Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Павлăра Тутарстан Халăхсен ассамблейин ларăвӗ иртрӗ

Тутарстан наци политикин пурнăçланăвӗпе çӗршывра регион-лидер пулса тăрать. Нацисемпе конфессисен туслă хутшăнăвӗсене упрасси приоритетлă задачăсен шутӗнче. Республика ертӳçисем ăна питӗ пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Мӗншӗн тесен халăхсене хăйсен культурине, чӗлхине аталантарма пӗр пек майсем туса панинчен социаллă лару-тăру ăнăçлă пуласси килет.

Иртнӗ эрнере Павлă районӗнче Тутарстан Халăхсен ассамблейин Канашӗн президиумӗн ларăвӗ иртрӗ. Унта республикăра пурăнакан халăхсен тăван чӗлхисене упраса хăварассипе тата аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Лару ӗçне ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Председателӗ Фарид Мухаметшин йӗркелесе ертсе пычӗ. 

Мероприятие ТР Раисӗн Шалти политика ыйтăвӗсен  департаменчӗн Наци политикин пурнăçланăвӗн управленийӗн пуçлăхӗ Данил Мустафин, ТР Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Ринат Валиуллин, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен ертӳçисем, наципе культура автономийӗсен председателӗсем  хутшăнчӗç.  

Лару районти М.Джалиль ячӗллӗ Культура çуртӗнче иртрӗ. Делегатсене фойере çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, вырăнти наципе культура пӗрлешӗвӗсен ӗçӗпе курав йӗркелесе паллаштарчӗç. Чăваш, тутар, удмурт культура центрӗсемпе ТР Вырăссен культура пӗрлешӗвӗн уйрăмӗ наци апат-çимӗçӗпе сăйласа юрă-ташăпа савăнтарчӗç. 

«Павлă районӗнче этнокультура аталанăвне, тăван чӗлхесене вӗрентессине, çитӗнекен ăрăвăн ăс-тăнӗнче нацисемпе конфессисен туслă хутшăнăвӗсен принципӗсен йӗркеленӗвне питӗ пысăк тимлӗх уйăраççӗ. Пирӗнни пек нумай нациллӗ республикăшăн ку питӗ пӗлтерӗшлӗ», – терӗ парламент пуçлăхӗ ларăва уçса. Илемлӗ сăмахшăн каламарӗ кăна Ассамблея ертӳçи. Ларуччен делегатсем 4№ гимназипе 2№ ача садӗнче тата таврапӗлӳ музейӗнче пулса курчӗç, çавăн тăрăх çапла пӗтӗмлетӳсем турӗ. 

Фарид Мухаметшин Ассамблея Канашӗн Президиумӗн тухса çӳрекен ларăвӗсем йăлана кӗнӗ практика пулнине палăртса вӗсем наципе культура пӗрлешӗвӗсене, Ассамблея представительствисен ертӳçисене, Туслăх Çурчӗсен директорӗсене, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсене пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма, эффективлă практикăсене ӗçе илме, паллах, тăван чӗлхесене вӗрентессине вăйлатма май параççӗ. 

«Пирӗнпе туслă маррисем нумай нациллӗ республикăра пурăнакансене вăрçăштарса яма, экономика аталанăвне витӗм кӳме мӗнле тăрăшсан та ним те тăваймаççӗ. Эпир халиччен мӗнле туслă пурăннă, çавăн пекех пурăнатпăр та. Ку сирӗн вырăнти ӗçӗртен те нумай килет. Вăл пирӗн никӗс, хаклă пурлăхăмăр, ăна пирӗн упрамалла», – терӗ Фарид Хайруллович. 

Ун шучӗпе, çамрăксемпе ӗçлесси çине чи пысăк тимлӗх уйăрмалла. Вӗсене кашни халăхăн аваллăхран килекен йăлари хаклăхӗсене парса хăварма тата хальхи вăхăтра та анлă сарма тăрăшмалла. 

Павлă районӗнче 40 ытла тӗрлӗ наци çынни пурăнать. Вырăнти лару-тăрупа район пуçлăхӗ Ильяс Гузаиров паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, нацисен хутшăнăвӗсенче пӗр-пӗрне хисепленине сыхласа хăвармалла, кашнине харпăр хăйӗн тăван чӗлхине, культурине, йăлисене упрама  тата аталантарма пӗр пек майсем туса памалла. «Пӗлтӗр Тутарстанра Наци культурисен çулталăкӗнче хамăр патра эпир 3 пин ытла мероприяти ирттертӗмӗр, çав шутра наци праçникӗсем, фестивальсем, хамăрăн писатель, художник, композитор ентешсене халалланă творчествăлла тӗлпулусем. Пӗр-пӗрин культурипе йăли-йӗркине хисеплесен кăна эпир туслă килӗштерсе пурăнма пултаратпăр. Пирӗн наципе культура центрӗсем ялан пӗрле ӗçлеççӗ, пӗр-пӗрин праçникӗсене çӳреççӗ, район пурнăçне активлă хутшăнаççӗ», – терӗ Ильяс Гузаиров. 

Пуçлăх çамрăксемпе те пуçаруллă ӗçленине палăртса хăварчӗ. Районта 9 наци шкулӗ ӗçлет. Çавсенчен 7-шӗнче вӗрентӗве тутар чӗлхипе, тепӗр 2-шӗнче чăвашла тата удмуртла илсе пыраççӗ. 

Ассамблейăн представительствине Павлăра Лилия Мифтахутдинова ертсе пырать. Вăл кӗскен хăйсен ӗçӗпе тата муниципаллă власть органӗсемпе ӗçе мӗнлерех йӗркеленипе паллаштарчӗ. Ун сăмахӗпе, нацисен культурисемпе йăлисен еткерне аталантарас тата пропагандăлас тӗллевпе пурнăçланакан культурăпа çутӗç ӗçне илсе пырасси приоритетлă ӗç шайӗнче. Çулсерен тутарсен Сабантуйне, чăвашсен Уявне, удмуртсен Гершыдне, вырăссен Каравонне ирттереççӗ, унсăр пуçне Раштав, Çăварни, Навруз, Пельмень Фест, «О, Крошка», «Токмач бэйрэме», «НеобыЧАЙный чай» тата ял кунӗсене уявлаççӗ.  

Ларăва пӗтӗмлетсе Фарид Мухаметшин павлăсен ӗçне пысăк хак пачӗ. Малашне те çапла ăнăçлă та тухăçлă ӗçлесе пыма сунчӗ. 

Кӳршӗллӗ Оренбург облаçӗнче пурăнакансене те инкекре пулăшма ыйтрӗ. Унта ейӳ кайнипе нумай çын шар курса кил-çуртне, ӗмӗр тăршшӗ пуçтарнă пурлăхне çухатнă. Тутарстан Халăхсен ассамблейи гуманитари пулăшăвне пуçтарнине асăнса хăварчӗ. 

Лару яланхи йăлапа ӗçре палăрнисене чысланипе вӗçленчӗ.  

Сăнӳкерчӗксем gossov.tatarstan.ru сайтран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев