Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăрлă çумăра пула Тутарстанра электричествосăр 37 ял юлнă

Пурнăç мӗнле вӗрентсессӗн те чӗре асамлăха шанать. 2010 çулта çакнашкал çутçанталăк синкерӗ ытларах Кама леш енчи районсене сиен кӳнӗрен унта «Сеть компанийӗ» пысăк ӗç туса ирттернӗ. Атăлпа Сӗве тăрăхӗнчи районсем тимлӗхсӗр юлнă пулмалла.

Çӗрккӗ çăвакан çумăр электричество провочӗсем çине шăнса ларса вӗсене нумай çӗрте татнă. Çакна пула паян Теччӗ, Пăва, Çӗпрел районӗсенче вырăнӗ-вырăнӗпе электроэнерги сӳнсе ларнă. 37 ялта пурӗ 1653 кил-çурт хуçалăхӗ – ку вăл тăватă пине яхăн çын тата пилӗк шкул – çутăсăр ларнă.

Пăрлă çумăр татнă проводсене «Сеть компанийӗн» авари бригадисем юсанă, вӗсене МЧС сотрудникӗсем пулăшнă. Каçхи пилӗк сехет тӗлне Пăва тата Çӗпрел районӗсенчи тăхăр ялта çутă çукки çинчен пӗлтерет МЧС пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев