Çӗнӗ хыпарсем

Нумай ачаллă çемьесене ÇКХ субсидийӗ памалли йӗркене çĕнетеççӗ

Нумай ачаллă çемьесене çурт-йӗрпе коммуналлă пулăшу ĕçӗсемшӗн тӳлеме субсиди памалли йӗркене кăштах улăштарӗç. ТР Министрсен Кабинечӗн положенине тӳрлетӳсене кӗртмелле. Хальхи вăхăтра документ коррупцие хирӗç экспертиза иртет.

Документпа килӗшӳллӗн, льготăпа виçӗ е ытларах ачаллă çемьесем, çав шутра усрава илнисем те, усă курма пултараççӗ. Аслă ачан ӳсĕмне 18 çула çитиччен шута илĕç, вĕренӳ организацийĕнче куçăмсăр майпа вĕренет пулсан вара — 23 çула çитиччен. Ачаранпах сусăр аслă ачашăн та çавăн пек ӳсӗм чиккине пăхса хăварнă.  

Ачасен ӳсĕмĕ 18–23 çул пулсан, льготăпа  усă курма  йĕркелеме куçăн вĕренни çинчен справка кирлĕ пулать. Документа професси вӗренӳ организацийӗ, аслă шкул е вӗрентӳ пурнăçлакан организаци туса парать. Çӗнӗ улшăнусемпе  документа заявлени париччен 60 календарь кунӗнчен  маларах илме юрамасть. Ку ыйту 23 çула çитмен ачаранах сусăр ачасене пырса тивмест.

Унсăр пуçне, ачан ашшӗ-амăшӗ уйрăлнă пулсан,  ача ăçта пурăннине палăртакан законлă вăя кĕнĕ суд йышăнăвĕн копийĕ е ашшĕ-амăшĕ хушшинчи çак ыйтупа тунă килĕшӳ кирлĕ пулать. Тӳрлетӳсем çавăн пекех 23 çула çитмен сусăр ачисем пур çемьесем валли документсем памалли йĕркене те уçăмлатаççĕ.


многодетная семья меры поддержки

Нет комментариев