Николай Иванович Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн ПОЛОЖЕНИЙӖ
Кăçал майăн 14-мӗшӗнче Чăваш халăх поэчӗ Николай Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитет. Çакна тӗпе хурса Шелепин ентешӗсем – Аксу районӗнчи Беловкăра пурăнакансем – «Сувар» хаçат редакцийӗпе пӗрле «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен конкурсне ирттереççӗ. Унта ачасем те, аслисем те хутшăнма пултараççӗ. Мӗн тумалла-ха унта хутшăнма? Николай Шелепи çырнă пӗр-пӗр сăвва каланине видео ӳкерсе илмелле те «Сувар» редакцин почтине е 89179076881 номерпе Ватсапп çине çырса тултарнă анкетăпа пӗрле ярса памалла. Вӗсене хаçатăн соцсетьсенчи страницисенче вырнаçтарăпăр. Сăвă калакансен видеороликӗсене апрелӗн 26-мӗшӗччен йышăнатпăр. Конкурса апрелӗн 30-мӗшӗнче пӗтӗмлететпӗр. Çӗнтерӳçӗсене Беловкăри йӗркелӳ комитечӗ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă уява чӗнсе дипломсемпе, парнесемпе чыслать.
I. «Беловка çăлкуçӗ» видеосăвăсен онлайн-конкурсне ачасемпе çамрăксене тата аслă ăрури çынсене Чăваш халăх поэчӗн пултарулăхӗпе анлăрах паллаштарас, чăваш чӗлхипе тата литературипе кăсăклантарас, вулав пултарулăхне аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ.
II. Видеосăвăсен онлайн-конкурсне йӗркелекенсем
А. Беловка ялӗнчи йеркелӳ комитечӗ
Ă. Тутарстанри чăвашсен «Сувар» республика хаçачӗ ( http://suvargazeta.ru)
III. Видеосăвăсен конкурс материалӗсен тытăмӗ
А. Жанр: сăвă.
Ă. Тема: Николай Иванович Шелепи çырнă хайлавсем.
Б. Тӗс: видео.
В. Чӗлхе: чăвашла.
Г. Ăшлăхӗ: видеокамера умӗнче вулаканăн сăвă ятне каламалла тата хăй çинчен каласа памалла (хăш республикăран е облаçран, районпа ял ятне, ăçта вӗреннипе е ӗçленине). Видео ӳкерекенӗн ятне, ачасене вӗрентекенӗн ятне анкетăра çырса пӗлтермелле.
Д. Программăсем тата хатӗрсем: видеона кирек мӗнле хатӗрпе те усă курса ӳкерме ирӗк пур – хуть смартфонпа, хуть профессиллӗ аппаратурăпа.
Е. Хушма ирӗксемпе чарусем: сăвва пăхмасăр вӗренсе туллин каласа памалла. Поэма пулсан шухăш тӗлӗшӗнчен тулли пӗр-пӗр сыпăка хатӗрлемелле.
IV. Видеосăвăсен онлайн-конкурсне хутшăнакансем
Конкурса ачасем те, çамрăксем те, çитӗннисем те хутшăнма пултараççӗ.
Хаклама пайланă ушкăнсем:
А. 7-9 çулхи ачасем;
Б. 10-14 çулхи ачасем;
В. 15-20 çулхи çамрăксем;
Г. Аслисем.
V. Видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн çӗнтерӳçисене палăртасси.
Видеосăвăсен онлайн-конкурсӗн çӗнтерӳçисене комисси пайташӗсем палăртаççӗ. Ӗçсен пахалăхне палăртма çак критерисемпе усă кураççӗ: вулав ăсталăхӗ (интонаципе вулав хăвăртлăхӗ, сасă тăхтавӗпе логика пусăмӗ, туйăмсен вăйӗпе чăнлăхӗ), видео пахалăхӗ, фон пахалăхӗ. Хакланă чухне комисси пайтшӗсем балсене 1-рен пуçласа 10 таран лартаççӗ.
Кашни ӳсӗмри çӗнтерӳçӗсене 2021 çулхи апрелӗн 30-мӗшӗ тӗлне палăртаççӗ. Малти вырăна тухнисене хисеп хучӗсемпе тата пӗчӗк парнесемпе савăнăçлă лару-тăрура, поэта халалланă уявра (хăçан пулассине пӗтӗмлетӳ хыççан пӗлтерӗпӗр) чыслаççӗ.
VI. Ăмăрту тапхăрӗ тата материалсене ярса памалли мелсемпе условисем.
Конкурса хутшăнмалли йӗркепе условисем:
Конкурса хутшăнма çак япаласем кирлӗ:
А. Конкурса тăратакан видео;
Ă. Хутшăнаканăн анкети (1-мӗш хушăм);
Видеоматериалсене «Сувар» редакцийӗн suvar@mail.ru электронлă почти çине е 89179076881 телефон номерӗпе WhatsApp çине ярса памалла.
Хутшăнакан анкетине те çырса тултарса видеопа пӗрле ярса памалла.
Хутшăнмалли ирӗксемпе чарусем:
Онлайн-конкурса 2021 çулта ӳкернӗ ӗçсем кăна хутшăнма пултараççӗ. Килӗшӳсӗр, кăмăл-сипете тивӗçтермен тата апрелӗн 26-мӗшӗнчи 23 сехет хыççан килнӗ видеоматериалсене конкурса йышăнмаççӗ.
Ăмăрту тапхăрӗ:
Конкурс 2021 çулхи апрелӗн 30-мӗшӗччен пырать.
- ӗçсене йышăнассине апрелӗн 26-мӗшӗнче, тунтикун, 23 сехетре вӗçлетпӗр;
- апрелӗн 27-29-мӗшӗнче хаклав ӗçӗ пырать;
- апрелӗн 30-мӗшӗнче конкурса пӗтӗмлететпӗр.
1-мӗш хушăм
Конкурса хутшăнаканăн АНКЕТИ
Хушамат, ят________________________________________________________________
Сăвă ячӗ_____________________________________________________________________
Республика, область_______________________________________________________
Район_______________________________________________________________________
Ял, хула ячӗ________________________________________________________________
Шкул ________________________________________________________________________
Миçе çулта_________________________________________________________________
Педагогӗ (хатӗрленме пулăшаканӗ)______________________________________
Электронлă адрес__________________________________________________________
Телефон_____________________________________________________________________
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев