Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Павел Мельников çапăçура вилнине пӗлтерекен хут 1943 çулхи январь уйăхӗнче мăшăрӗ Татьяна Владимировна патне çитнӗ, каярах вăл килне чӗрӗ-сывă таврăннă.

Акă эпӗ Санюк аппа патне, хут çинчи пек каласан, Александра Петровна Мельникова патне васкатăп. Сăлтавӗ вара çакăн пек: Тутарстанăн Астăвăм кӗнекине тишкернӗ май, Элшел ялӗн вăрçăра пуç хунисен йышне сывă таврăннă 5 çынна çырса хунине асăрхарăм. Вӗсенчен пӗри Санюк аппан пăятамăшӗ (упăшкин ашшӗ) – Павел Николаевич Мельников. «Мельников Павел Николаевич Тутар АССРӗнчи Буденновка районне кӗрекен  Элшел ялӗнче 1901 çулта çуралнă. Хӗрлӗармеец. 3 МК 3 МБР чаçра хӗсметре тăнă. Çапăçура вӗлернӗ. 21.12.1942 ç. Пытарнă: Калинин облаçӗ (халӗ Тверь облаçӗ. – Авт.), Оленино районӗ, Верисета ялӗ, 100 м.  хӗвеланăçнелле».  Кӗнекере çапла картса çырнă пулсан, салтакăн мăшăрӗ патне «вилӗм хучӗ» те çитнех ӗнтӗ. Упранать-ши вăл? –Çук çав, ачам, упраймарăмăр. Кивӗ пӳрте çӗнетнӗ чухне газетпа (хаçата çапла калаççӗ элшелсем – Авт.) чӗркенӗ çырусене, ытти хутсене, сăнӳкерчӗксене картишне хунăччӗ. Вăйлă çумăр çурӗ те вӗсем веç исленсе пӗтнӗ. Тӗплӗ пуçтарса хумалла пулнă та çав...

ТĂНĂÇ ПУРНĂÇ – ÇАКĂ МАР-И ТЕЛЕЙ?!

Çав ирсӗр вăрçă пулман-тăк мӗн чухлӗ пултаруллă, малашлă çын хăйӗн пархатарлă ӗмӗт-тӗллевне пурнăçа кӗртетчӗ, çӗршыва пуянлататчӗ

Кăмăллатăп аслă çулти çынсемпе (ватă теессӗм килмест, ара, ватă-и вӗсем, куç айӗсем кăшт путнăран-и, сăн-питре çулсен йӗрӗсем нумайланнăран-и ватă темелле? Çук, чунӗпе çамрăках-ха вӗсем, чӗлхе-çăварӗ еплерех, сăмахланине итлесе тăранма çук!) хутшăнма, иртнӗ пурнăçа аса илме, шкулти вăхăт çинчен, уйрăмах 1941– 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнчи пурнăç пирки калаçма.  

Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче аслă çулти çынсем чылаях: 80-90-ран иртнисем темиçен, пӗр ӗмӗр урлă каçнисем те пур. Вӗсем утса тухнă кун-çул хăйех пӗр кӗнеке вӗт!

«Вилӗм хучӗ» упранса юлайман

 

Акă эпӗ Санюк аппа патне, хут çинчи пек каласан, Александра Петровна Мельникова патне васкатăп. Сăлтавӗ вара çакăн пек: Тутарстанăн Астăвăм кӗнекине тишкернӗ май, Элшел ялӗн вăрçăра пуç хунисен йышне сывă таврăннă 5 çынна çырса хунине асăрхарăм. Вӗсенчен пӗри Санюк аппан пăятамăшӗ (упăшкин ашшӗ) – Павел Николаевич Мельников.

«Мельников Павел Николаевич Тутар АССРӗнчи Буденновка районне кӗрекен  Элшел ялӗнче 1901 çулта çуралнă. Хӗрлӗармеец. 3 МК 3 МБР чаçра хӗсметре тăнă. Çапăçура вӗлернӗ. 21.12.1942 ç. Пытарнă: Калинин облаçӗ (халӗ Тверь облаçӗ. – Авт.), Оленино районӗ, Верисета ялӗ, 100 м.  хӗвеланăçнелле». 

Кӗнекере çапла картса çырнă пулсан, салтакăн мăшăрӗ патне «вилӗм хучӗ» те çитнех ӗнтӗ. Упранать-ши вăл?

–Çук çав, ачам, упраймарăмăр. Кивӗ пӳрте çӗнетнӗ чухне газетпа (хаçата çапла калаççӗ элшелсем – Авт.) чӗркенӗ çырусене, ытти хутсене, сăнӳкерчӗксене картишне хунăччӗ. Вăйлă çумăр çурӗ те вӗсем веç исленсе пӗтнӗ. Тӗплӗ пуçтарса хумалла пулнă та çав, – пăшăрханса пӗлтерчӗ Санюк аппа.

Вăрçă пуçлансанах илсе кайнă

Эпӗ пăятамăшӗн кун-çулӗ пирки интересленнине кура тыл ветеранӗ, «вăрçă ачи» Александра Петровна сăмах çӳпçине уçса пыма хирӗç пулмарӗ.  

– Павел Николаевича вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайнă. Вăл вӗт 1901 çулта çуралнă, вăйпитти арçын, 40-ре. Запасри салтак пулнă ӗнтӗ. Вăрçа чи малтан çав çулсенчисене илсе кайнă. Манăн аттене те, Петр Петрович Ереева, 1941 çулхи сентябрь уйăхӗнче илсе кайрӗç, вăл вăрçăран таврăнаймарӗ. Малтан вӗсене Хусан хулинче салтак пурнăçне хăнăхтарнă. Ял çыннисем хăйсен тăванӗсене курма кайса килнине калатчӗç. Вӗсем пулас салтаксенчен çырусем илсе килнӗ. Пирӗн аттен хыпарӗнче «часах вăрçа кӗретпӗр» тенӗ йӗркесем пуррине астăватăп. 

Павел Николаевич çапăçура вилни пирки хура хут 1943 çулхи январь уйăхӗнче мăшăрӗ Татьяна Владимировна патне çитнӗ. Унччен пӗр çыру та килмен-мӗн.  Пӗрмаях вăрçă хирӗнче çӳренӗ-тӗр çав. Тен, çырнă та, анчах хыпарӗ çитеймен, сахал-им ун пек тӗслӗх? Çулталăк вӗçнелле ӳкерчӗклӗ конвертпа çыру илеççӗ – мӗнлерех савăнăç! Чӗрӗ, чӗрӗ салтак! Анчах та питӗ йывăр аманнă, халӗ госпитальте выртать. Питӗ инçетре, монголсем патӗнчех. Вӗсене унта самолетпах илсе кайнă» (Монголире совет салтакӗсене сиплекен госпитальсем пулман, ахăртнех юнашарти республикăра Бурятире сипленнӗ. – Авт.).

Мускав патӗнчен хăваласа янă хыççăн та тăшмансем пирӗн тӗп хулана ярса илес сӗмсӗр ӗмӗчӗсене пăрахăçламан-ха. Хăрушлăх çав-çавах çивӗч тăнă. Ржев, Вязьма, Сычевка хулисем патӗнче йывăр çапăçусем пынă. Калинин фрончӗ 1942 çулхи декабрӗн 15–20-мӗшсенче пысăк тапăнусем йӗркеленӗ, анчах вӗсем ăнăçман. Пирӗн çарсем нумай çухату тӳснӗрен, фашистсенчен туртса илнӗ тăрăхра, хӳтӗленӗве йӗркелеме тивнӗ. Шăпах çав çапăçусенче Павел Мельников салтак йывăр аманнă. Вилнӗ тесе шутланнăскер пирки килне «вилӗм хучӗ» янă.

 

Йытă-санитар вилӗмрен хăтарнă

 

– Пăятам вăрçă çинчен калаçма юратмастчӗ, хăпартланса та мухтанса шапăлтатакан фронтовиксене те питех итлеместчӗ, – малалла калаçать Санюк аппа. – Эпӗ ывăлӗпе Петяпа пӗрлешсен кăна вăл сайра-хутра, кăшт «хăюллансан»: «Вăрçăран урасăр килмерӗм вӗт!» – тетчӗ. Хăй ӗнтӗ питӗ уксахлатчӗ, кăтартас темесен те, мӗн тăвăн – вăрçă суранӗ вӗт. Пӗр çапăçура йывăр амансан вăл тăнне çухатнă, юн юхтарса выртнă. Ăна вилнӗ тесе шутланă та ыттисемпе пӗрле пытарма вилесен купине пырса хунă. Юрать-ха йытă-санитар вăл сывланине туйса купаран туртса кăларнă. Пӗçӗрен суранланса пӗтнӗскере санитарсем госпитале илсе çитернӗ. «Уруна татма тивет», – пӗлтернӗ тухтăрсем. Çук, килӗшмен салтак: «Таттармастăп. Вилес пулсан та хампа пӗрлех пултăр», – тенӗ. Упраса хăварнă вара урине. Анчах та вăл питӗ йывăрпа, вăраххăн тӳрленнӗ.  «Мана сывалма Монголиех илсе çитерчӗç», – тăванӗсене çапла çырса пӗлтернӗ Павел Мельников салтак.

Эпӗ вăрçă вăхăтӗнчи çар госпиталӗсен архивӗнчен ыйтса пăхрăм. Вӗсем Монголи халăхӗ пирӗн çӗршыва пысăк пулăшу кӳнине пӗлтерчӗç, Çӗпӗр тăрăхӗнче вырнаçнă çар госпиталӗсене апат-çимӗçпе, ăшă тумтирпе, хăйсем усă куракан эмел курăкӗсен шӗвекӗсемпе тивӗçтернине палăртрӗç. 

Госпитальсемпе ытти сиплев çурчӗсенче самай вăхăт сипленнӗ Элшел чăвашӗ. Киле вăл 1945 çул уксахласа, туя çине таянса пырса кӗрет.

Халӗ те ырăпа

 аса илеççӗ

 

Питӗ интереслӗ, çав вăхăтрах сăпайлă çын пулнă Павел Николаевич. Ултă ача ашшӗ нумай пӗлес тенипе те, ăс-тăн çивӗчлӗхӗпе те палăрса тăнă. Ахальтен-им, Элшел шкулӗн учителӗ, чăваш ăслăлăхӗнчи паллă этнограф, «Тăхăрьял» авторӗ Г.Т.Тимофеев хăй вăхăтӗнче тăрăшуллă вӗренекенне алă пуссах илемлӗ хуплашкаллă чăвашла куçарнă «Евангели» парнеленӗ. Килте чылай çул чиперех упраннă çав кӗнеке, иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш çулӗсенче пӗр çынна парса янă хыççăн вăл «çухалнă» иккен.

Санюк аппа сăмах юххине малалла кустарнă май çапла аса илчӗ: 

– Пăятам сахал вӗреннӗ пулин те шут-хисеп ӗçне питӗ лайăх чухлатчӗ.  Унăн писмен пурччӗ (ӗлӗкхи виçе хатӗрӗ. – Авт.). Çав писменпе хуçалăхра ӗç кунӗ тăрăх паракан тырра виçетчӗç. «Мельник писменӗ тӗрӗс кăтартать», – тетчӗç халăхра. Вăл колхозра лаша хатӗрӗсене тӳрлетсе-юсаса тăратчӗ.  Выльăх-чӗрлӗх чирлес-тăвас пулсан хăй кăна пӗлнӗ мелсемпе сывататчӗ. Аллин сисӗм-туйăмӗ пурахчӗ çав унăн. Ăна астăвакансем халӗ те пăятама ырăпа аса илеççӗ.

 

Йăлтах алă вӗççӗн тăваттăмăр

 

Санюк аппаран 1941 – 1945 çулсенчи вăрçă вăхăтне еплерех астуса тăнине ыйтрăм. Акă унăн калавӗ: «Çав кун нихăçан та асăмран тухмӗ. Эпӗ ун чухне ача кăна-ха ӗнтӗ, 11 çул тултарма тата пӗр кун кăна юлнăччӗ. Тантăшăмсемпе акатуй курма кайнăччӗ. Çав çурхи илемлӗ уяв Этремен (Кивӗ ял пулнă лапам. – Авт.) хӗрринче иртетчӗ. Тӗрлӗ вăйăсене хамăр та хутшăнаттăмăр. Уйрăмах лашасене чуптарнине курма юрататтăмăр. Эх, епле илемлӗ чупатчӗç урхамахсем… 

Кăнтăрла ачасемпе яла кайрăмăр. Хырăм выççи систерет çав. Каялла килетпӗр те мӗн асăрхатпăр – халăх пăлханать. Хăшӗ йӗрет, хăшӗ хурланчăклă, унта-кунта уткалать. Вăрçă пуçланнă иккен. 

Мӗнех ăнланнă эпир ун чухне? Аслăрах арçын ачасене çар ӗçне вӗрентнине астăватăп. Ялта çитӗннисем сахалланса юлнăран пире те ӗçе кӳлчӗç. Лаша сахал, машинăсем çук. Пурне те алă вӗççӗн тума тиветчӗ. Хулпуççи çинчен çӗклем кайман темелле. Çавăнпа хальхи çамрăксем пек яштака ӳсеймерӗмӗр çав. Кӗркунне шкула çӳреме пуçларăмăр. Унта та çитменлăх, çитменлӗх, çитменлӗх хуçаланатчӗ. Хут çукчӗ, кивӗ кӗнекесен страницисем çине, чернил çукран, хăрăмпа çыраттăмăр. Класра 42 ача пулнă: 27-мӗш çулта çуралнисем, 28-мӗшӗнчисем, 29-мӗшӗнчисем, 30-мӗшӗнчисем. 

 

Çӗнтерӳ!

 

Аттене, Петр Петрович Ереева, вăрçа илсе кайсан, эпир аннепе 4 ача –  14-ри Мишша, 11-ти эпӗ, 3-ри Куля тата 8 уйăхри Валя йăмăкăм – тăрса юлтăмăр. Юрать-ха, эпир ӗне усраттăмăр, вăл пире выçă вилесрен хăтарса хăварчӗ. Килсерен çапла пурăннă ӗнтӗ, нушаллă, хурланчăклă. Куллен тенӗ пек хура хыпарсем килетчӗç. Пиртен те çав синкер иртсе каймарӗ – атте фашистсемпе çапăçса пуç хуни çинчен пӗлтерчӗç.

Анне мана 4-мӗш класа вӗренме ямарӗ. Хăй куллен колхоз ӗçне çӳрет, çавăнпа килте çын кирлӗ терӗ. Паллах, шăллăмпа йăмăкăма та пăхмаллаччӗ. Вăт çапла ӳсрӗмӗр. Вăрçă вăхăтӗнче ачалăхăм иртсе кайрӗ, вăрçă хыççăнхи пурнăç та çăмăлах пулмарӗ, çапах та аптăрамарăмăр. Выçăллă-тутăллă пурнăçпа, кулленхи йывăр ӗçпе пиçӗхсе çитӗнтӗмӗр.

Вăрçă чарăннă куна питӗ лайăх астăватăп. Майăн 9-мӗшӗнче килте пахча чаваттăмăр. Сасартăк урамра шăв-шав илтӗнчӗ – мӗн-ши ку? Унччен 4 кун маларах çех-ха, майăн 3-мӗшӗнче эпир аттен шăллӗне Мишша тетене çара ăсатнăччӗ, тен, ăна каялла янă? Çук иккен, лашапа чуптарса çитнӗ йыхравçă пурне те клуб патне пуçтарăнма хушрӗ. Пурте кӗтнӗ хыпар – Çӗнтерӳ! Çӗнтерӳ! Çӗнтерӳ! 

Тăватă çула тăсăлнă вăрçă пире пысăк ырату, чăтмалла мар хурлăх илсе килчӗ: атте таврăнаймарӗ, çапăçу хирӗнче унăн шăллӗ Хветӗр тете пуç хунă (1942 ç.), Çӗнтерӳ хыççăн та парăнман фашистсемпе пынă çапăçусене 1927 çулта çуралнă Мишша тете пулеметчик пулса хутшăннă.  Çартан 1951 çулта таврăнчӗ вăл. Аттен тепӗр шăллӗне Мӗтри тетене те вăрçа 1942 çул илсе кайнă, 1946-мӗшӗнче хӗсметрен хăтарнă. Шел, çартан вăл йывăр чирлесе килчӗ, çавăнпах-тăр ытла та ир, 1949 çулта пурнăçран уйрăлчӗ. Мӗтри тете Ленинграда хӳтӗлеме хутшăннă. Унăн паттăрлăхшăн панă темиçе медаль пурччӗ».

 

Вăрçă пулман-тăк...

 

Аслă çулти çынсемпе хутшăннă хыççăн сывпуллашу умӗн вӗсем яланах тенӗ ăшă сăмахсем калаççӗ. Хальхинче те çаплах пулчӗ. Эпӗ Санюк аппа калаçăвӗ урлă унăн çывăх тăванӗсен кун-çулӗпе паллашрăм. Юлашкинчен вăл çапла каларӗ: 

– Халӗ ӗнтӗ, çулсем иртнӗçемӗн, пуçа тайса шухăша каятăп: çав ирсӗр вăрçă пулман-тăк мӗн чухлӗ пултаруллă, малашлă çын хăйсен пархатарлă ӗмӗт-тӗллевне пурнăçа кӗртетчӗ, çӗршыва пуянлататчӗ, пирӗн ачалăхпа çамрăклăх та телейлӗрех пулатчӗ. Вăрçă умӗн çуралнă ачасенчен чылайăшӗ хăй ӗмӗрӗнче АТТЕ тесе кураймарӗ, çывăх çыннийӗн ăшшине туймарӗ, пиллӗх сăмахне илтеймерӗ. Ытла та ир, шăм-шак тӗрекленеймесӗрех йывăр ӗçе кӳлӗннипе чире кайса  пурнăçран кайнисем сахал-им тата… Ку енӗпе эпӗ телейлӗрех пултăм-тăр: халичченех кăштăртатса çӳретӗп-ха, хаçат-кӗнеке те вулатăп, çынсем урампа иртсе çӳренине савăнса сăнатăп. Екки килсен Тăхăрьял юррисене те шăрантарма пултаратăп (сăмах май каласан, 2005 çулта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ӗçченӗсем Санюк аппаран Элшел юррисене нумай çырса илнӗ. Кун пирки «Чуваши Присвияжья. История и культура» кӗнекере 205 стр. вуласа пӗлме пулать. – Авт.) Ачасем мана юратса пăхаççӗ – ку тӗлӗшпе эпӗ, чăнах та, телейлӗ. Эпир çамрăк чухне мӗн курнине, мӗн тӳснине никамăн та курмалла ан пултăр. Тăнăç пурнăç – çакă мар-и телей?! Сире те çавна сунатăп.

Хирӗçлейӗпӗр-и – пил сăмахӗсем вӗт!

 

Василий ЦЫФАРКИН. 

Пăва районӗ, 

Элшел ялӗ.

Автор архивӗнчи 

сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Великая Отечественная война