Паттăра икӗ пурнăç панă: пӗри – пурăнма, тепри – вилсен те халăх асӗнче сыввăн курăнма
Тутар наци архивӗнче хама интереслентерекен хыпарсем шыраттăм, çавăн чухне 1950 çулсенче пичетленнӗ хаçатсене пăхса ларнă май пӗлекен сăнсем, ятсем тӗл пулчӗç. Акă «Совет Татарстаны» хаçатăн 1958 çулхи январӗн 29-мӗшӗнчи номерӗ. А.Мотковăн тӗрленчӗкӗ, кăранташпа ӳкернӗ ӳкерчӗк те пур. Палланă сăн – Н.Д. Зарубин. Чăваш вăл, летчик-штурман. Хам тутар чӗлхипе маçтăрах мар та, ытти кăларăмсене тишкерме тытăнтăм. «Комсомолец Татарии» хаçатра та А.Мотковăн статйи пур: «Жизнь и подвиги комсомольца Зарубина» ятлă. Чăвашсен çав çулсенче тухса тăнă «Хӗрлӗ ялавӗнче» пур-ши терӗм те –пур иккен, асăннă авторăнах çав çулхинех февраль уйăхӗн 20-мӗшӗнче «Чăваш халăхӗн паттăр ывăлӗ» ятлă тӗрленчӗкӗ пичетленнӗ. Эппин, кам-ха вăл Зарубин?
«тăван ял – тăван кӗтесӗм» конкурс
ЧĂВАШ ХАЛĂХӖН ПАТТĂР ЫВĂЛӖ
Никита Дмитриевич Зарубин Чăваш Республикинче Вăрмар районӗнче Чупай ялӗнче 1913 çулхине хресчен çемйинче çуралнă. Ачалăхӗ, çамрăклăхӗ, çитӗнсе пыраслăхӗ самана пăтранăвӗпе, улшăнăвӗпе тӗл килнӗ. Тăван ялӗнчи шкул музейӗнче упранакан ӗç хучӗсемпе паллашнăччӗ. Пуçламăш тата сакăр çуллăх пӗлӳ илни çинчен панă ӗнентерӳсенче лайăх паллăсем çеç. Автобиографийӗнче вăл çапла палăртать: «Шкула кайичченех тăван чăваш чӗлхипе («Тăван чăваш чӗлхипе» тени ытти хутсенче те час-час тӗл пулать. Асăрхăр! – Авт.), ăсра пин таран шутлама, ăсра хутлама, вырăсла тата тутарла ăсра шутлама вӗрентӗм… Вӗренес кăмăлăм пысăкчӗ, анчах аттепе анне мана килтех хăварчӗç, ӗçлемелли нумай терӗç. Эпӗ 1925 çулхи август уйăхӗнче вӗсенчен вăрттăн Кавал ялне кайса 8 çул вӗренмелли шкула кӗтӗм…»
Унти шкултан вӗренсе тухсан, ашшӗ-амăш сăмахӗнчен (ара, ялта ӗç алли кирлӗ-çке!) иртсе Канашри педагогика училищинче кăштах пӗлӳ пухнă, анчах хваттершӗн тӳлеме укçа çуккине пула вӗренӗве татса Сӗнтӗрвăрринчи çӗр йӗркелӳçисен техникумне кайса кӗнӗ. Кунта стипенди те тӳленӗ, пурăнма общежитире вырăн та панă. Яш ача вӗренме юратнă, пур предметпа та «4», «5» паллăсем çеç илнӗ вăл, математикăпа уйрăмах пултарнăран юлса пыракан юлташӗсене пулăшнă, хаçат-журналпа туслă тăнă, тăван чӗлхепе сăвăсем, тӗрленчӗксем çырнă. Пӗр вăхăт вăл «Канаш» хаçатăн штатра тăман корреспондентӗнче тăрать. Çӗр йӗркелӳçи пулса нумай ӗçлемен Никита Зарубин, чукун çул илӗртнипе (çуралса ӳснӗ тăван ялӗ Хусан – Мускав чукун çулпа юнашарах вырнаçнă) Юдино станцийӗнче кӗçӗн кондуктор ӗçне вырнаçать. Аслă пӗлӳ илес тени те канăç паман чăваш каччине. Вăл каçсерен Хусанти аслă шкула кӗме хатӗрлекен курса çӳреме пуçлать. Çакăн пирки «Кун кӗнекинче» çапла çырса хуни пур: «…çӗр йӗркелевçи ӗçӗ питӗ канăçсăрччӗ, яланах çул çинче вӗт. Манăн вара малалла вӗренес килетчӗ. Эпӗ института кӗме хатӗрленме шутларăм. Паллах, чукун çул çывăхӗнче пурăннăран-ши, унти ӗç мана питӗ килӗшетчӗ. Юдино станцине депона вырнаçрăм, каçхине института вӗренме кӗме хатӗрлекен курса çӳрерӗм. Кайран мана Хусана кондукторсен бригадинче хут-шут ӗçӗсене пурнăçлама уйăрса лартрӗç… Ытти ӗçсене те явăçтаратчӗç. Аслă тата тӗп кондукторсен курсӗнче математика вӗрентеттӗм. Юлташла суд секретарӗнче ӗçлеттӗм. Ӗçӗме кура премипе хавхалантаратчӗç. Пӗринче 3 метр матери, çăм шăлавар, 100 тенкӗ укçа, Хусан театрне çӳреме тӳлевсӗр билет пачӗç. Хусан чукун çул çинче ӗçлекенсенчен мана Пӗтӗм тутар юрисчӗсен съездне делегата суйларӗç. Тăван яла та манман. Канмалли кунсенче киле çӳреттӗм… Хусан хули мана питӗ килӗшетчӗ. Кунта чăваш çамрăкӗсем нумайăнччӗ. Хамăр ялтан депона, станцие ӗçлеме килекен чылайăнччӗ. Çара илмен пулсан аслă шкула вӗренме кӗреттӗмех».
Юдинăри депо пултаруллă çамрăка Мускава электромонтерсен шкулне ярать. Никита Зарубинăн çав вăхăтри тӗрлӗ çӗрте панă ӗнентерӳ хучӗсемпе, ытти чăнлавсемпе паллашрăм. Пӗринче, 1932 çул ял Канашӗ панă хутра çапла çырнă: «... вăл чăнах та чăваш наци çынни пулнине ӗнентеретпӗр...». Мӗншӗн нацилӗхе тӗплӗн кăтартмалла пулнă-ши, тетӗп. Тупсăмӗ çакăнта иккен: ун чухнехи власть СССРти сахал йышлă (нацмен тенӗ вӗсене – Авт.) халăх ачисене вăтам е ятарлă вăтам тата аслă пӗлӳ илме пулăшас тесе çăмăллăхсем е хальхилле каласан квота панă. Каярахпа ку политика улшăннă: сăмахран, вăтам шкулта вӗреннӗшӗн укçа тӳлемелле тунă. Электромонтерсен шкулӗнче те вăл хастарлăхӗпе палăрать – вӗренӳре те, общество ӗçӗнче те. Çав çулхинех декабрӗн 15-мӗшӗнче панă ӗнентерӳ хутӗнче унăн пӗтӗмпех «5» паллăсем çеç. Лайăх вӗреннӗшӗн, юлташӗсене вӗренӳре пулăшнăшăн 1-мӗш преми, Хисеп хучӗ, хаклă кӗнекесем илнӗ. Тăван тăрăха таврăнсан вăл Канаш станцийӗнче электромонтерта тăрăшать.
«…1935 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче мана салтака илес ыйтупа комиссие чӗнчӗç. «Юрăхлă» тесен, тем пекех хӗпӗртерӗм. Мана Хӗрлӗ çара çыхăну чаçне илеççӗ иккен. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Канашри çар пунктне килмелли çинчен повестка илтӗм. Унччен хамăн ӗçпех тăрăшрăм-ха. Каçсерен урама вăййа тухнă, ытти ялсенчи тăвансем патӗнче хăнара çӳренӗ, тантăшсемпе, хӗрупраçсемпе тӗл пулнă. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Канашран тăвансем ăсатса ячӗç…»
Н.Зарубин Украинăра Одесса хулинче хӗсметре тăрать. Çыхăну ротине лекнӗскере кӗçӗн командирсене вӗрентекен курса яраççӗ. Çамрăк курсант тăрăшулăхӗ кунта та палăрать, вӗренӳре лайăх ӗлкӗрсе пынăшăн аслисенчен тав сăмахӗ илтнине темиçе те çырса хунă. 1936 çулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче панă ӗнентерӳ хутӗнче Н.Д. Зарубин курсант вӗренӗве «4» паллăсемпе вӗçленине пӗлтернӗ, кӗçӗн командир – взвод командирӗн çумӗ – ятне панă. Тепӗр икӗ уйăхран çамрăк салтака летчиксем хатӗрлекен шкула суйласа илеççӗ.
«… Эпӗ хама вӗçевре питӗ лайăх туятăп. Сывлăх аван. Вӗренес те вӗренес килет. Пур предметпа питӗ лайăх паллăсем кăна илетӗп», – тесе çырнă вăл.
1937 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗнче Вӗçев шкулне вӗренсе пӗтерни çинчен çирӗплетсе кӗçӗн лейтенант ятне параççӗ. Çапла пуçланать Никита Зарубинăн летчик кун-çулӗ. Ахăртнех, малтанхи пек пушă вăхăт сахалрах та сахалрах пулнă-тăр. Кун кӗнекинче çырса хунисем кӗскен кăна, темиçе сăмахпа палăртнисем: «... 1939 çулхи сентябрӗн 8-29-мӗшсенче Хӗвеланăç Украинăпа Беларуссие ирӗке кăларассипе правительство хушăвне пурнăçларăмăр…». «Ноябрӗн 30-мӗшӗнче Финляндипе вăрçă пуçланнăран, кашни кунах вӗçетпӗр, командовани хушăвне чыслăн пурнăçлатпăр. Декабрӗн 1-мӗшӗнче питӗ йывăр ӗç хушрӗç. Эпӗ, Аркатов, Шорников вӗçрӗмӗр. Зениткăсем питӗ вăйлăн персе тăнине пăхмасăр малаллах талпăнтăмăр. Хельсинки çывăхӗнчи чукун çул узелне бомбăсем пăрахса аркатрăмăр. Шел, хамăр та çухату тӳсрӗмӗр – зениткăллă пулеметăн çурăлакан пульли лекнипе Шорников стрелок-радист пурнăçран уйрăлчӗ. Пирӗн самолета 4 тӗлтен шăтарнăччӗ».
Хушнă ӗçсене тӗслӗхлӗ пурнăçланăшăн 1940 çул январӗн 19-мӗшӗнче СССР Верховнăй Канашӗ паттăр летчик-штурмана Хӗрлӗ Ялав орденӗ парса чыс тунă. Çав вăхăтра ку орден чи хаклă çар орденӗ шутланнă, наградăсен ретӗнче Ленин орденӗ аслăрах пулсан та (унпа халăх хуçалăхӗнче тăрăшакансене те наградăланă – Авт.) Хӗрлӗ Ялава çар çыннисем мала хунă. Çакă та интереслӗ: Н.Зарубин ялти тăванӗсене хăйне пысăк чыс туни пирки хыпарласан район хаçатӗнче ӗçлекен юлташӗ ун пирки сăвă пичетлесе кăларать, чăваш летчикӗн паттăрлăхне мухтать. Район влаçӗ çакна тӳрех ӗненмест-ха, яла килсе «çак хыпар тӗрӗс-и?» – тесе ыйтса çӳрет (сăвă авторӗ А. Семенов ку вăхăт тӗлне çар хӗсметӗнче тăнă. – Авт.). Республика хаçачӗсенче Н.Зарубин летчик-штурман паттăрлăхӗ пирки çырнă хыççăн çеç çак иккӗленӳ иксӗлет. Акă, «Красная Чувашия» хаçатăн 1941 çулхи февралӗн 23-мӗшӗнчи номерӗнче орденсем илме тивӗçнӗ 6 паттăр чăваш сăнӗсене пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри – Никита Дмитриевич Зарубин.
Малалла Никита Зарубин лейтенант Эстонире Тарту хулинче вырнаçнă çăмăл бомбардировщиксен 35-мӗш полкӗнче хӗсметре тăрать. Ăна çаплах-ха малалла вӗренес килни канăçсăрлантарать. Анчах ăçта каймалла? Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçнӗ летчик-штурмана Тарту хулинчи предприятисене, учрежденисене чӗнеççӗ. Вӗсенче ӗçлекенсем умӗнче тухса калаçмалла, вăл вăхăтри лару-тăрупа паллаштармалла, власть политикине ăнлантармалла. Çынсемпе хутшăнма кăмăл пулнăран, Н.Зарубин çарта политикăпа воспитани ӗçне йӗркелес енӗпе каймалла мар-ши тесе те шухăшлать. Çапах та хăй техникăна лайăхрах ăнкарнине, çав енӗпе пирвайхи пӗлӳ илнине шута хурса 1941 çулхи мартăн 3-мӗшӗнче С.М.Буденнный ячӗллӗ электротехника çыхăнăвӗн академинче вӗренес тӗллевпе рапорт çырать: «Эпӗ, Зарубин Никита Дмитриевич, Прибалтика çар округӗн çăмăл бомбардировщиксен 35 полкӗнчи звено штурманӗ, пӗлӗве малалла тăсас тетӗп», – пӗлтерет вăл. Шел, çак ӗмӗт пурнăçланаймасть. Июнӗн 22-мӗшӗнче нимӗç фашисчӗсем пирӗн Тăван çӗршыв çине вăрă-хурахла тапăнса кӗреççӗ. Çапла путланать вӗренес ӗмӗт. Зарубин лейтенант – летчик-штурман – Ленинград хулине тăшмансенчен паттăррăн хӳтӗлет. Вӗсен тивӗçӗ – тăшман вырнаçнă лаптăксене, станцисене, складсене, тӗрлӗ техникăна, танксемпе пушкăсене, салтакӗсене бомба пăрахса пӗтересси. Час-часах фашистсен позицийӗсене фото ӳкерсе илес тӗллевпе те вӗçеве çӗкленме тивет. Паллах, хушăва ăнăçлă пурнăçласси пӗтӗмпех тенӗ пек штурманран килнӗ. Никита Зарубин чăннипех те хăйӗн тивӗçӗсене çӳллӗ шайра пурнăçласа пырать. Пӗррехинче тăшман çине бомбăсем пăрахса киле таврăнма тухсан, вӗсене хура хӗреслӗ истребительсем тапăнаççӗ. Юлташӗсем инкеке лекнине кура вӗсен самолечӗ фашистпа пирӗн аманнă ТБ-3 бомбардиовщик хушшине вырнаçать, пулеметран пенӗ пульăсем Зарубинсен машинине йăлтах шăтарса пӗтереççӗ пулин те летчиксем ăна хамăрăн аэродрома çитереççех. Çапăçура самолет экипажӗ те аманать. Кун пирки Н.Зарубин тăванӗсене пӗлтермест, çырăвӗсенче кăшт чирлерӗм, хама аванах мар туятăп та çавăнпа халӗ вӗçместӗп-ха, тет. Çывăх вăхăтра яла курма килесси пирки пӗлтерет. Ашшӗпе амăшне пӗрмаях хăйне вӗçевсемшӗн тата çапăçури çитӗнӳсемшӗн паракан укçине ярса тăрать.
Награда хутӗнчен: «С работой штурмана справляется отлично. В бою храбрый, энергичный и расчетливый. Бомбометание производит только по тем целям, которые дает командование с выбором более важных объектов, точно выполняя приказ командира.
За период Отечественной войны сделал 33 боевых вылетов. Не было ни одного случая возврата с боевого задания или потери ориентировки, или не отыскания цели.
За отличное выполнение заданий командования, получил три благодарности от Командующего фронтом. По наблюдению и заявлению ведомых экипажей, всегда бомбит точно по цели.
30.3.42 года, при бомбометании ж.д. станции Чудово, уничтожил склад с горючим. Взрывы и большое пламя, вспыхнувшее на месте, где были сложены штабеля бочки с горючим, видели все экипажи девятки. Это полет производился без сопровождения истребителей с нашей стороны. Подходя к цели, были атакованы истребителями противника, тов. Зарубин не уклоняясь от боевого курса, точно вывел самолеты на цель и отлично отбомбился, после чего в течении 15 минут, вел ожесточенный воздушный бой с истребителями противника, отражая все атаки и помогая ведомым своим огнем.
Всего тов. Зарубин, помимо точного бомбометания, участвовал в 13 воздушных боях и 6 раз водил свои самолеты к заданной цели без сопровождения истребителей, ни разу не уклоняясь от маршрута и не сворачивая от цели при сопротивлении немецких истребителей.
Заключение Военного Совета фронта: достоин награждения орденом Ленина.
3 ноября 1942 г.»
Суранӗсенчен сывалса çитнӗ чăваш летчикӗ хăйне Ленин орденӗпе наградăланине пӗлсен чунтанах хӗпӗртенӗ пулӗ: пӗрремӗшӗнчен, вăл çак чи сумлă орден ячӗллӗ хулана хӳтӗлет-çке! Иккӗмӗшӗнчен, тăван халăхӗшӗн, ашшӗ-амăшӗшӗн еплерех пысăк савăнăç тата мăнаçлăх! Виççӗмӗшӗнчен, тен, киле курма ярӗç!..
Юлашки вӗçевре арканнă ТБ-3 самолет вӗçеве юрăхсăр-мӗн. Юсани усси çуккине кура экипажа çӗнӗ самолет илме Хусана ăсатаççӗ. Мӗнлерех савăнăç! Тен, киле çитсе курма пулӗ?! 1942 çул ноябрь пуçламăшӗнче Н.Зарубин – хăйӗн çамрăклăхӗпе çыхăннă хулара. Вӗсен кунта Пе-2 самолет-бомбардировщика вӗçеве хатӗрлесе çитерсе фронта илсе каймалла. Паллах, тăван ялӗнче те пулать вăл. Ноябрӗн 8-мӗшӗнче килет те 9-мӗшӗнче каять. Мӗн тăвăн – вăрçă вăхăчӗ!
– Çак куна нихçан та манас çук, – тенӗччӗ паттăр летчикăн йăмăкӗ Анна Дмитриевна тӗл пулура. – Ноябрӗн 9-мӗшӗнче ăна эпир, атте, анне тата кӳршӗсем Патти разъездӗнче Хусан пуйăсӗ çине лартса ятăмăр. Юлташӗсем çук – вӗсем вăрçăра. Вăл сывпулашиччен мана картта çинче Ленинград облаçне кăтартрӗ те: «Эпир çакăнта çапăçатпăр, вилес пулсан çакăнтах пуç хурăп», – терӗ. Урăх эпӗ Никита пиччене кураймарăм. Хăй каланă пекех, вăл Ленинград облаçӗнче пуç хунă.
1942 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Н.Зарубин Хусантан çӗнӗ самолетпа фронта кайма тухнă май тăван Чупай ялӗ çийӗн вӗçсе иртнӗ. Малтанах пӗлтерсе хунăран, шкулта вӗрентекенсемпе вӗренекенсем (йăмăкӗ кунта математика вӗрентнӗ) картише тухнă, вӗçсе иртекен самолета алă сулса саламланă. Никита Дмитриевич хут тӗркемӗ пăрахса хăварнă, шел, ачасем ăна юр ăшӗнче шыраса тупайман, тепӗр çул çеç, çуркунне тупаççӗ, унта çыру пулнă иккен. (Хусан хулинче вăрçă çулӗсенче хӗвеланăç енчен куçарса килнӗ 22-мӗш çар заводӗнче Пе-2 бомбардировщик-штурмовик самолет туса кăларнă. Н. Зарубин экипажӗ шăп та лăп çавăн пек самолетпа юлашки вӗçевре пулнă. Шурлăхра тупнă хыççăн заводри номерне те палăртма май килнӗ – Пе-2 18-58. – Авт.)
«Ачасем, эпир усал тăшмана пӗтерме каятпăр. Вӗсене хамăр çӗр çинчен часах хăваласа кăларатпăр. Эсир, ачасем, вӗренӗр, питӗ лайăх вӗренӗр, çакă пире тăшмана часрах çӗнтерме хавхалантарӗ, вăй парӗ…», – тесе çырнă Ленин, Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тивӗçнӗ Чупай паттăрӗ Никита Зарубин. Унăн сăмахӗсем паянхи шкул ачишӗн те пехил сăмахӗсем.
Хусанта кăларнă самолетпа Зарубин экипажӗ нумаях вӗçеймен. 1943 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче тăшман вырнаçнă лаптăка разведкăна кайсан вӗсене 6 фашист истребителӗ тапăннă, паллах, бомбардировщика пӗтерме йывăрах пулман. Пирӗн самолет çӗр çинелле персе аннă. Икӗ летчикӗ, командирӗпе борт-стрелокӗ парашютпа сикнӗ-ха, анчах вӗсене нимӗç истребителӗ пулеметран персе вӗлернӗ. Паттăр летчиксене вырăнти çынсем шыраса тупса пытарнă. Виççӗмӗшӗ – штурманӗ – самолечӗпе пӗрлех шурлăха анса кайнă. Çапла хыпарсăр çухалнисен шутне лекет Пе-2 самолет экипажӗ – тăван аэродрома таврăнайман, самолетне те, ӳчӗсене те тупайман.
Награда хутӗнчен: «... С первых дней участник Великой Отечественной войны. За этот период произвел 89 боевых вылетов, не имея ни одного случая потери ориентировки, отлично водил группу самолетов на бомбометание войск противника. Бомбардировал цели только прицельно и с нескольких заходов. Мастер воздушной стрельбы и фоторазведки. Каждый разведывательный полет тов. Зарубина давал ценный материал для командования о противнике. Все свои бомбометания подтверждал всегда фотографированием. Участвовал в 23-х воздушных боях и 6 раз водил свои самолеты на выполнение заданий без сопровождения истребителей...
Вывод: За проявленную доблесть, мужество, отвагу и упорство в бою достоин высшей Правительственной награды присвоения звания «Герой Советского Союза» (посмертно). Çук çав, паман чăваш паттăрне çак хисеплӗ ята. Сăлтавӗ – хыпарсăр çухалнисен шутӗнче тăни.
1957 çулхине Ленинград облаçӗнчи Жихарево станцийӗ çывăхӗнче «Назия» предприяти шурлăхран торф кăларнă. Çавăн чухне 6 метр тарăнăшӗнче Пе-2 самолета чавса кăлараççӗ. Кабинăра – летчик кӗлетки. Торф ăшӗнче, сывлăш кӗменрен, унăн ӳчӗ лайăхах упраннă иккен. Çумӗнчи докуменчӗсем те чиперех. Вӗсем тăрăх çак летчик Никита Дмитриевич Зарубин аслă лейтенант, 35-мӗш авиаполкăн эскадрилья штурманӗ пулнине пӗлеççӗ. Çапла тупăнать «хыпарсăр çухалнă» летчик. Çак синкерлӗ хыпар Чупая çитет, паттăра тирпейлесе пытарма, амăшӗ чирленӗрен, йăмăкӗ Анна Дмитриевна тата унăн мăшăрӗ, çар çынни Василий Иванович Иванов каяççӗ.
Шел пулин те, Н.Д. Зарубинăн ӳтне тупнă хыççăн та, ăна Совет Союзӗн Геройӗ ят парас ыйтăва чи çӳле (паллах, КПСС Тӗп Комитетне – Авт.) çитересси пирки вырăнтисем çине тăман. Анна Дмитриевна кун пирки питӗ пăшăрханса калаçнăччӗ. (Тутарстанра ку енӗпе пуçаруллăрах пулчӗç: вăрçă хыççăн чылай вăхăтран вӗсем 4 çынна Совет Союзӗн Геройӗ ята пама пултарчӗç, çав шутра М. Девятаева, Муса Джалиле. – Авт.)
Никита Зарубин çинчен чылай çырнă – кӗнекесенче те, хаçат-журналсенче те. Сăвăсем хайланă, юрăсем кӗвӗленӗ. Интернет уçлăхӗнче ун пирки интереслӗ материалсем вырнаçтарнă. Çӗннисенчен «Тăван çӗршыв» обществăлла шырав ушкăнӗн пӗтӗмлетӗвне палăртмалла. Тӗпчев-шырав ӗçне Н.Зарубин хӗсметре тăнă 35-мӗш çар чаçӗн ветеранӗсем, халь Ленинград облаçӗнче тӗпленсе пурăнакансем хутшăннăран, тăрăшни харама кайман. Шыравçăсем 1943 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче юлашки вӗçеве çӗкленнӗ Пе-2 бомбардировщик экипажӗ пирки тӗплӗн çырса кăтартнă. Самолета нимӗç истребителӗсем персе антарнине, экипажри командирпа бортстрелок парашютпа сиксен, вӗсене тăшман летчикӗсем персе вӗлернине, кайран вырăнти халăх тирпейлесе пытарнине тӗпчесе пӗлнӗ. Шыравçăсем тăрăшнипе тӗрлӗ ялсенчи масарта выртакан совет летчикӗсене 2000 çул пӗр вырăна, Александровка ялне куçарнă, сăпайлă палăк лартнă. Паттăрсем текех «хыпарсăр çухалнисен» йышӗнче мар!
Унăн докуменчӗсене, япалисене, çырăвӗсене пӗр çӗре пухса упрассине амăшӗ Васса Никифоровна, йăмăкӗ Анна Дмитриевна тата унăн мăшăрӗ Василий Иванов тимленӗ. Чылай япалана вӗсем музейсене панă, çавăнпа Шупашкарти, Вăрмарти, Чупайри истори управлăхӗсенче Н.Зарубин пирки питӗ интереслӗ экспозицисем йӗркелеме пултарнă. Анна Дмитриевна Хусанта пурăнатчӗ, çуллахи вăхăтра яла килетчӗ. Мана Анна Дмитриевнапа, хăй сывă чухне, темиçе те тӗл пулса калаçма тӳр килнӗччӗ. Вăл пиччӗшӗн çырăвӗсемпе, ытти хучӗсемпе паллаштарчӗ. Никита Зарубин питӗ тирпейлӗ çын пулнă иккен. Вăл хăйӗнпе çыхăннă пур хута та упранă, хăшӗсене пӗр тӗркеме çӗленӗ, теприсене папкăна хунă, сăнӳкерчӗксене альбомсене вырнаçтарнă. (Шел, тепӗр чухне пире çавăн пек тирпейлӗх çитеймест, çавăнпа харкам архивне йӗркелейместпӗр). Акă, Никита Дмитриевичăн автобиографийӗсем. Темиçе те: вӗренме кӗмелле-и, ӗçе вырнаçмалла-и, çара хӗсмете илеççӗ-и – кашнинчех çак хута ыйтнă ӗнтӗ. Пурте икӗ-виçӗ страницăллă, илемлӗ почеркпа йӗрленӗскерсем. Пӗрне çеç темиçе теçетке страницăллă хулăн тетраде çырнă, ахăртнех, васкаварлă хайланă, чӗрнӗ, вараланă. Вулама йывăртарах вырăнсем те пур. Ку автобиографие, тӗрӗссипе, пурнăç кӗнеки (дневник) темелле тӗр. Питӗ интереслӗ самантсем пур. Тӗслӗхрен, 1920-мӗш çулсенчи ял пурнăçӗ пирки каланисем.
Мана çак тӗрленчӗке çырма йывăр та, çăмăл та пулчӗ. Çăмăл – чылай материала хам шыраса тупнă, çын урлă мар тата паттăрăн хучӗсем те тирпейлӗ упраннă. Йывăр – теми ытла та синкерлӗ, пур сăмаха та чӗре витӗр ăслайса кăлармалла!
‹Çырса пӗтертӗм те Валентин Урташăн «Паттăра» ятлă сăвви асăма килчӗ:
Сан ялу – Йăмраллă Йăлкăш,
Сан çăву – Сиваш.
Ялав пек эс ӗмӗр ялкăш,
Иванов чăваш.
Эс вилсессӗн те вилмерӗн, –
Паттăр çын вилмест.
Эс çӗрте выртса çӗрмерӗн,
Кам ăна пӗлмест.
Юратнă поэтăмăр сăввине Прохор Иванова, граждан вăрçинче пуç хунă чăваша, халалланă. Хӗрлӗ армееца 1935 çул тăварлă Сиваш шывӗнче тупнă. Унăн кӗлетки чиперех упраннă, докуменчӗсене вулама пултарнă. Ăна халалласа ӳнерçӗсем картинăсем çырнă, кинофильм ӳкернӗ, Петӗр Хусанкай «çӗрте те çӗрместпӗр» поэма хайланă, Крым çурутравӗнчи Армянск хулинче пӗр урам П.Иванов ячӗпе хисепленет, тăван ялӗнче Чăвашри Вăрнар районӗнчи Йăлкăш ялӗнче ăна хисеплесе палăк уçнă.
Çапла, Урташ каланă пекех, паттăра икӗ пурнăç панă: пӗри – пурăнма, тепри – вилсен те халăх асӗнче сыввăн курăнма. Поэт калани Никита Зарубина та тӳпемиех пырса тивет!
«…1935 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче мана салтака илес ыйтупа комиссие чӗнчӗç. «Юрăхлă» тесен, тем пекех хӗпӗртерӗм. Мана Хӗрлӗ çара çыхăну чаçне илеççӗ иккен. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Канашри çар пунктне килмелли çинчен повестка илтӗм. Унччен хамăн ӗçпех тăрăшрăм-ха. Каçсерен урама вăййа тухнă, ытти ялсенчи тăвансем патӗнче хăнара çӳренӗ, тантăшсемпе, хӗрупраçсемпе тӗл пулнă. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Канашран тăвансем ăсатса ячӗç…»
Н.Зарубин Украинăра Одесса хулинче хӗсметре тăрать. Çыхăну ротине лекнӗскере кӗçӗн командирсене вӗрентекен курса яраççӗ. Çамрăк курсант тăрăшулăхӗ кунта та палăрать, вӗренӳре лайăх ӗлкӗрсе пынăшăн аслисенчен тав сăмахӗ илтнине темиçе те çырса хунă. 1936 çулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче панă ӗнентерӳ хутӗнче Н.Д. Зарубин курсант вӗренӗве «4» паллăсемпе вӗçленине пӗлтернӗ, кӗçӗн командир – взвод командирӗн çумӗ – ятне панă. Тепӗр икӗ уйăхран çамрăк салтака летчиксем хатӗрлекен шкула суйласа илеççӗ.
«… Эпӗ хама вӗçевре питӗ лайăх туятăп. Сывлăх аван. Вӗренес те вӗренес килет. Пур предметпа питӗ лайăх паллăсем кăна илетӗп», – тесе çырнă вăл.
1937 çулхи ноябрӗн 10-мӗшӗнче Вӗçев шкулне вӗренсе пӗтерни çинчен çирӗплетсе кӗçӗн лейтенант ятне параççӗ. Çапла пуçланать Никита Зарубинăн летчик кун-çулӗ. Ахăртнех, малтанхи пек пушă вăхăт сахалрах та сахалрах пулнă-тăр. Кун кӗнекинче çырса хунисем кӗскен кăна, темиçе сăмахпа палăртнисем: «... 1939 çулхи сентябрӗн 8-29-мӗшсенче Хӗвеланăç Украинăпа Беларуссие ирӗке кăларассипе правительство хушăвне пурнăçларăмăр…». «Ноябрӗн 30-мӗшӗнче Финляндипе вăрçă пуçланнăран, кашни кунах вӗçетпӗр, командовани хушăвне чыслăн пурнăçлатпăр. Декабрӗн 1-мӗшӗнче питӗ йывăр ӗç хушрӗç. Эпӗ, Аркатов, Шорников вӗçрӗмӗр. Зениткăсем питӗ вăйлăн персе тăнине пăхмасăр малаллах талпăнтăмăр. Хельсинки çывăхӗнчи чукун çул узелне бомбăсем пăрахса аркатрăмăр. Шел, хамăр та çухату тӳсрӗмӗр – зениткăллă пулеметăн çурăлакан пульли лекнипе Шорников стрелок-радист пурнăçран уйрăлчӗ. Пирӗн самолета 4 тӗлтен шăтарнăччӗ».
Хушнă ӗçсене тӗслӗхлӗ пурнăçланăшăн 1940 çулхи январӗн 19-мӗшӗнче СССР Верховнăй Канашӗ паттăр летчик-штурмана Хӗрлӗ Ялав орденӗ парса чыс тунă. Çав вăхăтра ку орден чи хаклă çар орденӗ шутланнă, наградăсен ретӗнче Ленин орденӗ аслăрах пулсан та (унпа халăх хуçалăхӗнче тăрăшакансене те наградăланă – Авт.) Хӗрлӗ Ялава çар çыннисем мала хунă. Çакă та интереслӗ: Н.Зарубин ялти тăванӗсене хăйне пысăк чыс туни пирки хыпарласан район хаçатӗнче ӗçлекен юлташӗ ун пирки сăвă пичетлесе кăларать, чăваш летчикӗн паттăрлăхне мухтать. Район влаçӗ çакна тӳрех ӗненмест-ха, яла килсе «çак хыпар тӗрӗс-и?» – тесе ыйтса çӳрет (сăвă авторӗ А. Семенов ку вăхăт тӗлне çар хӗсметӗнче тăнă. – Авт.). Республика хаçачӗсенче Н.Зарубин летчик-штурман паттăрлăхӗ пирки çырнă хыççăн çеç çак иккӗленӳ иксӗлет. Акă, «Красная Чувашия» хаçатăн 1941 çулхи февралӗн 23-мӗшӗнчи номерӗнче орденсем илме тивӗçнӗ 6 паттăр чăваш сăнӗсене пичетленӗ. Вӗсенчен пӗри – Никита Дмитриевич Зарубин.
Малалла Никита Зарубин лейтенант Эстонире Тарту хулинче вырнаçнă çăмăл бомбардировщиксен 35-мӗш полкӗнче хӗсметре тăрать. Ăна çаплах-ха малалла вӗренес килни канăçсăрлантарать. Анчах ăçта каймалла? Хӗрлӗ Ялав орденне тивӗçнӗ летчик-штурмана Тарту хулинчи предприятисене, учрежденисене чӗнеççӗ. Вӗсенче ӗçлекенсен умӗнче тухса калаçмалла, вăл вăхăтри лару-тăрупа паллаштармалла, власть политикине ăнлантармалла. Çынсемпе хутшăнма кăмăл пулнăран, Н.Зарубин çарта политикăпа воспитани ӗçне йӗркелес енӗпе каймалла мар-ши тесе те шухăшлать.
Юлашки вӗçевре арканнă ТБ-3 самолет юрăхсăр-мӗн. Юсани усси çуккине кура экипажа çӗнӗ самолет илме Хусана ăсатаççӗ. Мӗнлерех савăнăç! Тен, киле çитсе курма пулӗ?! 1942 çул ноябрь пуçламăшӗнче Н.Зарубин – хăйӗн çамрăклăхӗпе çыхăннă хулара. Вӗсен кунта Пе-2 самолет-бомбардировщика вӗçеве хатӗрлесе çитерсе фронта илсе каймалла. Паллах, тăван ялӗнче те пулать вăл. Ноябрӗн 8-мӗшӗнче килет те 9-мӗшӗнче каять. Мӗн тăвăн – вăрçă вăхăчӗ!
– Çак куна нихçан та манас çук, – тенӗччӗ паттăр летчикăн йăмăкӗ Анна Дмитриевна тӗлпулура. – Ноябрӗн 9-мӗшӗнче ăна эпир, атте, анне тата кӳршӗсем, Патти разъездӗнче Хусан пуйăсӗ çине лартса ятăмăр. Юлташӗсем çук – вӗсем вăрçăра. Вăл сывпуллашиччен мана картта çинче Ленинград облаçне кăтартрӗ те: «Эпир çакăнта çапăçатпăр, вилес пулсан çакăнтах пуç хурăп», – терӗ. Урăх эпӗ Никита пиччене кураймарăм. Хăй каланă пекех, вăл Ленинград облаçӗнче пуç хунă.
1942 çулхи декабрӗн 12-мӗшӗнче Н.Зарубин Хусантан çӗнӗ самолетпа фронта кайма тухнă май тăван Чупай ялӗ çийӗн вӗçсе иртнӗ. Малтанах пӗлтерсе хунăран, шкулта вӗрентекенсемпе вӗренекенсем (йăмăкӗ кунта математика вӗрентнӗ) картише тухнă, вӗçсе иртекен самолета алă сулса саламланă. Никита Дмитриевич хут тӗркемӗ пăрахса хăварнă, шел, ачасем ăна юр ăшӗнче шыраса тупайман, тепӗр çул çеç, çуркунне тупаççӗ, унта çыру пулнă иккен. (Хусан хулинче вăрçă çулӗсенче хӗвеланăç енчен куçарса килнӗ 22-мӗш çар заводӗнче Пе-2 бомбардировщик-штурмовик самолет туса кăларнă. Н.Зарубин экипажӗ шăп та лăп çавăн пек самолетпа юлашки вӗçевре пулнă. Шурлăхра тупнă хыççăн заводри номерне те палăртма май килнӗ – Пе-2 18-58. – Авт.)
«Ачасем, эпир усал тăшмана пӗтерме каятпăр. Вӗсене хамăр çӗр çинчен часах хăваласа кăларатпăр. Эсир, ачасем, вӗренӗр, питӗ лайăх вӗренӗр, çакă пире тăшмана часрах çӗнтерме хавхалантарӗ, вăй парӗ…», – тесе çырнă Ленин, Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тивӗçнӗ Чупай паттăрӗ Никита Зарубин. Унăн сăмахӗсем паянхи шкул ачишӗн те пехил сăмахӗсем.
Хусанта кăларнă самолетпа Зарубин экипажӗ нумаях вӗçеймен. 1943 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче тăшман вырнаçнă лаптăка разведкăна кайсан вӗсене 6 фашист истребителӗ тапăннă, паллах, бомбардировщика пӗтерме йывăрах пулман. Пирӗн самолет çӗр çинелле персе аннă. Икӗ летчикӗ, командирӗпе борт-стрелокӗ парашютпа сикнӗ-ха, анчах вӗсене нимӗç истребителӗ пулеметран персе вӗлернӗ. Паттăр летчиксене вырăнти çынсем шыраса тупса пытарнă. Виççӗмӗшӗ – штурманӗ – самолечӗпе пӗрлех шурлăха анса кайнă. Çапла хыпарсăр çухалнисен шутне лекет Пе-2 самолет экипажӗ – тăван аэродрома таврăнайман, самолетне те, ӳчӗсене те тупайман.
Награда хутӗнчен: «... С первых дней участник Великой Отечественной войны. За этот период произвел 89 боевых вылетов, не имея ни одного случая потери ориентировки, отлично водил группу самолетов на бомбометание войск противника. Бомбардировал цели только прицельно и с нескольких заходов. Мастер воздушной стрельбы и фоторазведки. Каждый разведывательный полет тов. Зарубина давал ценный материал для командования о противнике. Все свои бомбометания подтверждал всегда фотографированием. Участвовал в 23-х воздушных боях и 6 раз водил свои самолеты на выполнение заданий без сопровождения истребителей...
Вывод: За проявленную доблесть, мужество, отвагу и упорство в бою достоин высшей Правительственной награды присвоения звания «Герой Советского Союза» (посмертно). Çук çав, паман чăваш паттăрне çак хисеплӗ ята. Сăлтавӗ – хыпарсăр çухалнисен шутӗнче тăни.
1957 çулхине Ленинград облаçӗнчи Жихарево станцийӗ çывăхӗнче «Назия» предприяти шурлăхран торф кăларнă. Çавăн чухне 6 метр тарăнăшӗнче Пе-2 самолета чавса кăлараççӗ. Кабинăра – летчик кӗлетки. Торф ăшӗнче, сывлăш кӗменрен, унăн ӳчӗ лайăхах упраннă иккен. Çумӗнчи докуменчӗсем те чиперех. Вӗсем тăрăх çак летчик Никита Дмитриевич Зарубин аслă лейтенант, 35-мӗш авиаполкăн эскадрилья штурманӗ пулнине пӗлеççӗ. Çапла тупăнать «хыпарсăр çухалнă» летчик. Çак синкерлӗ хыпар Чупая çитет, паттăра тирпейлесе пытарма, амăшӗ чирленӗрен, йăмăкӗ Анна Дмитриевна тата унăн мăшăрӗ, çар çынни Василий Иванович Иванов каяççӗ.
Шел пулин те, Н.Д.Зарубинăн ӳтне тупнă хыççăн та, ăна Совет Союзӗн Геройӗ ят парас ыйтăва чи çӳле (паллах, КПСС Тӗп Комитетне – Авт.) çитересси пирки вырăнтисем çине тăман. Анна Дмитриевна кун пирки питӗ пăшăрханса калаçнăччӗ. (Тутарстанра ку енӗпе пуçаруллăрах пулчӗç: вăрçă хыççăн чылай вăхăтран 4 çынна Совет Союзӗн Геройӗ ята пама пултарчӗç, çав шутра М. Девятаева, Муса Джалиле. – Авт.)
Никита Зарубин çинчен чылай çырнă – кӗнекесенче те, хаçат-журналсенче те. Сăвăсем хайланă, юрăсем кӗвӗленӗ. Интернет уçлăхӗнче ун пирки интереслӗ материалсем вырнаçтарнă. Çӗннисенчен «Тăван çӗршыв» обществăлла шырав ушкăнӗн пӗтӗмлетӗвне палăртмалла. Тӗпчев-шырав ӗçне Н.Зарубин хӗсметре тăнă 35-мӗш çар чаçӗн ветеранӗсем, халь Ленинград облаçӗнче тӗпленсе пурăнакансем хутшăннăран, тăрăшни харама кайман. Шыравçăсем 1943 çулхи январӗн 15-мӗшӗнче юлашки вӗçеве çӗкленнӗ Пе-2 бомбардировщик экипажӗ пирки тӗплӗн çырса кăтартнă. Самолета нимӗç истребителӗсем персе антарнине, экипажри командирпа бортстрелок парашютпа сиксен вӗсене тăшман летчикӗсем персе вӗлернине, кайран вырăнти халăх тирпейлесе пытарнине тӗпчесе пӗлнӗ. Шыравçăсем тăрăшнипе тӗрлӗ ялсенчи масарта выртакан совет летчикӗсене 2000 çулта пӗр вырăна, Александровка ялне куçарнă, сăпайлă палăк лартнă. Паттăрсем текех «хыпарсăр çухалнисен» йышӗнче мар!
Унăн докуменчӗсене, япалисене, çырăвӗсене пӗр çӗре пухса упрассине амăшӗ Васса Никифоровна, йăмăкӗ Анна Дмитриевна тата унăн мăшăрӗ Василий Иванов тимленӗ. Чылай япалана вӗсем музейсене панă, çавăнпа Шупашкарти, Вăрмарти, Чупайри истори управлăхӗсенче Н.Зарубин пирки питӗ интереслӗ экспозицисем йӗркелеме пултарнă. Анна Дмитриевна Хусанта пурăнатчӗ, çуллахи вăхăтра яла килетчӗ. Мана Анна Дмитриевнăпа, хăй сывă чухне, темиçе те тӗл пулса калаçма тӳр килнӗччӗ. Вăл пиччӗшӗн çырăвӗсемпе, ытти хучӗсемпе паллаштарчӗ. Никита Зарубин питӗ тирпейлӗ çын пулнă иккен. Вăл хăйӗнпе çыхăннă пур хута та упранă, хăшӗсене пӗр тӗркеме çӗленӗ, теприсене папкăна хунă, сăнӳкерчӗксене альбомсене вырнаçтарнă. (Шел, тепӗр чухне пире çавăн пек тирпейлӗх çитеймест, çавăнпа харкам архивне йӗркелейместпӗр). Акă, Никита Дмитриевичăн автобиографийӗсем темиçе те: вӗренме кӗмелле-и, ӗçе вырнаçмалла-и, çара хӗсмете илеççӗ-и – кашнинчех çак хута ыйтнă ӗнтӗ. Пурте икӗ-виçӗ страницăллă, илемлӗ почеркпа йӗрленӗскерсем. Пӗрне çеç темиçе теçетке страницăллă хулăн тетраде çырнă, ахăртнех, васкаварлă хайланă, чӗрнӗ, вараланă. Вулама йывăртарах вырăнсем те пур. Ку автобиографие, тӗрӗссипе, пурнăç кӗнеки (дневник) темелле -тӗр. Питӗ интереслӗ самантсем пур. Тӗслӗхрен, 1920 çулсенчи ял пурнăçӗ пирки каланисем.
Мана çак тӗрленчӗке çырма йывăр та, çăмăл та пулчӗ. Çăмăл – чылай материала хам шыраса тупнă, çын урлă мар тата паттăрăн хучӗсем те тирпейлӗ упраннă. Йывăр – теми ытла та синкерлӗ, пур сăмаха та чӗре витӗр кăлармалла!
Çырса пӗтертӗм те Валентин Урташăн «Паттăра» ятлă сăвви асăма килчӗ:
Сан ялу – Йăмраллă Йăлкăш,
Сан çăву – Сиваш.
Ялав пек эс ӗмӗр ялкăш,
Иванов чăваш.
Эс вилсессӗн те вилмерӗн, –
Паттăр çын вилмест.
Эс çӗрте выртса çӗрмерӗн,
Кам ăна пӗлмест.
Юратнă поэтăмăр сăввине Прохор Иванова, граждан вăрçинче пуç хунă чăваша, халалланă. Хӗрлӗ армееца 1935 çул тăварлă Сиваш шывӗнче тупнă. Унăн кӗлетки чиперех упраннă, докуменчӗсене вулама пултарнă. Ăна халалласа ӳнерçӗсем картинăсем çырнă, кинофильм ӳкернӗ, Петӗр Хусанкай «çӗрте те çӗрместпӗр» поэма хайланă, Крым çурутравӗнчи Армянск хулинче пӗр урам П.Иванов ячӗпе хисепленет, тăван ялӗнче Чăваш Енри Вăрнар районӗнчи Йăлкăш ялӗнче ăна хисеплесе палăк уçнă.
Çапла, Урташ каланă пекех, паттăра икӗ пурнăç панă: пӗри – пурăнма, тепри – вилсен те халăх асӗнче сыввăн курăнма. Поэт калани Никита Зарубина та тӳрремӗнех пырса тивет!
Василий ЦЫФАРКИН,
РФ журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ.
Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев