Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Оппозицие юратсан вăл оппозици пулмасть

Палăртса хăвармалла, çак акцисен вăхăтӗнче Минскра тата ытти хуласенче пӗр лавка чӳречине те çӗмӗрмен

Маларах Совет Союзӗн тытăмӗнче пулнă çӗршывсенче, Прибалтика республикисене шута илмесен, политика конкуренчӗсене сайра тӗлте хӗрхенеççӗ. Влаçа хирӗç уççăн калаçакансене шав мӗн-тӗр пулать. Çакна уйрăмах эпир Белоруссири суйлавсем умӗн сăнама пултаратпăр. Александр Лукашенкона конкурент пулма пултаракан çынсем бюллетеньри списока та кӗреймен, кама тӗрмене хупнă, кам хăй çӗршывран тухса тарнă тата ытти те. Анчах, СИЗОра ларакан упăшки вырăнне хăй кандидатне тăратнă Светлана Тихановскаяна нумай çын тӗрев парасса Белоруссири политтехнологсем те ӗненмен пулмалла. Хальхи вăхăтра Минскра тата ытти хуласенче пулса иртекен мирлӗ демонстрацисем Лукашенко майлă пухнă митингсенчен самай пысăкрах. Çакă унта пулса иртнӗ суйлав результачӗсенче иккӗленме май парать. 26 çул çӗршыва ертсе пыракан батька суйлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшменнисене пӗрре мар милици пулăшнипе пусарать. Çакăн пекки унта 2006, 2010 çулхи президент суйлавӗсем хыççăн та пулса иртрӗ.

2015 çулта кăна пулмарӗ. Мӗншӗн тесен Лукашенко 2014 çулта Раççей Крыма каялла тавăрнине йышăнмарӗ. Çакă Белоруссие çине санкцисем çакса тултарнă Европа çӗршывӗсене килӗшнӗ пулмалла. Çавăнпа та 2015 çулхи суйлавра оппозицирисене те хӗтӗртекен пулман. Батька 83,5 процентпа çӗнтернӗ пулсан та.

Лукашенко чее пулнине пурте пӗлеççӗ. Раççее хирӗç санкцисем йышăннă хыççăн вăл пире Белорусси «тинӗсӗсенче ӳстернӗ» креветкăпа осьминог таранччен сутма тытăнчӗ. Çӗршывӗн завочӗсенчи мӗн пур продукцие ытларах Раççее сутаççӗ пулин те белоруссем пӗрлешӳллӗ патшалăх туса хума васкамаççӗ. Шав тăсать Лукашенко çак пулăма. Суйлав умӗнхи истериине те вăхăтлă хускатать. Хальхинче те вăл ун Раççее хирӗçле сăмахсемпе пуçланчӗ. Имӗш Вагнер çарӗнчи 33 салтак Минска пăлхавсем çӗклеме килнӗ. Александр Григорьевич пӗлет: Мускав çине вӗрсен, ăна Европа çыртмасть.

Анчах пирӗн журналистсем çакă Украина спецслужбисен вăрттăн операцийӗ пулнине суйлавчченех тăрă шыв çине кăларчӗç. Пулас пăлхавсемшӗн Раççее айăплама çук, вăхăт та сахал юлнă. Çӗршывăн Раççей политикине ырлакан  çыннисем те ăна хирӗç сасăлама пуçтарăннă пулмалла. Суйлав участокӗсене 5 сăнавçăран ытларах кӗртменни те халăха пăлхантарчӗ. Çапларах иккӗленӳллӗ хыпарсем çинче Белоруссире виçӗ кунлăх суйлав пуçланчӗ. Халăх питӗ нумай пулнипе суйлав участокӗсем пурне те йышăнса ӗлкӗреймерӗç, сасăлав ещӗкӗсем бюллетеньрен тулса ларчӗç.

 

Суйлав комиссийӗсем кирлӗ пек ӗçлеççӗ, батька майлă 80 процент кăларнă. Тӗрӗслӗхшӗн каласа хăвармалла, хăш-пӗр участоксенче сасăсене тӗрӗс шутланă пулмалла, вӗсенче Тихановская – ăçта 60, ăçта 70 процент сасă пуçтарса çӗнтернӗ. Анчах та вӗсем нумай мар. Суйлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшмесӗр çынсем урамсене тухнă.

Лукашенкон мӗн тумалла? Раççее айăплама çук. Хăй хӳрине çыртма хăтланакан тилле аса илтерчӗç-тӗр унăн хăтланăвӗсем нумайăшне. Пирӗн çӗршывран килнӗ Вагнер салтакӗсене тепӗр кунранах ирӗке кăларчӗç.

Паллах, анăç енчи кӳршӗсене тустарма тытăнчӗ батька: Польша, Литва, Украина... Анчах кая юлчӗ пулмалла, ăна çулсерен тӗрев панă заводсем те стачкăсем тума пуçларӗç.

Суйлав каçах Литвана тухса тарнă Тихановская та суйлав результачӗсемпе килӗшмест, мирлӗ протестсем тума ыйтать. Демонстарцисенчи оппозици Лукашенкона влаçран хăвалать. Палăртса хăвармалла, çак акцисен вăхăтӗнче Минскра тата ытти хуласенче пӗр лавка чӳречине те çӗмӗрмен. Питӗ культурăллă халăх пурăнать Белоруссире. Хирӗçтăру лăпланман-ха. Çапах ăна Украинăрипе танлаштарма май килмест. Раççее хирӗç кăшкăрашакансем митингсенче çук теççӗ.

Çак пулăмсене сăнанă хушăра эпир часах Раççейре те суйлавсем пулассине манма пуçларăмăр. Чылай çӗрте регион пуçлăхӗсене суйламалла.

Шутласа пăхсан оппозици лидерӗсене пирӗн çӗршыра та хӗрхенсе тăмаççӗ. Калăпăр, Борис Немцова персе вӗлерчӗç. Алексей Навлальнăя та ав, наркăмăш парса тӗп тума хăтланни çинчен пӗлтереççӗ хыпар хатӗрӗсем.

Хавхаланӗ-и кунти оппозици Белоруссири тӗслӗхсемпе е вăл пиçсе çитмен-ха? Ку чухне нумайăшӗ хăйсен пурнăçне унтипе танлаштараççӗ тесе шутлатăп.
Белорусси Президенчӗн тата Тутарстан Президенчӗн сайтӗнчи сăнӳкерчӗксем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев