Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Чăваш наци конгресӗн юбилей

30 çул каялла – 1992 çулхи октябрӗн 8-9-мӗшӗсенче – Чăваш наци конгресӗ йӗркеленсе кайнă. Вăл чăваш тӗнчишӗн питӗ те пӗлтерӗшлӗ пулăм шутланать. Чӑваш Республикин Аслӑ Канашӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Шупашкарта иртнӗ Пӗрремӗш Аслă Пухура чăвашлăхшăн çунакан активистсем наци конгресне туса хураççӗ. Аслă Пуху ЧНКан право статусне тата унӑн идеологине палӑртакан докуменчӗсене йышӑннă, Мăн Канаш тата çӗнӗ организацин президентне суйланă. Атнер Петрович Хусанкайăн ячӗпе пуçланать наци пӗрлешӗвӗн историйӗ. Вăл 1992 – 1997 çулсенче регионсен хушшинчи общество пӗрлешӗвӗн ӗçне йӗркелесе пынă. ЧНК иккӗмӗш президенчӗ Геннадий Николаевич Архипов 1997 – 2013 çулсенче ӗçленӗ. Виççӗмӗш президенчӗ Николай Федорович Угаслов конгресс ӗçӗсене сакăр çул ытла пурнăçласа пычӗ. 2021 çулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн ХI отчетпа суйлавăн Аслă Пухăвӗ иртрӗ. Çак пухура ЧНК президенчӗ пулма пӗр саслăн пулса Валерий Леонидович Клементьева суйларӗç.

ЧНК президенчӗн сăмахӗпе, Чăваш наци конгресӗн историйӗ пуян та пысăк. «30 çул хушши туса пынă ӗçсене халăхпа пӗрле пăхса тухса хаклани кирлӗ тата, паллах, малашнехи ӗç планне хатӗрлемелле. Чăваш наци конгресӗ – халăх пуянлăхӗ, вăл регионсемпе, çынсемпе пуян. Чăвашлăх туйăмӗллӗ çынсем пайтах-ха пирӗн. Çакна вӗсем калаçупа мар, ӗçпе кăтартаççӗ», – терӗ Валерий Леонидович ЧНК пӗлтерӗшӗ пирки. 

Нумай пулмасть ЧНК Чăвашсен федераллă автономийӗпе килӗшӳ çирӗплетрӗ. Мӗн парать-ха çак документ? Валерий Клементьев палăртнă тăрăх, çак икӗ йӗркеленӳ яланах пӗрле, килӗштерсе ӗçленӗ. Хутшăнусене официаллă майпа алă пусса çирӗплетни малашне кашни проекта пӗрле сӳтсе явса финанспа, регионсемпе çыхăннă ыйтусемпе ӗçсене эффективлăрах йӗркелесе тата татса пама май парать. Тата çак документ Чăваш Республикинче конгрессăр пуçне урăх нимле автономи те йӗркеленсе кайма пултараймассине те пӗлтерет. Конгресс шутне Чăваш Енри муниципаллă районсенчи филиалӗсем тата регионсенчи чăвашсен наципе культура автономийӗсем кӗреççӗ. Пӗлтерӗшӗпе пысăкрах ЧНК, паллах, Раççей Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн пайӗ пулаймасть. Ӗçлӗ партнер тесен урăх шут. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр тан, хăй хальлӗн организаци шутланса тăраççӗ. 

Килӗшӳ туса çирӗплетнине тӗрлӗрен йышăнакансем пулчӗç. Пӗрисем ăна ЧНК пӗлтерӗшӗн шайне чакарнă пек йышăнчӗç, теприсен шучӗпе «Раççей Халăхсен ассамблейи» Пӗтӗм Раççейри обществăпа патшалăх организацийӗн шутне кӗнӗ федераллă автономийӗн полномочийӗсемпе вăйӗ пысăкрах.

Аса илтеретпӗр, Раççей Халăхсен ассамблейин статусне улăштарасси çинчен калакан Хушăва РФ Президенчӗ икӗ çул каялла, 2020 çулхи ноябрӗн 13-мӗшӗнче, алă пусрӗ. Çакăн хыççăн чăваш политикӗсен элити васкасах хут ӗçӗсене тирпее кӗртме пуçланă. Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗ 2000 çултах йӗркеленсе кайнă-ха. Паян çак организацин ӗçне ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Леонид Черкесов ертсе пырать, унччен маларах Геннадий Федоров ку ӗçе пурнăçласа пычӗ. 

Раççей Халăхсен ассамблейине патшалăх статусне пани наци политикипе çыхăннă ӗçсене лайăхлатма, вӗсен эффективлăхне ӳстерме, халăхсен хушшинчи килӗшӗве çирӗплетме пулăшать. Питӗ те вăхăтлă. Мӗншӗн тесен тӗнчери лару-тăру та наци хутшăнăвӗсем мӗн тери пысăк пӗлтерӗшлӗ тата черчен тема пулнине кăтартса пачӗ. Обществăлла организацие патшалăх статусне пани тепӗр енчен финанс ыйтăвӗсене татса пама пулăшать. Пӗр-пӗр проект пуçарсан тӗллевлӗ укçа-тенкӗ ыйтма пулать, ӗçпе çыхăннă тăкаксене бюджета кӗртсе хăварма май парать тата ытти те. ЧНК ун пек полномочисем çук. Нумай ӗç попечительсен канашӗнче тăракансен шутӗнчен пурнăçланса пырать. Организацие «Тус» строительство компанийӗн генеральнăй директорӗ, ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов ертсе пынă чух нумай ӗçе вăл хăй шутӗнчен пурнăçларӗ тата выляса илнӗ грантсен шучӗпе. Валерий Клементьев та грантпа ӗçлессине тимлӗхе илни çинчен каларӗ. 

Çапах та ЧНК Раççейре, ытти çӗршывсенче пурăнакан чăвашсемшӗн гегемон пулса тăрать темелле. Хамăр та Шупашкара кайсан тӳрех Чăваш халăх çуртне кӗретпӗр, пур ыйтусене сӳтсе яватпăр. Федераллă автономипе те çакăн йышши хутшăнусем йӗркеленсен аван паллах. Анчах ăçта лараççӗ вӗсем, хăш алăкран кӗмелле – ăна пӗлместпӗр. 

– Устав тăрăх Чăваш наци конгресӗ ниепле те Раççей Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн пайӗ пулма пултараймасть, федераллă автономи вара ЧНК йышне кӗме пултарать. Эпир пӗрле ӗçлеме хатӗр, ытти автономисемпе хутшăнса ӗçлесен вӗсене çӳллӗрех шайра пурнăçлама пулать. Ячӗшӗн кăна мар, чăвашсемшӗн усăллă пултăр вăл, – терӗ Валерий Леонидович. 

Малашнехи ӗçсем çинчен каласа ЧНК президенчӗ ку вăхăтра хӗрсех конгресăн 30 çуллăхне хатӗрленнине пӗлтерчӗ. Çулталăка йышăннă ӗç планӗ те пуян. 30 çуллăх юбилей вара çитрӗ те. Декабрӗн 10-11-мӗшӗсенче Шупашкарта çак паллă куна халалласа нумай мероприяти иртет. Пленарлă ларăва чăвашсем йышлă пурăнакан Раççейӗн кашни регионӗнчен делегацисем килесси паллă. Тутарстанран ЧНКА Канашӗн пайташӗсем, районсенчи Чăваш наципе культура центрӗсен председателӗсем, культура ӗçченӗсем хутшăнаççӗ. 

Мероприятисем Чăваш патшалăх филармонийӗнче пулаççӗ. Ирхине 10.00 сехетре Мăн Канаш ларăвӗ, ун хыççăн юбилее халалланă уяв пуçланать. Декабрӗн 11-мӗшӗнче асăннă культура учрежденийӗнчех «Раççей Чăваш пики – 2022» конкурса, каçпа «Пӗрлӗхре – Çӗнтерӳ» ыркăмăллăх концертне кайса курма пулать. 

Сăнӳкерчӗк ЧНК пресс-службин.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей