Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пасарлă Матакри музейре вырнаçнă космонавтика залӗ Тутарстанӗпе те пӗрре кăна

Элкел районӗнчи Пасарлă Матакра тӗлӗнмелле музей пур. Мӗншӗн тӗлӗнмелле тетӗр-и? Акă мӗнпе: унта космос залӗ пур. Çак музее 2008 çулхи майăн 23-мӗшӗнче алă пусса çирӗплетнӗ 2-мӗш номерлӗ протоколпа килӗшӳллӗн Раççейри Космонавтика музейӗсен ассоциацийӗн пайташӗ пулма йышăннă. Кунти музейре вырнаçнă космонавтика залӗ Тутарстанӗпе те пӗрре кăна.

Музейӗн историйӗ Пасарлă Матакăн тӗп урамӗнче вырнаçнă çуртран пуçланать. Ку çурта Деляханов купса валли XIX ӗмӗр вӗçӗнче — XX ӗмӗр пуçламăшӗнче тунă пулнă. Каярах ăна С. М. Лисенков купса туяннă. Çак хӗрлӗ кирпӗчрен купаланă, çӳллӗ цоколь çинче ларакан икӗ хутлă çурт архитектура палăкӗ шутланать, ăна эклектика стилӗпе тунă. 


С. М. Лисенков чăваш пулнă. 1918 çулччен вăл çемйипе иккӗмӗш хутра пурăннă. Тӗпрен илсен вăл суту-илӳпе аппаланнă. Пасарлă Матак, ӗмӗр-ӗмӗр пурçăн çул çинче ларнăскер, 1930-мӗш çулсемчченех суту-илӳпе палăрса тăнă. Кунти пасар купсасемпе ал ăстисем пӗтӗм тавраран пуçтарăннă. Совет влаçӗ йӗркеленсен Лисенковăн çуртне туртса илнӗ, хăйне вара çемйипе репрессиленӗ. Çуртăн ăш-чикне улăштарнă. Кунта «Актайский» совхозăн кантурӗ те пулнă. 1996 çулта пушар пулнă хыççăн ку çуртра налог служби те, регистраци палати те ӗçленӗ. 

 

Музее пуçараканӗ тата йӗркелекенӗ


Элкел районӗнчи Аппаково ялӗнче пурăнакан Юсуф Загидуллович Зарипов ялти шкулта кӗçӗн классене вӗрентнӗ. Нумай пӗлме юратаканскер, тăван тавралăх историйӗпе кăсăкланма пуçланă. Ку тăрăхри ялсем еплерех пуçланса кайнине нумай тӗпчесе пӗлнӗ вăл. Çав шутра I Петӗр патша вăхăтӗнчех тунă 400 километр таран тăсăлакан валăн историне те тӗпчесе уçăмлатнă хайхискер. 


Юсуф Загидуллович район хаçатне историлле материалсем çырса тăнă. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсен варринче пӗрре ăна районти «Коммунизм юлы» хаçат редакцине ӗçлеме чӗнсе илнӗ. Хаçатра ӗçлени ăна район историйӗпе çыхăннă тата ытларах материал пухма пулăшнă. 


Юсуф Зариповăн район шайӗнчи музей йӗркелес шухăш çуралнă. Музей уçма налог служби вырнаçнă çурт юрăхлă пек туйăннă ăна. Патшалăх кантурӗ икӗ хутлă пысăк çуртăн 12 тăваткал метрне кăна йышăннă, ытти пӳлӗмсем пушă тăнă. Çапла майпа уçăлнă та 2002 çулхи декабрь уйăхӗнче Элкел районӗнче С. М. Лисенков ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗ. 


Унăн ертӳçи пулма, паллах, Юсуф Загидулловича хăйне çирӗплетеççӗ. 2018 çулчченех ертсе пынă вăл музее. Çак тапхăрта музей фончӗ 22843 экспонатпа пуянланнă. Вӗсен хушшинче районта пурăнакан çынсем кӳрсе панă наци тумӗ те, тӗрленӗ алшăлли-сӗтел çиттисем те, мамонт шăлӗсем те, носорог мăйраки те, çăм арламалли кӗнчеле те, авалхи укçа та, Атăлçи Пăлхар вăхăтӗнчи ӗç хатӗрӗсем те, сăнӳкерчӗксемпе хаçатсем те, кӗнекесем те — темӗн те пур. 

 

Космонавтика залне уçма С. М. Лисенковăн кӗçӗн мăнукӗ хавхалантарнă


С. М. Лисенковăн кӗçӗн мăнукӗ Анатолий Яковлевич Михеев Мускавра пурăнать. Вăл «Аэроджет» Америкăн аэрокосмос компанийӗн Раççейри представительствин директорӗ пулса ӗçленӗ. Эппин унăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ космос отраслӗпе тачă çыхăннă. 


А. Я. Михеевăн тусӗсен йышӗнче совет тата Раççей космонавчӗсем те нумай, вăл вӗсемпе паян кун та туслă çыхăну тытать. Вӗсен хушшинче Александр Баландина, Муса Манарова, Салижан Шарипова, Владимир Джанибекова, Николай Бударина асăнмалла. Çак тӗлӗнмелле çын пуçарнипе ку музейре эксклюзивлă зал уçăлма пултарнă та ӗнтӗ. Кунта Совет Союзӗн Геройӗсен, летчик-космонавтсен А. Н. Баландинăн, Н. М. Бударинăн, М. Х. Манаровăн харпăр япалисем упранаççӗ. Александр Баландин Элкелри музее хăйӗн ложемечӗпе космонавтăн гидрокостюмне парнеленӗ. 


Анатолий Яковлевич Михеев космонавтикăпа тачă çыхăннă çемьере çитӗннӗ. Унăн ашшӗ, Яков Михеев, Çӗрӗн пӗрремӗш искусствăлла спутникӗн антеннин конструкторӗ, Сергей Королевпа, ытти паллă çынсемпе пӗрле ӗçленӗ. Çавăн пекех вăл тепӗр пултаруллă çынпа, физикăпа математика наукисен докторӗпе Урал Нуриевич Закировпа пӗрле ӗçленӗ. Вӗсен çемйи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Пасарлă Матакра пурăннă. Элкел районӗнчи Салман ялӗнче çуралса ӳснӗ, нумай çул хушши Г. С. Жуков ячӗллӗ Сывлăшпа космос оборонин академийӗнпуçлăхӗн çумӗ пулса ӗçленӗ Михаил Иванович Кольцовпа пӗрле ӗçлеме те тӳр килнӗ унăн. 


Космонавтикăна халалланă экспозицире космонавтсен апачӗн тӗслӗхӗсемпе те паллашма май пур. Çав шутра ятарлă мелпе чӗркенӗ сӗт, тăпăрч, повидло, аш-какай паштечӗ тата ытти апат-çимӗç пур. 


Музейре ӗçлекенсем, Ю. З. Зарипов ертсе пынипе, Санкт-Петербургри «Арсенал» заводран «Буран» космос карапӗн рулевой приводне кайса илсе килнӗ. Самарăран вара ракета двигателӗн çунакан камерине, космос карапне куçма пулăшакан хушма двигателӗн макетне кӳнӗ. Экспозицире космоса тата космонавтсене халалланă сăнӳкерчӗксемпе кӗнекесем те нумай. 


2022 çултан музее Алиня Маратовна Халиуллина ертсе пырать. 

 

Патриотизм теми — тӗпре


Музей патриотла воспитани çине пысăк тимлӗх уйăрать. Кунта I Тӗнче вăрçи вăхăтӗнчен пуçласа паянхи кунчченхи экспонатсем упранаççӗ: Граждан, Иккӗмӗш тӗнче, Афган, Чечня вăрçисем вăхăтӗнчи, Украинăри ятарлă çар операцийӗпе çыхăннă япаласем нумай кунта. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи тыл, ял хуçалăх ӗçченӗсене пысăк тимлӗх уйăрни те куçкӗрет. 


Раççей, республика шайӗнчи ертӳçӗсемпе çыхăннă экспонатсем те самаях — вӗсене документсемпе тата сăнӳкерчӗксемпе çирӗплетнӗ. 


Музейре шкул ачисем валли те час-часах тӗлпулусем йӗркелеççӗ. Музей ӗçченӗсем ачасене ку тăрăхри паллă çынсен паттăрлăхӗ пирки тӗплӗн каласа параççӗ. Тӗслӗхрен, февраль уйăхӗнче Совет çарӗсене Афганистанран кăларнине халалласа çулсеренех мероприяти ирттереççӗ, унта Афган вăрçин ветеранӗсене чӗнеççӗ. Хам та пӗрре мар пулса курнă эпӗ унта. 


Сăмах май, Чăваш халăх поэчӗн П. П. Хусанкайăн Сиктӗрме ялӗнчи музейӗ те çак С. М. Лисенков ячӗллӗ историпе таврапӗлӳ музейӗн филиалӗ шутланать. Икӗ залран тăракан музейре паянхи куна 662 экспонат. Поэтăн пурнăçӗпе пултарулăхне, Сиктӗрме ялӗн историне 5 витринăпа 9 планшет çинче туллин кăтартса пама тăрăшнă. Музей ертӳçи Олег Витальевич Мурзин питӗ типтерлӗ упрать ентешӗпе çыхăннă япаласене. 


Расих ЗАЛЯЛОВ,


Афган вăрçин ветеранӗ.


Хусан. 


Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: День космонавтики