Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун

Паян, октябрӗн 23-мӗшӗнче, чăваш халăхне çутта кăларакана, Аслă Вӗрентекенӗмӗре, пирӗн ентешӗмӗре Иван Яковлевич Яковлева асăнмалли кун. Шăп çак кун вăл 93 çул каялла Мускавра çут тӗнчерен уйрăлнă. 82 çул тултарса 83-пе пынă вăл ун чухне. Иван Яковлевич çӗршывăн тӗп хулинчи Ваганьково масарӗнче ӗмӗрлӗхе канлӗх тупнă.

Ӗмӗр тăршшӗпе Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан чăваш халăхӗшӗн ӗçлесе пурăннă педагогăн 1922 çулта Мускава ачисем патне яланлăхах куçса кайма тивнӗ, мӗншӗн тесен ăна пур енлӗн хӗснӗ. 1919 çулта РСФСРта вӗрентӳ реформипе килӗшӳллӗн Чӗмпӗрти чăваш семинарине (Октябрьти революци умӗн семинари туса хунă И.Я.Яковлев уçнă Чӗмпӗр чăваш шкулӗнчен) хупма йышăннă.

1917 çул тӗлне Чӗмпӗр чăваш шкулӗ ахаль шкул кăна мар, чăн-чăн комплекс пулнă: унта учительсем хатӗрлекен шкул, арçынсен тата хӗрарăмсен пуçламăш училищисем, хӗрарăмсен педагогика курсӗсем тата ял хуçалăх шкулӗ кӗнӗ. Семинарирен учительсен институтне тума тытăнсан вăл çак таранччен чăваш çамрăкӗсене вӗрентекен шкул пулнине пач шута илмен. Иван Яковлевич хăй йӗркеленӗ шкула пӗтӗм вăйран упраса хăварма тăрăшнă, анчах та çӗнӗ влаçа вăл текех кирлӗ пулман.

1919 çулхи ноябрь уйăхӗнче РКП (б) Чӗмпӗр кӗпӗрне комитечӗн органӗ шутланакан «Заря» хаçатра çапла çырни пур: «Деятельность Яковлева  имела огромное значение среди чувашского населения, но тем не менее в данный революционный момент приходится от Яковлева, безусловно, отказаться. Каr он сам, так и его взгляды, устарели для нашей эпохи, для нашего времени».

Тепӗр кун тенӗ пекех Чӗмпӗр кӗпӗрнин халăх вӗрентӗвӗн уйрăмӗн коллегийӗ постановлени кăларать: «Считая, что пребывание Яковлева в стенах семинарии вредно отражается на деятельности семинарии, по предложению Наркомпроса уволить Яковлева в отставку с  сохранением за ним пенсии».

Ӗмӗрӗпе халăхшăн чунне парса ӗçленӗ вӗрентекене çапла шелсӗр уйăрнă юратнă ӗçӗнчен. Питӗ кӳренмелле. Иван Яковлевич çав самантра мӗн тӳсни пирки тавçăрасси çеç юлать.

1922 çулта Иван Яковлевичăн мăшăрӗпе Екатерина Алексеевнăпа пӗрле Мускава пурăнма куçма тивнӗ.

Çакăнта, çӗршывăмăрăн тӗп хулинче, канлӗх тупнă та ӗнтӗ Аслă Вӗрентекенӗмӗр, чăваш халăхӗшӗн никамран ытла пысăк ӗçсем тунă Иван Яковлев.

Сăмах май, кăçал çулла «Сувар» хаçат ӗçченӗсем Мускаври Ваганьково масарӗнчи Иван Яковлевичăн вилтăприйӗ çине çитсе пуç тайрӗç. Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн вилтăприйӗ ăçта вырнаçни пирки калакан указательсем çук унта, масар ӗçченӗсем те пӗлмеççӗ пуль. Çапах та Иван Яковлевича чунтан хисеплекен, унăн ӗçӗсене çулсем иртсен те хаклакан хуть хăш чăваш та унăн вилтăприне часах шыраса тупассăн туйăнать. Эпир питӗ хăвăрт тупрăмăр.

Паян пӗтӗм чăваш тӗнчи 1930 çулта çут тӗнчерен уйрăлнă Аслă Вӗрентекенӗмӗре аса илет, сума суса пуç таять. 

Архиври сăнӳкерчӗк. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 175-летие И.Я.Яковлева