Петр Дементьев музейӗнче тӗрлӗ хаваслă вăйăсем ирттертӗмӗр
Çӗнӗ çул – ачасен чи кӗтнӗ уявӗсенчен пӗри пулӗ. Çак вăхăтра шăпăрлансем асамлăха шанаççӗ, Хӗл Мучирен парнесем илессе ӗмӗтленеççӗ. Хӗллехи каникула усăллă та кăсăклă йӗркелес тӗллевпе П.В.Дементьев музейӗнче тӗрлӗ хаваслă вăйăсем ирттертӗмӗр.
Раштавăн 27-мӗшӗнче «Çӗнӗ çул тӗлӗнтермӗшӗсем» вăйă программи иртрӗ. Ачасем 2022 çулăн тӗп символне – Тигра – сăрласа илемлетрӗç. Малашлăхра мӗн кӗтнине кăкшăмра пытарнă ыйту-сунăмсенче пӗлчӗç. Хӗл Мучипе чăрăш йӗри-тавра юрă юрласа, сăвăсем каласа пылак кучченеçпе сăйланчӗç. Мероприяти «Чӗрӗппе упа çури Çӗнӗ çула епле кӗтсе илнӗ» мультфильм курнипе вӗçленчӗ.
Кăрлачăн 7-мӗшӗнче мастер-класра Раштав пирӗштине çипрен ăсталарӗç. Чи ăшă, çутă, ырă уявсенчен пӗри – Раштав! Ку килти праçник. Пирӗшти Раштав уявӗн палли пулса тăрать. Мӗншӗн тесен пирӗштисем Иисус çурални çинчен кӗтӳçсене чи малтан пӗлтернӗ. Ку вăл Библири чи çутă сăнар. Пирӗштисем çынсене хăйсен пӗтӗм ăшшипе ырлăхне параççӗ.
Ку пуканене ăсталама мӗн кирли кашнин пур: çип, хытă хут, хачă тата çилӗм. Ачасем хаваспах ӗçлерӗç, юлашкинчен хăйсен ӗçӗ ăннăшăн чӗререн савăнчӗç.
Кăрлачăн 11-мӗшӗнче «Ăшă çурт» социаллă приютри кӗçӗн çулхи ачасем валли «Эпир самолет çине ларатпăр та вӗçетпӗр» музей урокӗ ирттертӗмӗр, ăна Социализмла Ӗç Геройӗ П.В.Дементьев çуралнăранпа 115 çул çитнине халалларăмăр. Ачасем малтан хамăр ентешӗн пурнăçӗпе паллашрӗç, вăйăсем вылярӗç, вӗçме пулăшакан сăнавсем ирттерчӗç.
Хутран самолетсем туса вӗсем çине хăйсен ӗмӗчӗсене çырчӗç.
Паян хамăр пурнăçа календарьсӗр куç умне кăларса тăратма йывăр. Çак япала çинчен эпир нумай пӗлетпӗр-и? Календарь вăл – вăхăтăн (çулсем, уйăхсем, эрнесем, кунсем) шучӗпе палăртнă тытăм. Календарьсем тӗрлӗ ыйтусем çине хуравлаççӗ: паян мӗнле число, эрнен хăш кунӗ, хăçан пулса иртнӗ ку е вăл пулăм... Календарь çынна хăйӗн пурнăçӗпе ӗçне йӗркелесе пыма май парать. Авалхи çынсем кунпа каç улшăннине, çулталăк ылмашăвӗн тапхăрне сăнанă.
Çӗнӗ çулпа Раштав уявӗсем, ачасен каникулӗ усăллă та хаваслă иртрӗ. Кашнийӗ – печӗкки те, асли те – çӗнӗ çулта сывлăхлă, ăнăçуллă пулма ӗмӗтленет, асамлăха кӗтсе пурăнать. 2022 çулта кашнин палăртнă ӗмӗт-тӗллевӗ пурнăçлантăрччӗ.
Юрий АДЪЮТАНТОВ.
Çӗнӗ Упи.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев