Паттăрлăхпа палăрнăшăн Леонид Чичерова черетлӗ награда пама тăратнă
«Кирлӗ вăхăтра кирлӗ çӗрте çуралнă», – теççӗ Леня Чичеров пеккисем çинчен. Кӗркунне пулнине пăхмасăр ăшă та хӗвеллӗ кун çуралнă (2001 çулхи ноябрӗн 17-мӗшӗ) Матак каччи. Леонид Раççей çарӗн пирвайхи БПЛА операторӗсенчен пӗри Çӗпрел районӗнчен. Хамăрăн паттăрпа питӗ мăнаçланатпăр эпир.
Леня Чичеров мӗн пӗчӗкрен лăпкă, анчах йăрă, нумай пӗлесшӗн çунакан ачаччӗ пирӗн. Матак вăтам шкулне пӗрремӗш класа килнӗ кунранах тăрăшса вӗренчӗ. Ырă кăмăллă, яваплă. Вӗрентекенсем эпир ăна тӳрӗ кăмăлӗпе тăрăшулăхӗшӗн юрататтăмăр. Вӗренӳре кăна мар, спортра та çитӗнӗвӗсем курăмлăччӗ, уйрăмах çăмăл атлетикăра. 100 тата 200‑шер метрлă кӗске дистанцисене шкулта чи вăйлă чупаканниччӗ. Район ăмăртăвӗсенче çак дистанцисене чупса ялан пӗрремӗш вырăнсене йышăнатчӗ. Республика спартакиадисемпе первенствисенче район чысне пӗрре мар хӳтӗлерӗ вăл. Хăйне шкултах спорта хăнăхтарнăшăн кашни курмассерен тав тăвать вăл халӗ те. (Çак йӗркесен авторӗ Виталий Петрович Мердеев чăнах та пултаруллă ачасене вăхăтра асăрхаса аталантарма пӗлекен вӗрентекен. Вăхăтне, вăй‑халне шеллемесӗр тăрăшнипе нумай ача шкулта вӗреннӗ чухнех спорт мастерӗ пулчӗ кунта. Совет Союзӗн Геройне С.Уганина асăнса çулсерен шкулта кӗрешӳ турнирне ирттерессине те вăлах йӗркелесе ячӗ. Физкультура вӗрентекенӗнче ӗçленӗ çулсенче Матак шкулӗ çăмăл атлетика, баскетбол, волейбол, футбол, бадминтонпа кӗрешӳ енӗпе ра-
йонта малтисен ретӗнчеччӗ. Спорт çулталăкӗнче (2015 çул) спорт кăтартăвӗпе районти шкулсем хушшинче иккӗмӗш вырăна тухса 30 пин тенкӗ сертификата тивӗçнӗччӗ. – Ред.).
Леня Чичеров биологипе хими предмечӗсене тарăнрах вӗренес шутпа 9 класс хыççăн Кивӗ Çӗпрелӗнчи (район центрӗнчи) нумай профильлӗ шкула вӗренме куçрӗ. Амăшӗ пекех медик, тухтăр пуласшăнччӗ вăл.
2020 çулта шкултан ăнăçлă вӗренсе тухнăскер, Ульяновскри медицина университечӗн сиплев ӗçӗн факультетне пӗр чăрмавсăрах вӗренме кӗчӗ пирӗн Леня Чичеров. Кунта та вӗренӳ çăмăллăн парăнчӗ ăна, факультетăн чи лайăх студенчӗсен шутне кӗчӗ. 3‑мӗш курс хыççăн академи отпускӗ çырса çара кайрӗ. Приморье крайӗнчи танк полкӗн чаçӗнче службăра тăчӗ. Лайăх танкист пулчӗ унран. 
Çартан таврăнсан Леонид университетри вӗренӗве малалла тăсрӗ-ха. Анчах çар пурнăçӗ ахаль иртмерӗ курăнать, пӗртăван тетӗшне Димăна пăхса‑ши – ун пекех РФ Оборона министерствипе контракт çырчӗ. Ятарлă çар операцине Ульяновск хулин Заволжски районӗнчи çар комиссариатӗнчен кайрӗ.
Леонид пирӗн сержант. 2024 çулхи октябрь уйăхӗнчен Донецк Халăх Республикин территорийӗнче разведчик пулса Тăван çӗршывăн интересӗсене хӳтӗлерӗ. Пӗррехинче черетлӗ задание кайсан ураран йывăрах мар амансан та сипленес вырăнне тепӗр виçӗ кунранах строя таврăннă.
Салтакра лайăх танкист пулнипех Леня Чичерова малалла танк наводчик-операторне куçараççӗ. Тепӗр çур çултан часть командованийӗ харпăр ӗçне тӗплӗн тишкернӗ хыççăн ăна дрон операторне вӗренме яма йышăнать. Мӗншӗн тесен БПЛА системисемпе ӗçлеме пӗлӗвӗ çителӗклӗ унăн. Çапла Мус-кав патӗнче БПЛА операторӗсен кӗске курсӗнче вӗренчӗ.
Ятарлă çар операцийӗнче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Леонид Чичеров «Участник СВО», «За доблесть II степени», Суворов медальсене тивӗçме ӗлкӗрчӗ. Хальхи вăхăтра Леня Днепропетровск енче неонацистсемпе кӗрешет. Паттăрлăхпа палăрнăшăн ăна черетлӗ награда, хальхинче «За доблесть I степени» медаль пама тăратнă.
Хамăн вӗренекене, ентеше Леонид Чичерова тата Раççей çарӗн мӗнпур салтакӗпе офицерне Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗпе саламланă май тăшмана çӗнтерме çирӗп сывлăх, чăтăмлăхпа вăй‑хал сунатăп. Леонидпа Дмитрий Чичеровсен амăшӗ Наталья Леонидовна пекех киле ырă‑сывă таврăнасса кӗтетӗп.
Виталий МЕРДЕЕВ.
Çӗпрел районӗ, Матак.
Сăнӳкерчӗк Л.Чичеровăн харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев