Нуша тем тума та вĕрентнĕ
Елизавета Петровна Андреева (Долгова) 1931 çулхи июнӗн 21-мӗшӗнче çуралнă.
— Пурнăç ытла йывăр пулнипе атте, Петр Иванович Долгов (вăл 1904 çулхи), 1939 çулта Белоруссие ӗç шырама тухса кайрӗ. Вăл унта вырнаçсан анне пире те, виçӗ ачине, инçете илсе кайрӗ. Барановичи хули çывăхӗнчи пӗр ялта пурăнтăмăр. Анчах 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Аслă вăрçă пуçланчӗ. Аттене çав кунах пуйăс çине лартса фронта ăсатрӗç. Чукун çул вокзалне эпир те кайнăччӗ. Вакун картлашки çине хăпарса тăрсан атте пире аллипе сулса: «Яла кайăр, яла кайăр!» — тесе кăшкăрса хăварчӗ, — каласа парать Çӗнӗ Йӗлмелӗнче пурăнакан 92 çулти Елизавета Андреева.
Кил хуçисӗр тăрса юлнă çемье çав кунсенчех Белоруссирен тăван ялне кайма тухнă.
— Питӗ терт-нушаллă пулчӗ ку çул. Эпир виçӗ хӗрача, асли те 14 çулта çеç. Аннен аллинче çамрăк ача та пур, мӗншӗн тесен Белоруссире тата шăллăм çуралчӗ. Халăх унталла-кунталла хӗвӗшет, ура пусма вырăн çук. Вокзалсем туллиех, кăткă тӗми пек. Пӗтӗм тӗнче хускалнă тейӗн. Кăштах ларса килетпӗр те — антараççӗ. Пирӗн каллех комендатура шырамалла, тӳлевсӗр билет илмелле. Тата кăшт килетпӗр те — каллех анмалла. Чăнах та, тӳлевсӗр апат çитеркелетчӗç, анчах хырăм яланах выçă. Пӗррехинче пире ав çав вăрманта апатлантараççӗ тесе каларӗç, анчах эпир вăрмана кӗме хăрарăмăр, выçах юлтăмăр. Мӗнле çулпа килнине калаймастăп, анчах Тула хулинчен иртнине астăватăп, унти аэродромра самолетсем кураксем пек питӗ нумайччӗ. Пуйăс вакунӗсем тăррине вара çӳлтен паллă ан пултăр тесе хурăн тураттисем хурса тухнă. Çапла эпир Ульяновск урлă тăван яла çитсе ӳкрӗмӗр, ку вăхăта çӗрулми кăларса пӗтернӗччӗ ӗнтӗ. Виçӗ уйăх ытла килнӗ эпир, — асаилӳ авăрне путать Елис акка.
Елизавета Петровна Андреева (Долгова) 1931 çулхи июнӗн 21-мӗшӗнче çуралнă. Ашшӗпе пӗртăвансем — Тяппан, Навра, Кетӳкке. Амăшӗ — Акçине (1905 çулхи), Чăваш Çӗпрелӗнчи Мусаткинсен йăхӗнчен, вӗсем пуянтарах çынсем пулнă, вӗлле те тытнă. Петр Ивановичпа Аксиния Николаевна Долговсем тăватă ача çуратнă — Мариш (1927), Таиç, Елис, Миккалай (Белоруссире çуралнăскер).
Елизавета Петровна хăй каланă тăрăх, ун ӗçлемен ӗçӗ юлман. Пӗчӗклех хирте патакла çум çумланă, кăштах ӳссен тăпачăпа çапнă, ыраш вырнă, сухапуç тытнă, вăкăрпа çӳренӗ... Çăпата хуçма та вӗреннӗ. Çитӗнсен вара пăрçа çулнă, чӗкӗнтӗр çумласа ӳстернӗ, ăна кăларнă. «Нуша тем тума та вӗрентрӗ пире», — тет вăл.
1951 çулта Кемерово хулине вербовкăпа кайса çулталăк завод тунă çӗрте те тăрăшнă. Унпа пӗрле ялтан 12 хӗр тухса кайнă — Никифорова Валя, Хаврукова Саня, Мискина Улька, Козлова Тарье, Николаева Валя тата ыттисем. Хăшӗсем Челябинска юлнă ӗçлеме. Ялта ним те пулман ун чух, çавăнпа Елис килне посылкăпа калуш ярса паркаланă. Çутă калуш чаплă шутланнă вăл вăхăтра. Пӗр хӗр вара Кемеровăран яла 104 метр пусма тавар илсе таврăннă.
— Колхозра ун чух 6 бригадăччӗ. Пӗрремӗш хут Тилху хирӗнче 30 гектар çинче куккурус акнине астăватăп. Пӗри кӗреçепе чавса шăтăк туса пырать, тепри унта навус хурать, шыв ярать те пӗр пӗрчӗ вăрлăх пăрахать. Чăнлă хирӗнче шăйăрса йӗр тăваттăмăр та хӗвелçаврăнăш пӗрчине патакпа чиксе путарса акаттăмăр. Вăкăрпа та çӗрулми акнă, сухапуç тытнă, вăкăрӗсем ӗрӗхсе кайса тарăхтаратчӗç. Хирте АМКОпа та тырă çапнă, — тăсать сăмахне манпа калаçакан çулланнă хӗрарăм.
Петр Иванович Долговăн вăрçă çулӗ вара питӗ вăрăм пулать, вӗсем тыткăна лекеççӗ, лагерьте пулаççӗ. Унтан ăна пӗр нимӗç хăй патне платникре ӗçлеме илсе каять. Кайран вӗсене Францие, Америкăна илсе çитереççӗ. Вăрçă пӗтсен Инçет Хӗвелтухăç урлă Совет Союзне таврăнма май тупаççӗ. Анчах савăнмалли çук куншăн — Сталин лагерьне лекеççӗ вӗсем. Кемеровăра шахтăра ӗçлет вăл, бригадир пулать. Кунта тепӗр инкек. Шахта ишӗлсе ансан çын вилет, уншăн тата икӗ çул хушса параççӗ. Тăван яла 1950-мӗш çулсен варринче çеç килсе кӗрет Çӗнӗ Йӗлмел чăвашӗ.
Петр Иванович питӗ тӗреклӗ хул-çурăмлă, вăйлă çын пулнă. Вӗсем вăрçă вăхăтӗнче вăрманпа виççӗн пынă чух пилӗк нимӗç килнине кураççӗ. «Пӗтрӗмӗр», — теççӗ юлташӗсем. «Ан хăрăр, виççӗшӗ манăн, сире пӗрер», — тет Петр Долгов. Çапах та нимӗçсем çапăçма шутламан, çул ыйтнă та малалла утнă. Вилнӗ лаша пыршисене кăларса, çурса тасатса çинисене те каласа панă вăл. Атакăна каяс умӗн пӗр стакан тулă, пӗр черкке спирт панă тет кашни салтака. Çӗнӗрен килнӗ салтаксене вӗрентсе тăман, тӳрех атакăна янă. Çынсем шăна пек тăкăннă. Долгов разведкăна çӳренӗ, старшина пулнă.
Елизавета Петровна 1957 çулхи Çăварнире Заполярьере тăватă çул хӗсметре тăрса таврăннă Федор Андреева (1932) качча кайнă. Вӗсем пӗрле 60 çула яхăн пурăннă. Кил хуçи 2016 çулта çӗре кӗнӗ. Çемьере пилӗк ача çуралнă. Вӗсене пурне те тивӗçлӗ пӗлӳ парса пурнăç çулӗ çине тăратнă. Николай Лайăшри техникумра агронома вӗренсе тухнă. Колхозра комплекслă бригадир, управляющи пулнă, шел, 10 çул каялла çӗре кӗнӗ. Елена Ярославльте институт пӗтернӗ, малтан колхозра бухгалтерта ӗçленӗ, унтан Ульяновскри автозаводри пӗр цехăн тӗп бухгалтерӗнче 31 çул тăрăшса пенсие тухнă. Зинаида колхозра тӗп экономист пулнă, пӗр вăхăт Кивӗ Çӗпрелӗнчи СПТУра бухгалтер ӗçне вӗрентнӗ, халь Хусанта пурăнать. Виктор инженер, Хусанти ял хуçалăх институтне пӗтернӗ, пӗр вăхăт Апасра çак специальноçпа тăрăшнă. Халь амăшне пăхать. Нина та агронома вӗренсе тухнă, Ульяновскра бухгалтерта ӗçлет. Елис аккан паян чи пысăк пуянлăхӗ — сакăр мăнукӗ тата ултă кӗçӗн мăнукӗ.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Çӗпрел районӗ.
Çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев