Паянхи вӗрентекен ялан шыравра
Çӗнӗ Шешкел вăтам шкулӗ Лениногорск районӗнче чăваш чӗлхине вӗрентекен пӗртен-пӗр шкул пулсан та республикăра час-часах илтӗнет. Тăван чӗлхепе литература предмечӗпе иртекен республика олимпиадине хутшăнмасăр нихăш çул та юлмаççӗ кунти ачасем. Республикăри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» форумӗнче те, ытти мероприятире те курма пулать вӗсене. Çак ӗçе вӗсене физика тата чăваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ М.Г.Кузьмина явăçтарать.
Марина Григорьевна аслă категориллӗ педагог. Тăван шкулта 39 çул ӗçлет. Вӗсенчен 28 çулне директорăн воспитани енӗпе çумӗнче, 2021 çултанпа шкул директорӗнче. Шупашкарти И.Я.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн физикăпа математика, вырăс тата чăваш филологийӗсен факультечӗсенче вӗреннӗскер, диплом илсенех тăван яла таврăннă. Çав вăхăтранпах шкулта ачасене физика, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет, наука тӗпчевӗ валли те вăхăт тупать. Ачасемпе вырăнти топонимсене, ятсене, йăла-йӗркесене тӗпчесе наука, психологи, культура енчен танлаштарать.
«Паянхи психологсем усă куракан мелсем çӗннисем мар, пирӗн несӗлсем тахçанах усă курнă. Этнопедагогикăра ламран лама куçса пынă вӗсем», – тет Марина Григорьевна кун пирки сăмах пуçарсан. «Тӗпчев ӗçӗсем ашшӗ-амăшӗпе, аслашшӗ-асламăшӗпе кăна мар, кӳршӗсемпе, ватăсемпе лайăхрах хутшăнса ӗçлеме хăнăхтарнипех пирӗн ачасем конференцисенче çын умӗнче именмесӗр калаçаççӗ», – тӗпчев ӗçӗсен тепӗр чи кирлӗ енне палăртать педагог.
Тӗрӗс наукăпа гуманитари наукин мелӗсене шайлаштарса усă курни уроксене интереслӗрех тунипе пӗрлех ачасене тăван чӗлхе пулăмӗсене лайăхрах ăнланма пулăшать. Сăмах май, тăван чӗлхе урокӗсенче усă куракан çак методикăна Марина Григорьевна тăван чӗлхе учителӗсен республика конкурсӗнче пӗрре мар кăтартрӗ, калас пулать ăнăçлă. 2014 çулта финала тухса тутар, мари, удмурт, чăваш чӗлхипе литературисен учителӗсен хушшинче «Уроксенче хальхи технологисемпе усă курни», 2019 çулта «Наци йăли-йӗркине сыхласа хăварни» номинацисенче çӗнтерчӗ. Жюри тивӗçлипе хакларӗ чăваш учителӗн методикине ун чух.
М.Г.Кузьмина çитӗнӳсемпе лăпланса лараканни мар, вăл вӗçӗмсӗр шыравра. Тепӗр тесен, педагог профессийӗнче урăхла юрамасть те. Çак тӗллевпех тӗрлӗ конференцие хутшăнать Çӗнӗ Шешкел шкулӗн вӗрентекенӗ. Хамăр республикăри кăна мар, Чăваш Енри ӗçтешӗсен опычӗ те интереслӗ уншăн. 2023 çулта тăван чӗлхе учителӗсен Шупашкарта иртнӗ «Пӗрлӗхре вăй» регионсем хушшинчи форумне хутшăнчӗ. 2024 çулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнче Пӗтӗм чăваш диктанчӗ çырма та ӳркенмерӗ.
Тепӗр чун киленӗвӗ те пур ку педагогăн, вăл – сцена искусстви. Унпа та усă курать вăл хăй ӗçӗнче.
«Ачасенче питӗ пысăк потенциал. Театра хам питӗ юратнăран ачасемпе спектакльсем лартатпăр. Вӗсем костюмсене те, кирлӗ япаласене те часах шыраса тупаççӗ, хăйсемех. Юлашки вăхăтра Г.Волковăн произведенийӗсемпе усă курма тăрăшатпăр. Ачасене те, ашшӗ-амăшӗсене те шухăша яраççӗ пурнăçран илнӗ сюжечӗсемпе тӗп сăнарӗсем», – тăсăлать малалла калаçу.
Çак хăнăхăва ачасем шкул, ял сцени çинче кăна мар, республикăра та кăтартма тăрăшаççӗ. Кăçал Элметре иртнӗ театрсен фестивальне «Ăслă ача» постановкăпа хутшăннă вӗсем. Ачасемшӗн лайăх опыт пулнă вăл.
Çӗнӗ Шешкел вӗрентекенӗ хальхи вăхăтра тепӗр пысăк мероприятие хатӗрленет. Октябрь уйăхӗнче республикăри нумай нациллӗ вырсарни тата этнокомпонентлă шкул ачисен слечӗ Хусан çывăхӗнчи «Крутушка» санаторире иртмелле, унта шкул икӗ ачапа хутшăнма заявка панă.
«Чун тем тума та ыйтать, анчах вăхăт çитмест», – хаш сывлать шкул директорӗ паянхи педагогăн ӗçӗ калама çук нумаййи çине пусăм туса. Апла пулсан та шкула вӗренме килекен кашни ачана тӗрлӗ енчен аталантарса çирӗп пӗлӳ никӗсне хываççӗ вӗсем. Кун валли мӗн чухлӗ тăрăшулăх, вăй-хал кайнине педагог пӗр хăй кăна пӗлет. Çавăнпа Марина Григорьевнăпа Çӗнӗ Шешкелӗнчи педагогсен коллективне кăна мар, республикăри мӗнпур педагога Вӗрентекен кунӗпе саламласа чăн малтан тав тăватпăр, малалла ӗçлеме çирӗп сывлăх, чăтăмлăхпа ăнăçу сунатпăр.
Ирина КУЗЬМИНА.
К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев