Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НУША МӖННЕ ÇАМРĂКЛАХ АСТИВНӖ

Хăйӗн кăмăл-туйăмӗпе вăл чăваш поэзийӗн çӳпçине пуянлатнă

Çурла уйăхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти К.Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Альберт Канаш поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă литературăпа музыка уявӗ иртрӗ. Мероприятие пуçтарăннă писательсемпе журналистсем, вӗрентекенсемпе шкул ачисем «Эпир – аптрамансем» куравпа паллашрӗç. Экспозицире сăнӳкерчӗксемпе Альберт Георгиевичăн тӗрлӗ çулта тухнă кӗнекисем пулчӗç. 

 

Нуша мӗнне çамрăклах астивнӗ поэт 1928 çулхи çурла уйăхӗн 2-мӗшӗнче Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Октябрьское салинче çуралнă. Вăтам шкулта вӗреннӗ, анчах йывăр чире пула унăн чылай вăхăт вырăнпа выртма тивнӗ. Апла пулин те каччă пуçне усман, сăвăсем шăрçаланă, публицистика статйисем çырнă, хаçат-журналсемпе тачă çыхăну тытнă. Ку кăна та мар, вăл пултаруллă яш-кӗрӗме хăй тавра пухнă – район хаçачӗ çумӗнчи литература пӗрлешӗвне ертсе пынă. 1962 çулта СССР Писательсен союзӗн пайташӗ пулса тăнă. 

Альберт Георгиевич чылай чăваш çыравçипе çыхăну тытнă. Петр Осипов писатель тата тухтăр унăн пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăннă: сипленме майсем тупса панă, çырма хавхалантарнă. 

Сăвăç патӗнчен нихăçан та çын татăлман. Уçă кăмăллăскер, вашаватскер пурне те хапăлласа йышăннă. Хăнисем те кил хуçин тараватлăхне туйнă-тăр. А.Канаш Андриян Николаев космонавта хăйӗн кӗнекине парнеленӗ, Андриян Григорьевич вара пултаруллă ентешне хăйӗн сăнӳкерчӗкне алă пусса халалланă. Шел те, 1968 çулта сăвăçăн чӗри тапма чарăннă. Пурăннă чухне Альберт Георгиевич икӗ сăвă пуххи кăларма ӗлкӗрнӗ: «Сăвăсем» (1960) тата «Иккӗмӗш утăм» (1965). Каярахпа «На наковальне сердца» (1972), «Шăпчăксем, эп сире итлесе» (1978) кӗнекесем тухнă.

Мероприятие Литература музейӗн наука ӗçченӗ Галина Еливанова ертсе пычӗ. Уява «Надеж­да» халăх ансамблӗ «Чечексем, чечексем» юрăпа уçрӗ. Сăввин авторӗ, паллах, Альберт Канаш. Унăн лирикăллă хайлавӗсемпе композиторсем чылай юрă кӗвӗленӗ.

Çӗрпӳ районне кӗрекен Чурачăк шкулӗнчи чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Венера Иванова Литература музейне пӗччен мар, мăнукӗсемпе пӗрле килнӗ – Шупашкарти 30-мӗш шкулта ăс пухакан Артемпа Арина Парусов­сем А.Канашăн сăввисене пăхмасăр каларӗç.

– Альберт Канашăн ури тӗрекӗ пулмасан та чун тӗрекӗ пулнă. Çавăншăн мухтатăп эп ăна. Вăл – кӗрешӳçӗ, Çеçпӗл традицийӗсене малалла аталантаракансенчен пӗри. Поэзи унăн таса чунне кăтартса парать. Хăйӗн кăмăл-туйăмӗпе вăл чăваш поэзийӗн çӳпçине пуянлатнă, – терӗ филологи ăслăлăхӗсен докторӗ, Виталий Родионов профессор.

Филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ, Александр Мефодьев доцент сăвăçпа çыру çӳретнӗ-мӗн. 1955 çулта «Ялав» журналăн çурла уйăхӗнчи номерӗнче Александр Иванович Альберт Канашăн сăввисене вуланă, ум статйи­не Митта Ваçлейӗ çырнă пулнă. Çамрăк поэтăн хайлавӗсемпе паллашни тăххăрмӗш класс вӗренекенне Сантăра «чӗртсех» янă – хăйӗн те сăвă çырас килнӗ. Анчах мӗнрен пуçăнмалла? Хăтланса пăхнă – хут çинчи йӗркесем тивӗçтермен. Эппин, канаш ыйтса сăвăç патне çыру çырмалла. Адресне пӗлменни те ура хурайман ачана. Редакцине шăрçаланă. Тем вăхăтран, чăнах та, Альберт Канашран хурав вӗçсе çитнӗ. Конверт пичӗ çинче адресне чăвашла çырнă-мӗн. «Александр Мефодьев çамрăк сăвăçа» тенӗ тата. Вăл Сантăртан вунă çул аслăрах пулнă, апла пулин те хăйне «эсӗ» теме ыйтнă. Ку тăванлăха пӗлтерет-мӗн. Çакăнтанпа поэзие парăннă яшсем пӗр-пӗрин патне çырусем ăсатма тытăннă, пӗр-пӗрне сăвăсем ярса панă. Асли кӗçӗннине сӗнӳсем панă, анчах аслă çын пек вӗрентсе мар, тантăшпа калаçнă пек юптарса. «Каярахпа юлташсемпе алăпа çырса «Юхма» ятлă журнал кăларма пуçларăмăр. Виçшер экземпляр хатӗрлеттӗмӗр. Альберт Канаш маншăн атте пек, пичче пек», – терӗ сумлă литературовед.

Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ Геронтий Никифоров юбиляр-сăвăçăн пултарулăхне пысăка хурса хакларӗ:

– Унăн сăввисем чăваш чӗлхине, тăван çӗре юратма вӗрентеççӗ. Вӗсенче мӗн чухлӗ метафора, эпитет, танлаштару! «Эп çуралман поэт пулма...» – тесе çырнă вăл пӗр сăввинче. Ӳкерме юратаканскер художник пулма ӗмӗтленнӗ. Стена хаçачӗсене илемлетес ӗçе те хутшăннă. Эпир шкулта ачасене поэтăн йывăр шăпи çинчен каласа паратпăр, унăн пурнăçа юратма хистекен сăввисемпе паллаштаратпăр, – терӗ Геронтий Лукиянович.

Уява Альберт Канашăн юлташӗ, Хусанта пурăнакан Альберт Кольцов çыравçă, журналист та килсе çитнӗ. Чăваш сăвăçи çуралнăранпа 95 çул çитнӗ тӗле ăна халалланă статья пуххи пичетлесе кăларнă вăл. Аслă тусӗн сӗнӗвӗсем ăна пурнăçра çырма хавхалантарса тăнă. Сакăр вун пиллӗкре пулин те, журналис­тикăна халӗ те пăрахмасть Альберт Миронович.

Альберт Канашăн еткерлӗхне пухса-упраса хăварас, сарас тӗлӗшпе унăн шăллӗ Юрий Кожанов чылай ӗçленӗ. Шел те, икӗ çул каялла вăл çӗре кӗнӗ. Мероприятие унăн мăшăрӗ килнӗ. Шăпах вăл тăрăшнипе пухăннисем А.Канашăн сассине илтме пултарчӗç: Альберт Георгиевич хăйӗн сăввисене вуланине çыртарса хăварнă пулнă.

Уяв чăннипех хаваслă иртрӗ. Альберт Канаш пирӗн хушăра тахçанах çук ӗнтӗ. Анчах унăн ячӗ паян та пирӗн асрах, поэт пурăннă чухнехи пекех хăй тавра йышлă халăх пухма пултарать. Чăн-чăн тасалăх, ырăлăх, çепӗçлӗх туртать-тӗр вулакана ун патне.

 

Ольга ИВАНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев