Пăвара чăваш хаçачӗн Кубокӗшӗн футбол турнирӗ пулать
Июнӗн 4-мӗшӗнче Пăвари В.Трусенев ячӗллӗ стадионра «Сувар» хаçат кубокӗшӗн ачасем хушшинчи футбол турнирӗ иртет. Кăçал 2009-2010 çулсенче çуралнă çамрăк футболистсем вăй виçӗç.
Турнира йӗркелекенсем – Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ, «Пăвасен ентешлӗхӗ» общество организацийӗ, «Сувар» хаçат редакцийӗ, Пăва районӗн Ӗçтăвкомӗ – унта хутшăнма Чăваш Республикинчи Елчӗк районӗнчи, Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи, Тутарстанри Çӗпрел, Апас, Теччӗ, Камско-Устьински районӗсенчи, Пăва районӗсенчи шкулсенчи арçыначасен командисене йыхравлаççӗ.
Турнира Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланă. Вăл 10.00 сехетре пуçланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев