Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паянпа ыран «Сувара» интернет урлă та çырăнма пулать-ха

Хаклă вулаканăмăрсем! 2024 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнтарас тӗп кампани вӗçленсе пырать. Республика шайӗнчи пичет кăларăмӗсене çырăнтарас тӗп компани ыран, декабрӗн 21-мӗшӗнче, вӗçленет. Апла пулсан паянпа ыран çырăнма тăрăшăр, туссем, хаçата.

Çапах та «Сувара» ку е вăл сăлтава пула çак кунсенче çырăнса ӗлкӗрейменнисен кулянма кирлӗ мар: январӗн 6-мӗшӗччен çыхăну уйрăмӗсене кайса пичет кăларăмне тăсăм килӗшӗвӗпе çырăнма май пур. Интернет урлă вара декабрӗн 21-мӗшӗ хыççăн 2024 çулхи февральтен илсе тăма çеç çырăнма пулать. 


Хаклă вулакансем! Сире ку çырăнтару кампанийӗнче те «Сувара» çырăнакансен хушшинче акци ирттерни пирки аса илтеретпӗр. Чаплă парнесем вылянтаратпăр. Тӗп парне — паровой швабра. 


Акцие хутшăнас тесен «Сувара» 2024 çулăн 1-мӗш çур çулне (6 уйăхран кая мар) çырăннин квитанцине (е унăн копине) редакцие хăвăра меллӗ майпа — почта урлă çырупа (420066, г. Казань, Декабристов, 2, а/я 64 адреспа), suvar@mail. ru электронлă адреспа е редакцин +79179076881 телефон номерӗ çине Ватсап урлă ярса памалла. Хăвăрăн тулли ятăра (хушамат, ят, аçăр ячӗ), адресăра тата телефон номерне çырса яма ан манăр. Квитанцисене 2024 çулхи январӗн 15-мӗшӗччен йышăнатпăр.


Хаçат индексӗ Тутарстанра — П2340, Раççейӗн ытти регионӗсенче — П7093. Çывхарса килекен Çӗнӗ çул ячӗпе саламласа сире çитес çул та «Суварпа» пӗрле пулма чӗнетпӗр. 


Чăваш пулар, пӗрле утар!

 

Реклама АО «ТАТМЕДИА»

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев