Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПАСТЕРНАК ВУЛАВӖСЕМ

Сентябрӗн 15–17-мӗшӗсенче Менделеевск хулинче ЮНЕСКО витӗмӗпе «Пастернак вулавӗсем» I халăхсен хушшинчи музыка тата литературăпа театр фестивалӗ иртрӗ. Менделеевск çак мероприятие ирттерессипе Президентăн культурăсен пуçарăвӗн фончӗн грантне 6,5 миллион тенкӗ çӗнсе илнӗ.

Историрен

Бондюга поселокӗ çинчен 1868 çулччен тӗнчере мар, Раççейре те пит пӗлмен. Елабугăри пӗрремӗш гильди купси Петр Капитонович Ушков çакăнта хими завочӗ уçни  лару-тăрăва тӗпрен улăштарнă. Пӗрремӗш продукцие завод кӳкӗрт йӳçекӗ (серная кислота) шăпах 1868 çулта кăларнă, акă мӗнле пуçланса кайнă Бондюжски хими завочӗ. Нумай та вăхăт иртмен поселока Бондюга мар, Бондюжски теме тытăннă.

Завод кунран кун вăй илсех пынă, пурте пӗлекен хими элеменчӗсен таблицине йӗркелекен Д.Менделеев та заводăн лабораторийӗсенче сăнавсем ирттернӗ. Ют çӗршывсенче те пулса курнăскер, Раççейрех çавăн пек пуян çитлӗхлӗ завод пулни питӗ савăнтарнă ăсчаха. 

Раççейри тепӗр паллă çыннăн, Нобель лауреачӗн, тӗлӗнмелле ăста куçаруçăн, сăвăçăн Борис Пастернакăн шăпи те Ушков завочӗпе çыхăннă. 1914 çулта пуçланнă I Тӗнче вăрçине мобилизаци тытăнать. Бондюжски завод оборона предприятийӗ пулнă май унта ӗçлекенсене çара илмен. Борис Ильич Збарский ăсчах Пастернака Ушковăн хими заводне ӗçе вырнаçни çара каяссинчен хăтарса хăварать тесе ӗнентернӗ. Çапла   1916 çулхи октябрь уйăхӗнче Борис Леонидович хими завочӗн кантурӗнче ӗçлеме пуçлать. Б.Збарский шантарни тӳрре тухнă, Пастернака çара илмен. Çур çултан Мускава таврăннă. 

Нумай пурăнман ку тăрăхра, анчах çак вăхăтра поэт хăйӗн литературăри çулне яланлăхах суйласа илнӗ теççӗ Борис Леонидовичăн биографӗсем.  Нобель премине тивӗçнӗ «Доктор Живаго» романра Бондюжски завод çинчен çырнине тупма пулать текенсем те пур. Çак тăрăха киличчен Пастернак Пермь таврашӗнче пулнă, паллах, пермьсем хăйсен вырăнӗсен паллисене тупаççӗ паллă произведенире. Камăн сăмахӗ тӗрӗс – татса калама çук. «Уезд в тылу» тата «Безлюбье» повеçсене вара чăнах та кунта пулса иртнӗ ӗçсем кӗни паллă.

 

Астăвăм

Анчах Бондюжски завод та (1968 çултанпа Л.Я.Карпов ячӗллӗ хими завочӗ), Менделеевск хули те Пастернака астăваççӗ. Çулсерен поэта, куçаруçăна халалласа наукăпа практика конференцийӗсем ирттернӗ. Анчах ку мероприятипе интересленекенсем, унта хутшăнакансем сахаллăн пулнă, «массăллă» пулса тăрайман вăл. 

Çав вăхăтрах монохулана аталанма пулăшакан, общественноçа интереслентерекен мероприяти пулмалли те куçкӗрет. Юлашки çыравпа 2021 çулта Менделеевскра 22875 çын пурăнни паллă. Анчах вӗсенчен те чылайăшӗ Елабугăна ӗçе çӳрет, хуларан машинăпа 20 минутран çитме пулать, ятарлă экономика зони «Алабуга» та инçе мар. 

Икӗ çул каялла Менделеевск муниципаллă йӗркеленӗве Радмир Ильдарович Беляев ертсе пыма пуçланă. Вăл хулана, райо­на унта çуралса ӳснисемшӗн, пурăнакансемшӗн çеç мар, туристсемшӗн те илӗртӳллӗ тума ăнтăлать. Паян çакăн çинчен калани камшăн-тăр шӳт пек те туйă­нӗ – канмалли кун та урамӗсем пушă, унта-кунта кинемисем «карчăк ăшшипе» киленеççӗ, пӗр тӗлте ачасен площадкинче çамрăк ăру шуйхашни илтӗнет. Çавăнпа пултаруллă, амбициллӗ çамрăк ертӳçе ăнланма пулать. Ку пысăк ӗçе пӗччен пурнăçлама çуккине те ăнкарать вăл. Ахальтен мар Елабуга патшалăх историпе архитектура тата ӳнер музей-заповедникӗн генеральнăй директорӗпе Гульзада Ракиповна Руденкопа çыхăнса канашланă. Çапла çуралнă Борис Пастернака халалланă мероприятие «Пастернак вулавӗсем» фестиваль пек ирттересси. Ку шухăша ТР Раисӗ Рустам Минниханов та ырласа йышăннă, «Аммоний» АО хулана тăтăш пулăшаканскер, хальхинче те пысăк тӳпе кӗртнӗ, вăл фестивалӗн генеральнăй спонсорӗ. 

 

I Халăхсен 

хушшинчи литературăпа театр фестивалӗ

Виçӗ кун икӗ площадкăра ирт­рӗ вăл. Купол формиллӗ «Атмосфера» арт-объекта ятарласа фестиваль умӗн тунă. Культура çуртӗнчен инçе мар, анчах вӗсене комплекс тееймӗн, кашни хăй евӗрлӗхӗпе аван. Фестиваль хыççăн та «Атмосфера» хулари мероприятисене ирттерме меллӗ вырăн пулса тăрӗ. «Пастернак вулавӗсен» тӗп сцени те çакăнта пулчӗ. 

Фестиваль статистикинчен 5 пин çын хутшăннине пӗлетпӗр пӗрремӗш фестивале. Радмир Беляевăн салам сăмахӗнчен, хула «Пастернак вулавӗсене» çуллен ирттерессе шанса калаçрӗ. Апла шанчăк тӳрре тухасси пирки иккӗленместпӗр. 

Фестивалӗн пӗрремӗш кунӗ хулапа, унти паллă вырăнсемпе паллашнипе иртрӗ. Иккӗмӗш кунӗ писателӗн творчестви, пурнăçӗ çинчен музыка тата театр критикӗ, культурăпа искусство ыйтăвӗсен тишкерӳçи Йосси Тавор (Израиль) лекци вуланипе пуçланчӗ. 

Çакăн хыççăнах «Пӗчӗк хула­сен культура пӗрпеклӗхӗ» (идентичность) хӗрӳ дискусси пулчӗ. Тӗрӗссипе, пухăннисем мо­нохуласем, пысăк хуласем аталанăвӗнче мӗнле ӗçсем туса ирттерни, малашнехи плансем çинчен калаçрӗç.

ТР Раисӗн пулăшуçи Олеся Балтусовăна итлеме кăсăк пулчӗ. Вăл Хусан «Кивелнӗ çуртсем» (Ветхое жилье) программăпа ӗçленине, хулан сăнне пăсакан çуртсемпе пӗрлех культура палăкӗсене те ишнине хурланса каласа пачӗ. Хусанта вăя кӗнӗ «Том Сойэр фестпа» тӗплӗн паллаштарчӗ. Çак юхăм (юхăмах темелле ӗнтӗ ăна, унта хутшăнакансен шучӗ пит пысăк пулмасан та ӳссех пырать) хулари архитектура палăкӗсене волонтерсен тăрăшăвӗпе çӗнӗ пурнăç парассипе ӗçлет. Олеся Александровна хăй те çемйипе канмалли кунсенче çакăн пек çуртсене юсанă çӗре хутшăнать. 

Гульзада Руденко Елабуга музей-заповедникăн ӗçченӗсем ирттерекен мероприятисем çин­чен хитре, илӗртӳллӗ каласа пачӗ. Ачасем валли конкурссем  ирттереççӗ, аслисене çемьепе канма тата тӗрлӗ-тӗрлӗ уяв йӗркелеççӗ кунта. Паллă пианист Борис Березовский уçă тӳпе айӗнче ирттерекен фортепиано музыкин фестивалӗ çулран çул  ытларах та ытларах куракансене пуçтарать. Спас ярмăрккин чапӗ Елабугăран тухса таçта инçете сарăлнă, çакна пула Чулхула ярмăрккин те вăхăтне куçарма тивнӗ. 

«Пастернак вулавӗсене» совет тата Раççей киновӗн паллă артисчӗсем – РФ халăх артисчӗ Эммануил Виторган тата РФ тава тивӗçлӗ артистки Ольга Кабо хутшăннă.  Вӗсем тӗп хуласенчен инçетре пурăнакансем музыкăна, поэзие хапăлласа йышăнни, çакă артистсене хавхалантарни çинчен каласа пачӗç. Сăвă йӗркисене аса илчӗç. РФ искусствăсен тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, юптаруçă, поэт  Владислав Маленко сăвă çырасси çинчен калаçу пуçарчӗ. ТР культура министрӗн пӗрремӗш çумӗ Юлия Адгамова фестивале килнисене саламларӗ, çак мероприяти питӗ вăхăтлă, кирлӗ пулнине палăртрӗ. Çаплах тата Борис Пастернак Чис­тайра эвакуацире пурăннине те аса илтерчӗ. Унта та Пастернакпа çыхăннă мероприятисем хатӗрлесси пирки каларӗ. 

Менделеевск районӗн пуçлă­хӗпе Радмир Беляевпа «Аммоний» АО генеральнăй директорӗ Дмитрий Макаров «Пастернак вулавӗсем» фестиваль тӗлне ирттернӗ конкурсра çӗнтернисене дипломсем тата асăнмалăх парнесем пачӗç.

Çак вăхăтрах Сергей Гассар ячӗллӗ Культура çурчӗ умӗнчи сцена çинче студентсен баттлӗ иртрӗ. Çамрăксем сăвăсем вуларӗç: кам ăстарах, кам хӗрӳллӗрех, кам ӗненмеллерех... Те­мӗнччен пычӗ çак «тавлашу».

«Атмосфера» вара пӗр самант та пушă тăмарӗ. Дискусси хыççăнах кино тата театр артисчӗ Антон Кукушкин сăвă вуларӗ. «Сувар» телеграм-канала çырăннă вулакансем артист мӗнле ăста вуланине курнă ӗнтӗ. Уйрăмах В.Маяковский çырнисене тӗлӗнмелле хавхаланса вуланине итлеме кăмăллă пулчӗ. 

Борис Пастернак куçаруçă пулнине те фестивале йӗркелекенсем асрах тытнă. Театр училищинче вӗренекенсем вăл куçарнă произведенисене сцена çине кăларнине пăхса хаклама кăсăк пулчӗ. 

Фестивале хутшăнакансене каçхине пысăк концерт кӗтрӗ. Рустем Абязов ертсе пыракан «La Primavera» Хусан камерлă оркестрпа Ольга Кабо, Эммануил Виторган концерт программи хатӗрленӗ. Куракансем ăна хапăлласа йышăннă. 

Фестивалӗн виççӗмӗш кунӗ те кăсăк иртнӗ. Кунта поэтсем хăйсен сăввисене вуланă, Борис Пас­тернак пурнăçӗ çинчен калакан кинотӗрленчӗксем кăтартнă.

«Цветаева тата Пастернак: пӗр тӗлпулăвăн историйӗ» поэзипе музыка спектаклӗ куракансене питӗ килӗшрӗ. Паллă кино тата театр артисчӗ, Б.Щукин ячӗллӗ театр училищин ректорӗ, РФ халăх артисчӗ  Евгений Князев икӗ легендарлă поэтăн çырăвӗсене, Б.Пастернакăн сăввисене, чуна пымалла вуларӗ, «La Primavera»  çакна асамлă хӗлӗхсен вăйӗпе тата та çивӗчлетрӗ. 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев