«Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем»
Чӑваш кӗнеке издательствинче Анна Тумаланован «Пӗчӗк Кулян пысӑк тӗллевӗсем» кӑларӑмӗ пичетленсе тухрӗ. Унӑн алçырӑвӗ ачасемпе çамрӑксем валли чӑвашла çырнӑ произведенисен 2025 çулхи конкурсӗнче çӗнтернӗ
Конкурса Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Наталия Андреева.
Повесть арçын ачасен кӑмӑлне каясси куçкӗрет: хуплашкара хоккейла вылякан маттурккана куратпӑр. Ку Куля пулнине тӳрех тавçӑрса илме пулать. Хайлаври ӗçсем шӑпах ун тавра пулса иртеççӗ. Повеçӗн кашни сыпӑкӗ унӑн кулленхи пурнӑçӗнчи пӗр-пӗр саманта сӑнласа парать. Вӗçӗнче вӑл е ку пӗтӗмлетӳ кӗтет. «Куç хӑрать те ал тӑвать» пайра тӗп сӑнар хайхи хоккейçӑ тумне тата чӗркуççийӗсене сыхлакан щитсене еплерех хатӗрлени çинчен каласа парать. Чи тӗлӗнмелли – Куля йӑлт хӑй ӑсталать. Мелне те шухӑшласа тупать вӗт.
«Асамлӑ тӗнче» сыпӑкра Куля пӗлӳ тӗнчине ярса пусать. Унпа пӗр çултисем пурте пӗрремӗш класа каяççӗ, ӑна вара кӗçӗнрех тесе килте хӑварасшӑн. Тантӑшӗсенчен епле юлтӑр-ха ача? Çине тӑрсах шкула çӳреме пуçлать, тӑрӑшса вӗренет.
«До-ре-ми... фа!»
Ку сыпӑкра Кулян ашшӗ, ывӑлӗнчен чӑваш Рихтерӗ (паллӑ совет тата Раççей пианисчӗ, органисчӗ, композиторӗ) тӑвас ӗмӗтлӗскер, ӑна Йӗпреçри музыка шкулӗн директорӗ патне илсе каять. Куляна ашшӗн шухӑшӗ пӗртте килӗшмест: ара, ӑна нотӑсем мар, шайбӑпа клюшка çывӑхрах.
«Турӑх тути» сыпӑкра арçын ача Хветура аппана вӗренрен татӑлса кайнӑ вӑкӑртан çӑлать. Повеçӗн тӗп шухӑшӗ вара «Юратнӑ кӳршӗсем» сыпӑкра пытаннӑ пулӗ: «...умра тӗллев пулсан ун патне çитме пулатех. Юнашар юлташсем тата ырӑ кӑмӑллӑ кӳршӗсем пулсан çитме тата та çӑмӑлрах пулӗ».
Ольга ИВАНОВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев