пăвари военкомата пӗрле кайрăмăр.
– Каймастăп тесе пӗр сăмах та пулмарӗ апла?
– Çук. Илсе кайиччен пӗр кун маларах комисси иртрӗ. Унтан Хусана ăсатрӗç вӗсене. Малтанласа повестка çине эс алă пусман вӗт тесе те пăхрăм. Йышăнуран пурпӗр пăрăнмарӗ.
– Эсир, ашшӗпе амăшӗ, мӗнлерех йышăнтăр çакна?
– Хам пирки каласан – лăпкăн. Мӗншӗн тесен пирӗн вăхăтра ун пекки Афганистан пурччӗ. Унта ăнсăртран кăна каяймасăр Туркменире юлтăм. Каракумра виçӗ çул службăра пултăм. Пире Афганистана кайма хатӗрлетчӗç. Чаçре «ЧП» пулнипе мана юлма тӳр килчӗ. Ыттисене пурне те илсе кайрӗç, ротăра 120 çынччӗ. Ывăл та хумханнине пит кăтартмарӗ. Амăшӗ пит пăшăрханать, кашни кун уншăн пăлхануллă. Ак тин кăна шăнкăравласа ывăлтан хыпар çитнине пӗлтерчӗ. Йăлтах йӗркеллӗ тенӗ.
– Хăнăхса çитрӗр-и ку лару-тăрăва?
– Эпир ним те улăштараймастпăр, пирӗн кӗлтăвасси кăна юлать. Рядовой ывăлăмăр. Хальхи вăхăтра Угледарта тăраççӗ, хӳтӗлевӗн 1-мӗш линийӗнче.
– Йывăр кунта тесе çырмасть-и? Хăш-пӗри ниçта çăвăнма çуккипе, путлӗ выртса çывăрма май çуккипе тарăхать...
– Çук, йăлт йӗркеллӗ тесе çырать. Паллах ӗнтӗ, çăмăл мар унта вӗсене, ăна пурте ăнланатпăр... Анчах унран пӗр ӳпкелешӳ те илтмен. Ачи вăл пирӗн пултăклăскер, аптраканни мар. Походнăй душ икӗ штукипех ярса патăмăр. Интернет-лавккара ăна хăйех шыраса тупнă. Унсăр пуçне район та пулăшусăр хăвармасть. Иртнинче квадрокоптер ярса патăмăр. Шел те, ăна украинсем тытса антарнă. Отпуска килсен тепӗр хут парса ятăмăр.
– Юлашкинчен хăçан килнӗччӗ?
– Апрель уйăхӗнчех ӗнтӗ. Октябрь вӗçнелле кӗтсе тăратпăр-ха килессе.
– Хăвăрăн ывăлăрпа, вăл патриот çын пулса ӳснипе мăнаçланатăр-и?
– Кашни çын ӗнтӗ хăй ачипе мухтанать. Çитӗнӗвӗсем те пулсан тата та... Капла вара вăл ыттисем пекех – йӗркеллӗ ача. Ытлашши каласан мухтаннă пек пулса тухать...
– Çапах та мобилизацирен пăрăнса юлманни ăна чи лайăх енчен хаклать. Çӗршывран тухса таракансем мӗн чухлӗн пулчӗç. Ун пек хăтланманни хăйне кура пӗр паттăрлăх.
– Мӗнле воспитани панă, çапла кăтартаççӗ ӗнтӗ хăйсене. Çӗршыва камăн та пулин хӳтӗлемелле-çке...
– Çавах та хăш-пӗрисем хăйсен ачисене тартнă хушăра сирӗнни пек ывăлсем вӗсенех хӳтӗлеме тивни кӳренчӗклӗ мар-и?
– Çук, кашнин хăйӗн пуçӗ пур. Турă пӗлтӗр вӗсене. Кашнин пуçӗнче хăйӗн шухăшӗ, курăмӗ, тен, пурнăçри лару-тăру çапла тума хистенӗ. Ăна эпир пӗлместпӗр. Кӳренӳ çук. Йăлт лайăх пулсан, сывлăхпа таврăнсан ку уншăн пурнăç шкулӗ, опыт пулӗ. Психика енчен кăлтăксем ан пулччăр тесе çеç пăшăрханатăн. Ман шутпа, вăл пурне те тивӗçлӗ чăтса ирттерет. Шалта шăнăр пур-тăк – йӗркеллӗ пулӗ йăлт.
– Пысăк тав сире, Николай Владимирович, ывăлăр киле ырă-сывă, май килнӗ таран хăвăртрах таврăнмалла пултăр.
– Çапла пултăр.
Сăнӳкерчӗксем Т.Васильеван тата Нестеровсен çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев