Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паллă поэта Митта Ваçлейне тăван тăрăхӗнче асăнчӗç

Митта Ваçлей фончӗн ертӳçи, журналист, СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Çемен Элкер премийӗн лауреачӗ Илья Иванов хастарлăхӗпе тата пуçарулăхӗпе çулсеренех ентеш-поэтăмăра хисеп те чыс туса творчество ушкăнӗпе вăл çуралса ӳснӗ тăрăха килеççӗ, тӗлпулусем йӗркелеççӗ. Кăçалхи ӗçлӗ çулçӳреве поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул тата Митта Ваçлей премине йӗркелесе янăранпа 40 çул çитнине халалланă.

Юхмапа Пăла тăрăхӗ хисеплӗ те мухтавлă ывăл-хӗрпе пуян. Вăл шутра литература каçалăкӗнче тарăн йӗр хăварнă, ячӗпе сумӗ халăх хушшинче паянхи кун та чыслă упранакан поэт-писатель те сахал мар. Вӗсенчен пӗри — чăваш поэзийӗн классикӗ, тăван халăхăн мухтавлă ывăлӗ, Аслă Арапуçпе Патăрьел муниципалитет округӗн мăнаçлăхӗ Митта Ваçлейӗ.


Митта Ваçлей фончӗн ертӳçи, журналист, СССР Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Çемен Элкер премийӗн лауреачӗ Илья Иванов хастарлăхӗпе тата пуçарулăхӗпе çулсеренех ентеш-поэтăмăра хисеп те чыс туса творчество ушкăнӗпе вăл çуралса ӳснӗ тăрăха килеççӗ, тӗлпулусем йӗркелеççӗ. Кăçалхи ӗçлӗ çулçӳреве поэтăмăр çуралнăранпа 115 çул тата Митта Ваçлей премине йӗркелесе янăранпа 40 çул çитнине халалланă. Яланхи пекех творчество ушкăнӗнче литература каçалăкӗнче, ӳнер ӗçӗнче, искусствăра хăйсен вырăнне тупнă, çав вăхăтрах пирӗн Митта Ваçлейӗн пултарулăхӗпе кăсăкланакан хастарсем: ЧР Писательсен, Журналистсен союзӗсен пайташӗ, ЧР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Митта Ваçлей премийӗн лауреачӗ Лидия Ковалюк, И. Яковлев, Митта Ваçлей премийӗсен лауреачӗ, скульптор, 2021 çулта чăвашсен «Ă» саспаллине халалласа Ульяновскра лартнă палăкăн авторӗ Виктор Егоров, ТР культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Митта Ваçлей, А. Талвир, С. Сулейманова премийӗсен лауреачӗ Евгений Турхан, ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, ЧР Художниксен союзӗн пайташӗ Виктор Артемьев, Чăваш халăх ӳнерçи Николай Енилин, Çурçӗр-хӗвелтухăç федераллă университечӗн доценчӗ, этнограф, тюрколог, Махмуд Кашгари ячӗллӗ преми лауреачӗ, Якутире пурăнакан Тагы Нуралджый тата ыттисем те. 


Хăнасем чăн малтанах администрацин ларусем ирттермелли Пысăк залӗнче Патăрьел муниципалитет округӗн пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗпе Анисия Воробьевăпа тӗл пулчӗç. Анисия Алексеевна чăваш поэзийӗн классикне, пирӗн ентешӗмӗре çулсеренех вăл çуралнă пӗчӗк çӗршывне килсе хисеп тунăшăн, унăн пултарулăхӗпе кăсăкланнăшăн, поэтăмăра халалласа çуралнă çӗнӗ сăвăсемпе ӳкерчӗксемшӗн, чăвашлăха аталантарас тӗлӗшпе пысăк ӗçсем туса пынăшăн чун-чӗререн тав турӗ.


Ырă йăла-йӗркене малалла тăсса творчество ушкăнӗ «Авангард» хаçат редакцийӗн çурчӗ çине Митта Ваçлейне асра тытса вырнаçтарнă асăну хăми умне чӗрӗ чечексем хучӗ, унăн пархатарлă ӗçӗсемшӗн пуç тайрӗ.


Патăрьелӗнчи «Çăкăр» историпе этнографи музейӗнче те Митта Ваçлейӗн пурнăçӗпе, унăн пултарулăхӗпе çыхăннă ӗçсем сахал мар упранаççӗ. Унăн директорӗ Валентина Маллина вӗсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Шкул ачисем çеç мар, аякран килнӗ хăнасем те Митта Ваçлейӗн творчествипе кăсăкланнине каларӗ. Патăрьелӗнчи тӗп библиотека системин директорӗ Алевтина Овчинникова тӗслӗхлӗ библиотекăри ку чухнехи çӗнӗ улшăнусем, вулавăшăн çитӗнӗвӗсем пирки каласа пачӗ. 


Патăрьелӗнчи ачасен пултарулăх шкулӗнче делегаци Чăваш Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗн, паллă ӳнерçӗн, искусство шкулӗн преподавателӗн Мидхать Шакировăн сăнӳкерчӗкӗсен куравӗпе кăмăлтан паллашрӗ. Творчество ушкăнӗнчи сăрă ăстисен ӗçӗсене те курма май пулчӗ. 
Митта Ваçлей сăпкара сиксе ӳснӗ Аслă Арапуç ялӗ хăнасене яланах тарават. Хальхинче те чăваш йăли-йӗркине пăхăнса хăнасене капăр çи-пуçпа, çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç. Малтан поэтăмăр канлӗх тупнă масар çине кайса чӗрӗ чечексем хучӗç, унăн пархатарлă та ырă ӗçӗсене, чӗререн шăранса тухакан сăввисене аса илчӗç, мӗнпур ырă ӗçшӗн тав туса пуç тайрӗç...


Поэтăн ятне панă Первомайскинчи шкулта мероприяти малалла тăсăлчӗ. Чăваш чӗлхипе литература илемлӗхне чуна хывма пулăшакан Елена Сорокина вӗрентекен кашни çулах Митта Ваçлейне халалланă уявсене кăмăлтан хатӗрленни сисӗнет. Хальхинче те чăваш тумне тăхăннă хӗрачасемпе арçын ачасем поэтăмăрăн сăввисене мăнаçлăн та ытарлăн, чун хӗлӗхне хускатмалла вуларӗç. 


— Аслăарапуçсем Митта Ваçлейӗ хывнă сукмаках такăрлатни сисӗнет. Шкулта маттур та пултаруллă ачасен çитӗнӗвӗсемпе савăнмалăх пур. Сирте — пысăк шанăç, пӗрле чухне хамăр халăхăн культурине, йăли-йӗркине, çав вăхăтрах чăваш чӗлхине те малалла аталантарма пулать, — терӗ Патăрьел муниципалитет округӗн пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗ Анисия Воробьева мероприятие пӗтӗмлетнӗ май.


Альбина ЕГОРОВА.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев