Петр Дементьев ячӗллӗ музейăн аслă специалисчӗ «Суварăн» тӗп парнине тивӗçрӗ
Пурӗ редакци адресӗпе 70 квитанци килнӗччӗ, вӗсенчен кашни 2-мӗшӗ парне илме тивӗçрӗ
Мультиварка, утюгсем, миксер, чăвашла кӗнекесем тата «Чувашия» санаторире канмалли путевка вылянтарчӗç «Сувар» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем паян вулакансен хушшинче.
Пурӗ редакци адресӗпе 70 квитанци килнӗччӗ, вӗсенчен кашни 2-мӗшӗ парне илме тивӗçрӗ.
Тӗп парнене – санаторири канăва – Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упире пурăнакан вулакан Юрий Адьютантов çӗнсе илчӗ. Юрий икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ Петр Дементьев ячӗллӗ музейре ӗçлет. Тӗп парнене выляса илнӗ ятпа ăна чунтан саламлатпăр! Ытти çӗнтерӳçӗсен списокне каярах çырса пӗлтеретпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев