Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пĕтĕм тĕнчери калав ăмăртăвне йыхравлатпăр!

Турци çĕршывĕнчен ырă хыпарсем килчĕç. Тĕрĕк халăхĕсен культурине пĕр-пĕринпе çыхăнтарса аталантарма туса хунă ТӲРКСОЙ йĕркеленĕвĕнчи (организацинчи) патшалăхсем Çыравçăсен пĕрлĕхне туса хунă, унта Азербайчан, Казахстан, Кăркăсстан, Ӳзбекстан, Турци тата Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ (Avrazya Yazarlar Birliği) кĕреççĕ. Ертӳçи пулма Казахстан Çыравçисен пĕрлĕхĕн пуçлăхне Улугпек Йестевлет мăрсана суйланă.

Шел пулин те, халлĕхе Чăваш Ен культурă министерстви ТӲРКСОЙ пайташĕ мар. Анчах та чăваш çыравçисен тĕнчепе тан хутшăнса аталанма хакĕ те, пултарулăхĕ те пур. Çавăнпа та малашне чăвашсем те çак пĕрлĕхре пуласса шанатпăр. Халлĕхе вара чăваш çыравçисем çĕнĕ пĕрлĕх ĕçне Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ урлă хутшăнĕç.

Тепĕр савăнăçлă хыпар та Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн (AYB) ертӳçинчен Якуп Омероглу доктортан килчĕ. Кăçал та вĕсем ТӲРКСОЙпа пĕрле тĕрĕк халăхĕсен çыравçисен хушшинче Пĕтĕм тĕнчипех калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ ăмăртăвне ирттереççĕ. Ку ăмăрту 2008 çултанпа кăçал 7-мĕш хут иртет. Тĕрĕк Тĕнчинчи пĕрлехи пĕртен-пĕр литература ăмăртăвĕ пулса тăракан калавсен Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ кăçалхи Пĕтĕм тĕнчери ăмăртăва Турци (Турци) патшалăхне никĕсленĕренпе 100 çул, ТӲРКСОЙ туса хунăранпа 30 çул çитнине халалланă.

Каласа хăвармалла, чăваш çыравçисем ку ăмăртăва 2014 çултанпа хутшăнаççĕ, кашнинчех 10-15 çын, тĕнче шайĕнче хавхалантару парнине те тивĕçсе курнă. Чăннипе те, ку ăмăрту чăваш çыравçисене хăйсен пултарулăхне тĕнче шайĕнче кăтартма, хамăрпа тăванлă халăхсен сăмах ăстисемпе тупăшма тата пĕр-пĕриншĕн усăллă опытпа паллашма май парать. Ăмăртăва хутшăнакан çĕршывсемпе халăхсен хушшинче чылайăшне аванах пĕлетпĕр темелле: Азербайчан, Казахстан, Кăркăсстан, Ӳçпекстан, Туркменстан; Раççей Федерацийĕнчи е Атăл-Урал таврашĕнчисене пушшех те: Пушкăртстан, Тутарстан, Якутстан/Саха Çĕрĕ, Хакас Ен, Алтай, Тува, Крым тутарĕсем, Кумук, Нухай, Карачай-Балкар... Çав вăхăтрах Балкан тăрăхĕнчи Анăç Фраки (Грецире), Пăлхарстан, Косово, Македони, Румыни, Гагауз Çĕрĕ (Молдова) çыравçисемпе хутшăнмалли литература майтанĕсем пирĕншĕн çĕнĕлĕх. Çурçĕр Кипр Тĕрĕк Республики, Уйгур Ен (Китайра), Ирак, Иран... пушшех тĕлĕнтермĕш пек-ха. Турци/Турци пирки те эпир вĕсене лайăх пĕлетпĕр теме çук-ха. Апла-тăк мĕншĕн чăваш çыравçисен тĕнчепе çывăхланмалли çак мелсемпе усă курмалла мар?

Тĕнчере хуть те ăçта пурăнсан та, çыруллă хуть те мĕнле тĕрĕк чĕлхипе çырса  çаптарнă хайлавне ярса парса, ăмăртăва кирек кам та ирĕклĕ хутшăнма пултарать. Каласа хăварам, иртнĕ ăмăртусенче калава Турциĕнчи тĕрĕк чĕлхине куçарса та ямалла текен йĕрке пурччĕ, кăçал çук. Паллах, юлашки виç теçетке çулта Турците чăваша, уйрăмах литературине, тĕпчекен теçетке ăсчах çитĕнчĕ, çапах та вĕсене çеç шанмасăр, хамăр та калавсене Турцити тĕрĕк чĕлхине куçарса ямалла. Телее, çак çулсенче пирĕн те ик чĕлхене те пĕлекенсем çитĕнчĕç.

Ăмăртăва хутшăнмалли калав теми ирĕклĕ. Вĕсене 2023 çулхи авăнăн (сентябрĕн) 15-мĕшĕнчен кая юлмасăр ярса памалла. Пĕтĕм тĕнчери çĕнтерӳçĕсене 2023 çулхи чӳкĕн (ноябрĕн) 1-мĕшĕнче палăртаççĕ, раштавăн (декабрĕн) 4-мĕшĕнче чыслаççĕ. 1-мĕш вырăна тухнă калавшăн 35 пин Турци лири чухлĕ парне кĕтет, 2-мĕшшĕн 25 пин, 3-мĕшшĕн 20 пин, хавхалантару парни 10 пин.

Ăмăртун ытти йĕрки-курки çапла:

1.Ăмăртăва хутшăнмалли калавсене электронлă пуштăпа kmahmut2023@gmail.com адреспа ярса памалла. Ахаль пуштăпа та яма пулать (ун пеккисем тупăнсан ахаль пуштă адресне AYB (Avrazya Yazarlar Birliği) сайтĕнче тупмалла е Шупашкарта Çыравçăсен ирĕклĕ пĕрлĕхĕнчен (ÇИП) 8-961-348-73-89 кĕсье телефонĕпе ыйтса пĕлмелле; ун пек чухне, ахаль пуштăпа янă калав кая юласран асăрханса, хăçан янине çӳлерех асăннă электронлă пуштăпа асăрхаттарса хурсан аванрах).

2.Ăмăртăва хутшăнакан калав халиччен ниçта та пичетленменскер тата ытти ăмăртусенче çĕнтерӳçĕсен шутĕнче пулманскер пулмалла.

3.Калавăн теми ирĕклĕ.

4.Çыравçăсем ăмăртăва чи нумаййи икĕ калавпа хутшăнма пултараççĕ, вĕсен калăпăшĕ чи сахалли 1 пин сăмах, чи нумаййи 10 пин самах пулмалла.

5.Ăмăртăва хутшăнма ярса паракан калав (калавсем) çинче автор ячĕ паллă пулмалла мар, шифр, код е пароль çеç пулмалла. Икĕ калавăн та - пĕр шифр, код е пароль. Калавра авторĕ кам пулнине палăртакан мĕнле те пулин паллă пулсанах çав калава ăмăртуран сиреççĕ.

6.Ăмăртăва хутшăнакан çыравçăн паспорт ĕмĕлкине, чăн адресне, биографине, калавăн (калавсен) шифрне, е кодне, е парольне кăтартса, интернет урлă çав шифр, код е пароль çеç çырса ят хунă уйрăм папкăпа (файлпа)  ярса памалла. Ахаль пуштăпа янă чухне те çыравçă камне палăртакан çак хутсене уйрăм кипкене çыпăçтарса калавсемпе юнашарах хурса ярса памалла.

7.Калавсене компьютерпа 12-мĕш калăплă саспаллисемпе çапмалла. 8.Ăмăртăва хутшăнакан калавсен çырăвĕсене каялла тавăрса памаççĕ, авторăн вĕсене каялла  ыйтса илме хакĕ çук. 9.Ăмăртура çĕнтерӳçĕ вырăнсене йышăннă калавсен пичет хакĕ (прави) Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕнче ((AYB) пулать.

ИЛЛЕ (Иванов),

Турци Çыравçисен Пĕрлĕхĕн Абдулхак Хамид Тархан ячĕллĕ поэзири Аслă Парнин лауреачĕ, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев