Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлат районӗн пуçлăхӗ Алмаз Ахметшин «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе тӗл пулчӗ

Хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова район администрацийӗнче канашлăва пухăннисене чăваш шкул ачисен форумӗн программипе паллаштарчӗ.

Кăçал чăваш вӗренекенӗсен «Аталан» форумне çак районра ирттерме палăртнă. Вăл октябрӗн 28-мӗшӗнче район центрӗнче иртӗ. Аслă классенче вӗренекен чăваш ачисемпе Шупашкарти поэтсем, ташă ăстисем, Хусанти журналистсем мастер-классем ирттерӗç. Çакна веçех чăваш чӗлхипе культурин аталанăвӗ, пирӗн халăхăн пуласлăхӗ малалла чăвашлах тăсăлтăр тесе тăваççӗ.
Чăваш ачисене чăвашла калаçтарса,  шухăшлаттарса, çыртарса, вулаттарса çитӗнтересси - наци культурине аталантарас текенсен тӗп тӗллевӗ.

«Аталан» форумсăр пуçне вӗренекенсене Нурлатри анлă культура программи кӗтет. Çак мероприятие «Сувар» хаçатсăр пуçне ТР ЧНКА Канашӗ, «Татмедиа» акционерсен обществи, ТР Вӗрентӳпе наука министерстви, Нурлат муниципаллă район администрацийӗ пӗрле ирттереççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев