ПЕДАГОГ, ТӖПЧЕВÇӖ, НАУКА ӖÇЧЕНӖ
Амăшӗ çынсем хăйсенчен пӗрмай кулнипе Аркадие: «Вӗрен, ывăлăм, пысăк пӗлӳллӗ, хамăра хӳтӗлекен çын пул», – тенӗ
«Вăхăт каялла таврăнмасăр пӗрмай малалла чупать. Паянхи кун хыççăн ыранхи килет, хальхи ӗмӗр хыççăн çӗнӗ ӗмӗр пуçланать. Кашни çын пурнăçра хăйӗн йӗрне хăварать. Паянхи ӗçе тăвать, çӗнӗ ӗмӗтсемпе малалли пурнăçра пурăнать. Пенсие тухсан çеç асаилӳсемпе пурнăç пӗтӗмлетӗвне тăвас шухăш килет», – çапла çырать Аркадий Аркадьевич Михайлов хăйӗн калама çук энциклопедиллӗ роман пек пысăк калăплă «Михайловы» ятлă вырăсла çырнă кӗнекин ум сăмахӗнче.
Хăй çуралса ӳснӗ Тутарстанри Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел ялӗнче иртнӗ ӗмӗрсенче питӗ йышлă çемьеллӗ Михайловсем пурăннине хисепе илсен, хальхи кунсенче пӗр унăн çемйи çеç Михайловсен ăрат-йăхне тăсаканни юлнă. Çакă ăна питӗ пăшăрхантарнă, ăна çак шухăшах Михайловсем çинчен ӗмӗр асăнмалăх кӗнеке çырма хистенӗ.
Аркадин ачалăхӗ
Пӗлетпӗр, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пынă кунсем питӗ йывăр пулнă вăрçă хирӗнче те, тылра та. Аслă вăрçă пирӗншӗн Çӗнтерӳпе вӗçленни тем пысăкăш савăнăç, хавхалану кӳнӗ пурне те. Епле йывăр пулсан та пурте çанă тавăрса пурнăçа майлаштарма тăрăшнă. Ялта арçынсем питӗ сахал пулнă. Нумайăшӗ вăрçăра пуç хунă, таврăннисен хушшинче те аманнисем нумай. Çитӗннӗ хӗрсем пурнăçра качча каяймасăр, çемьесӗр, пӗччен тăрса юласран питӗ хăранă. Вӗсем, мӗн тесен те, хăйсене йăпанмалăх ача çуратса çемье хушма тăрăшнă. Çапла Кивӗ Ӳселӗнче пурăнакан 25 çулхи Агафия Петровна Михайлова кӳршӗ ялти пӗр каччăпа тӗл пулса 1952 çулта йӗкӗреш ача çуратнă. Пӗрне ашшӗн ячӗпе Аркадий, теприне Микулай тесе çыртарнă. Шел, ачисем скарлатинăпа чирлесен Аркади çеç сывă юлнă. Тата пилӗк çултан çемьере хӗрача хушăнать – Улька ятлăскер.
Вӗсем кукамăшӗн, Акулина Егоровна Михайлован, çуртӗнче пурăннă. Кукашшӗ Петр Михайлович Михайлов питӗ пултаруллă, ӗçчен çын пулнă, Турксиб магистраль линине тунă çӗрте Иван ятлă пиччӗшӗпе пӗрле ӗçленӗ, таврăнсан хăй аллипе витесем, хӳмесем, тырă ампарӗ туса лартнă. Ал ӗç ăсти тӗрлӗ ӗç хатӗрӗсем туса пасарта сутнă. Вăл лайăх хуçалăхпа пурăннине курса ăна нумайăшӗ курайман. Коллективизаци тунă вăхăтра вăл унта кӗменшӗн, ăна «халăх тăшманӗ» ят парса «инçете» ăсаттарнă. Унăн çурчӗ çумӗнчи пӗтӗм стройкăна сӳтсе колхоза турттарса кайнă. Петр Михайлович, сывлăхне пӗтернӗскер, таврăнсан нумай та пурăнайман, вилсе кайнă, анчах «тăшман» ячӗ уншăн ӗмӗрлӗхех юлать. Аркадие те «халăх тăшманӗн мăнукӗ» тесе калакансем пулнă. Вăл кăна мар, упăшкасăр çуратнă ачасене пурте «вӗлтрен айӗнчисем» тесе мăшкăлланă. Ялти çынсем кăна мар, Аркадин тăван ашшӗ те ăна: «Эсӗ ман ача мар, колхоз ачи», – тесе кӳрентернӗ. Чăтнă Аркадий, шăлне çирӗп çыртса, хирӗç те тăнă, хăйне тата йăмăкне хӳтӗленӗ. Ашшӗ текенскерсем Аркадин те, Улькан та вӗсене шеллесе пӗр ырă сăмах та каласа курман, нимӗнле пулăшу та паман. Кӳрентернине Аркадин нумай чăтма лекнӗ.
Çемье ачасемпе йышлансан тата тепӗр калама çук хăрушă пулăм пулса иртет вӗсен килӗнче. Ку вăл шăп та лăп 1960 çулхи Михала кунӗнче пулнă. Ялти ирсӗр çынсем Аркадин 75-ри кукамăшне вӗлернӗ... Унтанпа Михайловсен çемйинче виççӗн çеç тăрса юлнă.
Ачасен амăшӗ кашни кун колхозри ӗçрен хăпман, унччен килти хуçалăха тытса тăракан кукамăш тунă ӗçсене пӗтӗмпех Аркади тума пуçлать. Пӗчӗкренпех хуçалăхри йывăр ӗçсене пӗр шикленмесӗр, ютшăнмасăр хăй çине илет. Колхозра гектарӗпех уйăрса панă сахăр чӗкӗнтӗрӗн лаптăкӗнче, пахчари, вутă хатӗрлес, килти выльăх-чӗрлӗхе пăхас ӗçсенче мӗн пултарнă таран амăшне пулăшать. Ун чухне çавапа пăрçа çулнă колхозра, Аркади хăлаçлана-хăлаçлана самаях хитре çулма вӗреннӗ, амăшӗ хыççăн юлмасăр çулма тăрăшнă. 5-мӗш класранах ун аллинче мăлатук, пуртă, пăчкă выляса тăнă. Пӗтӗм платник хатӗрӗсем унăн хăйӗн пулнă. Хăй тӗллев лартнипе тата йăмăкӗ тыткалама пулăшнипе 5-мӗш класри Аркади пӳрчӗ çумӗнче çил хапхи тата калинкке туса лартнă. «Эпӗ пур ӗçре те мӗн шухăш тытнине хамах тума вӗрентӗм, никамран та пулăшу парасса кӗтмен», – унăн пурнăç принципӗ ачаранах çакăн пек пулнă.
Шутласан, кам та пулин хӗллехи шартлама сивӗ кунсенче, кăрлач уйăхӗн вӗçӗнче икӗ ачана ал тупанӗ çинчи пек ларакан пӗчӗк улăм витнӗ çуртра икӗ эрнене яхăн пăрахса хăварма пултараять-и? Аркади нумай пулмасть 11 тултарса 12 еннелле пуснă ача, йăмăкӗ, Улька, унран 5 çул кӗçӗнрех. Манăн пуçра та ун пек çын пулма пултараймасть пек. Анчах Михайловсен çемйинче кун пекки пулнă. Пӗр килти калаçура 1964 çулхи Çӗнӗ çул праçникӗнче ачасен амăшӗ Агафия Петровна çывăхра пурăнакан тăвансем çуккипе питӗ кулянса ларнă, куççульленнӗ те. Пӗртен-пӗр сывă тăванӗ Якку ятлă шăллӗ ытла инçетре пурăнать, Волгоградрах. «Вăл яла килсе çӳремен, эпир те унта çити каяс çук», – тесе пăшăрханса ларнă амăшӗ. «Анне, мӗн кулянса ларатăн, çулла сана никам та ӗçрен хăтармасть, халь эсӗ канатăн, çитсе кур Якку кукка патне», – тет Аркади амăшне питӗ шеллесе. «Мансăр мӗнле пурăнăр-ха эсир çак хӗллехи кунсенче?» – тесе макăрсах калать амăшӗ. «Анне, чиперех пурăнăпăр, çӗтместпӗр, пӗтместпӗр. Улька пысăкланчӗ, эп каланине итлет», – лăплантарнă амăшне Аркади.
Ывăлне чунтан шаннипе кăна, хăть хăçан та сăмах панине тӗплӗн тума пултарнине пӗлсе çеç вăл ывăлӗн сӗнӗвӗпе килӗшет, инçе çула пуçтарăнма тытăнать. Ачисемпе темӗн те пӗр пуласран шикленсе пурпӗрех пӗр çитӗннӗ çамрăка каласа хăварать вӗсем патне кӗркелесе тухма. Аркади тӳрех кун йӗркинче мӗн тумалли ӗçсене çырса хурать: шкултан таврăнсанах апатланмалла йăмăкӗпе, выльăхсене пăхмалла, уроксене тумалла. Каçпа пусăран пӗр-ик витре шыв илсе кӗмелле, пӗр çӗклем вутă ирччен типмелӗх йăтса кӗрсе кăмакара вырнаçтармалла.
Шкула вăхăтра çитес тесен ирех тăватă сехетре тăрса кăмака хутмалла, тӗпсакайӗнчен çӗрулми икӗ хуранлăх хăпартмалла. Пӗчӗкрех хуранне улмине шуратса, сысна ашӗпе яшка пӗçерме хатӗрлемелле, тепӗр пысăкрах чукунне хуппипех выльăхсем валли пӗçерме лартмалла.
«Яшки пире йăмăкпа иксӗмӗре пӗр кун çиме çитетчӗ, шкула кайиччен выльăхсене те шăварма, çитерме ӗлкӗреттӗмччӗ. Уроксене пӗрре те кая юлса çитмен», – каласа панăччӗ çав вăхăтсем çинчен Аркадий юлташ.
Амăшӗ кӗркелесе тухма хушнă çамрăк çын çинчен те пӗлтерчӗ. Каçхи палăртнă ӗçсене вӗçлесен, çывăрма выртас умӗн килетчӗ тет леш ача, анчах пӗччен мар, хăйӗн пекех виçӗ юлташпа. Çӗрӗпе картла вылятчӗç тет, чӗкӗнтӗр ӗçленӗшӗн панă пӗр михӗ сахăр песукне йӳçӗ шӗвек туса ӗçсе пӗтернӗ иккен вӗсем. Аркади правление кайса укçа çыртарса илсе лавккара туяннă сахăр.
Вунă кун иртсе кайнă, амăшӗ çук та çук. Нурлатран жом турттаракан машинăпа çитмелле пек каялла. Аркади фермăна кайса килнӗ. Нарăс уйăхӗнчи çил-тăман çулсене хупласа кайнипе пӗр машина та тухса кайман-мӗн Нурлата.
Пурнăçри хăш-пӗр пулăмсене епле манас тесен те манăçмаççӗ иккен.
Амăшӗпе вун иккӗри Аркади çу уйăхӗнчи вырсарни тата праçник кунӗсенче тăтăшах вăрманта хыр тӗмӗсене лартнă çӗрте ӗçленӗ. Çав ӗçшӗн вăрман хуралçи вӗсене çӗртме уйăхӗнче вутă хатӗрлеме темиçе палăртнă йывăçа тӗпрен касма ирӗк парать. Мӗн иртен пуçласа сӗм каçчен вӗсем иккӗш кăтартнă йывăçсене тӗпрен яраççӗ, туратсенчен иртеççӗ, вакласа купаласа хураççӗ. Иккӗн çеç! Вун иккӗри ача мӗнле чăтнă çакăн пек йывăр вăрман ӗçне?! Каласа панă тăрăх, ун чухне вăл утайми пулас пек ывăннă, аллисем хăмпăланса хăпарса кайнă, анчах вăл пӗр куççуль те кăларман, чăтнă, мӗншӗн тесен ăс-тăнӗпе пӗлнӗ, никам та вӗсене пулăшас çук. Тепӗр кунне амăшӗ ирех колхоз председателӗнчен машина çыртарса илнӗ, тиекенсене тупнă. Çитеççӗ иртнӗ кун купаланă вутă купи патне те, унта – вӗсен вуттине ют машина çине тиеççӗ. Çак вутă купине кам хатӗрленине питӗ лайăх пӗлсе тăракан лесникăн пулăшаканӗ хăйӗн тăванӗсене систерсе сутса яма тытăннă. Пӗччен хӗрарăмран кулма шутланă. Амăшӗ килӗнче куççульне юхтарса Аркадие: «Вӗрен, ывăлăм, пысăк пӗлӳллӗ çын пул, хамăра хӳтӗлекен пул», – тенӗ.
Вӗренӳ çулӗсем
1960 – 1968 çулсенче тăван ялӗнчи тулли мар шкулта вӗреннӗ. Хăйӗн пӗрремӗш учительне Мария Дмитриевна Павловăна тата аслăрах классенче Виктор Арсентьевич Колина, Виктор Егорович Симакова (вăл нимӗç чӗлхи урокӗсене ертсе пынă), класс ертӳçисене ырăпа çеç асăнать, вырăс чӗлхипе вӗрентнӗ Петр Михайлович Гаврилова тата ыттисене те чӗререн тав тăвать. Шкулти учительсем унăн пурнăçӗнче паллă йӗр хăварнă. Вăл вӗрентекенсен кашни сăмахне тимлӗн итленӗ, килти ӗçсене тӗплӗн хатӗрленсе тирпейлӗ тунă, нумай вуланă, ялан çӗнӗ пӗлӳ илме ăнтăлнă, тӗрлӗ предметсемпе йӗркеленӗ кружоксене юратса çӳренӗ. Шкулта вăл яланах чи лайăх вӗренекенсен шутӗнче пулнă.
Пӗрле тумалли обществăлла ӗçсене вăл пӗрмаях хастар хутшăннă. Ахальтен мар чи хастар пионера, комсомол ретне илсенех, тӳрех шкулти комсомол организацийӗн секретарьне суйлаççӗ. Кунта вăл комсомол ертӳçин тивӗçлӗ ӗçне ВЛКСМ уставӗпе тӗрӗс ертсе пыма тăрăшать. Çавăн чухне Аркадий, мӗн ачаранах никама систермесӗр учитель пулма ӗмӗтленекенскер, халь чăннипех пӗр иккӗленмесӗр хăйӗн пурнăçне учитель ӗçӗпе çыхăнтарма шут тытать. Çав тӗллевпех, ялти 8 класлă шкултан пур предметпа та лайăх паллăсемпе аттестат илсен, Теччӗри педагогика училищине вӗренме кӗрет. Кунта вăл тăватă çул хушшинче пысăк опытлă преподавательсем нумай пӗлӳ панине тулли кăмăлпа асăнать. Питӗ тăрăшса вӗренет, училищӗре ирттернӗ олимпиадăсенчи ăмăртăва хаваспах хутшăнать, спорт енӗпе те кая юлман. Кунта пур предметсемпе те тăрăшса вӗренет, анчах пурпӗрех математика тата физика предмечӗсем хăйне чун-чӗререн кăмăлне кайнине туять. Çавăнпа та 1972 çулта училищӗрен кӗçӗн классенче ӗçлес енӗпе диплом илсе вӗренсе тухсан, тӳрех Хусанти педагогика институтне физикăпа математика факультетне куçăн мар вӗренме кӗрет.
Çамрăк учителӗн Аркадий Аркадьевич Михайловăн ӗç стажӗ тăван ялӗнчи хăй вӗренсе тухнă шкултан пуçланнă. Ăна дипломпа кӗçӗн класри ачасемпе ӗçлеттерес темен, института вӗренме кӗнине кура, аслă классенче математикăпа физика урокӗсене ертсе пыма ӗçе илнӗ. Кун пек Аксу РОНО заведующийӗ тата шкул администрацийӗ пысăк чыс туни ăна питӗ хавхалантарнă, вăхăтне, вăйне шеллемесӗр тăван шкулшăн тăрăшса ӗçлеме тытăннă.
Çав çулсенче пур шкулсенче те предметлă кабинетсем йӗркелеме тытăннă. Шкул директорӗ Анатолий Макарович Андреев пулăшнипе пӗр класс пӳлӗмне ятарласах уйăрса парсан, Михайлов унта физика кабинетне йӗркелет. Лаборатори ӗçӗсене тума тӗрлӗ приборсем туянаççӗ, диафильм кăтартмалли аппаратура та вырнаçтараççӗ. Ку ӗçе те вăл хăй çине илет.
Аркадий Аркадьевич шкулшăн питӗ тăрăшса ӗçленине РОНОра та асăрхаççӗ, ăна Вырăс Киреметӗнчи шкул директорӗн ӗçне ертсе пыма сӗнеççӗ. Анчах Аркадий Аркадьевич килӗшмест тăван ялтан кайма. Сăлтавӗ те пур: чирлӗ амăшне тата çул çитмен йăмăкне пăхмалла.
Ӗçре
Çамрăк учителе, çемье çавăрса ӗлкӗреймен çынна парти çыннисем обществăлла ӗçе ятарласах явăçтарма тăрăшатчӗç. Аркадий те айккинче юлман: вăл радиохаçат хатӗрленӗ çӗре те хутшăннă, ялти «Сульча» колхозăн пӗр-пӗр ӗç вырăнӗнче (фермăра, хирте е йӗтем çинче) агитаци ирттернӗ, концертсем хатӗрлекен пултарулăх ушкăнӗнче те юрланă-ташланă. Вăлах ялти комсомолецсен хушшинче пропагандист та.
Пӗтӗм ӗçре вăй-халне шеллемесӗр тăрăшакан çамрăка Аксури ВЛКСМ комитечӗ Тав хучӗсемпе хавхалантарсах тăнă. 1976 – 1985 çулсенче илнӗ наградăсем кăна вуннă ытла. 1981 çулта ВЛКСМ Тӗп комитечӗ ăна «Комсомольцу-пропагандисту» паллăпа наградăланă. 1985 çулта Румынипе Болгарие канма кайма турпутевка парнеленӗ. 1980 çулта Аксури РОНО заведующийӗ А.Г.Муратшин сӗннипе унăн сăнӳкерчӗкне районти Хисеп хăми çине вырнаçтарнă.
Çав çулсенчех унăн пурнăçӗнче паллă пулăмсем пулнă. 1975 çулта Аркадий авланнă, ялти фельдшер пунктӗнче ӗçлекен Наталья Сергеевна Ильинапа çемье çавăрнă. Икӗ ывăл та икӗ хӗр çуратса ӳстернӗ. Çӗнӗ пӳрт лартнă. Аркадий Хусанти педагогика институтне пӗтерсе аслă пӗлӳллӗ специалист пулса тăрать, КПСС ретне те илнӗ ăна.
1982 çулта Аркадий Аркадьевича директорăн вӗренӳпе воспитани енӗпе çумӗ (завуч) пулма шаннă. Директорпа, Анатолий Макарович Андреевпа, пӗрле иккӗш çитес вунă çуллăха шкула аталантарас енӗпе перспективлă план-программа тăваççӗ. Планӗ питӗ пысăк: Кивӗ Ӳселӗнче çӗнӗ шкул туса лартмалла; тулли мар шкултан вăтаммине тумалла; учительсем пурте аслă пӗлӳллӗ пулмалла.
Çак хут çине çырса хунă программăна пăхсан – ниепле те пурнăçлама май çук пек туйăнать. Нумай çул епле ӗçленӗ, малашне те нимӗнле улшăнусем те тума çук пек. Анчах алă усса ларнипе нимӗн те пулмасть. Ачасем нумайăшӗ вăтам шкул пӗтересшӗн. Аякри Кивӗ Тимушкелне е Кивӗ Мăкшелӗнчи шкулсене çуран çӳреççӗ. Эппин ялта вăтам пӗлӳ паракан шкул уçмаллах.
Педколлективра аслă пӗлӳллисем 5 учитель кăна пулнă, ыттисем пурте шкулта вăтам пӗлӳ илнисем çеç. Эппин питӗ нумай тăрăшмалла, аслă пӗлӳ илме пурне те хавхалантармалла, пӗлӗве ӳстерекен курссене, институтсене куçăн мар майпа вӗренме ямалла. Тата пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарас текен аслă классенче вӗренекенсене шкултах хатӗрлеме тытăнмалла.
1985 çулта шкулшăн, ялшăн чунне парса тăрăшакан ăслă çынна, хисеплӗ учителе ял-йыш тулли кăмăлпа ял Совет председательне суйлать. Кунта та Аркадий Аркадьевич чаплă та çемçе кресло çинче алă усса ларман. Аркадий Аркадьевич çивӗч куçлă: ял урамӗсем тирпейсӗр, Сӗнче леш енне каçса çӳремелли кӗпер аран çакăнса тăрать. Масар картине çӗнетмелле, вилнӗ выльăхсене пытармалли вырăнсене йӗркене кӗртмелле. Çӗнӗ клуба туса пӗтермелле. Витӗр куçпа пăхакан ял хуçи тем чуль ӗç курать. Тата ун чух кашни ял Совечӗн района планпа сӗт, çăмарта, аш, çӗрулми ăсатмалла пулнă. Планӗ пысăк. Кунта ял Совет председателӗн ял-йышпа питӗ тăрăшса, килӗштерсе ӗçлемесен пӗртте ӗç тухмасть.
Аркадий юлташăм ял Совет председателӗнче виçӗ çул ӗçленӗ вăхăт çинчен ак епле каласа парать:
– Ун чухне эпӗ кану çинчен шутламан та – иртен пуçласа каçчен ӗçреччӗ. Клуб тунă чухне темиçе хутчен Нурлата стройматериалсем туянма хамах кайнă. 1987 çулта çӗнӗ клуба кӗрсен те Чистая кайса кăмрăк хамах туянса илсе килнӗ. Клубри сценăна хатӗрленӗ чухне çамрăксене пухса темиçе хутчен субботник йӗркелесе пӗрле ӗçленӗ.
1987 çулхи Çӗнӗ çула çӗнӗ клубра палăртнă ӳселсем. 1988 çулта А.А.Михайлова вырăнти «Сульча» колхозăн парти секретарьне суйланă. Кунта та вăл ӗçе тӗплӗн йӗркелесе янă: графикпе пухусем ирттернӗ, отчетсене вăхăтра тунă, колхозри пултаруллă çӗр ӗçченӗсене парти ретне илме тăрăшнă. Тата Аркадий Аркадьевич колхозри выльăх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗçшӗн яваплă пулнă. Çавăнпа вăл дояркăсем пек ир-ирех тăрса каçхине çичӗ сехетчен фермăсенче çӳренӗ.
1987 – 1989 çулсенче выльăх-чӗрлӗхшӗн питӗ йывăр çулсем пулнă, апат çитмен. Аркадий Аркадьевич каласа панă тăрăх, вăл хăйех Нурлатри элеватора кайса комбикорм çыртарса илсе килнӗ, грузовик çине тиеме те ăнах лекнӗ. Улăм та çитмен выльăх валли. Михайлов тăрăшнипе Ульяновск облаçӗнчи Мелекес районӗнчи «Победа» совхоза çитсе колхозри темиçе техникăпа усă курса пресланă улăм илсе килнӗ.
Çӗнӗ шкул хăпартма пуçланине Аркадий Аркадьевич питӗ аван астăвать. Шкул коллективӗн администрацийӗ тăрăшнипе «Татпромпроектра» Кивӗ Ӳселӗнчи çӗнӗ шкулăн проектне тутарнă. Халь черетре – çӗнӗ шкул тăвасси.
1989 çулта СССР халăх депутачӗсен суйлавӗ иртнӗ.
– Суйлавӗ пулмаллаччӗ 1989 çулхи пуш уйăхӗн 26-мӗшӗнче. Пирӗн тăрăхри суйлав округӗнче Вера Михайловна Мальковская кандидатчӗ. Аксури КПСС ларăвӗнче унпа тӗлпулу ирттерчӗç. Эпир, «Сульча» колхоз председателӗ Геннадий Николаевич Селиванов тата эпӗ, унта кайрăмăр. Эпӗ малтанах кандидата ятарласах наказ пама хатӗрленнӗччӗ. Вăтанса тăмарăм, трибуна умне тухса хамăн наказпа паллаштартăм. Вăл мана питӗ тимлӗн итлерӗ те Кивӗ Ӳселӗнче çӗнӗ шкул тумалли наказа çырса хучӗ. В.М.Мальковская çине тăнипе, ун чухнехи РК КПСС 1-мӗш секретарӗ К.Б.Назмеев пулăшнипе, 1991 çулта Кивӗ Ӳселӗнче 264 вӗренекенлӗх икӗ хутлă çӗнӗ шкул тума пуçларӗç. 1992 çулхи пуш уйăхӗнче шкула уçрӗç, – тулли кăмăлпа каласа пачӗ Аркадий Аркадьевич ун çинчен.
Паллах, çӗнӗ шкул тăвасси перспективлă планра та пулнă, анчах хăçан пулатчӗ-ши вăл, енчен те çав ларура Аркадий Аркадьевич сăмах тухса каламан пулсан?
Çав çулах çу уйăхӗнче Михайлов каллех тăван ялти çӗнӗ шкула ӗçлеме куçнă. Каллех – завуч та физика учителӗ. Ун чухне те 5 учитель кăна аслă пӗлӳ илнисем пулнă çӗнӗ шкулта. Кӗске вăхăтрах Аркадий Аркадьевич Михайлов учительсен карточкисемпе паллашнă, кашнинпе ятарласах тӗл пулса калаçнă. Михайловпа калаçнă хыççăн нумайăшӗ педагогика институтне куçăн мар майпа вӗренме кӗнӗ, пӗлӳ ӳстерекен курссене çӳренӗ, аттестаци иртнӗ, хăйсен педагогика ӗçӗнчи ăсталăхне, квалификациллӗ категорине ӳстерме тăрăшнă. Учительсен хушшинче ирттернӗ тӗрлӗ конкурссене хутшăнаççӗ, методика пӗрлешӗвӗсенче хăйсен ăнăçлă опычӗсемпе паллаштарма ӳркенмеççӗ.
Пултаруллă завуч Аркадий Аркадьевич Михайлов 2000 çулта шкулта «Школа 2000» тата «Школа 2100» вӗренӳ комплексне пуçарса янă. Çӗнӗ программăпа ачасене ятарласах математикăпа, физикăпа тарăнрах вӗрентессине йӗркеленӗ. Каярахпа çак комплекса хими тата биологи предмечӗсене те кӗртнӗ. Шкул ачисем çак комплекспа хатӗрленекенсем ЕГЭ енӗпе пысăк кăтарту тума пуçлаççӗ. 2009, 2010, 2011 çулсенчче Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкултан вӗренсе тухакансем районта чи пысăк балсем илеççӗ. Хăш-пӗр çулсенче Тутарстанри тата Раççейри шайра та малта пулнă. Çӗнӗ программăпа вӗренсе тухакан пӗрремӗш кăларăм 2011 çулта пулнă. Вăтам шкул пӗтерекенсенчен 2-шӗ ылтăн, 2-шӗ кӗмӗл медаль илме тивӗçнӗ, тăххăрăшӗ аслă пӗлӳ паракан институтсене, университетсене ППЭре пысăк балл илнипе вӗренме кӗнӗ.
Халӗ те Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкул вӗренекенӗсем ППЭре нумай балл пухса çулсерен Хусанти, Çырчаллинчи, Самарти, Шупашкарти, Мускаври институтсене, университетсене чăрмавсăр вӗренме кӗреççӗ.
2010 çул тӗлне Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкулта пӗтӗм вӗрентекен аслă пӗлӳллӗ пулнă ӗнтӗ. Нумайăшӗ çак шкултан вӗренсе тухнисемех.
Унччен ял историнче пӗр çын кăна аслă пӗлӳллӗ çын пулнă – медицина енӗпе ӗçлекен Раиса Александровна Нестерева. Вăл та Аркадий Аркадьевичăн вӗренекенӗ. Халь вара çак шкултан вӗренсе тухнисем нумайăшӗ Хусанти аслă шкулсенче пӗлӳ илнӗ. Ятарласах кăсăкланса ыйтрăм та унран, вăл тулли кăмăлпа хăй вӗрентнӗ пултаруллă ачасен хушамачӗсене, ячӗсене алăри пӳрнисене хуçлатсах аса илчӗ: Владислав Казаков (ХАИ), Расих Гафуров (ХИСИ), Федор Говоров (ХХТИ), Николай Айдов (ХЭУ), Александр Молоткин (Хусанти танк училищи), Максим Захаров (ХХТИ), Алексей Айдов (Хусанти танк училищи), Людмила Петрушкова (ХАИ) тата ыттисем те. Чăннипех мăнаçланмалăх пур! Учителӗн ӗçӗ вӗренекенсен пултарулăхӗнче курăнать.
Учитель те, наука ӗçченӗ те
Аркадий Аркадьевич хăйӗн проектне пурнăçлас тесе нумай тăрăшнă: уçă уроксем ирттернӗ, республикăри тӗрлӗ форумсенче, районти шкулсенче, учительсен педагогсен пӗрлешӗвӗсенче хăйӗн ӗçӗн меслечӗсемпе паллаштарнă. Вăл пӗрмаях тӗрлӗ конкурссене хутшăннă. 2009 çулта ятарласах физика енӗпе пӗр ППЭ вариантне хатӗрленӗ. Хусанти Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ ăна пăхса тухса шкулсем валли хăнăхтаруллă вариантпа çирӗплетнӗ.
Çав çулах А.А.Михайлов физика енӗпе «Хытă япала çаврăнни» ятлă наукăлла ӗç çырать. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин дипломне илме тивӗçнӗ. 2010 çулта Пӗтӗм Раççейӗпе ирттернӗ «Шкул директорӗн çумӗ – 2010» конкурсра дипломант ятне илнӗ. Унăн конкурса янă ӗçӗ «Вӗрентӳ процесне хальхи çӗнӗ технологисемпе йӗркелесе пыни» ятлă. Унта вăл хăйӗн 20 çул завучра тухăçлă ӗçленӗ опычӗпе паллаштарнă. Кашни çулхи пысăк çитӗнӗвӗсем çинчен йăлтах таблицăпа кăтартнă.
2005 çулта Аркадий Аркадьевича кăкăр çине çакмалли «Раççей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ» паллăпа, икӗ çул каялла «ТАССРа 100 çул» медальпе чысланă.
Кăçалхи ака уйăхӗнче Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗ Аркадий Михайлова Хисеп хучӗпе наградăланă.
Тивӗçлӗ канура та ӗçсӗр лармасть
Аркадий Аркадьевич 2014 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă. Пенсире тесе ӗçсӗр лармасть, тăрăшсах хăй çемйин йăх-тымарне тӗпчет. Нумай çул çырса пынă «Кун кӗнекипе», ваттисем каласа панисемпе, архиври материалсемпе усă курса 2018 çулта «Михайловсем» ятлă тем хулăнăш кӗнеке кăларнă. 352 страницăллă вăл. Кӗнекере темиçе пин хушамат, шутлама çук нумай сăнӳкерчӗк, ялти, инçетри Михайловсемпе тăванлă çынсен пурнăçӗ, ялти ӗçсем çинчен нумай-нумай хыпар... Чăн-чăн энциклопеди. Виç-тăват ӗмӗр тăршшӗнчи ялти пурнăç, пулăмсем унта уççăн курăнса тăраççӗ.
Аркадий Аркадьевич Михайлăвăн сумлă кӗнекине вуласа тухсан, Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» кӗнеки куç умне тухса тăчӗ. Чăвашсен паллă çыравçăн кӗнекинчи пекех «Михайловсем» кӗнекере автор Граждан вăрçи, коллективизаци вăхăчӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи кунӗсем, епле ялта савăнăçлă е калама çук хăрушă пулăмсем пулнă – пӗр пытармасăр питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Михайловăн кӗнеки чăн историллӗ роман пекех вуланать. Ун кӗнекине вуласа нумай эпӗ хам пӗлекен çынсен историйӗпе тӗплӗнрех паллашрăм. Шел çав, экземплярӗ питӗ сахал, 60 çеç.
Аркадий Аркадьевич Михайлов çак кӗнекепе кăна çырлахмасть, каллех тăрăшса ӗçлет. Вăл – тӗпчевçӗ, халь Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çухалнă ентешсен шăпине тӗплӗнрех пӗлес шутпа ӗçлет. Ку енӗпе «Суварта» унăн пӗр статйи пичетленчӗ, малашне те çӗнӗ хайлавӗсем тухасса пӗр иккӗленмесӗр кӗтетпӗр. Хальхи вăхăтра вăл тата тепӗр пысăк ӗç тытăннă, «Эпир – ӳселсем» ятлă документлă-библиографиллӗ хайлав çырма пуçланă.
Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан раштав уйăхӗн 20-мӗшӗнче, ентешӗм Аркадий Михайлов паллă учитель-педагог, тӗпчевçӗ, наука ӗçченӗ, çыравçă 70 çул тултарчӗ. Юлташăма чун-чӗререн ырлăх-сывлăх сунса пире, вулакансене, савăнмалăх тата нумай хайлавсем парнелессе шанатпăр. Тӗпчев ӗçӗ санăн нихăçан та ан иксӗлтӗр, пултарулăху çак енӗпе ӳссех пытăр.
Çав çулах çу уйăхӗнче Михайлов каллех тăван ялти çӗнӗ шкула ӗçлеме куçнă. Каллех – завуч та физика учителӗ. Ун чухне те 5 учитель кăна аслă пӗлӳ илнисем пулнă çӗнӗ шкулта. Кӗске вăхăтрах Аркадий Аркадьевич Михайлов учительсен карточкисемпе паллашнă, кашнинпе ятарласах тӗл пулса калаçнă. Михайловпа калаçнă хыççăн нумайăшӗ педагогика институтне куçăн мар майпа вӗренме кӗнӗ, пӗлӳ ӳстерекен курссене çӳренӗ, аттестаци иртнӗ, хăйсен педагогика ӗçӗнчи ăсталăхне, квалификациллӗ категорине ӳстерме тăрăшнă. Учительсен хушшинче ирттернӗ тӗрлӗ конкурссене хутшăнаççӗ, методика пӗрлешӗвӗсенче хăйсен ăнăçлă опычӗсемпе паллаштарма ӳркенмеççӗ.
Пултаруллă завуч Аркадий Аркадьевич Михайлов 2000 çулта шкулта «Школа 2000» тата «Школа 2100» вӗренӳ комплексне пуçарса янă. Çӗнӗ программăпа ачасене ятарласах математикăпа, физикăпа тарăнрах вӗрентессине йӗркеленӗ. Каярахпа çак комплекса хими тата биологи предмечӗсене те кӗртнӗ. Шкул ачисем çак комплекспа хатӗрленекенсем ЕГЭ енӗпе пысăк кăтарту тума пуçлаççӗ. 2009, 2010, 2011 çулсенче Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкултан вӗренсе тухакансем районта чи пысăк балсем пухаççӗ. Хăш-пӗр çулсенче Тутарстан тата Раççей шайӗнче те малта пулнă. Çӗнӗ программăпа пӗрремӗш кăларăм 2011 çулта вӗренсе тухнă. Вăтам шкул пӗтерекенсенчен 2-шӗ ылтăн, 2-шӗ кӗмӗл медаль илме тивӗçнӗ, тăххăрăшӗ институтсене, университетсене ППЭпе пысăк балл илнипе вӗренме кӗнӗ.
Халӗ те Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкул вӗренекенӗсем ППЭпе нумай балл пухса çулсерен Хусанти, Çырчаллинчи, Самарти, Шупашкарти, Мускаври институтсене, университетсене чăрмавсăр вӗренме кӗреççӗ.
2010 çул тӗлне Кивӗ Ӳселӗнчи вăтам шкулта пӗтӗм вӗрентекен аслă пӗлӳллӗ пулнă ӗнтӗ. Нумайăшӗ çак шкултан вӗренсе тухнисемех.
Унччен ял историйӗнче пӗр çын кăна аслă пӗлӳллӗ пулнă – медицина енӗпе ӗçлекен Раиса Александровна Нестерева. Вăл та Аркадий Аркадьевичăн вӗренекенӗ. Халь вара çак шкултан вӗренсе тухнисенчен нумайăшӗ Хусанти аслă шкулсенче пӗлӳ илнӗ. Ятарласах кăсăкланса ыйтрăм та унран, хăй вӗрентнӗ пултаруллă ачасен хушамачӗсене, ячӗсене алăри пӳрнисене хуçлатсах тулли кăмăлпа аса илчӗ: Владислав Казаков (ХАИ), Расих Гафуров (ХИСИ), Федор Говоров (ХХТИ), Николай Айдов (ХЭУ), Александр Молоткин (Хусанти танк училищи), Максим Захаров (ХХТИ), Алексей Айдов (Хусанти танк училищи), Людмила Петрушкова (ХАИ) тата ыттисем те. Чăннипех мăнаçланмалăх пур! Учителӗн ӗçӗ вӗренекенсен пултарулăхӗнче курăнать.
Учитель те, наука ӗçченӗ те
Аркадий Аркадьевич хăйӗн проектне пурнăçлас тесе нумай тăрăшнă: уçă уроксем ирттернӗ, республикăри тӗрлӗ форумсенче, районти шкулсенче, учительсен педагогсен пӗрлешӗвӗсенче хăйӗн ӗçӗн меслечӗсемпе паллаштарнă. Вăл пӗрмаях тӗрлӗ конкурссене хутшăннă. 2009 çулта ятарласах физика енӗпе пӗр ППЭ вариантне хатӗрленӗ. Хусанти Вӗрентӳ аталанăвӗн институчӗ ăна пăхса тухса шкулсем валли хăнăхтаруллă вариантпа çирӗплетнӗ.
Çав çулах А.А.Михайлов физика енӗпе «Хытă япала çаврăнни» наука ӗçне çырать. ТР Вӗрентӳпе наука министерствин дипломне илме тивӗçнӗ. 2010 çулта Пӗтӗм Раççейӗпе ирттернӗ «Шкул директорӗн çумӗ – 2010» конкурсра дипломант пулнă. Унăн конкурса янă ӗçӗ «Вӗрентӳ процесне хальхи çӗнӗ технологисемпе йӗркелесе пыни» ятлă. Унта вăл хăйӗн 20 çул завучра тухăçлă ӗçленӗ опычӗпе паллаштарнă. Кашни çулăн пысăк çитӗнӗвӗсене таблицăра кăтартнă.
2005 çулта Аркадий Аркадьевича «Раççей Федерацийӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗçченӗ» паллăпа, икӗ çул каялла «ТАССРа 100 çул» медальпе чысланă.
Кăçалхи ака уйăхӗнче Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн Тутарстанри уйрăмӗ Аркадий Михайлова Хисеп хучӗпе наградăланă.
Тивӗçлӗ канура та ӗçсӗр лармасть
Аркадий Аркадьевич 2014 çулта тивӗçлӗ канăва тухнă. Пенсире тесе ӗçсӗр лармасть, тăрăшсах хăй çемйин йăх-тымарне тӗпчет. Нумай çул çырса пынă «Кун кӗнекипе», ваттисем каласа панисемпе, архиври материалсемпе усă курса 2018 çулта «Михайловсем» ятлă тем хулăнăш кӗнеке кăларнă. 352 страницăллă вăл. Кӗнекере темиçе пин хушамат, шутлама çук нумай сăнӳкерчӗк, ялти, инçетри Михайловсемпе тăванлă çынсен пурнăçӗ, ялти ӗçсем çинчен нумай-нумай хыпар... Чăн-чăн энциклопеди. Виç-тăват ӗмӗр тăршшӗнчи ялти пурнăç, пулăмсем унта уççăн курăнса тăраççӗ.
Аркадий Аркадьевич Михайловăн сумлă кӗнекине вуласа тухсан, Никифор Мранькан «Ӗмӗр сакки сарлака» кӗнеки куç умне тухса тăчӗ. Чăвашсен паллă çыравçин кӗнекинчи пекех «Михайловсем» кӗнекере автор Граждан вăрçи, коллективизаци вăхăчӗ, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи кунӗсем, епле ялта савăнăçлă е калама çук хăрушă пулăмсем пулнă – пӗр пытармасăр питӗ тӗплӗн çырса кăтартнă. Михайловăн кӗнеки чăн историллӗ роман пекех вуланать. Ун кӗнекине вуласа эпӗ хам пӗлекен çынсен историйӗпе тӗплӗнрех паллашрăм. Шел, питӗ сахал, 60 экземпляр çеç.
Аркадий Аркадьевич Михайлов çак кӗнекепе кăна çырлахмасть, каллех тăрăшса ӗçлет. Вăл – тӗпчевçӗ, халь Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çухалнă ентешсен шăпине тӗплӗнрех пӗлес шутпа ӗçлет. Ку енӗпе «Суварта» унăн пӗр статйи пичетленчӗ, малашне те çӗнӗ хайлавӗсем тухасса пӗр иккӗленмесӗр кӗтетпӗр. Хальхи вăхăтра вăл тата тепӗр пысăк ӗç тытăннă, «Эпир – ӳселсем» документлă-библиографиллӗ хайлав çырма пуçланă.
Çак кунсенче, тӗрӗсрех каласан раштав уйăхӗн 20-мӗшӗнче, ентешӗм Аркадий Михайлов паллă учитель-педагог, тӗпчевçӗ, наука ӗçченӗ, çыравçă 70 çул тултарчӗ. Юлташăма чун-чӗререн ырлăх-сывлăх сунса пире, вулакансене, савăнмалăх тата нумай хайлав парнелессе шанатпăр. Тӗпчев ӗçӗ санăн нихăçан та ан иксӗлтӗр, пултарулăху ӳссех пытăр.
Владимир ЛЕВУКОВ.
Михайловсен çемье архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев