Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нуши кăна пурне те пӗр пек пайланнă, патшалăх тимлӗхӗ вара – суйласа.

Çӗршывра вăрçă ачисем çине ăшшăнрах пăхасса, ятарлă йышăну тăвасса шанма пăрахрăм

Кăçал Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине палăртатпăр. Çавăнпа «Никама та манман, нимӗн те манăçман» сăмахсем уйрăмах çивӗч. Статья ятӗнчи ыйтăва пӗр ахальтен лартман. Ман шутпа «вăрçă ачисем» категорие кӗрекенсене тивӗçлӗ тимлӗх уйăрмаççӗ. Вӗсен шутне 1941 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрӗн 3-мӗшӗ хушшинче çуралнисем кӗреççӗ. Чи çамрăкки те халӗ 75 çулта. Пирӗн сведенисемпе паяна вӗсем 13 миллиона яхăн.

Пурне те герой теме чӗлхе çаврăнмасть

Тӗрӗс, вăрçă пуçланнă вăхăтра тӗрлӗ çулти ачасем нумай пулнă, çулталăкран пуçласа 10 çултисем, аслăраххисем. Вӗсене вăрçă йывăрлăхӗсене туллин тутанма тивнӗ. Тăшмана çӗнтернӗ çӗрте вӗсен черчен аллипе кӗртнӗ тӳпе те пысăк. Вăрçăран таврăннă ашшӗсен ачисем пур, нумайăшӗ аманса, инвалид пулса килнӗ. Мӗнле пулсан та çак ачасем ашшӗ çунатти айӗнче ӳснӗ. Нумайăшӗн шăллӗ-йăмăкӗсем çуралнă, апла пулсан пӗччен ӳсмен. Правительство Тăван çӗршывăн ветеранӗсене нумай тимлӗх уйăрать, пăхать. Паллах, вӗсем çавна тивӗç. Каçарăр та мана, çапах каламасăр та хăвараймастăп: вӗсене пурне те геройсем теме манăн чӗлхе çаврăнмасть. Чăн-чăннисене килӗсене, тăванӗсем патне таврăнма пӳрмен. Кунта М.Ю.Лермонтовăн сăмахӗсем шăпах юрăхлă: «...Плохая досталась им доля: немногие вернулись с поля». Уявсенче ветерансен костюмӗсемпе гимнастеркисем тӗрлӗ паллăсемпе, йăлтăртатса тăракан орден-медальсен йывăрăшӗпе усăнаççӗ. Анчах вăхăт иртнипе тӗксӗмленнӗ, чăн-чăн çапăçу наградисене сахал куратăн. «Çӗпрел районӗн энциклопедийӗ» кӗнекепе ӗçленӗ чухне ентешсен çӗршер награда хучӗсене тишкерме тиврӗ. Çавăнпа мӗншӗн вăл е ку наградăна, орденпа медале панине аван чухлатăп.

Статуспа усă куракансем пур

елӗн, вăрçă ветеранӗн сăмахӗсем халӗ те асра. Ăна час-часах шкула вӗренекенсемпе тӗл пулма чӗнетчӗç. Вăл тӗрлӗ сăлтав тупса пымастчӗ. «Намăс мана унта пыма. Мӗн калăп ачасене? Мӗнле паттăрлăх тунă эпӗ, енчен те пӗрремӗш çапăçурах мина ванчăкӗ алла çӗмӗрнӗ пулсан? Инвалид пулса киле таврăнтăм. Вăрçă пирки тӗрлӗ халап шутласа кăларма пултараймастăп, кăмăлăм та çук», – тетчӗ вăл. Çав вăхăтрах ветеран статусӗпе усă куракансем те пур. Кăна тӗслӗхсемпе çирӗплетме пултаратăп. Парти обкомӗнче ӗçленӗ чухне приемнăйӗнче дежурствăра ларма тиветчӗ. Маларах çырăнмасăрах пурне те йышăнаттăмăр. Ыйтуне кура министерствăсене, пысăк пуçлăхсем патне те шăнкăравлама пултараттăмăр. Нумай чухне ыйтусене килен-каяншăн ăнăçлă татса параттăмăр. Пӗррехинче темиçе рет орден планкине çакнă Теччӗ çынни килчӗ. Пӗр вăхăт çав районта ӗçленипе ăна палласа илтӗм. Итлесе пӗтернӗ хыççăн чăтаймарăм: «Каçарăр та, хăçан сире Ленин тата Хӗрлӗ Ялав орденӗсене панă? Вӗсем сирӗн çукчӗ вӗт-ха». Вăл тăчӗ те пӗр сăмахсăр тухса кайрӗ. Халăх вӗрентӗвӗн министерствинче ӗçленӗ чухне ман пата çутӗç учрежденийӗн пӗр пуçлăхӗ пычӗ. Нумайччен хăй партизан отрядӗнче çапăçнине каласа пачӗ. Унтан пурăнмалли условисене лайăхлатма ыйтрӗ. Ăна икӗ хутчен хваттер панăччӗ ӗнтӗ. Партизан отрядӗнче пулнисене I тата II степеньлӗ «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин партизанне» медаль панине, унăн çавăн пекки çуккине асăрхаттарнă хыççăн вăл тухса кайрӗ, урăх куç тӗлне пулмарӗ.

Открытка валли те укçа çук-ши?

Питӗ нумай ача ашшӗсӗр ӳсрӗ. Ман атте финн вăрçине хутшăнса аманнă. Аслă вăрçа кайиччен ВКП(б) райком секретарӗн пулăшуçинче ӗçленӗ. Вăрçăра мӗн пӗтиччен пулнă. «Хăюлăхшăн», «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» медальсене тивӗçнӗ. Шел, киле таврăнма ăна пӳрмен. Сурансене пула вилнӗ, ăна Тарту хулинче пытарнă. Эпӗ пӗччен ӳсрӗм, аттепе пиччесен хӳтлӗхӗсӗр. «Мӗн кӗтме пулать аттесӗртен?» – кӳрентернине пӗрре мар илтме тӳр килнӗ. Вăрçă ачисем пирки эпӗ РФ Президенчӗ патне те çыртăм, «Тӳрӗ эфира» шăнкăравларăм, анчах ман ыйтăва хуравлакан пулмарӗ. Нивушлӗ патшалăх вăрçă ачисене Çӗнтерӳ кунӗпе саламлама открытка валли те укçа тупаймасть? Хальхи вăхăтра 20 ытла регионта çак категорие кӗрекенсем пенси çумне хушса илеççӗ. Нуши пурне те пӗр тан пайланнă, патшалăх тимлӗхӗ вара регионри лару-тăрăва, кӗпӗрнаттăра кура тӗрлӗрен. Çынла мар ку. Укçа çук мар. Республикăри спорт командисене кăна илер, вӗсен бюджечӗсем çӗршер миллион долларпа танлашаççӗ. Командăсенче ертӳçӗ спортсменсем шăкăрин ют çӗршывран. Рубен Рочина, футболиста, 12 миллион долларпа, Жонатаса 7 миллион долларпа туяннă, ку списока тата тăсма пулать. Пӗтӗмлетӗве вулакансем хăйсем туччăр.

Удостоверени илеймерӗм

РФ Правительствин 2013 çулхи июнӗн 20-мӗшӗнче тухнă постановленийӗпе килӗшӳллӗн, вăрçăра вилнӗ çыннăн çемье пайташӗ пулнине ӗнентерекен удостоверени параççӗ. Постановленире удостоверение вилнӗ çыннăн çемйин пайташӗн е çемьен законлă представителӗн харпăр заявленийӗ тăрăх параççӗ. Эпӗ те илес терӗм çав хута. Темиçе хут çӳресен те ялан памалли мар сăлтав шырарӗç. Социаллă хӳтлӗх уйрăмне виççӗмӗш хут килсен унта ӗçлекенсемпе ликбез ирттерме тиврӗ. Вӗсем пенси удостоверенийӗн хуплашки çинче мӗншӗн хӗрлӗ çăлтăр ӳкернине те, çав тӗспех диагональ йӗрпе туртнине ăнланмаççӗ иккен. Çамрăк хӗрсем ӗлӗк вăрçа хутшăннисен çурчӗ çине хӗрлӗ çăлтăр çапса хунине пӗлмеççӗ. Вуламан вӗсем А.Гайдара. Удостоверение те илеймерӗм. Ӗç министрӗ патне те çитрӗм, ăнланӗ тесе. Пенси çумне хушса парассишӗн чупмарăм эпӗ, аттен астăвăмне удостоверени илсе çирӗплетсе кăмăлăма тивӗçтерес тӗллевпе. Эп вилсен аттен астăвăмӗ те манпа пӗрле вилӗ, удостоверенийӗ пулсан ăна мăнуксене асăнмалăх хăварăттăм. Анчах министр та мана хăйӗн çумӗ каланă сăмахсемпех хут ячӗ: вӗсене атте вăрçăра пулнине, хальхи вăхăтра тăрантаракана çухатнипе пенси илсе тăнине, ăна илсе тăма право пуррине çирӗплетекен хутсем кирлӗ иккен. Тӗлӗнмелле те министерство сотрудникӗсем 200 пин ытла Тутарстан çынни хыпарсăр çухалнине пӗлмелле пек. Ун чухне кун пек хутсемпе аппаланма вăхăчӗ пулман. Министерство граждансен интересӗсене мар, чи малтан патшалăхăнне хӳтӗлет. Патшалăхӗ те пенсионерсен кӗсйине аллине чикме именмест. Нумай пулмасть кӳршӗн транспорт услугисемшӗн парăнакан субсидине каснă. Пуян тет вăл, унăн çурчӗ 40 тăваткал метртан пысăкрах иккен, апла субсидисӗр те пурăнаять. Тӗслӗхсем татах та пур. «Вестник границы России» журналта пичетленнӗшӗн гонорар пама пулчӗç. Эпӗ хирӗçлерӗм. Çавах редакци Пенси фондне гонорар парассине пӗлтернӗ. ПФ 2019 çулта икӗ уйăх индексацин суммине тытса юлчӗ. Эпӗ «ӗçлекен пенсионер» пулса фонда шар кăтартнă иккен. Вăрçă ачисем çинчен прессăра нумай çыраççӗ. КПРФ фракцийӗ хатӗрленӗ закон проектне 2016 çултах йышăнмаллаччӗ, халӗ те пурнăçланмарӗ. Паян эпир ытлашши çынсен шутӗнче, патшалăх пуçлăхне тӳрӗ эфира тухсан тимлӗ итлерӗм, вăрçă ачисем пирки пӗр сăмах та...

Чухăнлăхрах вилетпӗр пулмалла...

Нумай пулмасть поликлиникăна кайнăччӗ. Унта пӗр хӗрарăмпа калаçса кайрăмăр. Вăл 1941 çулта Ростовра çуралнă. Хулана нимӗç авиацийӗ пӗрре мар бомба пăрахнă. Сăмах хыççăн сăмах. Мӗн тетӗр? Темиçе çул каялла ăна Германирен 1500 евро куçарса панă – фашистсенчен шар курнипе. Германи тахçанах оккупациленӗ çӗршывсене контрибуци тӳлесе татнă, концлагерьте пулнисене те. Унта вăрçă ачисем тӗрлӗ льготăсемпе усă кураççӗ. Эпир вара чухăнлăхра çуралнă, çав чухăнлăхрах вилетпӗр пулмалла. Германире вăтам пенси пин çурă европа, тенкӗ çине куçарсан 90 пинпе танлашать, пирӗн вăл – 12 пин тенкӗ. Çавăн çуррине вăрçă ачисен ÇКХ услугисемшӗн кăларса памалла. 5-7 пин тенкӗ илекенсем те пур, эмелсем вара питӗ хаклă. Çав вăхăтра çӗнӗрен те çӗнӗ тӳлевсем шутласа кăлараççӗ, çутăшăн тӳлесси виçӗ хут ӳсрӗ. Çӗршывра вăрçă ачисем çине ăшăрах пăхасса, ятарлă йышăну тăвасса шанма пăрахрăм. Пӗр притча аса килчӗ. Православи хӗрӗ мăсăльмана качча тухнă тет. Кăштахран ураза çитнӗ тет. Упăшки те, унăн ашшӗпе амăшӗ те ӗненекенсем пулнă, тӗн йӗркисене пăхăнса пурăннă. Çамрăк арăм та типӗ тытма тытăнать. Асапланса çитнӗ хӗрарăм темиçе те тӳпенелле пăхса кӗл тунă тет, анчах хӗвел вăйлăрах çеç çунтарма тытăннă. Юлашкинчен вăл типнӗ тутисемпе аран-аран: «Хӗвелӗм, пӗлетӗп эсӗ хăçан та пулин анасса, анчах эпӗ ун чухне пулмăп ӗнтӗ», – тесе пăшăлтатнă. Тен, хăш-пӗри çав телейлӗ вăхăтсене пурăнса çитӗ...

Иршад ГАФАРОВ,

ТР тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ,

РФ аслă профессилле вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев