Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăр хытнă-хытман пулăçсем хăйсен ӗçне пикенеççӗ

Пулă тытмалли хӗллехи вырăнсенче талăкӗпе ӗçлекен ултă пост тăратнă. Çакăн çинчен Раççей МЧС-ӗн Тутарстанри Тӗп управленийӗн ертӳçин çумӗ Юрий Венедиктов пӗлтернӗ.

Хальхи вăхăтра республикăри юханшвсемпе кӳлӗсенче пăр хытма тытăнни çинчен пӗлтернӗ Венедиктов. Вăл тутарстансене çак вăхăтра питӗ асăрхануллă тата тимлӗ пулма ыйтнă. Хӗлле пулă тытма кăмăллакансен пăр 10 сантиметр хулăнăш хытасса кӗтмелле.

«Паянхи куна пăр хытса ӗлкӗреймен-ха. Кама тата Атăл юханшывӗсенче шыв тăрать, хальлӗхе кӳлӗ-пӗвесенчи пăр хулăнăшӗ ытларах чухне хăрусăрлăх требованийӗсене тивӗçтермест», - тесе палăртнă специалист.

Паянхи куна пулăçăсем пулă тытма кăмăллакан вырăнсенче – вӗсем Хусанта, Лайăшра, Ташкирмен ялӗнче, Мелькень ялӗнче, Алексеевское поселокӗнче тата Çырчаллинче – ултă хăрушсăрлăх посчӗ вырнаçтарнă. Хăтаруçăсен тепӗр тăватă сăнав постне Ешӗлварта, Чистайра, Анат Кама районӗнче тата Заовражный Каратай ялӗнче вырнаçтарма палăртаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев