Пётр Ермолаев: "Ик метӑр ман майрасем!"
Пӗр ялти арҫын 80 тултарнӑ тӗле 8 хут авланма ӗлкӗрнӗ пулнӑ. "Ҫитет, урӑх авланмастӑп, пурте пӗр шуйттан, ячӗсем кӑна урӑх", – тесе калать тет.
Пӗрре мар авланнӑ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем сахал мар: Алексей Шадриков, Типшӗм Сашук, Виталий Адюков тата ыттисем. Христофорова та ҫав списоках кӗртнӗ пулӑттӑмӑр.
Нумай пулмасть социаллӑ сетьсенчи компроматлӑ сӑнӳкерчӗке курсан, чылай ҫын Пётр Ермолаев шоумен та тепре авланасшӑн тесе шутларӗ пулмалла.
Пӗр телеканалӑн музыкаллӑ премийӗ номинацине илнӗ вӑхӑтра сцена ҫине Ермолаева саламлама илем конкурсӗнче ҫӗнтернӗ пике Александра Шуркина та тухнӑ.
Артиста тӳрех "Гогия" юрринчи сӑмахсем аса килнӗ пулмалла: "Метӑр ҫурӑ хам пулсан та, ик метӑр ман майрасем!" Пётр Ермолаев "Мисис Краса Чувашии" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫине ылталамасӑр чӑтса тӑрайман.
Пикантлӑ фотоснимок журналистсен аллине лексен шӑв-шав тухма пултаратчӗ, анчах эстрада ҫӑлтӑрӗ вӗсенчен маларах иккӗленӳсене хӑй стилӗнче сирме васкарӗ: "Ҫук. Турӑ ҫырнӑ арӑмпах пурӑнатӑп. Табуретка йӑтса ҫӳрес килмест ман".
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев