Пенсисемпе социаллă пособисене ӳстереççӗ
Çывăх вăхăтра çӗршывра социаллă пособисемпе пенсисене индексацилеççӗ. Çакăн пирки Раççей Президенчӗ Владимир Путин Закон кăларакансен канашӗн пайташӗсемпе тӗл пулсан каланă. Çавăн пекех бюджет сферинче тăрăшакансен ӗç укçине те ӳстерме палăртнă. Президент парламентарисене правăлла механизмсене тӗплӗн пăхса тухса шута илме тата кирлӗ тӳрлетӳсем кӗртме хушу панă.
Тутарстан «Георгий хăйăвӗ» акцие хутшăнать. Хусанти Г.Камал ячӗллӗ театр умӗнче «Волонтеры Победы» юхăм хастарӗсем Георгий хăйăвӗ валеçме пуçланă. Астăвăм паллине вӗсем майăн 9-мӗшӗчченех салатӗç. «Акци республикăн кашни районӗпе хулинчех иртет. Çӗнтерӳ кунӗччен волонтерсем 250 пин ытла хăю салатӗç», – тет «Патриот» Республика центрӗн директорӗ Д.Литвинов.
Георгий хăйăвне валеçес ӗçе çавăн пекех çарпа патриот, çамрăксен организацийӗсем, шкул ачисемпе студентсем те хутшăнаççӗ. Хăйăва çынсене панă май вӗсем ăна мӗнле тӗрӗс çакса çӳремелли пирки ăнлантараççӗ. «Волонтеры Победы» юхăм хастарӗ Е.Маховицына каланă тăрăх, Георгий хăйăвӗ ветерансене хисепленине, вăл Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине астунине кăтартать. Анчах та нумайăшӗ ăна тӗрӗс мар çакса çӳрет – сумка, алă е тата машина çине çыхса хурать. Ку тӗрӗс мар. Георгий хăйăвне кăкăр çинче, чӗре тӗлӗнче çакса çӳремелле. Вăл илем хатӗрӗ мар, Аслă Çӗнтерӗвӗн, пирӗн халăхăн паттăрлăхӗн палли.
Айгиз Баймухаметов хăнана килчӗ. Ку эрнере «ТАТМЕДИА» акционерла обществăна кӗрекен «Казан утлары» (Хусан çутисем) литература журналӗ хăйӗн 100 çулхи юбилейне чаплăн паллă турӗ. Журнал редакцийӗнче ӗçлекенсене саламлама Кабардино-Балкарире, Карачаево-Чаркессире, Кăркăсстанра, Казахстанра, Якутире, Пушкăртстанра, Азербайджанра тухса тăракан журналсен тӗп редакторӗсем килнӗччӗ. Çав шутра «Сувар» хаçатăн çывăх тусӗ, «Ан хăвар, анне», «Юмахсăр ачалăх» тата «Урам ачисем» повеçсен авторӗ, Пушкăртстан çамрăкӗсен «Шонкар» журналӗн тӗп редакторӗ Айгиз Баймухаметов та пулчӗ. Юбилее килнӗ хăнасен программин кашни минутне шута илнине пăхмасăрах юлташăмăр «Сувар» редакцине кӗрсе тухма вăхăт тупрех. Тавах Айгиз Гиззатовича пире хисеп тунăшăн! Малашне те туслăн ӗçлеме калаçса татăлтăмăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев