Нурлатра пурăнакан тухтăр-поэтăн Андриян Григорьевăн çӗнӗ кӗнеки тухрӗ
2019 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче Андриян Григорьевăн «Витӗр çил. Ветер-озорник» сăвă пуххийӗ пичетленсе тухнăччӗ. Кӗçӗн çулхи ачасем валли хатӗрленӗскерне чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисем кӗнӗччӗ. Кăçал сăвăç хăй вăйӗпе 100 экземплярлă тиражпа «Таврăн сывă, салтак!» кӗнеке кун çути кăтартнă. Николай Ларионовпа пӗрле издательствăна килсен шăпах ăна алă пусса парнелерӗ те автор. Раштав уйăхӗнчи отпуск вăхăтӗнче хайхискерне вуласа тухма май килчӗ.

Андриян Григорьев Тутарстанри Нурлат районне кӗрекен Хуралту ялӗнче 1963 çулта çуралнă. Хусанти патшалăх медицина институтӗнчен вӗренсе тухнă, тухтăр. Литературăран пач аякри çын темелле. Ку малтанлăха кăна çапла туйăнать. Антон Чехов та çынсене сипленӗ, калавсемпе пьесăсем хайлама та май тупнă. Чăвашсенчен шурă халатлă çыравçăсен йышӗнчен Петр Осиповпа Анатолий Волков тӳрех аса килеççӗ. Андриян Григорьев та тӗп ӗçрен пушă чухне сăвăсем шăрçалать. Чăвашла та, вырăсла та çырать. Поэзи уншăн чун киленӗçӗ кăна мар, тăван чӗлхепе çыхăнтаракан кӗпер те. «Таврăн сывă, салтак!» кăларăмри умсăмахра Николай Ларионов-Йӗлмел çыравçă палăртнă тăрăх, Андриян Александрович ӳснӗ вăхăтра вӗсене шкулта чăвашла вӗрентмен, тăван чӗлхепе килте çеç калаçнă. Чăваш литератури чӗлхине каярахпа хăй тӗллӗн алла илнӗ-мӗн поэт.

Кӗнекери сăвăсене виçӗ ярăма уйăрнă. Пӗрремӗшӗнче – «Утăмсем телей сунаççӗ» – çутçанталăкпа юрату лирики, философиллӗ йӗркесем тӗпре. Кулленхи улшăнусене асăрхама, кашни куншăн савăнма, юратупа килӗшӗве упрама, ăшри усаллăхпа кӗвӗçӳрен тасалма хистет лирика геройӗ. Ырри те, япăххи те хамăртах тет вăл. Хăшне ытларах тимлӗх уйăратăн – çавă вăй илет, хăй хыççăн ертсе каять. Япăххи çинчен çеç шухăшласа пурăнсан лайăххине ăçтан курăн ӗнтӗ?
Чун тасалăхӗ темрен те паха пулнине иккӗмӗш ярăмри – «Турă тунă çапла» – сăвăсенче уйрăмах яр уççăн куратпăр. Тарăн шухăшлă çаврасем этем кун-çулӗ тумхахлă пулнине çирӗплетеççӗ. Унта куççулӗ те, савăнăçӗ те тӗл пулать. Чир-чӗрӗпе вăрçă-харçи те тупăнсах тăрать. «Чи пӗлтерӗшли – Турра ӗненме тата кӗлтума пăрахмалла мар», – тесшӗн лирика харкамçи. Мӗнпур йывăрлăха хăй тӗллӗн çӗнтереймӗ этем. Çӳлхуçа пулăшăвӗ çеç ăна малалла ертсе кайӗ.
Лайăххи те, начарри те
Пурăнаççӗ пӗр çынрах.
Шуррине те, хурине те
Тупма пулӗ пӗр чунрах...
(«Ӳстересчӗ чунра ыррине».)
Паттăрсене халалланă йӗркесем те пур кунта.
Вӗсем пулнă, пур, пулаççӗ –
Çӗршыва çăлакансем!
Çав хушăрах çӗршыва сутакансем те – ют çӗре тухса таракансем – пуррине пытармасть автор.
«Тăван чӗлхене» сăвă та чуна пырса тиветех. Лирика геройӗ сăвăç хăй пулнине тӳрех ăнланатăн. Унăн ыратăвне туятăн, çывăха илетӗн.
Çуралсан, сăпкаран кӗтӗн манăн чуна –
Çепӗç юрă эс ман, тарăн çăл эсӗ маншăн.
Каçарсам, каçарсам упрайманшăн сана, –
Ачасем, мăнуксем чăвашла калаçманшăн...
Вӗсенче айăп çук, пӗтӗм айăп хамра,
Пысăк айăп манра – халь çакна
ăнланатăп.
Халӗ чăнлăх çапла – эс сӳнетӗн йăхра;
Питӗ намăс мана, каçару эп ыйтатăп...
(«Тăван чӗлхене».)
«Уявсемпе юбилейсем» ярăмри сăвăсенчен чылайăшне автор çывăх юлташӗсемпе тăванӗсене халалланă. Календарь уявӗсем – Çӗнӗ çул, Çăварни, Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ, Çӗнтерӳ кунӗ – тӗлне çырнисем те пур.
Андриян Григорьевăн сăввисем пӗрре пăхма ансат пек, анчах вӗсенче пытарăннă шухăшсем вышкайсăр пысăк. Тен, çавăнпа чӗпӗтеççӗ вӗсем?..
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев