Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче çуралса ӳснӗ медицина сестри ятарлă çар операцийӗнче икӗ çул

Елена Лиясова (хӗр чухнехи хушамачӗ Николаева) – 104-мӗш штурмпа десант дивизийӗн медицина отрячӗн гварди ефрейторӗ.

Çапăçу хирӗнче аманнисене медицина пулăшăвӗ парасси юнра унăн, аслашшӗ Иван Константинович Николаев Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче санинструктор пулнă. Елена хальхи вăхăтра отпускра, пирӗн ыйтусене хуравлама килӗшрӗ.

– Елена Константиновна, çем­çешке çын мар эсир, характерпа кама хунă?

– Аттене пуль. Пирӗн атте Кон­­­стан­тин Иванович, Таккаварта выльăх хвершăлӗнче ӗçлерӗ. Вăхăтӗнче милицие каясшăн пулнă – каяйман, çавăнпа ачисене ярасшăнччӗ. Халӗ шутлатăп та ывăлусем кăна мар, хӗрӳ те çар тумне тăхăнса курчӗ тетӗп. Виççӗн пӗртăван эпир, эпӗ – асли. Пурте пакунлисем хальлӗхе. Шăллăмсенчен пӗри Ульяновскра полицире, кӗçӗнни Костя суд приставӗ, аслă лейтенант вăл пирӗн, пӗлтӗр кӗркунне Запорожье облаçне ӗçлеме куçрӗ. Ывăлăм офицер, Мускав облаçӗнчи шалти ӗçсен управленийӗнче ӗçлет. Шăллăмăн ывăлне те офицер званийӗ пачӗç. Ачаран пӗрле ӳснисем: «СВОна кайнинчен тӗлӗнмерӗмӗр, санăн призвани ку», – теççӗ. Эпӗ вӗт пулăшу ыйтакана пултарнă таран ялан пулăшма тăрăшатăп.

– Эсир, медицина сестрисем, ахаль те çара тивӗçлӗ çынсем-ха (военнообязанные), ятарлă çар операцине сире янă е хăвăр кайнă?

– Шкулта 11 класс пӗтернӗ хыççăн Пăвари медучилищӗне вӗренме кӗтӗм. 1997 çулта вӗренсе тухсан Ульяновск хулине кайрăм. Иккӗмӗш сыпăкри аппа Чăваш Киштекӗнчи Галина Емельянова (халӗ Лебедева) больницăра ӗçлетчӗ ун чух. Малтан режимлă объектăн хирурги сестринче ӗçлеме тытăнтăм. Унтан Суворов училищинче, кайран Ульяновск облаçӗн туберкулеза хирӗç клиника диспансерне куçрăм. Ульяновскри 31-мӗш штурмпа десант бригадин чаçӗ çумраччӗ. Çар медицининче ӗçлесе пăхасси тахçанхи ӗмӗт ман. Анне, Ирина Дмитриевна, ялта 40 çул фельдшер пулса ӗçлерӗ. Асатте Иван Константинович Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче санинструктор пулнă пирӗн. Аманса таврăннă хыççăн ялта фельдшерта ӗçленӗ, проф­ком та пулнă.

Медицина сестринче ӗçлеме кăна пуçласан юлташ хӗрӗпе Чечняна каясшăнччӗ. Çар комиссариатӗнче те пултăмăр, хамăр ӗçлекен больницăн уйрăм заведующийӗ: «Эсир çап-çамрăк, ăçта каятăр? Вăрçă унта, вылямалли япала мар», – тесе ирӗк памарӗ. Халӗ вăхăт çитрӗ пуль. СВО пуçлансанах каясшăнччӗ. «Каймалла пуль ман», – терӗм ывăлăма, Никита ун чухне салтакраччӗ-ха (2022 çулта), хирӗç пулчӗ: «Анне, ăçта каян?» – тет.  Вăл вăхăтра упăшкапа пӗрле пурăнмастăмăр ӗнтӗ эпир. Хӗрӗм Лиза пӗчӗкçӗрехчӗ-ха, çавăнпа ывăлăм салтакран киличчен кӗтес терӗм. Вăл 2023 çулта çулла таврăнчӗ. Кӗркуннесенче вара СВОна кайма шухăшланине каларăм. «Юрӗ эппин, шухăшна улăштармастăн, пӗлетӗп», – терӗ ывăлăм. 2024 çулта февраль уйă­хӗнче çар комиссариатне кайрăм, май уйăхӗн 2-мӗшӗнче вара контракта алă пус­рăм. Çав кун тӗлне медицинăри ӗç стажӗ 23 çулччӗ ӗнтӗ. Перевязка, укол тăвасси, транспортировка... лайăх пӗлнӗ ӗç маншăн. 

– Эсир кайсан ачăрсем хăйсем тăчӗç-и вара?

– Тьфу-тьфу, вӗсемпе йывăрлăхсем пулман. Эпӗ вӗт малтан та пӗр ӗçпе кăна ӗçлемен. Мӗн пӗчӗкрен хăйсемех пӗçереççӗ, хама пулăшаççӗ. Йывăрлăхсенчен хăрамаççӗ вӗсем ман. Ӗçрен килнӗ çӗре ывăлăм апат пӗçерсе хуратчӗ. 23-ре ӗнтӗ вăл халь, авланнă, мăнукăм та пур, Мускавра пурăнать. Хӗрӗм Лиза 15-ре. Каяссине пӗлсенех малтан пăшăрханчӗ-ха ӗнтӗ, хулара кăна ӗçлеместӗп вӗт. Хăнăхрӗç, амăшӗ мӗн шухăшланине вӗçне çитерессине пӗлеççӗ вӗсем. Хӗрӗм халь Ульяновскра пӗчченех тăрать, ашшӗ, хулари асламăшӗ пăхаççӗ. Хамăн анне ялта пурăнать, атте вилни нумай пулать ӗнтӗ. Халь телефонсем пур та çыхăнăва тухма май пулсанах шăнкăравлатăп. Çавăнпа хӗрӗмӗн пурнăçӗнче мӗн пулса иртнине веçех пӗлсе тăратăп. Кăçал 9-мӗш класс пӗтерет, экзаменсем памалла. Уншăн пăшăрханатăп ак. 9 хыççăн вӗренме каясшăн.

– Мӗншӗн 104-мӗш десантпа штурм дивизийӗ, хăвăр унта каяс тенӗ-и?

– Ульяновскра ӗнтӗ пирӗн çар чаçӗ 104-мӗш десантпа штурм дивизийӗ (малтанхи 31-мӗш десантпа штурм бригади. – Авт.). Çар комиссариатне кайрăм та мана: «Паянхи кун 104-мӗш дивизин медотрячӗ валли çынсем пухаççӗ, каятăр-и?» – терӗç. Килӗшрӗм. Ун чухне çынсем çитместчӗç унта.

– Сирӗн, медиксен, боевой слаживани пур-и?

– Пур, ыттисенни пекех. Автомат пухса сӳтме, авăрлама пӗлетпӗр. Пирӗн вӗт унта кашнин хамăрăн автомат та пур, бронежилет, çар тумӗ... Эпир çапăçу хирнех кӗместпӗр, полевой гос­питальте мар, хупă çӗрте ӗçлетпӗр. Аманнисене пирӗн пата илсе килеççӗ. Кая юлса илсе килсен пулăшу панă чухнех вилсе кайнисем те пулкалаççӗ.

– Мӗнле сурансем нумай?

– «Лепесток» пек фугаслă минăсем çинче сирпӗнсе ал-­урисене татнисем нумай. Йывăр вӗсем çине пăхма. Çап-çамрăк ачасем. Нумай чухне çумӗнче телефонӗсем çук, телефон номерӗсене манса каяççӗ. Тăванӗсемпе мӗнле те пулин çыхăнса хыпар пӗлтерме ыйтаççӗ. Пулăшма тăрăшатпăр.

– Эсир вӗсем çине медицина сестри пек кăна мар, анне пек те пăхатăр пуль.

– Нимӗнӗ юлмасăр илсе килеççӗ те вӗсене пирӗн пата, çарамас. Носки, труççи, çăвăнмалли те, çумалли те кирлӗ. Юрать, гуманитаркăпа тумсем, медицина препарачӗсем кӳреççӗ. Темӗн пысăкăш тав çакăн пек çынсене. Аманнă атьсене госпитальсене утиялпа кăна витсе яраймастăн вӗт, мӗнле те пулсан тăхăнтартмалла, уйрăмах хӗлле. Мӗн те юрать, тăхăнмалли кăна пултăр теççӗ хăйсем, размерӗ юратăр.

– Гуманитарка пӗр-пӗр регионтан кăна е Раççейӗпех кӳ­реççӗ-и сирӗн пата?

– Раççейӗпех кӳреççӗ, хăш-пӗр ачасен хăйсен районӗсенчен ярса параççӗ. Пирӗн коллективра вӗт медиксем пӗр Ульяновскран кăна мар, ытти регионсенчен те пур: Красноярскран, Ӗпхӳрен, Волгоградран, Самара облаçӗнчен... Кам ăçтан, çавăнтан ярса параççӗ. Госпитальтисем гуманитарка çитсен видео ӳкерсе тав тăватпăр вара. 

– Вăхăтӗнче операци сестри те пулнă вӗт-ха эсир, халӗ те операцисене хутшăнатăр-и?

– Çук, эпӗ операци хыççăн пăхаканни, терапи уйрăмӗнче ӗçлетӗп. Операци хыççăн кăшт мая каяççӗ те атьсене малалла эвакуаципе ытти госпитальсене, Раççее тетпӗр, ăсататпăр.

– Пӗлнӗ çынсене е чăвашсене тӗл пулман-и?

– Хам пӗлнӗ çынсене пӗртте курман. Ӳпкине илтерсе е бронхитпа чирлесе темиçе хут, хăш чух тăваттă та, килнисем пур. Шăллăм Костя пӗрре пырса кайрӗ. Чăвашсем пулсан та калаçмаççӗ кунта, ăнланатпăр кăна теççӗ. Ульяновск хулинчен икӗ çамрăк ача килчӗç акă, вӗсен ашшӗ-амăшӗсем чăвашсем. 

– Хăрушă вăхăтсем нумай пулаççӗ-и?

– Мӗнле каламалла, унта ялан хăрушă. Херсон енче тата хăрушăрахчӗ, эпир фронта çывăхчӗ. Кашни каç дронсем вӗçетчӗç. 2025 çулта августра Запорожьене куçарчӗç. Тӗрӗссипе, хăрушă мар вырăн çук кунта. Уçă çӗрте утса çӳреме хăрушă. Эпир ытлашши тухса çӳреместпӗр, вăхăт та çук. Талăк ӗçлетпӗр, талăк канатпăр. 

– Медицина ӗçченӗсем, медикаментсем çитеççӗ-и?

– Пӗр вăхăт медотряда хӗра­рăмсене илме чарăнчӗç, киле­кен арçынсем сахал. Медика хӗрсем ытларах вӗренеççӗ. Халӗ çамрăк хӗрачасем нумай килчӗç-ха. Йăткалама выртакан салтаксем хăйсем те пулăшаççӗ, маттур вӗсем. Санитарсем çамрăк каччăсем пирӗн. Медикаментсем çитеççӗ-ха, гуманитарка та килет. Пурпӗр антибиотиксем, обезболивающийсем, тăхăнмаллисем яланах кирлӗ кунта. 

– Аманакансем нумай-и?

 – Нумай, пăшалпа персе çапăçмаççӗ вӗт халь, дронсемпе сирпӗтеççӗ. 

– Отпуск вӗçленсе те пырать-и, мӗн шухăшланине тума ӗлкӗретӗн-и?

– Ӗç вӗт вăл килте хӗрарă­мăн нихăçан та пӗтмест. Ак, ачасем патӗнче пулса курасшăнч­ч­ӗ, Мус­кава çитсе килтӗм. Отпуск ман апрелӗн 2-мӗшӗчченех. Ӳсӗм категорийӗ 50 çулччен кăна терӗç те пӗлместӗп-ха мӗнле пулать, контракта тăсмаççӗ те-тӗр. Хальлӗхе отпусксене канса пӗтермелле терӗç-ха ӗнтӗ. Контракт ман май уйăхӗччен-ха, мӗнле пулать – курăнӗ унта.

– Хăвăр мӗнле, службăна малалла тăсас тетӗр-и?

– Аманнисенчен нумайăшӗ хăрах ури çук пулсан та: «Вăй илеп те ак каялла килетӗп»,– теççӗ командирӗсене. Халь çакна хам та ăнланатăп. Вӗçне-хӗрне тухман-ха, пирӗн ӗç пӗтмен. Пӗлетпӗр вӗт мӗнле вăхăтсем халь, хамăн бригадăна, салтаксене пулăшас килет. Чун çавăнтах сӗтӗрет. Гражданкăра ӗçсӗр юлмастăп пулсан та, куçма кăмăл çук-ха ман.

– Елена Константиновна, тавах калаçушăн.

(Е.Лиясован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Теги: Наши герои