Ним çукран шартлама сивӗре çынсене окоп чавма кăларман
Теччӗ районӗнчи ЧНКА, районти Ветерансен канашӗ тӗрев панипе апрелӗн 30-мӗшӗнче Теччӗ районӗнчи Ильинское ялӗн масарӗнчи М.Н.Пилипер красноармеецăн вилтăпри умӗнче митинг иртрӗ. 1941-1942 çулсенче чавнă оборона линийӗсен пӗлтерӗшне палăртнипе пӗрлех, ӗç халăхӗ кăтартнă паттăрлăха аса илсе сума суни пулчӗ вăл.
Аслă Çӗнтерӗвӗн 80 çуллăхне халалланă митинга Теччӗри ЧНКА ертӳçи В.А. Тимофеев, районти Ветерансен канашӗн председателӗ О.М.Илларионова, Монастырское ял хутлăхӗн председателӗ А.А.Васин, ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев, «Сувар» тата Теччӗ районӗнчи «Авангард» хаçатсен тӗп редакторӗсем И.Ф.Трифоновăпа Е.В.Калашникова, Теччӗри тӗп библиотекăн сотрудникӗ М.А. Болденкова, А.С.Хохловпа О.Н.Евсеев таврапӗлӳçӗсем тата ял çыннисем хутшăнса чечек хучӗç.
Стратегилле пӗлтерӗшлӗ
Тăван çӗршывшăн синкерлӗ 1941– 1945 çулсен историйӗнчи хӳтӗлев оборонин строительстви пирки асăнакансем паянхи кунччен те нумайăнах мар, пит тӗпчемен те ăна. 1941 çулхи октябрьтен пуçласа 1942 çулхи январь уйăхӗччен шартлама сивӗсенче шăннă çӗре алă вӗççӗн алтнă пин-пин çыннăн, çар строителӗсен паттăрлăхне тивӗçлӗ хакламаннипе-ши: «Çар преступленийӗ ку, халăха пӗр ахаль нуша кăтартнă», – текенсем тупăнаççӗ паян. Вырмана вӗçлеме ӗлкӗреймен е заводсенчен киле темиçешер талăк таврăнмасăр ӗçлекен халăха чăнах та ним çукранах шартлама сивӗре окоп чавма хăваласа кăларнă-ши? Паллах çук. Çӗршыв ирӗклӗхне сыхласа хăвармалли стратегилле пӗлтерӗшлӗ йышăну пулнă вăл. Истори чăнлăхне упраса хăварас, халăх патне çитерес тӗллевпе 2012 çултанпа хӳтӗлев оборонин историне архивсенче тӗпчет Теччӗ районӗнче пурăнакан Анатолий Сергеевич Хохлов.
Оборона линийӗсене строительствине пуçарма хистенӗ сăлтавсене митингра уйрăммăн палăртрӗ вăл. Нимӗç фашисчӗсем июнӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа октябрӗн 15-мӗшӗччен Белостокпа Минск, Уманск, Киев, Мелитополь, Вязьмапа Брянск котелӗсенчи вăйлă çапăçусенче пирӗн 2 872 000 салтака тыткăна илнӗ, çӗршер пинне вӗлернӗ. Калама çук пысăк çухатусем тӳснӗ пирӗн çар. «Совет Союзӗн маршалӗ Георгий Жуков 1966 çулта Константин Симонова панă интервьюра 1941 çулхи октябрӗн 6 –11-мӗшӗсем чи йывăр тапхăр пулнине асăннă. Мускав патне талпăнакан фашиста чарма пирӗн Можайск оборона линийӗнче пурӗ те 90 пин салтак кăна юлнă вăл вăхăтра. Вӗсене пулăшмашкăн çар пухма вара вăхăт кирлӗ пулнă. Çавăнпа ноябрь уйăхӗччен контрнаступлени пирки сăмах та пыман. Хӗрлӗ Çарăн хирӗç тăма вăйӗ юлманнине çирӗп шаннă нимӗç командованийӗ хăйӗн «Барбарос» планӗпе октябрь уйăхӗн варринчех Астрахань, Атăл, Киров, Çурçӗр Двина, Архангельска çитсе малалла Урал леш енне çӗр çийӗн çапăçусемпе мар, авиаципе çӗрпе танлаштарма ӗмӗтленнӗ», – историлле фактсемпе çирӗплетрӗ хăй сăмахне таврапӗлӳçӗ-историк.
Тăшмана Атăл патне кăлармалла мар
Георгий Жуков интервьюра çав кунсенче малалла мӗн пулассине хăй те, çӗршыв ертӳлӗхӗ те пӗлменнинчен тунман. Мускав оборонин лару-тăрăвӗ япăххине кура 1941 çулхи октябрӗн 15-мӗшӗнче Патшалăх оборона комитечӗ Тӗп хулана, Мускава, урăхла каласан Правительствăна, предприятисемпе организацисене эвакуацилесси, куçарса кайма май çук предприятисемпе учрежденисене, складсемпе метро электрооборудованийӗсене (шыв пăрăхӗсемпе канализацисӗр пуçне) сирпӗтме хатӗрлесси пирки постановлени кăларнă.
«Мускав оборонин лару-тăрăвӗпе тӗплӗн паллашнă Георгий Жуков октябрӗн 8-мӗшӗнче çӗрле Иосиф Сталина шăнкăравласа Волоколамск, Можайск оборона линийӗсене, Кӗçӗн Ярославль направление хӳтӗлеме çӳлерех асăннă 90 пин салтаксăр пуçне çын та, вăй та çуккине пӗлтернӗ хыççăн Патшалăх оборона комитечӗ васкаса Мускавпа Атăл хушшинче оборона линийӗн строительствине пуçарма йышăннă. Мӗншӗн тесен нимӗç çарӗсем Атăл патне талпăннине лайăх пӗлнӗ вӗсем», – палăртрӗ историк оборона линийӗн строительствин тӗп сăлтавне.
Çак участока сыхлас шутпа кӗске хушăрах оборона строительствин 18 (Карело-Финн ССР, Вологда, Ярославль, Куйбышев, Сталинград, Пенза, Саратов, Ростов облаçӗсем, Краснодар крайӗ, Чечняпа Ингушети, Тутар, Чăваш, Мари АССРсем, Горький, Владимир, Рязань, Воронеж, Иваново облаçӗсем) управленине туса хума пултарнă. Тӗп строительство управленийӗн ертӳçине Хӗрлӗ Çарăн инженери управленине ертсе пынă Леонтий Захарович Котлер генерал-майора лартнă.
10 кунра 6 çар
Строительство управленийӗсемпе пӗрлех резерв çарӗсене йӗркелеме тытăннă, мӗншӗн тесен оборона сооруженийӗсене çарпа тултарсах пымалла пулнă. Çак шутпа 10 –15 кунра 28, 39, 58, 59, 60, 61-мӗш резерв çарӗсене туса хунă. Ноябрӗн 7-мӗшӗнчен Урал çар округӗнчи 28-мӗш çара Ярославле (Кострома облаçне), Урал çар округӗнчи 39-мӗш çара, Çӗпӗр çар округӗнчи 58-мӗш çара тата Çӗпӗрпе Урал çар округӗнчи 59-мӗш çара Вологда облаçне, Атăлçи çар округӗнчи 60-мӗш çара Горький облаçне, Вăтам Ази çар округӗнчи 61-мӗш çара Саратов облаçне янă.
«Пирӗннисем Мускава хӳтӗлеме тылри, çапăçусем пит вăйлах пыман фронтсенчи çарсене куçарнă. Ноябрь уйăхӗнче тин ку енӗпе лару-тăру мая кайнине, пирӗн разведка çав тери лайăх ӗçлесе тăшманăн ăçта, мӗн чухлӗ çарӗ çитнине, вӗсен хатӗрлӗхне кашни кун пӗлтерсе тăнине асăннă маршал хайхи интервьюра. Хăвăрт çӗнтерме ӗмӗтленнӗ нимӗç фашисчӗсен совет çарӗсем хирӗç тăнипе малтанхи кунсенчи пекех вăйлă наступление кайма вăйӗ чакса пынă. Хӗрлӗ Çар декабрь уйăхӗн 5-мӗшӗнче контрнаступление кайса 10 –15 кунрах тăшмана каялла 150–200 километрти Вязьма линине хуса яни кӗтменлӗх пулнă тăшманшăн», – терӗ А.С.Хохлов.
Пӗр куна та чарăнман
Фронтри йывăр лару-тăрăва пăхмасăр калама çук пысăк ӗç пуçарма кăна мар, юханшывсен хӗррисемпе оборона линийӗн карттине тума, пиншер çынна ӗç хатӗрӗсемпе тивӗçтерме, пурăнма вырнаçтарма, япăх пулсан та апатлантарма пултарни хăй пӗр пысăк паттăрлăх, вăл вăхăтра йӗркелӳ ăсталăхӗн шайӗ мӗнле пысăк пулнине палăртрӗ тепӗр таврапӗлӳçӗ О.Н.Евсеев митингра.
Куратпăр, ирӗклӗхшӗн кӗрешӳ вăрçă хирӗнче кăна мар, тылра та пынă. Республикăн 36 район çынни алла кӗреçе-лум тытса шăннă çӗре алтнă ун чух. Çанталăка пăхмасăр ӗç пӗр куна та чарăнман.
Тутар АССРӗн оборона строительствин управленийӗ шучӗпе 11-мӗш шутланнă. Октябрӗн 28-мӗшӗнче Хусанта йӗркеленнӗ (ертӳçи И. С. Шикторов) вăл. Хусан обвочӗн (çурма ункин) пӗтӗмӗшле тăршшӗ 310 çухрăм. Вӗсенчен 220-шӗ Тутар АССРӗн территорийӗ урлă иртнӗ. Оборона сооруженине кунта пӗтӗмпе 5 хир строительствин управленийӗ йӗркелесе пынă:
1.Кайпăç (ертӳçи ТАССР совнарком председателӗн çумӗ Ф.М.Ковальский). Бишево ялӗнчен пуçласа Çарăмсан, Бирля, Кубня юханшывӗсен хӗррипе ЧАССР чиккинчи Репевка ялӗ патне çити, пӗтӗмпе 59 çухрăм;
2.Апас (ертӳçи ТАССР ВКБ (б) обком секретарӗ А. Г. Барышников). Долгая Поляна ялӗнчен пуçласа Улема сăрчӗсем урлă Чабартау, Шонга, Улема, Сӗве юханшывӗсен хӗррипе Бигишево ялӗ патне – 53 çухрăм;
3.Апас районӗнчи Черки Дюртели ялӗ (ертӳçи Хусан-Пӗкӗлме чугун çул строительствин управленийӗн начальникӗ Ф.С. Друскис ). Бишево ялӗнчен пуçласа Сӗве хӗррипе Кульгана ялӗ патне – 40 çухрăм;
4. Пăва районӗ Хăят (ертӳçи ТАССР обком секретарӗ И.М.Ильин). Кульгана ялӗнчен пуçласа Сӗве хӗррипе Кульгана ялӗ патне – 38 çухрăм;
5. Тархан районӗнчи Аслă Тарханпуç (ертӳçи ТАССР Шалти ӗçсен совнарком ертӳçин çумӗ С.А.Кисилев). Вырăс Киштекӗнчен пуçласа Кильна юханшывӗ хӗррипе Пролей Каша ялӗ патне – 30 çухрăм.
Ячӗсем Астăвăм кӗнекине кӗмен
Теччӗ районӗнчи окопсен историйӗн тӗпчевне пуçарма хистекенӗ – Ильинское ял çынни, Теччӗре пурăннă медицина сестри Нина Александровна Борисова. Тăван ялӗн масарӗн хӗррине (вăхăтӗнче масар алăкӗн çывăхӗ пулнă вăл) пытарнă паллă мар салтакăн вилтăпри çинех халăх çӳп-çап купи туни тарăхтарнă иккен ăна. Унта пытарнă çын окоп чавнă салтак пулнине астăвакансем пулнă-ха ун чух ялта, анчах кам вăл, ăçтан? Çавăнпа пенсионерка 2012 çулта районти Ветерансен канашӗн ертӳçи Г.П.Королев, музее, О.Н.Евсеев таврапӗлӳçӗ патне пынă. «Г.П.Королевпа пӗрле Ильинское ялне 2012 çулта килтӗмӗр эпир, ялта çав çулсенче салтаксем тăнине, пӗри Çӗнӗ çул вăхăтӗнче вилнине астăвакан кукамайпа (салтак хăш çуртра хваттерте тăнине те кăтартрӗ вăл) калаçнисӗр пуçне урăх нимӗн те тупайманнипе Анатолий Сергеевичран пулăшу ыйтрăмăр, вăрçăра хыпарсăр çухалнисене шыратчӗ вăл ун чух. Тӗлӗнмелле пысăк ӗç турӗ вăл. Çӗршыври окоп чавнă 18 (!) управленин историйӗ таранах тупрӗ», – терӗ Олег Николаевич.
Ахаль колхозниксемпе рабочисем окоп чавнă пулсан, Хӗрлӗ Çарăн 1313-мӗш ӗç çарӗн колоннин, 4-мӗш сапер çарӗн 8-мӗш сапер бригадин салтакӗсем дзотсем, дотсем, блиндажсем тунă. Паллă ӗнтӗ, çухатусемсӗр те мар. Теччӗ тăрăхӗнче те 12 салтак шăнса чире кайса декабрь, январь уйăхӗсенче вилнӗ вӗсене район территорийӗнчи масарсенче (Ильинское – 1, Монастырское – 4, Турма – 1, Льяшево – 3, Ямбухтино – 3) пытарнă.
Шел, ун чухнех ӗçе çиелтен тăвакансем пулнă, çак салтаксене те акă пурне те Льяшево масарне пытарнă тесе çар комиссариачӗсене извещенисем янă. Шартлама сивӗре масара кӗнӗ çӗрте е хӗррине юра тасаткаласа чавса чикнӗ мăнтарăнсене. Хăш-пӗрин çине юпа та лартман. Шел, оборона линине тума хутшăннă çак салтаксен ячӗсем Астăвăм кӗнекине кӗмен. Çавăнпа вӗсем çинчен пӗлекен çук тесен те тӗрӗс.Ильинское масарне пытарнă Мирон Наумович Пилипера (çара вăл хăй ирӗкӗпе кайнă пулнă) та акă тăванӗсем 2012 çулчченех Мускав çывăхӗнче хыпарсăр çухалнă тесе пурăннă.
А.С.Хохлов Теччӗ район территорийӗнчи масарсене пытарнă çав 12 салтакăн кашнин ятне-шывне архив докуменчӗсем тăрăх шыраса тупнă. Анчах вилтăприсем çинче юпа та сыхланса юлманнипе (е вуçех лартман) вырăнӗсем паллă мар, астăвакансем те юлман.
Оборона строительствин сооруженисен строительстви 1942 çулхи январь уйăхӗн 25-мӗшӗнче вӗçленнӗ пулсан та, вӗсене 1944 çулхи март уйăхӗн 5-мӗшӗчен ял совечӗсем пăхса тăнă. Историйӗн синкерлӗ çак страницине, çав вăхăтра паттăрлăх кăтартнă астăвăма упрамаллине митинга хутшăннă И.Ф.Трифонова, О.М.Илларионова, О.Н.Евсеев та каларӗç.
Оборона линийӗн строительствин историне А.С.Хохлов чухлӗ никам та тӗпчемен-ха хальччен, çавăнпа унăн ӗçӗ çухалмалла мар, уйрăм кӗнекен тухмалла, мӗншӗн тесен ку пирӗн историйӗн чăнлăхӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев