Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нина Царыгина: «Кӗнекесем мана ӗмӗтленме вӗрентрӗç»

«Сувар» вулаканӗсем Нина Царыгинан ятне илтнех. Пирӗн пата çырса тăракан Чăваш кӗнеке издательствин редакторӗсем Ольга Федоровăпа Ольга Иванова хăйсен статйисенче час-час аса илеççӗ çамрăк çыравçă тата журналист пирки. Чистай районне кӗрекен Анат Кăтрата ялӗнче çуралса ӳснӗ хӗрӗн сăвви-калавӗ шкул çулӗсенчех «Тантăш», «Школьники постарше» хаçатсенче пичетленнӗ. И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче пӗлӳ илнӗ вăхăтра «Хресчен сасси», «Çамрăксен хаçачӗ» кăларăмсемпе çыхăну тытнă. Хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Çӗршывăмçăм, Чăваш çӗршывӗ. Чувашия родная», «Пирӗшти патне янă çыру», «Çул кайăкӗ» коллективлă сборниксенче, «Тăван Атăл» журналта кун çути курнă. Нина Царыгина — Чăваш Республикинчи Профессиллӗ писательсен союзӗн пайташӗ (2021). Халӗ вăл — «Хыпар» хаçатăн социаллă пурнăç, культура тата спорт пайӗн редакторӗ.

Çӗнӗ çул умӗн ентешӗмӗрӗн «Çил-тăманлă ӗмӗт» кӗнеки кун çути курчӗ. Çӗнӗ кӗнеке тавра калаçма, литература ыйтăвӗсене сӳтсе явма Нина Царыгинăна эпир хамăр тӗпеле чӗнтӗмӗр.

Калавсенче — пурнăç чăнлăхӗ


— Пӗрремӗш кӗнекӳне мӗнлерех кăмăл-туйăмпа кӗтсе илтӗн, Нина?


— Тӗрӗссипе, кӗнеке кăларас тесе тӗллев лартман, ӗмӗтленсе пурăнман. Пӗр-пӗр кăсăклă кăларăма туянса вулассишӗн çеç сӗмленнӗ. Хамăн кӗнеке пичетленсе тухасса пӗлнӗ пулин те ку маншăн кӗтмен савăнăç пулчӗ. Хумхану та, хӗпӗртӳ те пурччӗ. Ăна часрах алла тытса курас килчӗ.


— Калавусене пӗр кăларăма пухас шухăш хăçан çуралчӗ? Эс ачаранпах çыравçă пулма ӗмӗтленнӗ-и?


— Калавсем хаçат-журналта кун çути курнă май вӗсене пӗр çыхха пухас килчӗ. Кирлӗ чухне шыраса тупма меллӗ халӗ. Пӗррехинче шкулти библиотекăна ручкăпа пырса кӗтӗм те, Нина Ивановна Львова библиотекарь: «Пӗлетӗн-и, çыравçăсемпе поэтсем çеç çапла пӗрмай ручкăпа çӳреççӗ. Эсӗ те писатель пулатăн пуль», — терӗ йăл кулса. Кӗнеке шутсăр вулама юрататтăм çав. Вӗсем урлă çеç эпӗ тӗнче епле кăсăклă та анлă пулнине пӗлтӗм. Кӗнекесем мана ӗмӗтленме вӗрентрӗç. Çырас туртăм та шкулта вӗреннӗ чухне çуралчӗ. Кайран, паллах, И. Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн журналистика факультетӗнче пӗлӳ илнӗ май алла ручка тытмасăр май çукчӗ.


— «Çил-тăманлă ӗмӗт» калаври Виолетта мӗнпе çывăх сана?


— Вăл йывăрлăхра парăнманни килӗшет. Пӗтӗмӗшле çак сăнар манран вуçех уйрăлса тăрать. Сăмахран, вăл çирӗп дисциплинăна пăхăнма хăнăхнă, пур çӗре те палăртнă вăхăтра çитет тата кăмăл-туйăмне ирӗке ямасть. Манăн вара ку енсене туптамалла (кулать. — Авт.).


— «Симӗс çӳçлӗ хӗр, е Уйрăлу кӗвви» хайлаври Тая — питӗ хăйне евӗрлӗ сăнар. Мӗнле калăпланчӗ вăл?


— Манăн юратнă сăнар пулса тăчӗ вăл. Тӗпрен илсен, Тая — хальхи вăхăтри хӗр. Анчах чуна çывăх çынна тӗл пулайман-ха. Апла пулин те ăна шырамасть, юратушăн çунмасть. Хăйӗн пурнăçӗпе кăмăллăскер нимӗн те кӗтмест, нимшӗн те сӗмленмест. Кăмăл еккине тӗпе хураканскер ирӗклӗхе питӗ хаклать. «Ирӗклӗхрен хакли мӗн пур-ши? Ирӗклӗх кăна!» — тет вăл. Унăн шухăшӗпе килӗшетӗп. Кăмăла кайман ен те пур Тайăра, вăл чун канăçлăхне сирнӗ саманта хăвăртрах йӗркелеме ăнтăлать. Унсăрăн лăпкă пурăнаймасть имӗш. Манăн та çӳçе симӗс тӗслӗ сăрлас шухăш пулнă, анчах эпӗ Тая пекех хăюллă мар çав. Пире музыкăна юратни пӗрлештерет (йăл кулать. — Авт.).


— «Амăшӗн йăнăшӗ» — кăларăмри чи хурлăхлă калав. Сăнарсен йывăр шăпи самаях шухăша ярать. Луизăпа Эльăн тата Игнатăн прототипӗсем пур-и?


— Хурлăхлă мар ӗнтӗ, пурнăç чăнлăхӗ. Тем те пулать-çке пурнăçра. Хăш чухне телекуравпа кăтартакан фильмран кăсăклăрах сюжетсем куç умӗнчех аталанаççӗ. Çырма çеç ӗлкӗр. Паллах, «Амăшӗн йăнăшӗ» калаври сăнарсен прототипӗсем пур. Ăна çырнă чухне кукамай каласа кăтартнă историе тӗпе хутăм. Пӗр вăрттăнлăха уçам: чăнлăхра Эльăн прототипӗ çӗнӗ мăшăр тупса çемье çавăрнă, йӗркеллех пурăнать, Игнатăн вара — ӗмӗрне пӗчченех ирттерет.


— «Пике блогер» паянхи актуаллă ыйтусене хускатать. Ăна мӗнле çырнине каласа парсам.


— Сборника çамрăксем валли хатӗрленине шута илсе паянхи кунпа пӗр килекен темăсене çутатас терӗм. Блогер пурнăçне сăнлас шухăш та çапла çуралчӗ. Унăн чăнлăхӗ социаллă тетелтинчен уйрăлса тăрать-и? Блогер ӗçӗпе çыхăннă тӗрлӗ ыйтăва уçăмлатмашкăн паллă блогерсенчен пӗринпе тӗл пултăм. Эпир вӗсен ӗçне ача-пăча вăййи пек йышăнатпăр. Анчах пурнăç мӗн тери улшăнса пынине те, çӗнӗ профессисем «çуралнине» те шута хумалла. Интернетра, социаллă тетелсемпе тата блогерсемпе тимлекенсем хальхи вăхăтра хăнăхнă тытăмсенчи ӗçченсем пекех кирлӗ. Тӗслӗхрен, контентмейкер, СММ-специалист, сторисмейкер тата ытти те... Пӗр сăмахпа, ку — çамрăксен теми. «Пике блогерăн» тӗп шухăшӗ акă мӗнре: хăв ӗçе чăннипех юрататăн, вăл киленӳ кӳрет пулсан чăрмавсене пăхмасăр çав çулпа утмалла. Çине тăракан ăнăçу патне çитетех. Хайлав блогер ӗçӗпе кăсăкланакансене хавхалантарасса шанатăп.

 

Çывăх çынсем хавхалантараççӗ

— Çырас пултарулăх камран куçнă сана? Çемьере литературăпа туслисем пур-и?


— Çыракан çук, вулакан кăна. Çывăх çынсем кӗнеке, хаçат-журнал кăмăллаççӗ. Анне Галина Егоровна чăвашла кăларăмсене çеç вулать. Унăн калаçăвӗ те сăнарлă. Эпӗ çакна çитӗнсен çеç асăрхама пуçларăм. Сăмахран, ытлашшипех ырхан çын пирки вăл «хăрхăм пек типсе кайнă» теме пултарать. «Хăрхăм» сăмаха эпӗ ачаранах илтнӗ-ха, анчах пӗлтерӗшне чухламан. Чурана урăхла çапла калаççӗ-мӗн. Халӗ аннен сăмахӗсене тимлӗ итлесе ăса хывма тытăнтăм. Иртнинче яла кайсан та кулленхи ӗç-пуç пирки кăсăклă каласа кăтартрӗ. «Кăçал типӗ çанталăк тăнăран пахча вӗçне лартнă кавăнсем патне çăвӗпех Нарспи пек кӗвентепе шыв йăтрăм. Кавăнсем вара арман пек пысăк çитӗнчӗç», — терӗ. Вăл ачалăхӗпе çамрăклăхӗ пирки каласа кăтартнине итлеме питӗ кăсăклă. Çавăнпа хăш-пӗр саманта темиçе хут та каласа пама ыйтатăп.


— Мӗн хистет сана çыру сӗтелӗ хушшине ларма?


— Чылай чухне чун ыйтнипе компьютер умне вырнаçатăп. Хайлавсене çырнă чухне ручкăпа, хутпа усă курмастăп. Тӗвӗленнӗ шухăша вăхăтра çырса хумасан вăл сӗвӗрӗлет. «Çил-тăманлă ӗмӗт» кӗнекене хатӗрленӗ хушăра калав çырни тӗлӗкре те тӗлленетчӗ. Унта ăслă шухăшсем килеççӗ, шел, вăрансан аса килмеççӗ.


— Мăшăру, аçу-аннӳ эсӗ çыравçă пулнине мӗнле йышăнаççӗ? «Мӗн пустуй аппаланатăн?» тени пулман-и?


— Çук, ун пек каламаççӗ. Хавхалантараççӗ çеç. Анне кӗнеке тухнине пӗлсен: «Часрах вуласчӗ», — терӗ хӗпӗртесе. Çывăх çынсем эпӗ çыравçă çулӗ çине тăнăшăн мăнаçланнине туятăп. Мăшăр та яланах хавхалантарать, Муза çухалнă самантсенче компьютер умне ларса ӗçлеме хистет. «Чи кирли — ӗçлеме пуçла, вара Муза тупăнать», — тет. Хунямапа хуняçа та ман çитӗнӳсемшӗн савăнаççӗ, ăнăçу сунаççӗ. Анчах чăвашла пӗлменскерсем хайлавсемпе паллашайманшăн кулянаççӗ.


— Камăн шухăшӗ саншăн пысăк пӗлтерӗшлӗ?


— Хайлава çырса пӗтернӗ хыççăн, паллах, ăна литература анинче нумай çитӗнӳ тунă çынна хаклаттарас килет.


— Калавусене çырас умӗн план хатӗрлетӗн-и? Истори мӗнпе вӗçленессине тӳрех палăртса хуратăн-и?


— Хăçан мӗнле. «Амăшӗн йăнăшӗ» калава çырас умӗн тӗплӗ план хатӗрленӗччӗ, геройсен ячӗ-шывӗпе ӳсӗмне, ӗç-пуç ăçта пулса иртнине, сюжет йӗркине палăртнăччӗ. «Симӗс çӳçлӗ хӗр, е Уйрăлу кӗвви» хайлав вара палăртмасăрах çăмăллăн çырăнчӗ. Тӗп геройсен ячӗсене çеç шырама тиврӗ. Калавсем мӗнпе вӗçленессе маларах пӗлместӗп. Ку çырнă май майӗпен уçăлса пырать.

 

— Мӗн çинчен нихăçан та çырман пулăттăн?

— Этем тискерлӗхӗ, вăрçă, пысăк инкексем, сывалайми чирлисем çинчен. Ыттисен нуши-асапне чӗре çывăхне илнӗрен-ши — унашкал хайлавсене вуласран асăрханатăп, хам та çырас çук. Тискерлӗхсем çинчен пӗлтерекен хыпарсене те тишкерместӗп, интернетра куç тӗлне пулсан вуламасăр хупса хуратăп. Йывăр хыпарсем психикăна витӗм кӳреççӗ, вӗсем пирки нумайччен шухăшлатăп.


— Литературăра камсен пултарулăхне пысăка хурса хаклатăн? Камсене хăвăн вӗрентекенӳсем теме пултаратăн?


— Чуна пăлхатнă кирек хăш кӗнеке те асра юлать. Юлашкинчен вуланисенчен Никифор Мраньккан «Ӗмӗр сакки сарлака» тата Нелли Петровскаян «Тухатмăш» романӗсем тыткăнланăччӗ.

 

Мотоциклсемпе те кăсăкланать

— Журналист профессине суйламан пулсан мӗнле ӗçре тăрăшăттăн?


— Ахăртнех, библиотекарь пулăттăм. Шкул çулӗсенче вӗсене питӗ ăмсанаттăм, ара, кунӗпе кӗнеке вула, никам чăрмантаракан çук. Пӗрне вӗçлесен тӳрех теприне алла тытма май пур. Чи чаплă ӗç пек туйăнатчӗ вăл.


— Журналистика калав çырас ӗçре пулăшать-и?


— Çӗр проценчӗпех! Хаçат валли статьясем çырнă май тӗрлӗ çынпа тӗл пулса калаçатăн, вӗсен пурнăçне, шăпине çутатса паратăн. Ним мар калав валли сăнарсем çуралма пултараççӗ.


— Критикăна мӗнле йышăнатăн?


— Кăткăс ыйту ку (йăл кулать. — Авт.). Пытармастăп, хăш-пӗр сăмах кăмăла вăйлах сӳрӗклетме пултарать. Эпӗ — конкретлă критикăшăн. Тиркетӗн-тӗк — хăв шухăшна сӗн. Тиркессишӗн тиркени — усăсăр япала.


— Пурнăçра сана мӗн тарăхтарать?


— Веçех кăмăлтан килет. Нумай чухне мӗнпур япалана, пулăмсене тӗрлӗ енчен пăхса философла хаклама тăрăшатăп. Тепӗр чухне вара вак-тӗвек те шалти арçурие вăратать. Гороскоппа эпӗ Аçтаха çулӗнче çуралнă-ха та. Тӗнчере тӗрӗслӗхе ним вырăнне хуманни пуринчен ытла тарăхтарать.


— Çынсенче мӗнле енсене хаклатăн?


— Кăткăс лару-тăрура шуйханмасăр лăпкăн йышăну тума пултараканпа эпӗ, ахăртнех, туслашнă пулăттăм (кулать. — Авт.). Этемри чи паха енсенчен пӗри — хăть ăçта та кирек кампа та çынлăха çухатманни.


— Çынсем хăвна ăмсаннине туятăн-и? Ун пек çынсене мӗн хуравланă пулăттăн?


— Туйсан та курмăш-илтмӗш пулатăп, хама çапла майпа хӳтӗлетӗп. Хăть мӗн чухлӗ ăмсанччăр, сиен ан кӳччӗр çеç. Ăмсану çын чунне чирлеттерет. Çак «çӗлене» йăва çавăрма памалла мар.


— Пушă вăхăтра мӗн тума юрататăн?


— Уй, тем те! Чун киленӗçӗ нумай: кӗнеке вуласси, хăйне евӗрлӗ илемлӗ фото тата видео ӳкересси, кино пăхасси, юрă-кӗвӗ, ташă... Вуланă кӗнекене çывăх туссемпе сӳтсе явни те — уйрăм киленӗç. Çемьепе вăхăт ирттерме кăмăллатăп: мăшăрпа хӗрӗм çумра чухне — эпӗ чи телейли. Кулленлӗхре те хавхаланмалли тупма, хăнăхнă япаласенче те илеме асăрхама тăрăшатăп. Кунсăр пуçне тетте мотоциклсен коллекцине пухатăп. Çак икӗ кустăрмаллă транспорт питӗ килӗшет.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ калаçтарнă.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев