Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатри чӑваш ҫыравҫин виҫӗ арӑм пулнӑ

Астӑватӑп, пурӑннӑ чухне Путин ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе майор званине панине.

Фёдор Савгачев - чӑваш литературинчи офицер-ҫыравҫӑсен ушкӑнӗнчи юлашки могикансенчен пӗри. Вӑрҫӑ витӗр иртнӗ литераторсем ҫивӗч чӗлхеллӗ, ҫирӗп принциплӑ, чылай чухне компромиссӑр. Фёдор Афанасьевич та пурнӑҫра ҫапларахчӗ. Учитель, журналист, партсекретарь. Калавӗсемпе сӑввисенче вара кулӑш валли яланах вырӑн тупӑнатчӗ.

Юбилей ун ҫуралнӑ ялӗнче Ерепьелти клубра 11 сехетре иртӗ. Нурлат районӗнчи ЧНКЦ хастарӗ, писателӗн шӑллӗ Анатолий Савгачев пӗлтерӗ тӑрӑх, унта вырӑнти ҫыравҫӑсем, тӑванӗсем пухӑнаҫҫӗ.

Ҫуралма вӑл 1919 ҫулхи  февралӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ, 2009 ҫулхи май уйӑхӗн вӗҫӗнче вилнӗ. Ҫавӑнпа паян ерепьелсем ҫыравҫӑн ҫуралнине те, ҫӗре кӗнине те асӑнӗҫ. Сӑмах май, унӑн виҫӗ арӑмӗнчен паянхи кун пӗри те сывӑ мар.  Хӑй кӑҫал 100 ҫул тултармаллаччӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев