Нурлат Уяв картинче
Çуллахи Микуларан пуçласа Питравччен юрласа савăнас йăлана республика чăвашӗсем çирӗп пăхăнаççӗ. Июнӗн 17-мӗшӗнче Нурлат та Уяв картине тăчӗ. Тӗп йăлана – усал-тӗселтен, инкек-синкекрен сыхлакан çӗр тӗнӗлне кăçал та районăн чи ватă, сумлă шурсухалӗ, Чăваш Менчинчи Алексей Дмитриевич Моисеев çапса кӗртрӗ.
Районăн çӗнӗ пуçлăхӗ Дамир Азатович Ишкинеев Уява чăваш кӗпипе килсе саламне чăвашла пуçлани уйрăмах кăмăллă пулчӗ. Пухăннисене ТР ЧНКА президиумӗн хисеплӗ пайташӗ Анатолий Константинович Самаренкин, ТР Аслă сучӗн судйи Александр Сергеевич Огонев та ăшшăн саламларӗç. Хисеплӗ хăнасен йышӗнче çаплах «Татнефтепром-Зюзеевнефть» АО генеральнăй директорӗ Ш.Г.Ягудин, ТР Вăрман хуçалăх министерствин ӗçӗсен управляющийӗ Э.М.Шагаева, Аксупа Самар тăрăхӗнчи чăвашсем А.П.Молоствовпа Н.А.Сидоров генерал-майорсем, Нурлат çар комиссарӗ З.К. Абдуллин, Инновацисен «Идея» технопаркӗн директорӗ Н.Р.Абруков, ТР ЧНКА ертӳçин çумӗ К.А. Малышев, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ И.Ф.Трифонова пулчӗç.
Çӗннипе юнашар кивви
Нумай çул республика тата Пӗтӗм Раççей Уявне ирттернӗ Нурлат ку мероприятие йӗркелеме пӗлет, кашни çул халăха мӗнпе – тӗр çӗннипе тӗлӗнтерме тăрăшать. Тӗрлӗ сферăра палăрнă район çыннисене чысласси кăна нихăçан та улшăнмасть. Хисеп,Тав хучӗсене илекенсем хальхинче те йышлăн пулчӗç. Çав шутра районти чăваш ансамблӗсен ертӳçисем те. Чăваш сăрипе апатне уяв илемӗшӗн кăна хатӗрлесси йăлара мар кунта, Хаклă хăнасене сăйланипе кăна çырлахмаççӗ нурлатсем. Жюри чи техӗмлӗ те тутлă ӗçме-çимен хуçине палăртса сцена çинче чыслать. Уявра мастер-классем йӗркелесси те çирӗпленнӗ йăла кунта. Район библиотеки, тӗслӗхрен, кăçал пурне те телей валеçме шутланă ахăр, такан тума вӗрентрӗ. Çăпата та сумлă вырăн йышăнчӗ хальхинче. Пӳлер Кӳлӗ Культура çурчӗ ятарласа курав йӗркеленӗ. Альфия Гильязовăпа Татьяна Николаева курава пӗтӗмпе 32 мăшăр çăпата тăратнине пӗлтерчӗç. Пушăт-пушмаксене районти ял клубӗсенчи музейсенчен пухнă иккен. Район территорийӗнче хальхи вăхăтра 300 мăшăр çăпата упранать. Хăй вăхăтӗнче 4 çынран тăракан вăтам çемье çулталăкне 150 мăшăр çăпата пӗтернӗ иккен. Уйрăмах çуллана тата йӗпе-сапана 4 кунран ытла чăтайман пушăт-пушмак. Анатчаллăсем асаннесен арчинчен масмак, хушпу-тухьясене кăларнă. Куравра вӗт шăрçаран ăсталанă хальхи тухьясемпе пӗрлех кӗмӗл укçапа капăрлатнă авалхи хушпу та пурччӗ. Пуçа тăхăнмаллисем манăçа ан тухчăр тесе масмак тума та вӗрентрӗç хăйсем. Сăмаварсен куравӗ хăй пӗр кăсăкчӗ. Вӗсене те районӗпех пуçтарнă. Сăмавар çумӗнче мӗн тӗрлӗ кăна курăк чейӗ çукчӗ-ши?
Чăваш культурине сыхласа аталантаракан уявра чăваш йăли яланах тӗп вырăнта. Нурлатсем хальхинче те çулталăк çаврăнăшӗнчен килекеннипе пӗрлех ӗмӗр çаврăнăшӗнчисене те кăтартма тăрăшрӗç. Кунтах сăпка çакнă «чăваш кил-çурчӗ» те, «Яковлев шкулӗ» те пурччӗ. Кашни ял хутлăхӗ пӗр-пӗр йăлана суйланă.
Салтак яшки
Тӗнчери çăмăл мар вăхăтра йӗркелӳçӗсем паянхи кун паттăрӗсене – Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак-ентешсене – уйăрăм тимлӗх уйăрнă. Хăйсен ирӗкӗпе тата мобилизаципе кайнă, хальхи вăхăтра кӗске отпуска таврăннă ентеш-салтаксем уявăн чи хисеплӗ хăнисем пулчӗç. Ку çав тери тӗрӗс, çакăн пек ентешсем пуртан эпир лăпкăн çывăратпăр вӗт паян. Халăх çав тери хавас пулчӗ салтаксене курма, кашни тенӗ пекех пыра-пыра алă тытрӗ. Вырăнти «Боевое братство» юхăм вара район ертӳçине, Дамир Азатович Ишкинеева, салтаксем патне 11-мӗш гуманитари пулăшăвне ăнăçлă çитернине рапортларӗ. Гуманитари пулăшăвне леçсе таврăнакан Анатолий Николаевич Скворцов (Аксу чăвашӗ) хăй командипе киле те çитсе ӗлкӗрейменччӗ-ха, çул çинченех Уява кӗме йыхăрнă вӗсене. Юхăмăн патриочӗсем палатка лартнă, хирти çар кухнинче салтак пăттипе яшки пӗçерчӗç. Сăмах май, вӗсене тутанса пăхма тесе салтак-ентешсем Уяв, Сабантуй валли ятарласа Украинăранах парса янă иккен. Кунтах 1233-мӗш полкăн 2-мӗш батальонӗнчи 8-мӗш ротинчи ентеш-салтаксен трофейне – нумай пулмасть Донбасран илсе килнӗ неонацистсен çар машинине, ăна хирӗçех лартнă салтаксем валли нурлатсен укçипе туяннă черетлӗ машинăна та курма пулатчӗ. Çак кунсенче парне 430-мӗш полкри салтаксем патне çитӗ . Район пуçлăхӗ салтаксене Уяв сцени çине кăларсах тав сăмахӗ каларӗ, асăнмалăх парне пачӗ. Нурлатсенчен ытти районсем те тӗслӗх илсенччӗ. Кун пек хисеп, тӗрев пирӗн ентеш-салтаксене çав тери кирлӗ халӗ.
Александр Огонев турнирӗ
Юрра-ташша юратакансем «Выля, хуткупăс!» конкурса хутшăнчӗç, теприсем Шупашкарти «Çавал» ансамблӗн концертне пăхрӗç пулсан, ачасенчен пӗр пайӗ батут çинче сикрӗ, шыв пичкисенчен ăсталанă «пуйăспа» ярăнчӗ, теприсем пӗрене çинче михӗсемпе çапăçрӗç, виççӗмӗшӗсем вăрăмăша сикрӗç. Кӗрешӳ спорчӗпе туслисене вара ТР Аслă сучӗн судйин Александр Сергеевич Огоневăн кӗрешӳ турнирӗ кӗтрӗ. Юлашки çулсенче район Уявӗнче иртет ку ăмăрту. Кăçал та питӗ хӗрӳ пулчӗ. Кӗрешӳ кавирӗ çине Нурлат, çывăхри районсен тата кӳршӗллӗ Самара облаçӗн 44 спортсменӗ тухрӗ. Темиçе сехете тăсăлчӗ ăмăрту, спортсменсенчен пӗри те, çав шутра хӗрсем те, парăнасшăн пулмарӗç. Çӗнтерӳçӗсене Дипломпа тата укçан премипе чысларӗç. Тӗп парнене – кубока – командăсене пачӗç. Çапла вара III – Самара, II – Элкел, I вырăна Нурлат командисем йышăнчӗç. Ăшпиллӗ те илемлӗ иртрӗ район Уявӗ. Çитес çул та юрă картине кăçалхинчен кая мар хаклă хăнасем, ансамбльсем тăмалла пултăрччӗ, çапса кӗртнӗ çӗр тӗнӗлӗ вара çӗршыва инкек-синкекрен сыхласа тăтăрччӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев