Нумай нациллӗ пулнипе регион культури пуян
Ӗнер ТР Наци музейӗнче «Мой Дагестан» курав уçăлчӗ
Экспонатсене А.Тахо-Годи ячӗллӗ Дагестан Республикин Наци музейӗн пуххинчен. 250 артефактран тăракан экспозици Раççейӗн нумай нациллӗ регионӗн пуян культурипе паллаштарать. Дагестанра пурăнакансем 30 чӗлхепе, 70 диалектпа калаçаççӗ. Сăрт-туллă рельеф çинче, кăткăс истори условийӗсенче кулленхи ӗç-хӗлпе ремесласен пӗрлехи йăли йӗркеленни çинчен каласа параççӗ. Экспонатсен хушшинче хӗрарăмсен ювелир эрешӗсем, кавирсем, картинăсем, хуçалăхра усă куракан савăтсем (кувшинсем, турилккесем, чашăксем, шкатулкăсем тата ыттисем), XIX ӗмӗрте тунă сăнӳкерчӗксем, Дагестанра пурăнакн халăхсен наци тумӗсем, паллах, кинжалсем, тар тытакан савăтсем тата асамлă кайтаг тӗррисем. Кайтаг тӗрриллӗ пусмасемпе оберег пек усă курнă. Тӗрӗçсем пурçăн çиппе хăйнеевӗр техникăпа яка тӗрре 16 тӗрлӗ çӗвӗпе усă курса ăсталани çинчен ДР Наци музейӗн учёт секторӗн заведующийӗ Аида Курбанова каласа пачӗ.
Унцукуль аулӗнчи метала инкрустрацилесе авалхи мелпе кизилпа абрикос йывăçӗсене эрешленӗ артефактсем Дагестана тӗнче умӗнче чапа кăларнă, Парижра иртнӗ тӗнче шайӗнчи куравсенчен ылтăн медальсемпе таврăннă ăстасем.
Стена çинчи ылтăн, кӗмӗл çипсемпе эрешлесе тӗрленӗ кавирсене, йӗнер çине хуракан минтерсене курав экспоначӗсен хушшинче тӳрех асăрхатăн. Хӗрарăмсен бохчи (качча каяс хӗр валли çын çине тухса çӳреме ăсталанă хитре сумка) Хусанти хӗрсене те интереслентерчӗ.
«Эпир нумай чӗлхеллӗ регион пулнипе пуян, çакăнпа эпир пуринчен те уйрăлса тăратпăр. Хусанти хамăрăн регионти культурăсем нумай тӗрлӗ пулнине кăтартасшăн. Йăлари промысласенчен нумайăшӗ паян кун та пӗтмен. Пирӗн курава килекенсем Дагестана урăх енчен пӗлӗç тесе шутлатпăр», – хăйӗн шухăшӗсене куравăн пӗрремӗш хăнисене пӗлтерет Аида Курбанова.
Курав 2026 çулхи мартăн 1-мӗшӗччен пырать.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев